Тантăшсем
Çĕр çине çынсене тĕлĕнтерме çеç çуралнă пулĕ Алевтина. Ун пеккисене халăхра «шурă курак» теме хăнăхнă. Хăйĕн хăтланăвĕсемпе, тĕнче курăмĕпе тата ытти те, тата ытти те, ял халăхне аптăратсах çитернĕччĕ ĕнтĕ. «Камăн кинĕ пулса кама шар кăтартĕ ĕнтĕ ку хĕр», — текеннисем пайтах пулнă. Кинемейсем уйрăмах Ваçли арăмĕ Марьене шеллерех пăхатчĕç, ара, шăпах вĕсен вăтам ывăлĕ Кĕçтук асапланатчĕ-çке Алевтинăшăн çунса. Ăçтан чăттăр яш чĕри — хĕрĕ — вут-çулăм, сăнĕпе те, пĕвĕпе те илĕртӳллĕ. Ытти яшсемпе кулкаласа, астарса калаçатчĕ пулин те, Алевтина Кĕçтука çеç килĕштерни куçкĕретехчĕ.
Çамрăксем клубалла е урама улаха пуçтарăнсан яланах пĕрлеччĕ Альăпа Костя. Юнашар Алевтинăн чи çывăх хĕр-тусĕ — йăм-хура çуçлĕ чиперкке Лариса.
— Мĕнле пайлатăр эсир Костьăна? — тăрăхлатчĕ вĕсенчен тепĕр чух Ларисăшăн «типекен» Кĕркури. Анчах та хĕр-туссем сăмаха кĕсьерен кăларакан йышшисем мар, шӳтлĕ-йĕплĕ такмаксемпе карма çăварсен чĕлхисене çийĕнчех чартаратчĕç.
Çамрăклăх — чи хаваслă та телейлĕ вăхăт. Пирĕн туссемшĕн чăннипех те савăнăçлă пулнă вăл. Мĕн кăна туман, ăçта кăна çитмен, кама кăна питлемен-ши? Нихăçан та шывпа сапса уйăрас мар пекчĕ вĕсене, нимĕнле хура кушак та чупса иртес пек туйăнмастчĕ вĕсен хушшипе.
«Алевтина, Кĕçтука качча тухас пулсан, Ларисăна та пĕрле илсе кайăн-ши?» — йĕплерĕ пĕррехинче кӳршĕ кинеми. «Аха, тӳшек-минтерсемпе пĕрле, мул вырăнне», — ахăлтатрĕ лешĕ.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пĕр хĕвеллĕ кун Ларисăпа Кĕçтук пĕрлешеççĕ тенĕ хыпар хĕл варринче аслатиллĕ çумăр çуса янăнах тĕлĕнтерчĕ ял халăхне.
Чиперех иртрĕ туй. Алевтина çамрăк мăшăрпа кĕрекере ларчĕ, кулчĕ, савăнчĕ, ара, качча каякан хĕрĕн тус-тантăшĕ-çке.
Ял çамрăкĕсем пумилккери пекрех тыткаларĕç-ха ĕнтĕ хăйсене малтанласа, ытла та ăнсăртран, ытла та тĕлĕнмелле пулса тухрĕ ку туй. Шеллерĕç Альăна. Пĕр Костя амăшĕн кăна пичĕ-куçĕ хаваспа çиçрĕ, лара-тăра пĕлмесĕр чупкаларĕ инке, кӳршĕ арăмсенчен хăйĕн савăнăçне пытараймасăр: «Пулать-ха, пулать, ывăлăм йĕркеллĕ арăмах илчĕ, çав хăйне тыта пĕлми йăх-яха мар», — текелесе, хăнасене эрехпе, сăрапа сăйларĕ.
Алевтина мĕн? Хăйне пачах та нимĕн те хурлантарман евĕр, яланхи ăшă кулăпа, такмаксемпе, юптарусемпе кĕçех çамрăксен кăмăлне уçса ячĕ, пуçлăнчĕ варă савăнăç!
— Акă вăл, хĕр-упраç юратăвĕ, — шутласа ларчĕ Кĕçтукăн юлташĕ, Алевтинăна сăнаса, — унăн выртса йĕмелле, çын ан куртăр тесе килтен тухмалла мар, вăл, акă, савăнăçлă, хăйĕн туйĕ тейĕн.
