Тантăшсем
Нумай пулмасть, эпир тăватă тантăш тăван ялта тĕл пултăмăр. Тантăшсем: Тимук — банк управляющийĕ, Якур — прокурор, Çтаппан, — завод директорĕ, эпĕ — учитель.
Эпир революциччен икĕ çул малтан ялти шкултан тăватсăмăр пĕрле вĕренсе тухнăччĕ.
Вĕреннĕ чухне хĕвеланăç енче пысăк вăрçă пыратчĕ, çавăнпа çитĕннĕ арçынсем ун чухне ялта сахалччĕ.
Эпир, пĕчĕккĕ пулин те, ялта паллă çынсем шутланаттăмăр: салтак арăмĕсем пире упăшкисенчен илнĕ çырусене вулаттаратчĕç, упăшкисем патне çырусем çыртаратчĕç. Салтакран килнĕ çырусене вуласси пи рĕншĕн çыру çырассинчен те йывăртарахчĕ. Мĕншĕн тесен салтак арăмĕсем вулаттарма час-часах вырăсла çырусем илсе пыратчĕç. Вĕсене вырăсларан чăвашла куçарма аптăраттăмăр. Ун пек çырусене пуринчен ытла хамăрпа юнашар пурăнакан Укахви инке илсе пыратчĕ. Хăшпĕр чухне кĕнеке çинчи пек саспаллисемпе пичетленĕ çырусем те пулкалатчĕç.
— Килте чухне Карачăм алă пусма та пултараймастчĕ, халь, авă, вырăсла çеç çырать, чăвашла манчĕ те пулĕ, таврăнсан епле пурăнма пĕлĕпĕр-ши, — тесе кулянатчĕ вара Укахви инке.
Карачăм пичче чăвашла маннинчен эпир те тĕлĕнеттĕмĕр. Вăл мĕнле пулнине каярахпа тин, аманса килне таврăнсан çеç, пĕлме май килчĕ.
Карачăм пичче таврăннă тенине илтсен, эпĕ ачасемпе пĕрле ăна курма чупрăм. Пӳрчĕ умне çитсен кăштах чарăнса тăтăмăр. Унпа вырăсла юмахланă чухне мĕнле-мĕнле сăмахсем кирлине аса илтĕмĕр, мĕн-мĕн калаçасси çинчен канашларăмăр. Анчах пире эпир хатĕрленĕ сăмахсем кирлĕ те пулмарĕç. Карачăм пичче чиперех чăвашла пуплет, хăй тата вулама та пĕлмест пулас. Мĕншĕн тесен вăл кĕсйинчен хут кăларчĕ те мана тыттарчĕ.
— Кирук, эсĕ хут пĕлетĕн, вуласа кăтарт-ха, манăн çар начальникĕ патне хăçан çитмелле тесе çырнă?
Эпĕ вуласа патăм. Çавăн чухне вара вăл вырăсла çырусене епле пичетлеттерсе яни çинчен ыйтрăм.
— Çырусене эпĕ çырман та, пичетлеттермен те, — терĕ вăл, — хут пĕлменнисем валли салтакра юри пичетленĕ çырусем сутаççĕ. Унта арăм ячĕпе çырни те, хурăнташ патне çырни те пур. Хăшĕ кирлĕ сана, çавна туянатăн та киле яратăн...
Çавăнтан вара нумай вăхăт иртрĕ. Унтанпа Карачăм пиччепе Укахви инке те ватă пуçпах вулама-çырма вĕренчĕç. Ĕнтĕ пире те халь çынсем Тимофей Захарович, Егор Игнатьевич, Степан Иванович, Кирилл Петрович тесе чĕнеççĕ.
