Ан авăн, шĕшкĕ


Гросс-Скайгиррен хулине çитсен, тăшман çирĕпленсе ларчĕ те пĕр утăм та чакмасть, çĕр çăтасшĕ! Нимĕçсем вăйлă контрнаступлени тума хатĕрленеççĕ тет иккен. Саперсен батальонне оборонăна тăратрĕç. Мана вара, полкран чĕнсе илсе, вĕсем патне ячĕç. «Дивизи команднăй пункчĕпе саперсем хушшинче çыхăну тытмалла сан», — ăнлантарчĕ мана взвод командирĕ.

— Ну, Петĕр-батыр, — терĕ уйрăлнă чух Ворончихин, — вăхăт çитрĕ, кăтарт ĕнтĕ хастарлăхна! Асту, ан авăн...

— Кăштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучĕ Курмангалиев.

Саперсен батальонĕ икĕ шоссе пĕрлешнĕ çĕрте, пĕчĕк айлăмра вырнаçнă. Малти траншейăран инçех те мар, юханшыв хĕрринче, пысăк чул çурт ларать (темĕнле барон именийĕ пулас), батальон командирĕ çав çуртăн путвалне вырнаçнă.

— Ну, связист, — теççĕ мана, — яланах сыхă тăрас пулать, лини ан татăлтăр! Пĕтĕм шанчăк сан çинче.

— Кунта пире фашистсем кунне виçшер атакăлаççĕ, — ăнлантарать мана связной, — пулăшу çитиччен тытăнса тăрас пулать.

Ку хыпар «мана пушшех пăлхантарса ячĕ: пултарайăп-ши пĕччен çыхăну тытма? Курмангалиевпа Виктор пĕрле пулсан, вут ăшне те хăрамасăр кĕрĕттĕм... Канашлама никам çук, çĕнĕ салтаксене пĕрне те палламастап, çитменнине, кашниех хăй ĕçĕпе аппаланать.

— Связист, сана чĕнеççĕ, — терĕç мана. Кам-ши тетĕп. Çав самантрах путвала хамăр замполит кĕрсе тăчĕ.

— Сывă-и, Атăл каччи! — саламларĕ вăл мана курсанах.

— Сывлăх сунатăп, капитан юлташ! — тетĕп, чыс парса.

— Лар, лар, — терĕ те замполит, хăй те, манпа юнашар ларса, чикарккă чĕркеме пуçларĕ. Хурçă каскине хывса чĕркуççи çине хучĕ, кăвакарма пуçланă çӳçне тӳрлеткелесе, шăлса илчĕ, вара, чикарккине вăрăммăн ĕмсе, тĕтĕмне вĕрсе кăларчĕ те кăмăллăн ялкăшса кулчĕ. Унăн пĕркеленнĕ пичĕ кулнă чухне çамрăкланса каять, кăвак куçĕсем ăшшăн ялкăшаççĕ.

Замполит пирĕн батальона килни нумаях пулмасть. Çапах вăл кĕске вăхăтрах пур салтака та паллакан пулчĕ, пурин ятне те астăвать. Ульяновск вырăсĕ вăл. Хĕрĕхсенчен тахçанах иртнĕ ĕнтĕ хăй, пурпĕрех чунĕ питĕ çамрăк. Каччăсемпе шӳт тукаласа илет, ватă салтаксемпе чух çемье çинчен калаçать. Пĕлет вăл этем чунне, кампа мĕн çинчен сăмах пуçламаллнне питĕ ăста тавçăрать — илтсен тĕлĕнсе кайăн. Курмангалиевпа кишмиш çинчен пуплет, Викторпа — Ленинград çинчен, поварпа —тĕрлĕрен апата мĕнле хатĕрлесси çиичен, Çĕпĕр снайперĕсемпе ухута çинчен, манпа чух — Кольцовка колхозĕ çинчен; е пĕрре тата Нарспие те асăнчĕ: «Константин Иванов пирĕн хулара вĕреннĕ», — терĕ. Итлес килет вăл калаçнине. Темĕн те пĕлет вăл. Уйрăммăнах вăрçăри лару-тăру çинчен такам та ăнланмалла каласа парать. Вăл каланине итлетĕн те, вăй кĕнĕ пек туйăнса каять, шанчăк çирĕпленет, тăшмансене пĕтĕм чунтан курайми пулатăн. Çавăн пек вăл пирĕн замполит. Темшĕн-çке вăл мана хам аттем пекех туйăнатчĕ.

