Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
— Гек! Эпĕ чут çеç Джо индеец аллине пырса лекеттĕм.
— Чăнах-и?
— Ия. Вăл урайĕнче выртатчĕ, аллисене сарса пăрахса питĕ хытă çывăратчĕ, хăйĕн куçĕ çинче çав ĕлĕкхи пластырь те пур.
— Ах, турă, мĕн турăн вара эсĕ? Нивушлĕ вăл вăранчĕ?
— Çук, тапранмарĕ те. Ӳсĕр пулмалла. Эпĕ çак алшăллие ярса илтĕм те вĕçтертĕм çеç.
— Эпĕ ĕнтĕ алшăлли çинчен шухăшлас та çукчĕ, чăн-чăнах калатăп сана.
— Эпĕ ирĕксĕрех шухăшларăм: алшăллине çухатнă пулсан, мăнакка мама пурăнма та парас çукчĕ.
— Итле-ха, Том, арчине куртăн-и?
— Гек! Йĕри-тавра пăхмашкăн манăн вăхăт та пулмарĕ. Нимĕн те курмарăм эпĕ — ни арчине, ни хĕресне. Нимĕн те. Джо индеец патĕнче урайĕнче кĕленчепе шăвăç курка ларнине çеç куртăм. Кунсăр пуçне, пӳлĕмре икĕ пĕчĕк пичке те темĕн чул кĕленче куртăм. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ăнлантăн-и унта мĕнле усал сывлăш пуррине?
— Мĕнле?
— Спиртлă усал сывлăш! Эрех ĕçменнисен обществин пур тавернисенче те çавăн пек «усал сывлăшлă» пӳлĕм пур пулĕ, тен? Мĕнле шухăшлатăн эсĕ, Гек?
— Пур та пулĕ. Кам шухăшлама пултарнă ун пек пулĕ тесе? Итле-ха, Том, халĕ Джо индеец ӳсĕр выртать пулсан, хайхи арчана илсе тухма питех те аван вĕт.
— Мĕн вара! Кайса хăтланса пăх!.. Гек чĕтресе илчĕ.
— Çук... каяс килмест...
— Манăн та каяс килмест, Гек. Унпа юнашар пĕр бутылка çеç. Вăл сахал. Виççĕ пулнă пулсан, вуçех урăхлаччĕ. Ун чухне вăл çителĕклех ӳсĕр пулатчĕ те, эпĕ, тен, каяттăм та пулĕ.
Нумай хушă нимĕн шарлани те илтĕнмерĕ. Ачасем иккĕшĕ те тарăн шухăша путрĕç. Унтан Том çапла каларĕ:
— Итле-ха, Гек, Джо индеец çав пӳлĕмре çуккине лайăхах пĕлмесĕр эпир çавна тума хăтланса та пăхмăпăр. Ытла та хăрамалла. Кашни çĕрех эпир ун хыççăн сыхласа çӳресен, хăçан та пулин вăл урамалла тухнине куратпăрах, вара çиçĕм çиçнинчен те хăвăртрах унăн арчине пĕçертсе тухăпăр.
— Юрĕ, пулать. Эпĕ çĕрĕпех, кашни каçах сыхласа тăма хатĕр, ыттине пурне те вара эсĕ, Том, хăв çине ил.
— Юрать, илетĕп. Санăн пĕр япала çеç тумалла: мĕн те пулин пулсассăн, эсĕ Гуперстрит тăрăх сиккипе вĕçтерсе пыратăн та манăн чӳрече патенче кушакла макăратăн. Эпĕ хытă çывăратăп пулсан, эсĕ манăн чӳречене пĕр ывăç хăйăрпа сапатăн, эпĕ вара çавăнтах чупса тухатăп.
— Юрĕ! Каларăм та тăватăпах ĕнтĕ!
— Гек, аслатиллĕ çумăр иртсе кайрĕ, эпĕ килелле вĕçтеретĕп. Часах тул çутăлма пуçлать — пĕр-икĕ сехетрен хĕвел тухать. Эсĕ халь сыхлакала-ха, юрать-и?
— Юрать! Эпĕ сăмах парсан, эсĕ мана шанма пултаратăн. Çулталăкĕпех çав таверна таврашĕнче çӳрекелĕп. Кăнтăрла кунĕпех çывăрăп, çĕрĕ-çĕрĕпех сыхласа тăрăп.
