Парăм


Саша хăй сисмесĕрех йăпшăнса хĕр хыççăн утать. Сашăна хĕр хăй курăнмасть, унăн платйи çеç вĕлтлетет умра. Сасартăк хĕр чарăнса тăчĕ. Саша та унран пĕр çич-сакăр утăмра чарăнчĕ. Халĕ ăна хĕрĕн хăрах урипе платье арки çеç курăнать. Хĕр турат хуçать-ши — унăн урисем хускалаççĕ, чĕнтĕрлĕ кĕпе арки хумханать. Хĕр сасартăк хăрах урине çĕклерĕ те çӳлелле улăхрĕ: тунката çине хăпарса тăчĕ иккен. Сашăна халĕ ура кĕли çеç курăнчĕ. Унтан сасартăк темскер шатăртатрĕ, турат чӳхенчĕ. Хĕр тунката çинчен сиксе анчĕ. Анчах... мĕн ку? Хĕрĕн урисем сывлăшара сулланаççĕ...

Саша пуçне халиччен асра та пулман хăрушă шухăш çиçĕм пек касса кайрĕ... Саша иккĕ-виççĕ сиксех хĕр умне тухса тăчĕ.

...Вара Саша мĕн курнине ӳкерсе пама та хал çук...

...Юман тураттинчен хĕр çакăнса тăрать... Саша пурçăн пиçиххие туратран татса ярса ĕлкĕриччен вăл ĕнтĕ тапкаланма та пăрахрĕ. Хĕре пилĕкĕнчен тытса çĕре антарсан — кăвакарса кайнă, лăнчăр кайнă кĕлетке пĕр пилĕк-ултă минут вилĕ пекех выртрĕ. Саша ăна аллисене вылятса сывлаттарса тăчĕ. Пилĕк-ултă минутран тин хĕр сывла пуçларĕ, чун çавăрчĕ, кĕлетки майĕпен тĕрекленчĕ, питне хĕрлĕ лĕм кĕрсе пычĕ. Унтан хĕр куçне уçрĕ те тĕлĕнсе пăхрĕ. Куçĕ унăн çав тери çӳçентермелле çиçрĕ. Саша ăна курсан хăй те хăраса кайрĕ. Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те вăрман ăшнелле тапса сикрĕ. Саша та ун хыççăн ыткăнчĕ... Хĕр, хăйне темĕнле вышкайсăр хăрушă тискер кайăк хăваланă пек, каялла пăха-пăха тарчĕ, куçĕ унăн çав тери хăраса ăнран кайнă майлă курăнчĕ. Саша хăй хыççăн чупнине асăрхасан вăл чуна çӳçентермелле кăшкăра-кăшкăра ячĕ... Вара Саша çурăмĕ темĕнле сивĕпе сăр-сăр турĕ. Саша хăйне, чăн та, сасартăк çав хăрушă тискер кайăк вырăнĕнче туйса хăйĕнчен хăй йĕрĕнсе чарăнса тăчĕ, пачах хăвалама пăрахма шутларĕ, анчах тепĕр шухăш ăна çине тăрсах малалла хистерĕ. Хĕре вăл кирек мĕн пулсан та çитсе тытмах шутларĕ. Мĕн пур вăйне пухрĕ те хĕр хыççăн вĕçтерчĕ. Саша, чупассипе республика ăмăртăвĕсене те пĕрре мар хутшăннăскер, спортсмен мар çын çапла хытă чупма пултарассине тĕлĕкре те тĕлленмен.

Уйăх çапнă çын ыйхă тĕлĕшпе тăрса темиçе хутлă çурт тăрринчи ансăр карниз хĕррипе те циркри вĕрен тăрăх утакан артистран ăстарах утса тухма пултарать, анчах вăрансан вăл çĕрте выртакан пĕрене тăрăх та икĕ утăм тăваймасть.

Нина чупнине шăпах çакăнпа танлаштарма пулнă.

Ку вăл, чăн та, темĕнле тискер кайăк чуппи пулнă ахăр. Çынра тискер кайак вăраннă вăхăтра пулаканни. Чирлĕ çын чуппи, ирĕксĕр пулаканскер...