Эпир пĕр-пĕринчен инçетре пурăнатпăр, пĕр-пĕринпе час-часах курнăçаймастпăр, сайра хутра тĕл пулсан вара калаçса савăнатпăр. Пĕр-пĕрне ĕлĕкхи пек ятранах чĕнетпĕр. Завод директорне Çтаппан тетпĕр, кӳпшеке пит-куçлă банк управляющине Тимук тетпĕр, йăлтăрти погонлă прокурора Якур тетпĕр, çутă çамкаллă учителе, мана ĕнтĕ вăл, Кирук теççĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне пирĕн ушкăнра тата Татюк ятлă хĕрача пурччĕ. Вăл пирĕнпе пĕрлех ăмăртмалла чупма юрататчĕ. Вĕренессе пуринчен тăрăшарах вĕренетчĕ. Татюк пирĕн класра пĕртен-пĕр хĕрачаччĕ. Çавăнпа та эпир хамăр ушкăнра Татюк пурришĕн пит хĕпĕртеттĕмĕр.
Эпир тăваттăн тĕл пулсан, малтанах Татюка аса илменччĕ. Анчах пĕринче урампа пынă чухне, вĕсен тĕлне çитсен, эпир вĕсен пӳрчĕ умĕнчи пĕчĕк пахчари чечексене ытараймасăр чарăнса тăтăмăр.
— Ăçта пурăнать-ши халь пирĕн Татюк? — ыйтрĕ пирĕнтек пĕри, хитре чечексем çине пăхса тăнă хушăра.
Никам та ун çинчен татса калама пултараймарĕ.
Çтаппан çеç:
— Вăл вăрçă умĕн Атăл çывăхĕнчи пĕр районра — те агрономра, те çĕр йĕркелекенте ĕçленĕ тенине илтнĕччĕ эпĕ, — терĕ.
Çав вăхăтра Татюксен картишĕнче çенĕх алăкĕн сасси илтĕнчĕ. Эпир кам та пулин урама тухасса, вăл вара пире Татюк çинчен мĕн те пулин каласа парассине кĕтме пуçларăмăр.
Чăнах та вырăсла хапха уçăлчĕ те... пирĕн умма сарлака хулпуççиллĕ, хулари пек тумланнă вăтам çулсенчи хĕрарăм — хайхи пирĕн Татюк тухрĕ тăчĕ. Эпир, вăл тухасса кĕтменскерсем, малтанхи минутра аптăраса, пурте ун çине тĕлĕнсе пăхса тăтăмăр. Çав симĕс шлепкеллĕ, çунса тăракан çивĕч куçлă хĕрарăм çине пăхса, эпĕ пĕрле вĕреннĕ чухнехи çĕтĕк сăхманлă хĕрачана аса илтĕм. Акă мĕнле çын пулса кайнă пирĕн Татюк!
Вăл та малтан, палласа илеймен пек пулса, кăштах пăхса тăчĕ, унтан йăл кулса илчĕ те, пирĕн те пит-куçсем çуталса кайрĕç.
Çапла эпир Татьяна Ивановнăна та тĕл пултăмар та, пилĕк тантăш — пурте пĕр вăхăтра отпуска таврăннăскерсем — пĕрле пухăнтăмăр.
Ун пек тантăшсем пуçтарăнсан, ĕлĕк пĕрле ирттернĕ кунсене аса илеççĕ, халь кам мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Пирĕн те сăмах-юмах çавăн пек пулчĕ. Ача чухне вĕреннине, пĕрле вылянине, çамрăк чухнехи çăмăл çунатлă ĕмĕтĕмĕрсене аса илтĕмĕр.
Пĕррехинче пире Василий Тимофеевич учитель пĕр хресчен ачи Михайло Ломоносов çинчен каласа панăччĕ. Вĕренесшĕн çунса, вăл хĕл варринчех пит инçетрен Мускава пынă, кайран çав пирĕн пек хресчен ачи пит чаплă учĕнăй пулса кайнă. Пире Михайло Ломоносов çинчен каласа пани пит килĕшрĕ: вăл нумай пĕлес тесе, нумай пĕлнипе усăллă ĕçсем тăвас тесе, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман. Пирĕн те Ломоносов пек пулас килетчĕ. Эпир те вара, çак пилĕк ача, нумай вĕренме шутларăмăр, ялта тăватă çул вĕренсе тухсан малалла та вĕренес терĕмĕр. Çавна пулах хытăрах тăрăшакан пултăмăр. Василий Тимофеевич, эпир тăрăшса вĕреннине курса, хăй те хĕпĕртерĕ. Шкултан та похвальнăй грамотăсем парса кăларчĕ.
Кĕркунне çитрĕ. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче, ун чухнехи пек каласан, «Симен кунĕнче», эпир кутамккасем çакрăмăр та пурсăмăр та вунпилĕк çухрăмри икĕ класлă шкула кĕме тухса утрăмăр. Василий Тимофеевич пире тул çутăлнă-çутăлманах ялтан тухиччен ăсатса ячĕ. «Экзамена хăрамасăр кĕрĕр, эсир пит лайăх пĕлетĕр», — тесе шкула кĕме ырă сунса ăсатрĕ.
Ирĕ çавăн чухне пит хитреччĕ, тăп-тăрă та кăн-кăвак пĕлĕтрен çĕр çине пирвайхи тăм ӳкнĕччĕ. Сывлăшĕ те сывлама уçăччĕ. Эпир пурте çĕнĕ çăпатасемпе, савăннипе, хытă çул тăрăх шатлаттарса çеç утса пыраттăмăр.
Хамăр ял уйĕнчен тухнă çĕрте ун чухне курăкланса выртакан акман анасем нумайччĕ. Вĕсене акса хăварма хăват та алă та çитереймен пулмалла. Çав тĕле çитсен, тăрна сассисем илтĕнсе кайрĕç.
— Пăхăр-ха, ачасем, пăхăр-ха, авă унта тăрнасем ташлаççĕ, — терĕ Якур, сулахай еннелле кăтартса.
— Ăçта, ăçта? — терĕмĕр эпир.
— Епле курмастăр эсир, пăхăр-ха, хăрах уран ташлаççĕ.
Тăрна ташшине курас тесе, пурсăмăр та Якур кăтартнă çĕрелле пăхрăмăр. Вара ыттисем те:
— Чăнах та, авă епле çаврăна-çаврăна ташлаççĕ, — тесе тĕллесе кăтартрĕç.
Анчах эпĕ тăрна ташланине мар, тăрнине те курмарăм. Çапах, юлташсенчен катăк пулас мар тесе, куранçи пулса хаваслантăм тата, вĕсем пекех, таçталла тĕллесе кăтартрăм.
Çавăн чухне эпир камăн мĕн пулас килни çинчен калаçрăмăр. Кашни хăйĕн ĕмĕтне каларĕ. Тимук — счетовод пулас килет, терĕ, Якур — писăра тухма ĕмĕтленет, Çтаппан — вăрман ăстаçи пулас терĕ, эпĕ — учитель пуласшăн, терĕм. Татюк хăйĕн ĕмĕтне каламарĕ. Эпир ăна кам пулма ĕмĕтленни çинчен каласа пама ыйтсан, Татюкăн куçĕсем шывланчĕç, хăй утма та чарăнчĕ.
— Эпĕ ун çинчен лайăх шухăшласа та пăхман, — терĕ Татюк. — Михайло Ломоносов арçын пулнă çав, эпĕ хĕрача-çке. Василий Тимофеевич хĕрача вĕренсе чапа тухни çинчен каламарĕ. Кам хĕрарăмĕ вĕренсе паллă çын пулни пур-ши?
Чăнах та пире Василий Тимфеевич ун çинчен каламан. Шкулта хĕрача пĕрре çеç пулнăран каламарĕ пулĕ. Эпир пурте Татюка йăпатма пуçларăмăр. «Эсĕ пирĕнтен те лайăх вĕренетĕн вĕт», — тесе лăплантарма тăрăшрăмăр. Ун пек хĕрарăма хамăр пĕлместпĕр-и-ха тесе, шухăшласа та пăхрăмăр. Анчах ун пеккине никама та тупаймарăмăр. Вара яла таврăнсан пурте пĕрле Василий Тимофеевич патне кайса ыйтса пĕлме килĕшрĕмĕр. Çапах Татюк çул тăршшĕпех кăмăлсăр пычĕ.
