«Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн...»
Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн,
Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.
Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,
Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?
Тĕнчемĕр — улшуç. Ылмашаççĕ çут тухăç, сив анăç.
Кам пулĕ тӳре? Улшăну саккунне пăхăнса
Паян тивĕçпе килмелле пек шур çĕмĕртлĕ савнăç,
Анчах хура хуйăх хурах пек тухать шăвăнса.
Шап-шур çеçкерен шурă-шурă çырла, ай, пулмарĕ.
Епле, тутансан, вăл чĕлхе-çăвара типетет.
Эй, хуйăх, эс сивĕннĕ савăнăç пулăмĕ мар-и? —
Сана астивсен, чун-чĕре хуралса пиçĕхет.
Хура çĕмĕртрен шур саппунлă çеçке тухса ларĕ.
Çак мар-ши улшуçăн тĕллевĕ тесе сĕмленен.
Эй, саврнăç, эс хура хуйăхăн мăшăрĕ мар-и —
Чĕре суранне, арăм пек, хăвшăнах, тен, сиплен.
Телей те инкек хушшинче эс мĕн чухлĕ ан пурăн,
Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.
Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,
Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?
Арпашать çут тĕнче: умăра те тăшман,
Те çăлма тухакан хурăнташ-хунтăш ман...
Саккăрла явăнса çаврăнать çил-тăман, —
Вăй та çук, май та çук ăна хирĕç тăма.
Урам урлă йĕрекен выртса тухнă кĕртсем —
Картишне кĕреймен вилнĕ шурă хурсем.
...Тен, çапла ир енне майĕпен вăй пĕтсен
Ӳкĕп те нихăçан та тăраймăп, туссем.
Саккăрла явăнса çаврăнан самана
Унчченхи çул çине кăларать-ши мана?
Шурă-шурă кĕртсем, вилнĕ шурă хурсем —
Сăввăма кĕреймен шурă шухăшсем...
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Every day, websites like chuvash....
Wanting to amplify your website r...
Your website, chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...