— Вăл тĕрĕс. Ăçта çывăратăн-ха эсĕ?
— Бен Роджерс патĕнче, аслăк çинче. Вăл ачи пырать, чармасть çывăрма. Вĕсен негрĕ, Джек мучи те, хăваламасть мана. Кирлĕ чухне эпĕ Джек валли шыв та çĕклесе паратăп. Хăшпĕр чухне унтан çиме ыйтатăп, хăй çăкăрсăр ларман чухне вăл яланах парать. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă негр. Юратать мана, мĕншĕн тесен эпĕ ун умĕнче нихçан та мухтанса сăмсана каçăртса çӳреместĕп. Хăшпĕр чухне унпала пĕр сĕтел хушшинчех ларса çиетĕп. Эсĕ ун çинчен, тархасшăн, такама та ан кала. Хырăм выççи темĕн те тутарать вĕт. Хырăм тутă чухне ху тĕлĕкре тĕллĕнменнине те тума пултаратăн1.
— Çапла, эсĕ мана кун каçа та кирлĕ пулмасан, эпĕ сана вăратмăп... Вырăнсăр йăлăхтарса çӳреместĕп сана. Çĕрле вара кирек мĕнле вăхăтра та, кăшт мĕн те пулин сиссенех, çавăнтах ман паталла вĕçтер те кушакла макăр.
29-мĕш сыпăк. Гек тăлăх арăма çăлать
Томăн эрнекун ирхине чи малтан илтнĕ хыпарĕ савăнмалла хыпар пулчĕ. Тэчер судьян çемйи ĕнер каçхине каялла хулана килнĕ. Вăхăтлăха Джо индеец та, пуянлăх тупасси те Томшăн иккĕмĕш плана кайса ларчĕ, унăн шухăшĕсенче пирвайхи вырăна Бекки йышăнса илчĕ.
Вĕсем иккĕшĕ тĕл пулчĕç те вăхăта питĕ аван ирттерчĕç: ытти шкул ачисемпе «канал астуса тăракансемпе» тата «шăл йĕрсе çӳрекенсемпе» пĕрле вылярĕç. Каç пуласпа ытти мĕнпур савăнăçсем çумне тата тепĕр савăнăç хушăнчĕ, Том тата тепĕр лайăх хыпăр илтрĕ: тахçанах туса ирттерме хатĕрленнĕ пикнике ыран тумаллаччĕ тесе, Бекки, хăйĕн амăше çумне çыпăçса, ăна аптăратсах çитернĕ, çавăппа та юлашкинчен амăшĕ ыран туса ирттерме килĕшнĕ. Херача шутсăрах хавасланса кайнă. Том та питĕ хĕпĕртерĕ. Хĕвел анса ларичченех ачасене чĕнӳсем ярса пĕлтерчĕç, пĕтĕм хулари çамрăксем вара, савăнса хĕпĕртесе çӳремелле пулассине малтанах сиссе, вĕтеленсех праçнике хатĕрленме тапратрĕç. Том çав тери хусканса кайнăран çĕрле темчченех çывăраймарĕ: «Гек акă кĕçех чӳрече патенче кушакла макăрса ярĕ тесе, вăл пĕрмаях ĕмĕтленсе тăнă. — Эпĕ вара çавăнтах хайхи укçана тупăп та ун çинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тĕлĕнтерĕп». Анчах йăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ. Çав çĕр нимĕнле сигнал та пулмарĕ.
Ирхине, вунă сехет тĕлнелле, питĕ шавлакан, савăнăçлă компани Тэчер судьян хваттерĕ патне пуçтарăнса тăчĕ. Пурте çула кайма хатĕр иккен.
Мăн çынсем, пикнике пырса, ачасене савăнма кансĕрлес мар, терĕç. Пĕр вунсаккăра çитнĕ виç-тăват çамрăк хĕр, çирĕм виççе е çав тавраша çитнĕ виç-тăват ача çунатти айĕнче пĕчĕк ачасен нимрен те шикленмелли çук тесе шутларĕç. Шыв урлă каçмашкăн пĕчĕк кивĕ пăрахут тытрĕç, — леш еннелле ялан çав пăрахутпа каçса çӳренĕ, — часах вара савăнăçлă ушкăн, карçинккасемпе апат-çимĕç йăтса, аслă урам тăрăх утрĕ.