Нимĕç хурахĕсен ирсĕр ĕçĕсем çинчен, вĕсем пире чура туса хума хапсăнни çинчен замполнт чуна витермелле каларĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн пăлханса итлерĕм ăна. Вăхăт нртни те сисĕнмерĕ. Вăл юлашкинчен каланă сăмахсем халь те чĕремрех: «Асту, Астров, хăрушă самантра иккĕленсе тăма юрамасть, иккĕлентĕн — шикленме пуçлатăн, шиклентĕн — пĕтрĕн. Вăрçă саккунĕ çапла вал, тăванăм!» Уйрăлнă чух пушшех те савăнтарчĕ вăл, пурне те пĕлекенскер, мана хулпуççирен лăпкаса илчĕ те:

— Ну, — терĕ, — ан авăн, шĕшкĕ!

Ырă сăмах — ырă кун пек, теççĕ. Замполитпа калаçнă хыççăн хама хам çунатланнă пек туйрăм.

Виçĕ талăк хушши çапăçу шавĕ лăпланмарĕ. Лини пĕрехмай татăлать, сыпса та çитермелле мар, лара-тăра пĕлмесĕр виçĕ талăк уй тăрăх чупрăм. Виççĕмĕш кун ирхине, çапăçу шавĕ кăштах лăплансан, камбат вырнаçнă путвала кĕтĕм те пĕр тĕттĕм кĕтесе кукленсе лартăм. Халĕ çеç тутлăн тĕлĕрсе кайнăччĕ... сасартăк килкартинче темиçе мина ӳксе çурăлчĕ, пăшал сасси илтĕнсе кайрĕ.

— Фашистсем çавăрса илеççе! — кăшкăрчĕ тахашĕ путвал чӳречинчен. Сăрр! туса илчĕ çанçурăм.

— Пурте—çӳле! — хаяррăн кăшкăрчĕ комбат. Хăй чи малтан алăк патне ыткăнчĕ.

Халиччен фашистсене кун пекех çывăхран курманччĕ. Сăрă кăвак шинеллĕскерсем пĕртен-пĕр «тигр» хӳттине пытанса, пирĕн пӳрт еннелле чупаççĕ, пĕр рота чухлĕ пулĕ хăйсем. Вĕсем автоматсемпе персе хамăр çинелле килнине асăрханă самантрах тăшман пире шеллес çуккине, вăл хамăра вĕлерме килнине нихçанхинчен хытăрах ăнлантăм, фашистсем пире тĕп тума тапăннине чĕремпе кăна мар, пĕтĕм çанçурăмпа туйса илтем. Ак ĕнтĕ вĕсем пирĕн малти траншейăсенчен инçех те мар... Хăрушă самант!

Килкартине сиксе тухаймарăмăр — нимĕç снарячĕ пирĕн çурта лекрĕ. Пӳртри салтаксем çине кирпĕчпе черепица ишĕлчĕкĕ йăтăнса анчĕ, нумайăшне аяла турĕ; аманнисем йынăшни илтĕнчĕ... Çав самантрах тăшман танкĕ те чарăнчĕ, хура тĕтĕмпе хупланчĕ. Ăна сулахай айлăмри хамăр артиллеристсем персе тивертрĕç пулас е вăл хăех мина çине пырса тăрăнчĕ... Çывăхах çитнĕ фашистсем пурпĕр чупма чарăнмарĕç. Часах пирĕн кил-картине те çитсе кĕретчĕç-и, тен, — çав хушăра хамăр çумри чул вите чӳречинчен пулемёт кĕпçи курăнчĕ, тăшман çине вут-хĕм сирпĕте пуçларĕ.

