Парăм
Саша чĕнмесĕрех ун çине пăхса тăчĕ.
— Упăшкуна юрататăн-и? — ыйтрĕ вăл хуллен.
— Юрататăп. Анчах... Сана кирлĕ пулсан эпĕ ăна та пăрахма хатĕр. Ачана çеç пăрахмастăп... Саша, кала!
— Нина! Эсĕ чипер калаç.
— Чăн калатăп, Саша.
— Мана çакă та çитет... Ырă каç, Нина... Кӳр аллуна.
— Çук, çук! Апла мар, ырă каç... Тепĕр чух, Саша. Эс каймастăн-çке-ха халь ниçта та?
— Çапла. Тепĕр чух.
Саша каллех çĕрĕпех çывăраймарĕ... Тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ пуçра. Юлашкинчен, хăйĕн çамрăклăхне асаилчĕ... Анчах унта ним асаилмелли те тупăнмарĕ.
Тепĕр кунне вăл Нина шыв картламĕпе пынине курса урама тухрĕ. Çил шуйса кайнă. Шыв кӳме кайнă хĕрсемпе çамрăк инкесем аташакан çилпе кĕрмешсе, çӳлеллех сарăлса çĕкленсе кайнă кĕпи аркисене икĕ аллисемпе яра-яра илсе шыв картламĕсемпех куклене-куклене ларчĕç. Çил, камăн кĕлетки хитререххине суйланă пекех, е хыçалтан, е малтан кĕпе аркисене туртса çыпăçтарса пăхать.
Нинăн витринче ылтăн хĕвел пĕчĕк ача пек выляса чăпăлланать. Йывăр картлам айĕнче пиçĕ кĕлетке хĕлĕх пек карăнса сасăсăр янрать, чĕнет.
— Сана паян тĕлпулма пулĕ-ши? — ыйтрĕ Саша шăппăн.
— Пĕлместĕп, Саша, — терĕ çамрăк хĕрарăм. Унăн питçăмарти çинче, пĕчĕк авăрта шыв çаврăнса кайнă пекех, пăт путать те, путăкĕ куçкалать, çӳрет. Нина сăн-питрен, пӳ-сирен сахал улшăннă. Кунпа пĕрлех унăн сăн-питне тата темĕнле тӳрех ăнланма çук илем хутшăннă. Тен, ку ача амăшĕсен пулакан хĕрарăм мăнаçлăхĕ çеç пулĕ. Çак та Сашăна илем пек туйăнчĕ.
— Эпĕ сана хамах систерĕп, Саша, — терĕ Нина шăппăн. — Халь ан шарла. Ав, ман упăшка та кунталла килет.
Саша хĕрарăмран уйрăлса ик-виçĕ утăм тунăччĕ çеç — ăна Семенов учитель кăшкăрса чарчĕ. Вĕсем алă тытрĕç. Унтан Семенов хĕрелсе кайрĕ те сасартăк çапла калама
тытăнчĕ:
— Итле, Саша. Капла калама аванах мар та... Эсĕ ан тĕкĕн ăна. Вăл, пĕлетĕп, санпа таçта та каять. Юратнипе мар — парăмшăн... Парăмшăн! Ăнлан çакна. Эсĕ куна ху та пĕлетĕн... Виçĕ каç ĕнтĕ çывăрмасть. Эсĕ кай кунтан, тархасшăн, юрать-и? Ан аркат чăмăртаннă кил-йыша...
Саша нимĕн те чĕнмерĕ. Семенов малалла каларĕ.
— Итле, — терĕ вăл калаçăва кăшт пăрса. — Унăн ун чухне растрата та пулман!
— Пулман?!
— Çапла. Кайран эпĕ çĕнĕрен ревизи тутартăм. Унăн ултçĕр тенкĕ ытларах тухрĕ укçа.
— Мĕнле? Мĕнле ытларах?! — сасартăк учителе хирĕç ярса пусрĕ Саша.