Сид чирлĕ пулнă та ачасемпе пĕрле савăнас çĕре ерме те пултарайман: Мэри, ăна кичем ан пултăр тесе, унпа пĕрле киле юлнă.
Ăсатса янă чухне миссис Тэчер Беккие çапла каларĕ:
— Çĕрлеччен эсĕ киле таврăнма пултарас çук. Пристаньтен аякрах мар пурăнакан пĕр-пĕр юлташу патĕнче çĕр каçмăн-ши луччĕ?
— Эпĕ, анне, Сюзи Гарпер патне çывăрма каятăп.
— Питĕ аван. Аслă пул, хăвна хăв лайăх тыт! Вĕсем тухсан, Том Беккие çапла каланă:
— Итле-ха, пĕлетĕн-и, мĕн тăватпăр эпир? Джо Гарперсем патне кайса çӳриччен луччĕ ту çинелле улăхатпăр та тăлăх арăм Дуглас патĕнче çĕр каçатпăр. Унăн хăймаран тунă мороженăй пулать. Унăн кашни кунах тенĕ пек мороженăй, — темĕн чухлех! Купи-купипех! Эпир пырсан, вăл питĕ хĕпĕртет.
— Питех те савăнмалла пулать.
Унтан Бекки пĕр тапхăр шухăша кайрĕ те:
— Анне мĕн калĕ вара? — тесе ыйтрĕ.
— Вăл ăçтан пĕлĕ-ха ăна?
Хĕрача каллех шухăшлакаларĕ те хăюсăртараххăн çапла каларĕ:
— Вăл, тĕрĕссипе каласан, лайăх мар та... анчах...
— Мĕн «анчах» унта? Пустуй! Санăн аннӳ пĕлес те çук... Мĕн лайăх марри пур унта? Сана нимĕн те пулас çуккине çеç пĕлесшĕн вĕт вăл. Астуса илнĕ пулсан, вăл хăй те сана унта яратчĕ. Тĕрĕс калатăп сана!
Тăлăх арăм Дуглас хăнасене питĕ вашават пăхни хыттăнах илĕртрĕ. Хăна пулас шухăш тата Том çавăрса хăтланни çиеле тухрĕç, хĕрача иккĕленсе тăма та пăрах-рĕ. Ачасем хăйсен программи çинчен никама та калас мар, терĕç.
Анчах унта Том пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: «Гек лăп кĕçĕр çĕрле ман чӳрече патне пымĕ-ши?» Çак шухăш вара савăнса хĕпĕртесе çӳрессине чылаях сивĕтсе пăрахрĕ. Çапах та вăл тăлăх арăм патĕнче хăна пулас шухăша пăрахма пултараймарĕ. «Ма пăрахас-ха? — тесе шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче. — Иртнĕ каç сигнал пулмарĕ, кĕçĕр ма пулмалла-ха?»
Кĕçĕр каçхине, паллах ĕнтĕ, ăна савăнăç кĕтет, пытарнă укçана шыраса тупасси ытла шанчăклах мар пулсан та, савăнса çӳресси пулатех. Ытти арçын ачасем пекех, Том та хăйне мĕн хытăрах илĕртни хыççăн кайма шут тытрĕ, — вăхăтлăха вăл укçа арчи çинчен те йăлтах манса кайрĕ.
Хуларан виçĕ миля анаталларах кайсан, пăрахут вăрман ӳссе ларнă пĕр айлăм тĕлне çитсе чарăнчĕ те çыран хĕррине пырса тăчĕ. Ачасем ушкăнĕпех çыраналла тухрĕç, часах вара вăрманта инçетре тата чул сăрт тăррисем çинче кăшкăрашни, кулни янрама пуçларĕ. Мĕнле майпа вăйран сулăнма тата лайăх тарлама пулать — çавсене пурне те туса пăхрĕç, юлашкичен савăнăçлă та хырăмĕсем питĕ выçса кайнă çапкаланчăксем каялла хăйсем вырнаçнă çĕрелле кайрĕç те тутлă япаласене пĕтĕрме тапратрĕç. Хăналансан, уçăлмалла канма пуçларĕç: пурте лăстăркка юмансем айĕнчи сулхăна ларса сăмахлама тапратрĕç. Пăртак тăрсан тахăшĕ:
— Кам çĕр ăшĕнчи шăтăка кĕрсе курасшăн? — тесе кăшкăрса ячĕ.