Нимĕçсем выртрĕç те вите çинелле автоматсемпе пеме пуçларĕç, унтан каллех сиксе тăрса малалла ыткăнчĕç. Эпир чун пек кĕтсен те, пирĕн пулемет хальхинче сасă памарĕ.

— Пулемет патне! — кăшкăрчĕ комбат. Пӳрт хӳттинчен вите еннелле виççĕн харăс тапса сикрĕмĕр. Икĕ сăлтакĕ килкартинчех ӳксе юлчĕç, пĕчченех витене сиксе кĕтĕм. Вите чӳречи умĕнче пулемет ларать, авăрланипех, пулеметчикесем иккĕш те чĕп-чĕр юн, урайĕнче выртаççĕ.

«Тăшмана пĕтĕм чун-чĕререн кураймасăр та çĕнтерме çук», — аса килчĕç замполит сăмахĕсем... Пулеметпа пеме всеобучрах вĕренсеттĕм, акă тытăнтăм хайхи çунтарма, пĕтĕм чунтан тарăхса пулемет гашетки çине пусатăп... Сайралсах юлчĕç фашистсем, пирĕн пата çĕр аллă утăм çитеймерĕç пуль, çул хĕрринчи канава выртрĕç.

— Урра-а! — илтĕнчĕ хамăр енчен.

Халĕ çеç пире пулăшма çитнĕ рота гитлеровецсем çинелле кĕрсе кайрĕ.

Тепĕр сехетрен саперсен батальонне иккĕмĕш эшелона хăварчĕç. Эпир тăнă çурт умĕпе хĕвеланăçнелле хамăр обозсем ирте пуçларĕç. Пирĕн çыхăну батальонĕ те кунта çитсе чарăнчĕ. Кухня çеç кая юлнă, терĕç.

Пирĕн связистсем мана курсанах урра кăшкăрса ячĕç те хаваслăн сырса илчĕç; старшина та сарă мăйăхне кăмăллăн турткалать, ман тӳме-çухана ыттн чухнехи пек тĕрĕслесех каймасть.

— Астров, — тет мана отделени командирĕ, — сана комбат чĕнет.

Комбат патне пытăм та хама мĕн хушнине йăлтах-туни çинчен пĕлтертĕм.

— Маттур, Астров! Сан çинчен мана пĕтĕмпех пĕлтерчĕç... Маттур! — ырларĕ майор ăшшăн. Ытти чух пĕрехмай çилĕллен калаçатчĕ. Нихçан та вăл манпа кун пек калаçасса кĕтменччĕ эпĕ.

— Кан, Астров, кĕçĕр сан вырăнна лини çине урăххине яратпăр. Кан, — тет мана взвод командирĕ те.

Пурте ман çине ăшшăн пăхаççĕ, анчах связистсем хушшинче Ворончихинпа Курмангалиев та, Лиза та çук: вĕсем полкра. Эх, пуласчĕ вĕсем çакăнта, çакнашкал савăк самантра!

Эпĕ килкартинчи вутă купи çине лартăм та, виçĕ талăк куç хупманскер, вилнĕ пек çывăрса кайнă...

Тĕлĕк куратăп пек.

Темле чаплă керменте мамăк тӳшек çинче выртатăп. Пӳлĕмре ăшă та лăпкă. Хаклă кавирсемпе эрешленĕ стенасем çинче — ылтăн хашаклă хитре ӳкерчĕксем; вĕсем хушшинчех автомат çакăнса тăрать. Тимлерех пăхатăп та — хам автомата палласа илетĕп! Мĕнле лекме пултарнă-ха вăл ку юмахри пек пуян çурта? Йăлтăртатакан чултан купаланă камин умĕнче, кĕмĕл шантал çинче, çурта çунать, унпа юнашарах нимĕçле çырнă библи выртать, çавăнтах тата — салтак фляги! Эпĕ каллех хам флягăна палласа илетĕп. Флягăран тем пек шыв сыпăттăм, анчах, ал-урама такам тылланă евĕр, хускалма та хал çук, каска пек выртатăп, ман çине ту пек йывăр ыйхă пусать. Çапах мана çывăрса кайма питĕ шел, мĕншĕн тесен ман пуç вĕçĕнче Лисук ларать. Çемçе аллисемпе çӳçĕме шăлса якатать вăл е каллех тăрмаласа хурать. Хĕр сăнне ниепле те уçăмлăн кураймастăп, анчах ку Лисук иккенне вĕри аллисенчен тата илĕртӳллĕ ачаш сассинчен туятăп: «Петĕр», — тет хĕр пăшăлтатса. Унтан пĕшкĕнет те ман çине вĕрин сывлать, кăтрисем питĕме сĕртĕнсе кăтăклаççĕ...