Хĕр ăнсăртран такăнса ӳкмен пулсан Саша ăна хăваласа та тытаяс çукчĕ-тĕр. Хĕр Саша çитнĕ çĕре ура çине сиксе тăма ĕлкĕрнĕччĕ, анчах Саша ăна пилĕкрен хытă ыталаса тытрĕ, хĕр тĕртме, чавма, çыртма пикенчĕ. Саша нимĕнле ыратăва та туймарĕ, хĕре мĕнпур вăйпа аллисенчен ярса илчĕ. Хĕр алăран мĕнле çыртса лартнине те пăхса тăмарĕ.

— Нина!.. Нина!.. — терĕ вăл вĕçĕмсĕр.

Вĕсем пĕр пилĕк-ултă минута яхăн çапăçрĕç. Хĕр Сашăна йăлтах çыртса, чавса, кĕпине çуркаласа пĕтерчĕ.

— Ямастăп, Нина! Ямастăп! — кăшкăрчĕ каччă. Вĕсем тата темиçе минут çапăçрĕç.

— Яр! — терĕ юлашкинчен хĕр, вăйсăрланса çитнĕскер тата самаях тăна кĕнĕскер. — Яр... яр тетĕп!

— Нина! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Нина! Пурăнса йăлăхтарчĕ-им сана?

— Яр тетĕп! Саша! Эп сана ĕмĕр ылханатăп — халĕ ямастăн пулсан!

— Çук, Нина! Ямастăп. Пĕлетĕп эс ăçта каяссине! Ямастăп. Кирек мĕн ту мана!.. Çырт, çап, чĕр — ямастăп!

— Яр, Саша! Эп йăлтах шухăшласа хунă! Мана ан ӳкĕтле! Ан ӳкĕтле!

— Кирек мĕн ту! Халь хам чĕрĕ чух ямастăп сана ниçта та!.. Нина! Пăх-ха хĕвел çине!.. Йăлăхтарчĕ-и вăл? Пурнăç çав териех тискер-и саншăн? Нина!

— Кай, Саша! Ан ӳкĕтле...

— Çук, çук, ӳкĕтлетĕп! Хăвна пурăнса йăлăхтарчĕ пулсан çынсене хĕрхен! Мана хĕрхен эппин! Мана... Çав териех усал мар-çке тĕнче! Ыр çынсем те пурах-çке... Мĕн пулчĕ сана? Тен, пулăшма пултарăп!

Хĕр сасартăк кăшкăрса макăрса ячĕ те вăйсăрланса пырса Саша кăкăре çине тӳнчĕ. Вăл тек çапăçмарĕ, турткалашмарĕ те, Саша та халь унăн аллине вĕçертрĕ. Унăн чĕрсе пĕтернĕ алли, пичĕ-куçĕ вут пек пĕçерсе тĕлкĕшрĕç. Хăйĕн юнланнă аллипе вăл хĕрĕн кĕпине те вараласа пĕтернĕ иккен. Саша хĕре йăтрĕ те тунката çине ларчĕ. Хĕр, пуçне Саша кăкăрĕ çумĕнчен пачах уйăрмасăр, чыхăна-чыхăна макăрчĕ, сахалтан та пĕр вунпилĕк минут макăрчĕ вăл. Унтан майĕпен лăпланчĕ.

— Саша, пĕтертĕн эс мана, — терĕ вăл макăрса кăшт ăш-чикне уçнă хыççăн. — Пĕтертĕн...

— Нина, Нина! — хĕре хытăрах та хытăрах хăй çумне чăмăртарĕ Саша. — Мĕн пулнă сана? Мĕншĕн çапла? Çав териех йывăр-им сана? Кала тархасшăн, эпĕ сана хам вăй çитнĕ таран пулăшăп, хамăн мĕн пуррине йăлтах парăп. Йăлтах, Нина!.. Саншăн мана ним те шел мар.

Хĕр каллех макăра пуçларĕ. Саша ăна лăплантармалли сăмахсем тупаймарĕ те.

— Нина, Нина! — терĕ çеç вăл вĕçĕмсĕр.

— Ах, Саша, — терĕ юлашкинчен Нина. — Эпĕ пĕтрĕм... Пĕтрĕм... Мана тĕрмене хупаççĕ! Манăн ултçĕр тенкĕ укçа тухмасть.