Пурте курасшăн çунчĕç. Çурта пачкисем туртса кăларчĕç те, çавăнтах пурте ушкăнĕпе ту çинелле улăхма тапратрĕç. Шăтăк анийĕ çӳлте, ту аяккинче. Вăл А саспалли майлă туйăнать, унăн юмантан тунă тачка та йывăр алăкне питĕрмен.
Шалта — пĕр нӳхрепĕ пекех сивĕ пĕчек зал. Çутçанталăк хăех унăн стенисене çирĕп известь тулĕнчен тунă. Çав чул çинче, сивĕ тар тухнă пекех, нӳрĕ тумламĕсем çакăнса тăнă. Çав пăч-тĕттĕм çĕртен çап-çутă хĕвел çутиллĕ симĕс айлăма пăхса тăма питĕ интереслĕ: кунта поэзи те темĕнле вăрттăнлăх та пур. Анчах тĕлĕнни часах сĕвĕрĕлнĕ, пурте малтанхи пекех выляма, асма тапратнă. Кам та пулин çурта çутса ярсанах, пурте ушкăнĕпе ун патнелле чышăннă; тавлашу пуçланса кайнă, çурта хуçи паттăррăн хиреç тăнă, анчах çуртине çийĕнчех; унăн аллинчен çапа-çапа ӳкернĕ е сӳнтере-сӳнтере лартнă. Каллех тĕттĕмре ахăлтатса кулнисем илтĕне-илтĕне кайнă, вăйă вара çĕнĕрен пуçланнă. Анчах тĕнчере пурин те вĕçĕ-хĕрри пур. Хуллен-хулленех ачасен ушкăне умлăн-хыçлăн утса галерея тăрăх чăнкă çĕртен аялалла анма пуçланă. Вăльт-вальт вылякан çурта çутисемпе çӳллĕ чул стенасем аран çеç палăрнă. Çав çутă çӳлте, утмăл фут çӳллĕшĕнче, тӳпе пек пулса тăнă вырăн патне çитиех палăрса тăнă. Çав аслă шăтăкăн сарлакăшĕ сакăр е вунă фут пулнă. Кашни утăмрах çав шăтăкран аяккалла — сулахаялла та, сылтăмалла та ансăртарах шăтăксем уйрăла-уйрăла кайнă, мĕншĕн тесен çав Мак-Дугал шăтăкĕ кукăр-макăр кукăрăлса çӳрекен коридорсен питĕ аслă лабиринчĕ пулнă. Çав коридорсем, пĕр çĕрелле пырса пĕрлешсе, каллех уйрăлса кайнă, анчах вĕсенчен тулалла тухмалли вьтран та пулман. Çынсем ун çинчен çапла калаçнă: çав шăтăк-çурăксемпе таçтах анса каймалли тĕпсĕр шăтăксем арпашса пĕтнĕ çĕрте темиçе кун, темиçе çĕр хушши утса çӳресен те, çапах та тулалла тухмалли шăтăкне тупма пулмасть; çавăн пекех тата тарăнрах анса пырсан та, пур çĕрте те вĕçĕ-хĕрри те çук, тенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăка «пĕлетĕп» тесе пĕр çын та мухтанма пултарайман. Ăна ниепле те пелсе çитме пулман. Çамрăк çынсем унăн пĕчĕкрех пайне çеç пĕлме тăрăшнă. Çав пайĕнчен шаларах кĕме никам та хăйман. Том Сойер шăтăка ыттисем пекех пĕлнĕ; вĕсенчен начартарах та мар, лайăхрах та мар.
