Тантăшсем
— Революциччен пурте чĕркуçленнĕ: пĕчĕккисене шкулта вĕреннĕ чухне чĕркуçлентерсе наказани панă, пысăккисем — пуçлăхсем умĕнче чĕркуçленнĕ, чухăнсем кулак умĕнче чĕркуçленсе çăкăр ыйтнă.
Якур ăнлантарса пани те пулăшмарĕ. Ачасем лăпланмарĕç. Ыйтса пĕлес текеннисем те нумай пулчĕç.
— Ачасене чĕркуççи çине мĕн пирки тăратнă?
— Мĕн япала вăл кулак?
— Чĕркуççи çине тăратнă хыççăн ачасем тăнлăрах пулнă-и?
— Чĕркуçленсе кăтартнишĕн кулак текенни çăкăр парса янă-и?
Кантăк патĕнче тăракан Çтаппан картишнелле пăхрĕ. Картишĕнче, физкультура площадкинче, ачасем вылятчĕç.
— Пирĕн ĕлĕк вылямалли вырăн та çукчĕ. Юлташсем, астăватăр-и эсир, — терĕ вăл пирĕн çине пăхса, — пĕрре çатан урапапа ларса пыракан улпутпа майри пире шкул умĕнче вылянă çĕртен «тусан вĕçтеретĕр» тесе хăваласа янине?
— Астумасăр, — терĕ Татьяна Ивановна. — Ун хыççăн улпут иртсе кайнине курсанах, картишне тарса пытанаттăмăр.
— Çав улпут ялтан инçех мар, Кĕтне çинчи хурăнлăхри капăр çуртра пурăнатчĕ, — хушрĕ Якур.
— Унăн çурчĕ патне пыма та хăраттăмăр, — терĕ Тимук.
Эпир пĕр-пĕринпе юмахланине ачасем тăнласа итлеме пуçларĕç. Эпĕ аранах ачасене ăнлантарма мел тупрăмăр, тесе шухăшларăм.
Сăмаха малалла тăсас шутпа:
— Унта çӳреме пит хăрушăччĕ сав. — терĕм.
Шăп ларакан ачасем хушшинчен çав вăхăтра пĕри пирĕн калаçăва хутшăнчĕ:
— Унта ĕлĕк чухне кашкăр нумай пулнă, тет, вĕсене пирĕн атте те курнă, — терĕ янравлă сассипе.
Эпир пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр. Пирĕн калаçу каллех ăнланмалла тухмарĕ.
— Ачасем, — терĕм эпĕ, — кашкăрĕ пулнă та пулĕ, ăна астумастăп, анчах эпир кашкăртан мар, улпутран хăранă.
— Унта Улпут ятлă çын çук та, — илтĕнчĕ каллех çав сасă.
Ун хыççăн тата ыттисем те калаçăва хутшăнчĕç.
— Эпир ĕнер те Кĕтнери хурăнлăха экскурсие кайрăмăр...
— Унта электростанцире Петĕр пичче пурăнать. Арманта Микантăр мучи авăртать...
— Улпут ятлă çын пирĕн ялта ялĕпе те çук.
Вара вĕсене каллех Якур ăнлантарса пама шутларĕ:
— Ачасем, ан васкăр-ха. Улпут вăл ят мар, улпут вăл çавăн пек çын пулнă...
Çав вăхăтра шăнкăрав шăнкăртатрĕ. Çакăнпа пирĕн кăнтăрлахи перемена пĕтиччен пынă интереслĕ калаçу татăлчĕ. Эпир хамăр та çур сехет хушши вăхăт иртнине сисмесĕрех юлтăмăр.
Шкултан тухсан, тантăшсем тĕрлĕ ĕмĕтсем çинчен пынă паçăрхи калаçăва çĕнĕрен тапратрĕç. Халь вĕсем мана итлесшĕн пулчĕç. Ачасемпе калаçса тухнă хыççăн вĕсен шкулти ĕçĕ мана мĕнле килĕшнине пĕлес килнĕ.
— Каламасан та, Кирукăн ĕçĕ паллă, — терĕ Татьяна Ивановна, эпĕ калама тытăничченех. — Пире пурсăмăра та пурнăç çулне уçма малтан учитель кăтартса панă. Эпĕ сире Александр Фадеевăн «Молодая гвардия» ятлă романне астутарам-ха. Унта икĕ ватă большевик нимĕç тĕрминче, вилĕм сехечĕ умĕн, пĕр-пĕрне хăйсен чĕрисенчи чăнлăхне каласа панă вырăн пур. Вĕсем хăйсене вĕрентнĕ учителе ырă сăмахпа аса илсе, учительсене ылтăн чĕреллĕ çынсем тесе шутлаççĕ. Çав вырăна вуланă чухне эпĕ те хамăра вĕрентсе куçăмăра уçнă Василий Тимофеевича аса илтĕм. Вăл пирĕн пеккисене миçе çĕр çынна вĕрентсе ăса кĕртнĕ-ши?.. Кирилл Петровичăн та ĕçĕ çавăн пек пархатарлă...
Пĕчĕк чух ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçа мĕнле кĕни çинчен тӳррĕн калас вырăнне, эпĕ вĕсене Аслă Отечественнăй вăрçă фронтĕнче пулнă ĕç çинчен каласа патăм.