— Нина! — кăшкăрсах ячĕ Саша. — Çакă çеç-и? Çакă çеç?

— Ах, Саша, эсĕ çакă çеç тетĕн, ман ăçтан тупса парас вăл укçана? Ĕç шутĕнчен тухнă карчăкпа старикĕн çуртне çеç сутмалла. Ăна сутсан та ун чухлĕ пулмасть, ман пурпĕрех тĕрмене ларма тивет. Епле чăтăп эп ку намăса? Пурнăç пĕтнĕ ман, Саша!..

— Нина! — тепĕр хут кăшкăрса ячĕ Саша. — Эсĕ çавăншăн хăвăн пуçу çине алă çĕклетĕн-и? Çакăншăн çеç-и? Нина! Эп паянах тупса паратăп сана ку укçана! Паянах! Халех!

Хĕр майĕпен-майĕпен лăпланса çитрĕ.

...Кайран вара Саша хĕре хăй пултарнă таран ӳкĕтлесе, йăпатса, ыран ирччен кĕтме каласа хăварса велосипед çине ларчĕ те хăйне ĕçе янă колхоза вĕçтерчĕ.

...Çакăнтан пуçланчĕ ĕнтĕ йăлтах... Укçа никам та шанса памарĕ Сашăна... Ăнсăртран пĕр мел тупăнчĕ.

Трактор гаражĕнче пĕр ЗИЛ-150 автомашина моторĕ, ытлашши мотор, ларнă. Таçти колхозран мотор шырама килнĕ. Председатель пулман, вăл, паллах, ăна сутма та шутламан. Саша гаражран çав мотора сутса ячĕ те ултçĕр тенкĕ укçа илсе каялла вĕçтерчĕ.

Нинăн çитмен укçине тӳлесе татрĕç. Нина вара çав кунах лавккапа татăлса ĕçрен тухрĕ. Киле тухса кайиччен вăл Сашăпа тĕлпулма калаçса татăлчĕ. Анчах вĕсем тĕл пулаймарĕç... Сашăна милиционер килсе тытса кайрĕ. Ăна мĕншĕн тытса кайнине никам та пĕлмен. Нина, çав каçхине Сашăна кĕтсе илеймесĕр, тепĕр кунне ирех килне тухса кайнă.

* * *

Çапла вăл тăватă çул ларса тухрĕ. Судра унран «Кама сутрăн? Мĕн тума? Мĕн хака?» тесе ыйтнисене хирĕç вăл нимĕн те чĕнмен, сутнине çеç тунман, хăйне тивĕçлипе айăплама ыйтнă...

Çапла тăватă çул... Чи çамрăк вăхăтсем... Ĕнтĕ çамрăклăх хыçра...

Саша çĕрĕпех вырăн çинче йăваланса выртрĕ. Ир енне çеç çывăрса кайнă. Вăл вунпĕр сехет иртсен тин вăранчĕ.

Амăшĕ каллех сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе лартса ĕне фермине тухса кайнă. Саша çăвăнса апата ларсан ашшĕ килсе кĕчĕ.

— Председательпе калаçрăм, — терĕ вăл кĕрсенех. — Тракторист та, комбайнер та кирлĕ тет. Килтĕр терĕ. Халь пĕр-ик эрне килтех кантăр-ха терĕ. Канас та пулать, — каларĕ малалла ашшĕ, унтан сĕтел умне тенкелпе ларчĕ те Сашăна сăра тултарса пачĕ.

— Пĕр эрне каннипе çитĕ, — терĕ Саша. — Ĕçлес.

— Хăвăн ирĕк.

Саша апат çинĕ хыççăн урăх калаçса тăмасăрах правление хăй кайрĕ. Тракторсене пăхрĕ, трактористсемпе паллашрĕ те вĕсенчен трактор çинчен калакан кĕнекесем илсе килчĕ.

— Пăхса тухас-ха ĕçе пикениччен, — терĕ вăл. — Техника аталансах пырать. — Хăшне-пĕрне киввине те маннă ĕнтĕ. Аса илес.