Ачасен ушкăнĕ аслă галерея тăрăх пĕр виçе чĕрĕк миле яхăн кайнă, унтан мăшăрăн-мăшăрăн тата пĕчĕк ушкăнăн уйрăлнă. Вĕсем айккинелле каякан шăтăксене пăрăна-пăрăна кĕнĕ, тĕттĕм коридорсем тăрăх чупма пуçланă, коридорсем пĕрлешнĕ вырăнсенче сасартăк пĕр-пĕрне хирĕç сике-сике тухнă. Кунта, шăтăкăн «пĕлсе тăракан» пайĕ таврашĕнчен тухмасăр çӳресен те, пĕр-пĕрне пĕр çур сехетлĕхех куçран çухатса яма пулнă.
Хуллен-хулленех ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри шăтăк ăшĕнчен тулалла чупа-чупа тухнă. Ачасем савăннă, хытă хашканă, хăйсем çине çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ, тăмпа вараланса пĕтнĕ, куна аван ирттернĕшĕн хавасланнă. Хĕрсе савăннă хушăра вăхăт епле иртнине те, каç пулса килнине те нихăшĕ те сисменнинчен пурте тĕлĕннĕ. Пассажирсене каялла пуçтарăнма чĕнсе, пăрахут çинче пĕр çур сехет хушши чанне çапса тăнă. Çав шăв-шавлă ушкăна тиенĕ пăрахут çыран хĕрринчен каялла тапранса шыв тăрăх кайсан, капитансăр пуçне урăх никам та вăхăт ахалех иртнишĕн кулянакан пулман.
Пăрахут çутисем вăльт-вальт курăнса пристань çумĕпе иртсе кайнă чухне Гек хуралта тăнă. Пăрахут çинчен ун патнелле нимĕнле шав та илтĕнмен: çамрăксем йăвашланса кайса, шăпах лăпланса ларнă, ытла ывăнса çитнĕ çынсем яланах çавăн пек пулаççĕ. Гек, ку мĕнле пăрахут-ши, мĕншĕн вăл пристань патĕнче чарăнса тăмарĕ-ши тесе, пăртак тĕлĕннĕ. Анчах кайран вăл ун çинчен вуçех манса кайнă, хăйĕн мĕнпур шухăшĕсене те умра тăракан задача тавра пуçтарнă. Çапла ерипенех пĕлĕтлĕ те тĕттĕм каç çитсе пынă. Вунă сехет çапнă, урапа сассисем халтăртатма пăрахнă. Чăл-чал курăнакан хăй çутисем пĕрин хыççăн тепри сӳнсе пынă, çуран çынсем урамсем тăрăх çапкаланса çӳреме те пăрахнă. Пĕтĕм хула ыйăха кайнă, пĕчĕк хуралçă шăплăхпа, усалсемпе пĕрле пĕчченех тăрса юлнă. Акă вунпĕр те çапнă. Тавернăра та хăй çутисем сӳннĕ. Пур çĕрте те тĕттĕм. Гек хăйĕн шухăшĕпе шутсăрах нумай кĕтсе тăнă, анчах нимĕн те пулман-ха. Ун пуçне иккĕленес шухăш та пырса кĕнĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха çав? Чăнах та, мĕн тума кирлĕ? Пурин çине алăпа сулса çывăрма пăрахса кайсан, лайăхрах мар-ши?
Сасартăк унăн хăлхине темĕнле шав илтĕнсе кайрĕ. Вăл хăлхисене тăратарах итлерĕ. Тăкăрлăк еннелли алăк хуллен уçăлса хупăнчĕ. Гек кирпĕч сарайĕн кĕтесси патнелле вĕçтерчĕ. Пĕр минутранах ун çумĕле икĕ çын йăпшăнса иртсе кайрĕç; пĕрин хул хушшине темĕн хĕстернĕ пек туйăнать. Арча пулмалла. Эппин, вĕсем хăйсен пуянлăхне таçта урăх çĕре илсе каяççĕ курăнать. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Тома чĕнес-и? Ку ĕнтĕ питех те ухмахла хăтланни пулĕччĕ: çав хушăра çапкаланчăксем арчапала таçталла кайма ĕлкĕреççĕ, унтан вара вĕсен йĕрĕсене те шыраса тупаймăн. Çук, вăл вĕсем хыççăн сыхласа каять, — çавăн пек тĕттĕмре вĕсем ăна ăçтан курччăр-
ха? Çапла шухăшласа, Гек хăй пытаннă çĕртен тухрĕ те çапкаланчăксем хыççăн кайрĕ, çара уран, кушак пек, илтĕнмелле мар пусса, вĕсенчен юлмасăр, вĕсене куçран çухатмалла мар утса пычĕ.