Çапла пĕрре вăрçăра, каç пулса çитсен, çырма тăрăх блиндажсем умĕпе иртсе пыраттăм. Такам мана:
— Кирилл Петрович! Кăштах тăхтăр-ха, Кирилл Петрович! — тесе чĕнчĕ.
Ятран чĕнни мана тĕлĕнтерчĕ. Мĕншĕн тесен çарта хама атте ячĕпе чĕннине никамран илтмен. Чарăнтăм та, ман пата икĕ çамрăк салтак пырса тăчĕç.
— Айăп ан тăвăр, командир юлташ, хĕпĕртенипе устав йĕркине пăссах чĕнтĕмĕр, — терĕ вĕсенчен пĕри чăвашла.
— Терентьев, Петр Терентьев! Эсĕ те кунта-çке — тетĕп эпĕ, пĕрне ыталаса. Унтан тепĕр салтакне, Кириллов Павăла, ыталатăп.
Эпĕ шкултан тухса кайнă чухне вĕсем иккĕшĕ те тăххăрмĕш класра юлнăччĕ. Унтанпа вĕсем çитĕнсе те çитнĕ иккен.
Шкулта хăйсем урок лайăх пĕлнине кăтартас тесе, ăмăртса калама тăрăшнă пек, Терентьевпа Кириллов мана хăйсем пирвайхи çапăçура пулни çинчен пĕр-пĕрне пӳле-пӳле каласа пачĕç.
Анчах пире нумай юмахласа тăма май килмерĕ. Блиндажран офицер тухса, вĕсене халех канма кайма хушрĕ.
— Хамăрăн учителе куртăмăр вĕт, лейтенант юлташ! — пĕлтерчĕç вĕсем офицере.
Лейтенант эпир тăнă çĕре пычĕ:
— Маттур боецсем, лайăх агитаторсем, — тесе алă пачĕ мана.
Эпир часах уйрăлтăмăр.
Ун хыççăн вĕсене темиçе эрне хушши курма тӳрĕ килмерĕ. Пĕр каçхине тухса çӳреме май килчĕ те, эпе ачасене шырама кайрăм. Мана пĕркун курнă офицер — рота командирĕ тĕл пулчĕ. Нумайранпа паллакан çын пек, вăл малтанах шӳт тума хăтланчĕ:
— Юратакан ашшĕ яланах хăйĕн ырă ачисем çинчен шухăшлать...
Анчах унăн шӳчĕ тухмарĕ, сăмахĕсене тытăнкăллăрах каларĕ, унтан чарăнса тăчĕ те ман çине тинкеререх пăхрĕ. Ырă мар хыпар пĕлтерессĕнех туйăнчĕ. Чăнах та, вăл, шӳт тума пăрахса, хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ:
— Снрĕн ученикăр Кириллов тăван çĕршывшăн çапăçса герой вилĕмĕпе вилчĕ.
Ку хыпар ман чĕрене каснă пек ыраттарса ячĕ. Çавăн чухне вара хам вĕрентсе ӳстернĕ ача маншăн мĕн тери хаклă пулнă иккенне туйса илтĕм. Унччен Кириллова эпĕ ытти ачасенчен уйрăм хисеплемен, маншăн вăл хам вĕрентнĕ темиçе çĕр ачасемпе пĕр танах пулнă.
Землянкăна кĕрсен, лейтенант мана Кириллов гимнастерки кĕсйинчен тупнă хута кăтартрĕ.
Тетрадьрен çурса илнĕ чĕрĕк листа хут çине Кириллов шултра саспаллисемпе: «Эпĕ çамрăк пирки Ленин — Сталин партине кĕме ĕлкĕреймерĕм. Тăван çĕршывшăн çапăçнă чух ăнсăртран вилес пулсан, мана коммунист тесе шутлама ыйтатăп», тесе çырнăччĕ.
Çак кĕске калава каласа парсан, манăн тантăшсем чылайччен чĕнмесĕр пычĕç. Те шухăша ячĕ вăл вĕсене, те пирĕн совет çамрăкĕсем епле маттуррине астутарса мăнкăмăллантарчĕ.
— Пурте каларăмăр пулас ĕнтĕ, анчах, Татьяна Ивановна, эсĕ ху çинчен нимĕн те каламарăн, — терĕм эпĕ. — Ăçта ĕçленине те пĕлтермерĕн.
— Эсир чăнах та пĕлместĕр-и вара? Пит инçетре пурăнатăр çав. Кунтан хыпарсем те илместĕр пуль. Хам эпĕ килен-каян çынсенчен сирĕн çинчен ыйтса пĕлкелесех тăратăп.
Хăй малалла каласа панă тăрăх, пирĕн тантăш Татьяна Ивановна хамăр районра парти райкомĕн секретарĕнче ĕçлени çинчен пĕлтĕмĕр.
Çапла эпир пилĕк тантăш тăван ялта тĕл пулса калаçрăмăр. Тантăшсем халĕ: Тимук — банк управляющийĕ, Якур — прокурор, Çтаппан — завод директорĕ, Татюк — райком секретарĕ, эпĕ — учитель.
Галина (2016-03-05 06:29:15):
Пит интереслĕ калав, вуласа тухăр, ӳкĕнмĕр!