Мĕн тери ырă тĕлĕк!

Аичах хушăран вăраннă пек пулатăп та, инçетре пăшал сасси илтĕнет, вара, тутлă тĕлĕке çухатас мар тесе, каллех çывăрса кайма тăрăшатăп... Каллех Лисук курăнать. Курăнать кăна мар, ыталать, чуптăвать мана.

Тĕлĕк-и ку, чăн-и? Куçăмсене уçатăп та пĕр хушă шалт тĕлĕнсе выртатăп. Чăн та, килкартинчи вутă купи çинче мар иккен эпĕ, мамăк тӳшек çинче. Каснă-лартнă тĕлĕкре курнă чаплă пӳлĕмех, хаклă кавирсем, ылтăн хашаклă ӳкерчĕксем, кĕмĕл шантал çинчи çурта, библи, автомат, фляга... Анчах та чи тĕлĕнмелли — ман пуç вĕçĕнче Лисук ларать! Гимнастеркăпа вăл, çинче пилĕкне чĕн пиçиххипе туртса çыхнă, тăпăл-тăпăл кăкри çинче Гварди значокĕ йăлтăртатать.

— Лисук?

— Çывăр, Петĕр, çывăр, — тет хĕр, мана шинельпе витсе.

— Ăçта эпĕ?

— Пӳртре.

— Кам кĕртсе вырттарнă мана кунта?

— Старшина Гончарук.

— Ккам? — тăрсах лартăм тĕлĕннипе. — Нивушлĕ эпĕ халĕ те тĕлленетĕп? Ара старшина мана тем пекех ку раймасть-çке!

—Йăнăшатăн, Петĕр. Старшина батальонти салтаксене пурне те юратать.

— Кам хывăнтарнă мана?

— Старшина. Çывăр, Петĕр, çывăр; сана ирччен вăратма хушмарĕ вăл. Ак çакна ĕç те каллех вырт, — терĕ хĕр, фляжкине мана тыттарса.

— Эрех? Ăçтан тупрăн, ара, Лисук? Хам тӳпене ирех ĕçрĕм-çке, кам пачĕ?

— Старшина Гончарук... хăй тӳпине пачĕ.

Гончарук? Гончарук... Мĕн тери ырă кăмăллă çын иккен вăл, эп ăна кăштах тăшман вырăнне хумастăм.

Старшина хамăршăн мĕнле çунса çӳренисене сасартăк пĕтĕмпех астурăм. Пĕррехинче эпĕ лини çинчен çĕрлене юлса таврăнтăм; каçхи апат сивĕннĕччĕ, старшина пĕр маншăнах хуранай чĕртсе яшка ăшăтма хушрĕ; тепрехинче тата хам полка кайнă чух, мана хăй махоркине парса ячĕ... Мĕнле-ха эпĕ кун çинчен халиччен те шутламан, яланах вăл ятлаçнине çеç асарханă?

Выçварла кăшт сыпнă хыççăнах ӳсĕрĕлтĕм пулас. Куçăм хупăна пуçларĕ. Тĕлĕрсе кайрăм. Каллех Лисук чуптунă пек туйăнчĕ, анчах тĕлĕк кулчĕ-ши е чăн-ши — пĕлеймерĕм... Самантлăха куçа уçса пăхрăм: малтанхи пӳлĕмех... çурта çунать... кавирсем... камин... автомат... фляга — пурте пур, анчах пӳлĕмре нимĕнле хĕр те çук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: