Туссем
— Ман шутпа, ку тĕрĕсех мар. Электричество пĕр ĕç тăвать, ветродвигатель хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕр-пĕрне кансĕрлес çук вĕсем, — терĕ Юрий.
Михаил Кузьмич хăнасене колхоз сарайне илсе кĕчĕ. Купипех выртакан пăрăхсене курсан, хăнасем тĕлĕнсех кайрĕç.
— Кунта капитал усăсăр выртать иккен. Усă курмасан кирлĕ çĕре ăсатмалла кăна.
— Çук, Петр Спиридонович, ытти çĕре памастпăр. Эсир луччĕ пире килес çул валли маçтăрне тупса парăр. Çитес çулла пурпĕрех тумалла.
Иван Петрович, шарламасăр тăраканскер, халь ĕртĕ чăннине калама шăпах вăхăт çитнине туйса илчĕ.
— Маçтăрĕ хамăр патăртах, Михаил Кузьмич. Юрий ĕçĕ ку. Вăл тытăнсан, ĕç пулать.
Михаил Кузьмич Юрий çине шанмасăртарах пăхса илчĕ.
— Ĕненместĕн-им? Юрий шыв тĕлĕшпе ĕçлекен инженер. Унтан лайăх маçтăр тупаймăпăр.
— Ытлашши васкатăр, Иван Петрович, малтан тĕпленрех шухăшласа пăхмалла, кайран вара шантарса калама та пулать, — терĕ Юрий.
Михаил Кузьмич, Петр Спиридонович, Иван Петрович тата Юрий мĕн-мĕн тума май пурри çинчен нумай калаçрĕç. Двигательсене лартнă чухнехи чертежпа хутсене те туртса кăларчĕç. Фермăна тепĕр хут кайса пăхрĕç. Пăрăхсене тĕрĕслесе виçсе тухрĕç.
Каç пулас умĕн Михаил Кузьмич правление актива чĕнтерчĕ. Пухăннă çынсене вăл Мускавран килнĕ хăнасем çилпе тата шывпа лайăхрах усă курас ĕçре пулăшма шутлани çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн тухса калаканнисем нумай пулчĕç. Паçăрхи колхозница-доярка хĕл кунĕсенче выльăха мĕнле асаппа шăварни çинчен каларĕ:
— Çулла аптрамастпăр, уçă сывлăшра çӳрекен выльăха таçта та шăварма пулать. Хĕллехи тăмансенче ĕнесем те, хамăр та асапланатпăр. Шартлама сивĕрен хăраса ĕнесем час-часах ĕçмесĕр таврăнаççĕ. Ун пек чух вĕсем сĕт чакараççĕ. Вăхăтра шăварман пирки сĕт чакарни çинчен кĕнеке çинче питĕ тĕрĕс çырнă.
Ун хыççăн Юрий каларĕ. Вăл этем çилпе тахçан-танпах армансене çавăрттарнинчен пуçларĕ:
— Çил вăл чи йӳнĕ вăй. Апла пулин те, çиле çынна пăхăнтарса ялан ĕçлеттерме йывăр, — терĕ вăл. — Мĕншĕн тесен вăл час-часах кассăн-кассăн вĕрет, хăш чух тулласа пăрахас пек асать, тепĕр чух йăвашланать, лăпланса та ларать. Çил арманĕсен çĕршывĕ текен Голландири чи лайăх армансем вĕрекен çилĕн пит сахал пайĕпе кăна усă кураççĕ. Çилпе чăннипе усă курмалли майсене пирĕн çĕршывра çеç шухăшласа кăларнă. Совет ученăйĕ Жуковский усăсăр çӳрекен çиле аэродинамика трубине кĕртсе, унпа усă курмалли мелсене тупнă. Голландири чи лайăх ветродвигательсем секундра ултă метр вĕрекен çилпе çеç çаврăнма пуçлаççĕ пулсан, пирĕн ветродвигательсем секундра тăватă метр çурă вĕрекен çилпе те ĕçлеççĕ. Юлашки вăхăтра икĕ метр çурă вĕрнĕ чух çаврăнаканнисене те тунă. Ку двигатель лайăххисен шутне кĕрет. Ăна лартнăранпа пирĕн техника нумай малалла кайнă, анчах ăна кăштах çĕнетсе лайăхлатмалла пулать. Çил тикĕс мар вĕрнĕ чух вăл хăйпе хăех майлашса пырать, вунă метр тарăнăшĕнчен фермăсемпе витесем валли те, çирĕм-вăтăр гектар çĕре шăвармаллăх та шыв хăпартма пултарать...
Юрий каласа панă хыççăн çав паха та йӳнĕ вăй усăсăр выртни пуриншĕн те паллă пулчĕ. Колхозниксем унпа мĕнле майпа усă курасси çинчен ыйтса пĕлчĕç, канашларĕç. Шыва пăрăх тăрăх фермăна хăш тĕле илсе каймаллине, выльăх шăвармалли вырăн ăçта пулмаллине пăхма пурте ферма патне тухрĕç.
Двигатель талăкра темиçе çĕр витре шыв хăпартма пултарать пулсан, унпа урăх çĕрте те усă курма пулать-çке? Шакăлтатса канашланă хушăра тĕрлĕрен сасăсем илтĕнчĕç:
— Пăрăх тăрăх ярса урам кĕтессине кăларас, — терĕ пĕри.
— Вара хĕрарăмсем крана пăрт çавăрĕç те, кĕвентисене хулпуççи çинчен илмесĕрех, тулли витресемпе каялла утĕç, — кулса илчĕ тепри.
— Халь пирĕн автопоилка тума та май пур, — тапратрĕ колхоз электромонтерĕ. — Ĕçесси килсен, ĕне тутипе сĕртĕнет те, кирлĕ чухлĕ таса шыв юхса тухать...
Ку шухăш нумайăшне килĕшрĕ. Малашне ăна тăвасах пулать терĕç.
Унтан вара ушкăнĕпех ферма хыçĕнчи пахчана тухрĕç.
— Пăхăр-ха, юлташсем: кунта шыв ярас пулсан, йăрансем ăна хăйсемех кирлĕ çĕре салатаççĕ, — терĕ Михаил Кузьмич.
Актив пухăвĕ çĕрле тин саланчĕ.
Тепĕр ирхине Петр Спиридонович Иван Петровичпа пĕрле тимĕрçĕ лаççине ĕçлеме кайрĕ, Володьăпа Юрий ветродвигатель патне тухрĕç. Вĕсемпе колхозри электромонтер та пычĕ. Икĕ кун хушшинче тимĕрçĕсем колхозăн ĕç хатĕрĕсене юсаса çитерчĕç те ачисем патне кайрĕç, тимĕр пăрăхсене пĕрлештерме тытăнчĕç. Часах колхоз картишĕнче ĕç кĕрлеме пуçларĕ. Колхозниксем канавсем чаврĕç, пăрăхсем хучĕç. Пăрăхсен пĕр юппи, ферма çурчĕ витĕр тухса, ĕнесене шăвармалли валашкасем патне тухрĕ, тепĕр юппи — ферма хыçнелле кайрĕ.
Тепĕр икĕ эрнерен, вырсарникун кăнтăрла тĕлĕнче, Петр Спиридоновичпа Иван Петрович ĕçĕсене туса пĕтерни çинчен колхоз председательне пĕлтерчĕç те тĕрĕслесе пăхма ыйтрĕç.
Пăрăхсем тăрăх шыв ямалла тунă тенĕ хыпар ял тăрăх хăвăрт сарăлчĕ. Пĕр самантрах колхоз картишне халăх тулли пуçтарăнчĕ.
— Кайрĕ, кайрĕ! — тесе кăшкăрса, ветродвигатель патĕнчен ферма патнелле чи малтан ачасем чупрĕç. Валашкасем патĕнче тăракан Михаил Кузьмич крансене çитĕннĕ çынсем пырса çитсен тин пăрчĕ. Пăрчĕ те, виçĕ вăрăм валашка çине виçĕ кранран тăп-тăрă шыв шарлаттарса юхса анчĕ. Пур енчен те çынсен савăнăçлă сассисем илтĕнчĕç.
— Вăт, ку япала!
— Епле юхать, э?
— Ырлăх çитрĕ выльăха!
— Выльăха-та, хамăра та ырлăх.
— Ку сахал-ха, тата пахчана шыв яраççĕ! Пурте ферма хыçне тухрĕç. Юрий çĕртен кăшт çеç хăпарса тăракан пысăк пăрăхăн пуçне пăрчĕ те, унтан çанă хулăнăш шыв персе тухрĕ. Малтан вăл пахчан ку пуçĕнчи канавне тулчĕ, унтан, йăран тăрăх анаталла юхса кайса, пахча тăрăх саланчĕ. Шыв хыççăн, ачасемпе пĕрле, çитĕннисем те утрĕç. Вĕсем лăпчăна-лăпчăна ларса, йăрансем тăрăх сарăлакан шыв тăпрана мĕнле нӳрлетсе пынине сăнарĕç. Шывĕ çаплах юхать, Михаил Кузьмичпа Иван Петрович ăна, кĕреçесемпе çул уçса парса, çĕнĕрен çĕнĕ йăрансем тăрăх яраççĕ.
— Çитет! — кăшкăрчĕ юлашкинчен Михаил Кузьмич, шыв анатри йăрансем патне çитсен. — Ĕçе эпĕ çеç мар, пĕтĕм халăхпа тĕрĕслерĕмĕр.
Шыв пама пăрахнă хыççан та çынсем двигатель патĕнче пайтахчен тăчĕç.
Хăнасен ыран ирех каймалла. Çавна пула çеç саланчĕç çынсем.
Ирхине Михаил Кузьмич Иван Петрович патне колхоз автомашинипе вĕçтерсе çитрĕ. Хăнасене ăсатмалла.
— Халь ĕнтĕ сире мĕнле тӳлесси çинчен калаçса татăлас пулать, — терĕ вăл, пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларсан. — Ĕçлеме пуçлас умĕн те, ĕçленĕ хушăра та Михаил Кузьмич ку сăмаха темиçе хутчен те тапратнăччĕ, анчах Петр Спиридоновичпа Юрий кашнинчех сăмаха урăххи çине пăрса яратчĕç.
— Çапла, çапла, татăлас пулать, — терĕ Петр Спиридонович, Иван Петровичпа хăйĕн ывăлĕ çине, унтан Михаил Кузьмич çине йăл кулса пăхса.
Михаил Кузьмич вăл мĕн каласшăн пулнине ăнланаймарĕ, анчах кусем каллех мăмахран пăрăнма хăтланнине сисрĕ.
— Шӳт тума вăхăт юлмарĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Эсир пăркаланмасăр калăр-ха: мĕн чухлĕ тата мĕнпе тӳлемелле пулать сире?
Хăнасем чĕнмерĕç.
— Тен эсĕ, Иван Петрович, вĕсемпе калаçнă пулĕ?
— Калаçнă, — терĕ Иван Петрович, хăнасем çине пахса, чеен кулса илсе. — Парăмне те татнă ĕнтĕ.
— Ку сăмахсене епле ăнланмалла-ха манăн?
— Туслăхпа татнă, — терĕ Петр Спиридонович.
— Ашшĕсенчен ачисенм патне куçакан туслăхпа, — хушса хучĕ Юрий те. — Ĕмĕртен ĕмĕре пымалли туслăхпа.
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...