Шавларĕ, кĕрлерĕ те кĕреке — иртсе кайрĕ. Пурнăç хăй еккипех пычĕ. Çамрăк мăшăр ашшă-амăшĕнчен уйрăлса çурт лартма шутларĕ, Алевтина пединститута вĕренме кĕчĕ те ялтан тĕппипех çухалчĕ. Хутран-ситрен кăна тăван килне çырусем яркаласа тăчĕ. Тата кашни çул, Кĕçтукла Лариса пĕрлешнĕ кун, саламлă телеграммăсем çаптарчĕ.
Вунă çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа. Лариса халй — виçĕ ача амăшĕ. Асли шкулта вĕренет, вăтамми аркăран кăна çакăнать-ха, кĕçĕнни — сăпкара. Пурнăç ăнмарĕ теме çук. Кил-çурт пысăк, ăшă, таса. Кĕçтук, ветеринара вĕренсе тухнăскер, ялтах ĕçлет, ĕçĕ чыслă, тупăшлă. Выльăх-чĕрлĕх тухтăрне кĕлĕ туса пурăнмах хатĕр ял-йыш.
... Почтальонка Надьăна курсан, Ларисăн чĕри темшĕн, кăрт-карт тапма пуçларĕ. Лешĕ тата аякранах йĕлпĕрсе килет.
— Акă, ме, тус-хĕрӳ хут çаптарнă, — терĕ телеграмма тăсса.
— Мĕншĕн паян? Тепĕр эрне-çке, иртерех... — аптăрарĕ Лариса.
— Мĕн иртерех? Ухмаха тухман пулĕ эс çак? — Ăна-кăна чухламан Надя пуçне пăркаласа кӳршелле уттарчĕ.
«Июнĕн З-мĕшĕнче манăн туй. Ялта ирттеретпĕр. Хитре çи-пуç хатĕрле. Алевтина», — вуларĕ Лариса.
Упăшки ĕçрен килсенех телеграмма тыттарчĕ ăна арăмĕ. Кĕçтук вуласа тухрĕ те кулса илчĕ: «Хăйĕн йăлипех, пĕртте улшăнман пулас», — терĕ. Лариса мăшăрĕ çине куç айĕн пăхрĕ, анчах чĕнмерĕ.
Паян, телеграммăна ĕненес-тăк, Алевтинăн туйĕ пулмалла. Анчах та вĕсен кил картинче яланхи пекех лăпкă. Урине инке те вĕтĕлтетмест пек, пĕр сăмахпа, туй шăрши-марши те çук. Лариса пӳрте кĕчĕ, кравать çине сарса хунă илемлĕ кĕпине тĕсерĕ. «Ахалех 200 пин тăкакларăм-ши?» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Унччен те пулмарĕ, хашка-хашка аслă ывăлĕ Миша ывтăнса кĕчĕ.
— Анне, анне! Аля аппа пы-ы-ысăк машинăпа килчĕ, сана чĕнет, — терĕ те каллех çухалчĕ.
Алевтинăна çулсем пĕртте тĕкĕнмен вара. Çавăн пекех савăнăçлă, шавлă, çырă çӳçне çивĕтлесе кăшăл тунă. Ларисăна курсан чупса пырса ыталарĕ, чуп турĕ.
— Акă эсĕ те, тăванăм. Ман туйра хĕр-тантăш пулăн. Пуçтарăн хăвăртрах, кĕçех пулас упăшка çитмелле, вăхăт çук.
— Епле-ха апла? Туй тенине эрне маларах хатĕрлеме пуçлаççĕ, ĕçмелли, çимелли... — аптăрарĕ Лариса,
— Уншăн ан кулян. — Чăн та, кил умĕнче ларакан автобусран палламан çынсем сĕтелсем, тенкелсем, апат-çимĕç кăлара пуçланă.
— Туй кил картинче иртет, паян çанталăк уяр, ăшă, пĕлнĕ пекех. Эсĕ мана хитреленме пулăш-ха, — чĕвĕлтетрĕ Алевтина. Çав хушăрах венчет кĕпи кăларчĕ, тĕкĕр умĕнче вĕткеленчĕ.
— Эпĕ, мĕн... Манăн та тумланмалла пулĕ, — сас пачĕ Лариса.
— Ах, эсĕ халĕ те хатĕр мар-им? Чуп, атя, пĕр уру унта, тепри кунта. Çур сехет çеç юлчĕ. Хăвăрт, хăвăрт! — васкатрĕ Алевтина.
Лариса килнелле ыткăнчĕ, куç хӳрипе Урине инкесен килĕ еннелле ял халăхĕ пуçтарăнма пуçланине сăнаса илчĕ. «Каллех «концерт» кăтартать Алевтина, — вĕлтлетрĕ шухăш, — каччи тата кам-ши?»
Акă ĕнтĕ качча каяс хĕр те, унăн тус-тантăшĕ те хатĕр. Лариса кĕлеткине тăпăл-тăпăл тытакан йăмăх сар кĕпепе, Алевтина вара венчет кĕпине те хăйне евĕр çĕлетнĕ — кĕп-кĕске, хул-çурăмĕ уçă, пĕркенчĕкĕ кăна, тĕтре евĕр, пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити. Тем каласшăнччĕ Лариса, ĕлкĕреймерĕ — кил умне шап-шурă "Волга" çитсе ларчĕ. Унтан васкамасăр икĕ каччă тухрĕç, кил картинелле утрĕç. Алкумĕнче хĕр-упраç карталанса тăнă ĕнтĕ, йăли çавăн пек-çке, качча каяс хĕр патне чăрмавсăр, тăкаксăр кĕртмеççĕ.
Алевтина кулкаласа ларать. «Ăна ку ĕç-пуç камит евăр çеç туйăнать пулас», — шухăшларĕ Лариса.
Пӳрте машинăран тухнă йĕкĕтсем вăркăнса кĕчĕç. Пĕри, чикан евĕр хура çуçли, тӳрех Алевтина патнелле ыткăнчĕ, çупăрларĕ, чуп турĕ, çĕклерĕ те урамалла уттарчĕ.
— Салам, эпĕ Борис, — илтĕнчĕ сасă. Лариса шартах сикрĕ. — Эпĕ ăнланнă тăрăх, эпир свидетельсем пулатпăр. Аллуна парсамăр, пикеçĕм.
Тĕлĕкри евĕр хускалса, Лариса Борис хыççăн утрĕ, Алевтинăпа юнашар машинăна ларчĕ.
— Хăвала, шеф! — сас пачĕ кĕрӳ пуласси. — Сехетрен регистраци.
— Ăçта? — пĕтнĕ сасăпа ыйтрĕ Лариса.
— Шупашкарта, — пулчĕ хурав.
«Тĕлĕк курмастăп-ши эпĕ? — Лариса анăрасах кайрĕ. — Çакăн чухлĕ бензин пĕтерсе хĕр илме килеççĕ-и ăслă-пуçлă çынсем?»
ЗАГСран тухса тăван ялалла çул тытсан çеç арпашса кайнă шухăшсене пуçтарма вăй тупрĕ Лариса. «Веçех, веçех курнăç. Пăхăр, курăр, епле пултаратпăр эпир. Икĕ сехетре туй сĕтелĕ хатĕрлетпĕр, хут уйăрттарма тĕп хулана вĕçтеретпăр! Венчет кăшăлĕ чĕрĕ чечексенчен!» Тарăхупа, кӳлешӳпе тулчĕ чĕри. Чăтаймарĕ, тăрăхласа илчĕ:
— Алевтина, роза чечекĕн йĕпписем питех тирмеççĕ-и пуçна?
— Вĕсене каса-каса илнĕ, — пулчĕ хурав.
Урăх сăмах чĕнмерĕ Лариса, магнитофонран янăракан илемлĕ кĕвве итлесе киленсе ларчĕ. Çамрăк мăшăр ыталанса, тем пăшăлтатса пычĕ.
— Килеççĕ, килеççĕ! — çухăрса чупрĕç ачасем, туй машинине курçан. Кил картинче сетелсем хатăр ĕнтĕ. Урине инке, такăна-такăна, çамрăк мăшăра кĕтсе илме васкарĕ. Ял çыннисем икĕ еннелле тăрса ăна çул пачĕç.
— Хĕрĕм, кĕрӳшĕм... — терă те амăшĕ, йĕрсе ячĕ, — ах, ачамсем...
Çĕр тĕпĕнчен тенĕ пек, темĕн хушăра, туй каччи сиксе тухрĕ, Урине инкене çакăрпа тăвар тыттарчĕ, такмаксемпе лару-тăрăва йĕркелесе ячĕ.
Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан ялти ватă, Çтаппан мучи (хăй миçе çултине хăй те манса кайнăскер), сăмах илчĕ:
— Алевтина, мăнукăм, каçар ват супнăна, анчах та кĕрӳпе паллаштармăн-ши пире, аттуш темĕнле лайăх мар пек.
— Паллашăр, Кирсан, — хуравларĕ çĕнĕ çын, куçĕсем вара чеен, тата мĕн каласшăн, тенĕ пек пăхрĕç.
— Мх-х... Кирюш, апла. Юрĕ. Мĕнех, телей пултăр сире, ĕмĕр пĕрле пурăнмалла, савăнатăп сирĕншен, ачамсем. Алевтини-мĕнĕ — ват хĕ... ых! мĕн чышса ларатăн çак, — çилессĕн пăхрĕ Çтаппан мучи карчăкне, — сăмах калаттармасть, шельмă! Эппин, çĕнĕ çемьешĕн, ял-йыш.
Хăнасем кулкаларĕç, черккисене çĕклерĕç, çамрăк мăшăра саламларĕç. Тепĕртакран кил умĕнче машина сасси илтĕнчĕ, купăс янăраса кайрĕ, шăв-шав, ахăлтату.
— Мăшăрăмăн тăванĕсем çитрĕç пулас, анне, — сас пачĕ Алевтина. — кĕтсе илесчĕ.
Чăн та, кĕçех кил картине туй арăмĕсем, туй каччисем персе çитрĕç. Хăнисем вара питĕ тĕлĕнмелле-çке, çĕр çул пĕрле пурăннă евĕр, хăнасемпе тӳрех пĕр чĕлхе тупрĕç.
«Епле-ха апла? — шухăшлать Лариса, — пулать-ши ĕнтĕ çакăн пек? Пурте ыр кăмăллă, пурте юрлама, ташлама пĕлеççĕ, артистсене тара тытса килнĕ пулĕ. Ĕненместĕп, ĕненместĕп!» Мăшăрĕ, Костя, Алевтинăран куç илмесĕр пăхса ларни тата хытăрах вĕчĕрхентерчĕ Ларисăна. «Йӳçĕ, йӳçĕ!» — тесе кăшкăрма тытăнсан, Кĕçтук шуралса та хĕрелсе, черкке хыççăн черкке ӳпĕнтере пуçларĕ. Лариса тухĕччĕ сĕтел хушшинчен, упăшкине пуçтарса килнелле уттарăччĕ — килĕшӳсĕр пулса тухĕ. Ял халăхĕ мĕн калĕ?
Лариса хăйĕн туйне аса илчĕ. Тĕлĕннĕччĕ ун чух Альăран. Тĕлĕнмелле сăпайлă та лăпкă тытрĕ хăйне ун чух Алевтина. Юратнă-çке Кĕçтука, чун-чĕререн савнă. Лариса питĕ лайăх пĕлнĕ, курнă çакна, анчах та юлташĕн телейне шеллемесĕр аркатрĕ, таптарĕ. Ытла та кĕвĕçетчĕ Альăна Лариса. Хăй Алевтинăн мĕлки çеç пулнă-çке. Ăçта кăна ан пăх — малта Алевтина, кама кăна ан итле — сăмахĕ каллех ун пирки.
...Мăнкунччĕ вăл каç. Çамрăксем вăрмана пухăнчĕç, кăвайт чĕртрĕç. Алевтина çамрăксемпе кулкаласа калаçса тăнă вăхăтра Лариса Кĕçтука вăрманалла илĕртсе кĕчĕ. Лешĕ, самаях сыпнăскер, хавхалансах, «уçăлмалла» текелесе, хыççăн сенкĕлтетрĕ. «Уçăлкаларĕç» вара... Каялла таврăннă чух Кĕçтук куçне тартса пычĕ, кайран та икĕ эрне улаха тухмасăр, никампа калаçмасăр çӳрерĕ. Тепĕр эрнерен Ларисăна качча тухма ыйтрĕ.
— Тусăмçăм, мĕн шухăша путрăн? Айта, тыт черккӳне, ĕçер, — Алевтина Лариса еннелле çаврăнса, яланхи савăк куллипе черккине çĕклерĕ, — пирĕн телейшĕн, тăванăм. Тав сана.
— Сав мана, — аран сас пачĕ Лариса. Тĕппипех ĕçме тиврĕ.
Кирсан, Алевтинăн упăшки, тăчĕ, шăп пулма ыйтрĕ.
— Мăшăрăм манăн çак ялта çуралса ӳснĕ, паллах, пĕлетĕр, юрă юрлама вăл питĕ ăста...
— Ыйтатлăр, ыйтатлăр! Тавай, Алевтина, яра пар! — илтĕнчеç хĕрĕнкĕ сасăсем.
Лартрăм кăвак сирень
Эп санпа паллашсан
Укăлча умĕнчи сак патне.
Çеçкене ларас чух
Тухса кайрăм ялтан
Кураймарăм çеçке çурнине...
Юрă пуçлансанах Лариса упăшки еннелле пăхса илчĕ. Хĕрарăмăн улттăмĕш туйăмĕпе çак юрра Алевтина Кĕçтукшăн юрланине тӳрех сисрĕ. Чунĕнче тем капланчĕ, вĕчĕрхерĕ. Май пулнă пулсан, çак самантрах, çакăнтах вĕлерĕччĕ Лариса хĕр-тантăшне. «Кураймастăп, кураймастăп! Манран мăшкăллани вĕт ку! Вĕри çĕлен!» — туллашрĕ ăшĕнче вăл.
Юрă вĕçленчĕ. Пĕр вăхăт никам сăмах чĕнмерĕ, анчах нумайлăха мар, туй арăмĕсем çийĕнчех «Кăрчама» юрă тăсса ячĕç.
Лариса, курайманлăхпа тулнăскер, тантăшне тĕртсе илчĕ, калаçмалли пур текелесе сĕтел хушшинчен тухма хистерĕ.
— Калаçар, мĕншĕн калаçмалла мар. Анчах кĕрекерех калаçăпăр. Пыр типсе ларсан йĕпетмелли те юнашарах, акă. Мĕн хумхантарать-ши сана, тусăм? Ху тăхăннă сарă кĕпе-и?
— Шăпăртрах, Аля, — асăрхаттарчĕ Лариса, — пирĕн калаçăва илтсен тин çеç авланнă упăшку ыранах пăрахĕ.
— Ха-ха-ха, — ахăлтатрĕ Алевтина, — манăн Кирсанран нимĕнле вăрттăнлăх та çук, нимĕн те, илтетĕн-и?
— Мĕн концерчĕ кăтартатан эсĕ паян? — çиллине текех шăнараймарĕ Лариса. — Кам çыннисем кусем? Мĕнле пултарулăх театрĕнчен пуçтарса килтĕн? Эпĕ кам тесе ларатăн-и яланхи пекех? Хăмпă эсĕ, çавă çеç. Хăвăнпа ху киленсе, çара пĕççусене, кăкăрусене намăса пĕлмесĕр кăтартса ларатăн. Шурă венчет кĕпи тăхăннă тата. Мĕн, 28 çула çитсе те таса хĕр теесшĕн-и хăвна? Упăшкуна питĕ саватăн пулсассăн, мĕн манăн Кĕçтука çисе яраслăн пăхса ларатăн?
Алевтина тĕлĕнмелле лăпкă итлерĕ. Унтан мăшăрне тĕртрĕ, тем пăшăлтатрĕ. Лешĕ хăех илтнĕ пулас:
— Акă мĕн, хисеплĕ Лариса, — терĕ çепĕççĕн, — эсир калашле, — «кусем» чăн та манăн тăвансем, пултарулăх театрĕнче ĕçлемеççĕ, шел те. Аля кĕпине вара эпĕ хам суйласа илнĕ, мана унăн кĕлетки, пĕвĕ-сийĕ питĕ килĕшет, çынсем те пăхса савăнччăр. Таса хĕр-и е çук-и, ку сирĕн ĕç мар, тата, эпĕ пĕлессе, эсир хĕрлĕхе венчете тăриччен чылай маларах çухатнă. Тепĕр тесен, ку калаçу хальхи саманара ытла та кулăшла. Каçарăр та, чиперкке, эсир манăн арăмăн юлташĕ пек мар, тăшманĕ пек калаçатăр.
Лариса тутине çыртрĕ, нимĕн калама аптăрарĕ. Кайран çынсем мăн шухăшлани çине ăшĕнче сурса хурса, кĕрекерен тухрĕ те самаях усĕрĕлсе кайнă упăшкиие çавăтса килнелле васкарĕ.
Вĕсем кайнине никам та асăрхамарĕ тейĕн, пĕр Çтаппан мучи кăна: «Таси паха», — тесе юлчĕ.
Шурăмпуçпа кăна хăтасем, аякран килнĕ хăнасем автобуссене тиенчĕç, юрă-кулăпа урама çĕмĕрттерсе, килĕсенелле юхтарчĕç. Çамрăк мăшăр та çăмăл машинипе çав кунах çула тухрĕ. Ларисăн чунĕ лăштах пулчĕ. Анчах та çăлран шыв ăсма тухнă пикесем, вăл çитсессĕнех, темшĕн калаçма пăрахаççĕ, кӳршĕ-аршă куçĕсене тартать.
Пĕр эрне нимĕн ăнланмасăр пуранчĕ Лариса. Килте йĕркеллех пек. Кĕçтук салхуллăрах курăнать пулсан та, хăйне яланхиллех тыткалать. Нихăçан та нимĕнле Алевтина та килсе кайман, ял халăхне хăлха вĕçне тăратса хăварман тейĕн.
— Ах, Лариса... — хашкаса кĕчĕ пĕр кун хунямăшĕ, — ах, Лариса, ах, ачам...
— Мĕн, мĕн пулнă? — хăраса ӳкрĕ лешĕ.
— Ачасемпе-и, Кĕçтукпа-и?
— Çук-ха, çук. Лешĕ, эсремет хĕрĕ, аçа çапманскер, Алевтина, мăшкăл кăтартса хăварнă-çке пире, шуйттан! Эсир туйран тухса кайсан пĕтĕм çынна, илтетĕн-и, пĕтĕм çынна, эсĕ Кĕçтука мĕнле майпа качча тухни пирки каласа панă.
— Мĕнех вара... Халĕ нумайăшĕ ун пек тăваççĕ. Качча кайсан эрнерен ача çуратнисем те пайтах.
— Ах, хĕрĕм, мĕнле ăнланмастăн эсĕ? Сана питрен сурса хăварчĕ-çке вăл, хăйĕн çывăх тус-юлташĕ тесе кĕрекене лартрĕ, хисепленĕ пек турĕ, кайран вара... Тьху! — чăтаймарĕ Марье инке, йĕрсе ячĕ.
— Анне, кала-ха, эсĕ илтнĕ, тен, пĕрле сĕтел хушшинче ларнă пулин те, ыйтаймарăм, упăшки кам çынни-ши? — кăштахран сăмах чĕнчĕ Лариса.
— Шупашкартан, тет. Алевтина хăй вĕрентнĕ вăл ачана.
— Мĕнле вĕрентнĕ?
— Ара, институт пĕтерсен шкула ĕçлеме янă ĕнтĕ ăна. Каччи 10-мĕш класра пулнă ун чух. Кĕрт ами. Шкул ачине астарса янă та. Тьху| — каллех сурчĕ те Марье инке, тухса кайрĕ.
«Апла иккен, — шухăшларĕ Лариса. — Пĕтерсен те пĕтмен çынсем те пур иккен. Мĕнех, вĕсенчен тĕслĕх илĕпĕр. Ял-йыш калаçĕ те чарăнĕ. Пурнăç малаллах пырать. Хамăн çылăха каçарттартăм пулĕ тантăшăм туйĕнче клоун пек ларса».
Кĕçех упăшки ĕçрен таврăнмалла, çимелли халĕ те хатĕр мар-ха. Лариса сăпкара çывăракан ывăлĕ çине пăхса илчĕ те кухньăналла утрĕ.
...Тепĕр пилĕк çултан Алевтина мăшăрĕпе чикĕ леш енне куçса кайнă хыпар çитрĕ яла. Дипломата тухнă тет хайхи Кирсанĕ.
«Алевтини мур шăтăкĕнче те пĕтмĕ-ха, хĕрĕ маттур», — çапларах ăнлантарса пачĕ ку хыпара илтсен Çтаппан мучи.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...