Экзаменсене пурте лайăх патăмăр та, пире пурне те шкула вĕренме илчĕç, вĕренме çеç май килмерĕ. Эпĕ тумтир çуккипе шăнса чирлерĕм. Якура хваттершĕн тӳлеме укçа тупса параймарĕç. Çтаппанăн çимелли çăкăр пулмарĕ. Тимукăн ашшĕне салтака илсе кайрĕç те, килте ĕçлекенни урăх çын çукчĕ, Татюкăн чирлĕ амăшне пăхма килне юлмалла пулчĕ.
Халь каллех пĕрле пуçтарăнсан, эпир çавăн чухне экзамен пама кайнине те аса илтĕмĕр.
— Якур, кала ĕнтĕ халь тĕрĕссипе, эсĕ çавăн чухне чăнах та тăрна ташланине куртăн-и? — тапратрĕ Çтаппан, кулса.
— Эсир хăвăр куртăр-и вара?
Тăрнине нихăшĕ те курман иккен. Пурте, ман пекех, куранçи пулса çеç тĕллесе кăтартнă.
— Эппин ăçтан шухăшласа кăларнă эсĕ ăна? — каллех ыйтрĕ Çтаппан.
— Ăçтан шухăшласа кăларнине астумастăп. Эпĕ халь ун çинчен çапла шухăшлатăп: шкула экзамен пама кайнă чухне эпир телей тупма каятпăр тесе хĕпĕртенĕ, çавăнпа пире тăрна евĕрлĕ кайăксем те курăнма пултарнă.
— Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем, — терĕ Тимук, — вĕсем татăлчĕç те çыпăнчĕç. — Çакна вăл революци пулсан эпир вĕреннине асăрхаттарса каларĕ.
Пурсăмăр та унпа килĕшрĕмĕр. Вара çав ĕмĕтсем камшăн мĕнле тулни çинчен калаçрăмăр.
— Революци хыççăнхи çулах эпĕ вăтам шкула вĕренме кĕнине пĕлетĕр эсир. Кайран ял совечĕн председателĕнче те нумай тăнă, колхозра та ĕçленĕ. Ял совет пирĕн культура енĕпе ытти ялсенчен хăвăртрах малти вырăна тухрĕ. Унтан завод лартнă çĕре ĕçлеме кайрăм, — терĕ Çтаппан.
Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тăшманпа хĕвеланăçĕнче те, хĕвелтухăçĕнче те çапăçни çинчен каласа пачĕ.
— Халь заводра директорта ĕçлетĕп. Ман чунăм тăван çĕршыв умĕнче таса, — вĕçлерĕ Çтаппан хăйĕн сăмахне.
Тимукăн та пурнăçĕ хăй ĕмĕтленнĕ пек пулнă иккен. Хăй çинчен вăл çапла каларĕ:
— Пĕчĕк чухне манăн счетовод пулас килетчĕ. Банк сăмаха эпир пĕлмен те, çавăнпа унта ĕçлес тесе ĕмĕтленме те пултарайман. Халь, куратăр ĕнтĕ, укçа-тенкĕ енĕпе ĕçлетĕп. Совет укçи тĕнчере чи çирĕп укçа пултăр, тесе ĕçлетпĕр.
Якур прокурор та хăйĕн ĕçне пит юратнă.
— Халăх мана пысăк ĕç шанса пачĕ, эпĕ савăнса ĕçлетĕп, халăх шанни мана чĕререн ĕçлеме хушать, — терĕ вăл юлашкинчен.
Якур каласа пĕтернĕ-пĕтерменех Татьяна Ивановна ассăн сывласа илчĕ те утма чарăнчĕ:
— Манăн сирĕнни пек мухтанмалли çук вара, — терĕ вăл салхуланнă пек пулса.
Эпир те чарăнса ун çине тĕлĕнсе пăхрăмăр.
— Мĕнпе пăсăлчĕ вара санăн пурнăçу, Татьяна Ивановна? — пăшăрханса ыйтрăмăр эпир.
Хам эпĕ Татьяна Ивановна ĕлĕк рабфакра та, ытти çĕрте те вĕреннине, паллă вырăнсенче ĕçленине кăштах пĕлеттĕм. Анчах ун çинчен хăйпе курса калаçманни нумай пулать. Ку хушăра мĕнле те пулин инкек пулма пултарсан çеç.