Малтан вĕсем шыв хĕррипе пыракан урампала утрĕç, ике урлă урамран иртсе кайрĕç, виççĕмĕш урамнелле пăрăнчĕç те Кардиф тăвĕ çинелле каякан сукмак çине тухиччен тӳрех утрĕç. Çав сукмакпа вĕсем çӳлелле улăхма тапратрĕç. Сăрт аяккинче, лăп çур çулта, пĕр валлиец-старикĕн çурчĕ ларать; вĕсем чарăнмасăрах çав çурт çумĕпе иртсе кайрĕç те çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕç. «Аха, — шухăшларĕ Гек, — вĕсем укçине ĕлĕк чул кăларнă вырăна алтса чикесшĕн курăнать». Анчах вĕсем чул кăларнă вырăн патĕнче чарăнса та тăмарĕç. Вĕсем малаллах ту тăрри патнелле кайрĕç, унтан сумах2 тĕмисем хушшипе каякан ансăр çул çинелле пăрăнса кĕчĕç те тĕттĕмре тăруках çухалчĕç. Гек хăвăртрах утма пуçларĕ. Пĕр хушă вăл юрттипе чупрĕ, унтан, тĕттĕмре вĕсем çине пырса кĕрес мар тесе, пăртак вăраххăнтарах кайма пуçларĕ, кайран чарăнсах тăчĕ. Итлесе пăхрĕ — пĕр сас-чĕвĕ те çук; хăйĕн чĕри тапни илтĕннĕ пек çеç туйăнчĕ ăна. Çӳлтен, ту çинчен, тăмана тĕвиклетни илтĕнсе кайрĕ, ку вара ырă марра пĕлтерекен япала пулчĕ. Анчах нимĕнле ура сасси те илтĕнмест. Нивушлĕ тăрăшни йăлтах пăчланчĕ? Гек аяккалла шăвăнма шутларĕ, анчах сасартăк унтан пĕр виçĕ утăмра такам ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕрсе илчĕ. Гека хăйĕн чĕри пырĕ патнеллех çитнĕ пек туйăнса кайрĕ, анчах вăл ăна каялла çăтрĕ те, хăйне тăруках сивĕ чир тапăлнă пек пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе, вырăнтах тăрса юлчĕ. Вăл питĕ хавшаса кайрĕ, акă кĕçех йăванса каятăп тесе, хăраса тăчĕ. Вырăнĕ хăй пĕлекен вырăнах пулчĕ: вăл тăлăх арăм Дугласăн килкарти çумĕнчех, çав карта урлă каçмалли вырăнтан пилĕк утăмрах, тăрать иккен.
«Юрĕ, çакăнта алтса чикчĕрех, — шыраса тупма лайăх пулать», — тесе шухăшларĕ вăл.
Унтан хуллен, питĕ хуллен калаçакан сасă, Джо индеец сасси, илтĕнсе кайрĕ:
— Çăва патне кайманскер! Ун патĕнче хăнасем пур пулмалла, — халĕ вăхăт нумай пулсан та, унта пур çĕрте те хăй çутисем курăнаççĕ.
— Ăçта эсĕ хăй çутисем куратăн? Эпĕ курмастăп-çке.
Ку сасă, çав хайхи палламан çыннăн, тухатса хунă çуртра ачасем илтнĕ сасă пулчĕ. Шутсăр шăлса кайнă чухнехи пекех Гекăн чĕри те пăрланса ларнăн туйăнчĕ. Акă кама тавăрма шутлаççĕ иккен вĕсем. Вăл тӳрех сиккипе вĕçтересшĕн пулчĕ. Унтан вăл тăлăх арăм Дуглас хăйне час-часах хĕрхеннисене астуса илчĕ, çав çынсем ăна вĕлерме пыраççĕ пулĕ тесе шухăшларĕ. Апла пулсан, тăлăх арăм Дугласа часрах систерес пулать. Анчах çук, систерме унăн хал çитмест, нихçан та çитес çук: вĕсем ăна ярса тытма та пултараççĕ вĕт.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...