Вара Саша кĕнеке йăтрĕ те вăрмана тухса кайрĕ. Каçхине тин таврăнчĕ. Апат хыççăн каллех кенекине тытса ларчĕ. Урам еннелли кантăкне уçрĕ. Çурçĕр иртни пĕр-икĕ сехетсенче тин çывăрма выртрĕ. Виçĕ кун умлă-хыçлă вăл çапла ирттерчĕ. Тăваттăмĕш кунне вăрмана кăнтăрла иртсен тин кайрĕ. Вăл хальхинче темшĕн кăшт пăлханса утрĕ. Çапах та ĕнерхи-виçĕмкунхи вырăнах, ял çумĕнчи вăрман тăвайккинчи уçланка, кайрĕ. Хăйĕн ĕнерхи-виçĕмкунхи тункати çинех ларчĕ.

Ку тĕле икĕ тĕслĕ çутă ӳкет. Хĕвел çути тата хĕвелпе выляса тăракан пĕчĕк пĕве çути. Икĕ тĕрлĕ çутă темĕнле пачах урăх тĕнчене илсе каять кăмăла. Çывăхрах хăвалăх. Хăва вуллисене çăнăх ăшне чиксе кăларнă тейĕн — пӳрнепе сăтăратăн та, сип-симĕс куçлă-куçлă хунав пăхать. Тар йывăççисен, ăвăссен айне хăмăр пуçлă тĕклĕ хуртсем евĕрлех темĕн чухлĕ кăчкă тăкăнса тулнă.

Çывăхрах кăткă сукмакĕ иртсе каять. Кăткисем хула урамĕнчи халăх пек вĕçĕмсĕр, каллĕ-маллĕ кумаççĕ. Вăрманалла каякансенчен кашниех мĕн те пулин йăтнă.

Пăчă. Хĕвел çунтарать. Чуна темшĕн эрлĕклĕ пулса каять.

Сасартăк симĕсрех шăнасем, пĕртен-пĕр чĕлĕхлĕ купăса чарусăррăн туртса янă пек нăй-нăй туса, сăмса умĕнченех енчен енне вирхĕнсе илеççĕ те темĕнле таптарса яракан япалана пырса çапăннă пек каялла сирпĕнсе çухалаççĕ.

Çак тĕнче илемĕ çине пăхса ларнă май — те иртнĕ çамрăклăха аса илтерекен сăнсем кунта ытлашшипех пулнăран вара — хурланса макăрас килсе каять.

Саша сасартăк шарт сикрĕ. Ăна виçĕм-тăватăмкунхи пекех йывăçсем хушшинче такам, шур тутăрлăскер, вĕлтлетнĕ пек туйăнчĕ. Эппин, вăл йăнăшман... Анчах кам çӳрет ун тавра?

Саша вăрман ăшнелле утса пăхрĕ. Никам та çук. Чуна сисмесĕрех шиклĕ пулса кайрĕ.

Каçхине килте ларнă чух та тăватăмкунхи пекех çав мĕлке хуралтă кĕтессинче йăмра хыçĕнче тăнине курчĕ вăл. Чун пăлханса кайрĕ.

Саша текех пӳртре лараймарĕ, кантăка хупрĕ те пĕчĕк пиншак пĕркенсе урама тухрĕ. Хальхинче шурă тутăрлă мĕлке çухалмарĕ, пачах урăхла —хирĕç утрĕ.

— Саша, — илтрĕ йĕкĕт хĕрарăм сассине.

Уйăх çутинче хĕрарăм куçĕ йăлтăртатса илчĕ. Саша ăна сассинченех палларĕ.

— Нина!.. Эсĕ.. епле капла?

— Шăп, Саша... Эпĕ темиçе кун ĕнтĕ сана шыратăп. Саша, итле...

Саша ун патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ.

— Ан çывхар, Саша. Каплах... Итле... Мĕнле тав тумалла ман сана?.. Çук-ха, тав мар, мĕнпе тӳлемелле?

Унăн сасси шиклĕн те, тем тума та хатĕррĕн илтĕнчĕ. Сăнĕнчен вăл ытлашшиех улшăнман пулас. Кĕлетки те çавах темелле. Те çĕрле курнипе çеç çапла туйăнчĕ ку Сашăна.

— Саша, кала... Эс мĕн ыйтнине эпĕ йăлтах тума хатĕр... Йăлтах, йăлтах!

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: