Çĕмĕрт
Аслă вăрçăра пулнă чăваш хĕрĕсене.
Каллех тухать-çке куç умне
Асран кайми пĕр çуркунне...
* * *
Пĕрремĕш хут çап-çамрăк çĕмĕрт
Тухсаччĕ яшлăх уявне.
Сип-симĕс тутăр, шурă çивĕт —
Çур панă малтанхи парне.
Асамлă юрату черечĕ,
Пăлхавлă тапхăр çитнĕрен
Кăшт çил вĕрсессĕн те чĕтретчĕ
Чун кĕнĕ пĕвĕ ирсерен.
Хăй телейне малтан хăй курнăн,
Пĕлес пекех хăй шăпине,
Чĕвен тăрса, вăл вĕрлĕк урлă
Пăхса илетчĕ çул çине.
Савас тенишĕн кăмăл уçă:
Саламлă шăршă саракан
Чечек çыххи, черченкĕ çулçă
Пама вăл хатĕрччĕ ялан.
Юратăва кĕте-кăте вăл
Хумханнă чух,
Кĕтмен çĕртен,
Пĕр ирхине тапранчĕ тăвăл, —
Ырри ан кĕт çак инкекрен.
Мĕнпур вăйран кĕрешрĕ йывăç,
Тармарĕ вăл карта çумне.
Пĕр тапрансан, пӳлмешкен йывăр
Вутпа çил çумăрĕн çулне.
Аçа шартлатрĕ,
Çиçĕм хĕçĕ
Касса вакларĕ пĕлĕте.
Çĕр кăкăрне çурса вăл кĕчĕ,
Амантрĕ çамрăк çĕмĕрте.
Хупларĕ хучĕ хĕм çуначĕ
Ун пурнăçне, ун ĕмĕтне.
Сип-симĕс тутăрне çунтарчĕ,
Ĕнтсе хуратрĕ çивĕтне.
Турачĕсем лăш ӳкрĕç, хуçăк
Чечекĕ типрĕ, темиçен
Пĕр тĕвĕ пулнă,
Вилĕм куçĕ
Шăнтса пăхать çав тĕвĕрен.
Пăч сунчĕ çамрăклăх ĕлккенĕ,
Çаралчĕ çĕмĕрт ним юлми.
Чĕр суранран тăпра сĕткенĕ
Тумлать куççуль пек татăлми...
* * *
Вутпа чыхланчĕ çил хăй ав,
Путланчĕ вилĕм-чунилли.
Ан тыттăр касмăклă пăяв
Нихçан ун шăнăрлă алли!
Уяртрĕ кун. Тӳпе сенкер,
Чĕркет вăл çĕнĕ хĕвеле, —
Хĕвелĕ, тин çĕкленнĕскер,
Çĕре те ӳкĕ темелле.
Пахча тулли шевле ури
Ыраш кĕлти пекех сап-сар.
Çут ир сăрсем (хĕрли, шурри)
Чечек çине çӳрет сапса.
Çил хуçнă йывăç тăррине
Майлать май кунĕ çĕнĕрен,
Хĕвел парать хăй ăшшине,
Парать çĕр сиплĕхлĕ сĕткен.
Чиперленет чие сăнран.
Палан, палан епле чечен:
Кĕпи — çур тĕртнĕ пурçăнран,
Саппунĕ — шурă чечекрен.
Пĕр çĕмĕрт çеç хура пĕччен,
Тем курăнмасть папка палли,
Ах, калăр, ĕнтĕ çут тĕнчен
Юлман-ши чĕрлĕх ун валли?
* * *
Телейĕме тупса пĕлесшĕн
Çӳрерĕм эп таçти çĕрте.
Çуралнă ял аса килсессен
Хĕрхентĕм хăрнă çĕмĕрте.
Нихçан та вăл асран тухмарĕ,
Ак, таврăнатăп эп яла.
Саламласа пахча кашларĕ, —
Ăна кĕрсех ман курмалла.
Утатăп та, мĕскер ку? Чимĕр...
Шалтах каятăп тĕлĕнсе:
Тăра парать чечеклĕ çĕмĕрт
Палланă хӳшĕ тĕлĕнче.
Качча каяс хĕр пек вăл капăр.
Вăл — чĕрĕ тĕм,
Вăл — ешĕл шав.
Пуласлăха шанать вăл, ахăр —
Кăкран кăларнă çĕн хунав.
Малтанхинчен те хухĕм мар-и?
Шап-шура çивĕт — ураран.
...Вутра хĕн курнă хĕр сăнарĕ
Аса килет çакна курсан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...