— Кунта эсĕ, Татьяна Ивановна, темĕн юптарма шутламарăн-ши?
— Юптарма-и? Мĕн тесе юптарас манăн?
Тутисем вăрттăн йăл кулса илчĕç унăн.
— Михайло Ломоносов арçын пулнă çав, эпĕ хĕрарăм-çке! Василий Тимофеевич пире хĕрача вĕренсе тухни çинчен каламарĕ. Кам хĕрарăмĕ вĕренсе тухни пур-ши, теттĕмĕр, астăватăр-и?
Çапла Татюк пире экзамен пама кайнă чухне хăй кăмăлсăрланнине аса илтерчĕ те пирĕнпе пĕрле кулса ячĕ.
— Эпĕ хамăн юлашки çулсенчи пурнăç çинчен калатăп — терĕ вăл. Хăй ăнсăртран çӳхе пальтоне йӳле ячĕ те, кăкăрĕ çинче пире Ленин орденĕ тата Отечественнăй вăрçă орденĕ курăнса кайрĕ.
— Эпĕ ялтан инçетре пурăнман. Колхозсем пуçланнăранпах агроном ĕçĕпе ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче урăх ĕçе тытăнмалла пулчĕ. Упăшкам та вăрçа тухса кайрĕ, тепĕр икĕ çултан аслă ывăлăмăн та ят тухрĕ. Эпĕ хам вăрçа кайман та, фронта пулăшассипе кăна ĕçленĕ.
Татьяна Ивановна каласа пĕтереймерĕ, мĕншĕн тесен эпир çав вăхăтра шкул патне çитрĕмĕр.
— Айтăр кĕрсе курар, — чĕнчĕ Çтаппан.
Эпĕ пĕр сăмахсăр килĕшрĕм. Манăн чун — ăçта ачасем пур, çавăнта туртăнать.
Якур та килĕшрĕ. «Хамăр пуçласа ăс илнĕ çурта кĕрсе хисеплемесĕр иртмĕпĕр ĕнтĕ», — терĕ.
Банк управляющийĕ Тимук та: «Кĕрсе тухас шутăм пур», — тесе, тинрех çеç лартнă пысăк шкул алăкĕ патнелле пăрăнчĕ.
Нумай пӳлĕмлĕ çуртăн коридорĕ тăрăх пире Татьяна Ивановна кунта час-часах килме хăнăхнă çын евĕрлĕ хăюллăн ертсе кайрĕ.
— Учительсен пӳлĕмне кĕрĕпĕр-и е хамăр вĕреннĕ класа кĕрсе курăпăр?
— Ăçта-ши вара пирĕн класс? — ыйтрĕ тахăшĕ.
— Эпир вĕреннĕ шкул çурчĕ картиш кĕтессине тăрса юлнă. Халь унта иккĕмĕш çул вĕренме пуçланă ачасем пулас, — ăнлантарчĕ Татьяна Ивановна.
Урок вăхăтĕнче кансĕрлес мар тесе, эпир, перемена пуласса кĕтсе, коридорти лозунгсемпе расписанисене курса çӳрерĕмĕр. Часах коридор вĕçĕнчи пӳлĕмрен таса тумланнă, вăтам çулалла çывхарнă пĕр арçын тухрĕ.
Вăл Татьяна Ивановнăна хисеплесе чĕнсе алă пачĕ.
Ун хыççăн:
— Эпĕ çак шкулăн директорĕ Николай Герасимович Белорусов пулатăп, — тесе, пире те алă тытрĕ. — Çак ялсемех.
Вăл кам иккенне сăнĕнченех палларăм эпĕ: вăл хайхи хамăрпа юнашар Карачăм пиччепе Укахви инкен аслă ывăлĕ пулчĕ.
Эпир тăватсăмăр та хамăр камне каласа патăмăр. Татьяна Ивановнăн хăйпе паллаштарасси-мĕнĕ пулмарĕ, вĕсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Ун вырăнне вăл директортан шкулта мĕн чухлĕ вутă пурри çинчен тата шкулти ытти ĕçсем çинчен ыйтса пĕлме пуçларĕ...