— Итле эс... Ултçĕр тенкĕ ытлашшийĕ вăл — эсĕ пани.
— Епле?! — çулçă айĕнчи çырла пек шурса кайрĕ Саша.
— Унăн малтанхи ревизи тăрăх, чăн та, ултçĕр тенкĕ тухман пек курăннă. Ăна ревизи тăвакансем улталама шутланă. Хăнăхнă вĕсем çапла.
— Камсем «вĕсем»? Кам?!
— Санăн аçу та пĕрлех.
— Атте! Манăн атте-и?
― Çапла. Вăл укçана эпир аçуна тавăрса патăмăр. Вăл ав çурт лартрĕ. Вĕсем ытти продавщицăсене те çапла муталанă. Çавăнпа ку лавккара ĕçленисенчен сайра пĕри
растратăран хăтăлнă.
...Саша киле çитсенех кутамккине çĕнĕрен туртса кăларчĕ. Пĕр мăшăр шур кĕпе-йĕм чикрĕ. Кăшт çимелли илчĕ.
Амăшĕ килте çукчĕ. Ашшĕ ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ.
— Ăçта кайма пуçтарăнатăн эс капла? — ыйтрĕ вăл самайран.
— Çут тĕнче тăватă кĕтеслĕ, — тавăрчĕ Саша.
— Нумайлăха-и?
— Ĕмĕрлĕхех.
— Апла сывă пул-ха эппин, — терĕ ашшĕ мăшкăлларах. — Энтри пасарне автан сутма тухсан тĕл пулăпăр.
Саша чĕнмерĕ. Пиншакне тăхăнчĕ, кутамккине çакрĕ.
— Эс! — ура çине сиксе тăчĕ ашшĕ сасартăк. — Аçу пуçне шуратрăн! Эпĕ саншăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕм! Кил-çурт çавăрса патăм... Авлантăр, пурăнтăр, çын пултăр терĕм. Халĕ суртăн-и аçу пуçĕ çине?!
Саша алăк хăлăпĕнчен тытрĕ те ашшĕ çине куçне вăйратса пăхрĕ. Йĕкĕтĕн асаппа хытнă сăн-питĕнчен унăн кăмăлне пачах пĕлме пулмарĕ: çав сăн-пит тарăхсан та, савăнсан та, кулсан та, макăрсан та пĕрешкелех курăннă.
— Сывă пул, — терĕ вăл çав-çавах лăпкăн, унăн сасси хăйĕн çăварĕнчен тухни мар, сассин янĕ çеç пек илтĕнчĕ. ― Эпĕ çын куççулĕпе лартнă çуртра пурăнма пултараймастăп... Хăвах пурăн. Эпĕ саншăн тăватă çул ларса тухрăм.
Çапла каланă хыççăн Саша пӳртрен тухрĕ.
Ашшĕ тăчĕ. Ларчĕ. Каллех тăчĕ. Аллисем тытамак тытнă пек чĕтре пуçларĕç, унтан кĕлетки те, сухалĕ те чĕтреме тапратрĕ.
— Ывăлăм, — терĕ вăл вăйĕ пĕтсе килнипе аран-аран, унтан аллине тăсса, кĕç-вĕç ӳкес пек урисене шутарса алăк патнелле утрĕ, çенĕке тухрĕ. — Тăхта, ывăлăм... Таврăн каялла. Каçар мана, ухмаха, каçар... Кил, калаçар пĕрре... юнашар ларса. Ан кай, ывăлăм...
Анчах Саша ку сăмахсене илтмерĕ пулас, васкамасăр килхушшинчен тухрĕ те уй хапхинелле утрĕ. Тепĕр самантран уяллах тухса кайрĕ.
Старик хапха çумне çурăмĕпе ланк! кайрĕ те ватă куçран тем пек макăрас килсен те куççуль тухманнипе ним сасăсăр тăр-тăр-тăр! чĕтренсе тăчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...