Директор пире пурне те хапăл тусах йышăнчĕ.
— Хăвăр вĕреннĕ пӳлĕме кĕрсе курас кăмăлăр пулсан, кайма пултаратпăр, часах перемена пулать. Сирĕнпе тĕл пулни ачасемшĕн те усăллă пулĕ, — терĕ.
Картиш кĕтессинче аваллăха астутарса ларакан çурт умне çитнĕ вăхăтра шăнкăрав шăнкăртатрĕ те, ачасем шавласа тухма тытăнчĕç. Пире курсан вĕсем нумайăшĕ каялла кĕрсе, партăсем хушшине вырнаçса ларчĕç.
Шкул директорĕ пире ачасем умĕнче пурне те «хаклă хăнасем» терĕ. «Вĕсем те ĕлĕк çак шкутах, эсир вĕренекен класрах вĕреннĕ», — тесе каласа пачĕ.
Ачасем пĕрре пирĕн çине, тепре хăйсем хушшинче пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç. Темĕн çинчен шухăшларĕç вĕсем. «Эпир те хăçан та пулсан çаксем пек пулатпăр», — тесе-ши, е «çакăн пек пысăк çынсене те çакăнтах вĕрентнĕ-ши», — тесе шухăшларĕç-ши...
— Эпĕ çакăнта малти парта хушшинче лараттăм, — терĕм эпĕ, парта умне пырса. — Эсĕ мĕн ятлă-ха? Э-э, Ангелина Петрова! Шăпах Ангелина Петрова ларакан вырăнта лараттăм.
— Эпĕ вара унпа юнашарччĕ, — терĕ те Çтаппан, хăй ăçта ларнине кăтартас тесе, Ангелнна çумне ларма хăтланчĕ. Анчах унăн туллирех пĕвĕ тăвăр парта хушшине ниепле те вырнаçаймарĕ.
Ачасемшĕн ку кулăшла туйăнчĕ. Вĕсем йăл кулса, пирĕн çине пăхса пăшăлтатрĕç.
— Ачасем, кунта вĕреннĕ чухне эпир те сирĕн пекех пĕчĕккĕ пулнă, çавăнтан вара миçе çул иртнĕ ĕнтĕ! Халь акă ватă енне те сулăнатпăр, — терĕм эпĕ, — вĕсене кулма чарас шутпа.
Якур туска хыçĕнчи кĕтессе кайса ларчĕ.
— Пире çак тĕле чĕркуççи çине тăрататчĕç.
Ачасем çаплах пăшăлтатма та кулкалама пăрахмарĕç.
— Мĕншĕн кулатăр, ачасем, ĕненместĕр-и? — тетĕп.
Паçăр хăйне Ангелина Петрова тенĕ хĕрачапа юнашар ларакан кăвак куçлă хĕрача юлташĕпе пăшăлтатса илчĕ те аллине çĕклерĕ.
— Хĕрача, эсĕ мĕн калас тетĕн?
Хĕрача. ура çине тăчĕ те ыйтрĕ:
— Чĕркуççи çинче çын епле тăма пултартăр вара?
Пĕри ыйтнине кура ытти ачасем те хăюллăрах пулма пуçларĕç.
— Чĕркуççи çине кам тăратнă ун чухне сире? — ыйтрĕ тепĕр ача.
Ачасем эпир каланине ĕненсех кайманни пире уççăнах палăрчĕ, вĕсем чипер ларнă çĕртенех пĕр-пĕрне тĕрткелесе илчĕç.
Ăна эпĕ çеç мар, манăн юлташсем те сисрĕç. Вара Якур ĕлĕк чĕркуççи çине мĕнле тăратнине хай тăрсах кăтартрĕ. Тата хамăр пĕчĕккĕ чухнехи йĕркесем çинчен кăштах ăнлантарса пама шутларĕ.
Галина (2016-03-05 06:29:15):
Пит интереслĕ калав, вуласа тухăр, ӳкĕнмĕр!