Парăм


— Çавăнтах.

— Çав-çавах ревизисем тăватăн?

— Мĕнле ревизисем?.. — кӳренсе лартрĕ ашшĕ. — Ревизийĕ те пулать унта, отчечĕ те пулать... Председателĕн ĕçĕ çавă çеç-им?

Ашшĕ тарăхса кайрĕ. Вара апат хушшинче те калаçмарĕç. Каçхине хăйă çутсан, тахçанах çывăрма вăхăт çитнĕ пулин те, никам та çывăрмарĕ. Ашшĕ чĕлĕм туртса ларчĕ.

Саша урам еннелли кантăка уçрĕ те ытахальтен çеç ашшĕ мĕн те пулин каласса кĕтсе алла лекнĕ темĕнле кивĕ кĕнекене тытса ларчĕ.

— Мĕнле хĕрарăм пирĕн пӳрт тавра çаврăнкаласа çӳрет ара? — терĕ Саша амăшĕ урамалла пăхса.

Саша чӳрече витĕр пăхрĕ те шурă платйĕллĕ мĕлкене курса шартах сикрĕ. Çын урамри колхоз кĕлечĕ кĕтессинче, йывăç вулли хыçĕнче, тăрать. «Паçăр вăрманта курнă хĕрарăмах мар-и ку?..»

Саша урамалла пуçне кăларчĕ те — хĕрарăм самантрах çухалчĕ.

Пурте шăпăрт пулчĕç. Тепĕр самантран хапха сасси илтĕнчĕ, унтан алăка шаккарĕç. Вĕсем патне Семенов учитель килсе кĕчĕ.

— Саша таврăннă терĕç те, килсе курас терĕм, — терĕ вăл.

Саша тĕлĕнсе çеç пуçне çĕклерĕ: халиччен пĕрре калаçман çын мĕн тесе курасшăн-ха мана?

Семенов, учитель, пĕр вăтăрсенчен иртнĕ. Вăл Сашăран ун-кун çинчен ыйтанçи пулчĕ. Саша тĕрме çинчен çăвар та уçасшăн маррине пĕлсен учитель çанталăк, ĕç-пуç çинчен калаçа пуçларĕ. Унтан вăл лавкка хупăнса тăни çине çитрĕ.

— Продавщица тупаймастпăр, — терĕ Саша ашшĕ. — Растратăран хăраса кĕмеççĕ.

— Чăн та, растратине нумай тăваççĕ вара, — хута кĕчĕ Семенов.

— Юлашки тăватă çул хушшинче ултă продавщицăна çитрĕмĕр. Пĕри те растратăсăр тухаканни пулмарĕ.

Саша кравать çине ĕнерхи пекех месерле выртрĕ те Семенов тухса кайиччен те пĕр сăмах чĕнмерĕ.

— Мĕнле килсе кĕчĕ ара ку халиччен килмен çын? — терĕ Саша амăшĕ учитель тухса кайнă хыççăн.

Саша сасартăк пуçне çĕклерĕ...

— Леш Нина... Нина, — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл, — халь ăçта?

— Мĕнле Нина? — темшĕн чĕтренсе илчĕ ашшĕ.

— Ара, растрата тунăччĕ-ха вăл ултçĕр тенкĕ... Кунта лавккара ĕçлерĕ, хĕр... Хăш ялтанччĕ-ха вăл?

— Нимĕнле растрата та туман вăл! — сасартăк тарăхса кайрĕ старик. — Сан мен ĕç пур унпа? Качча кайнă!

— Качча кайнă? Хăçан? — хĕтĕкленчĕ Саша.

— Виçĕ çул иртрĕ пуль ĕнтĕ, — тавăрчĕ амăшĕ. — Ара, хамăр ялтах-ха. Ак килсе кайрĕ ун упăшки, Семенов учитель. Иккĕш те пĕр ялтанах тет.

Саша урăх çăвар та уçмарĕ. Вăл куçне хупнине асăрхаса амăшĕ калаçма чарăнчĕ те ашшĕне шăпланма каларĕ: «Çывăртăр, ан чăрмантар», — терĕ вăл пăшăлтатса. Упăшки темшĕн таларса кайса пӳртре каллĕ-маллĕ уткаларĕ.

Саша çывăрмарĕ. Вăл куçне хупрĕ те — тăватă çул каяллахи аса илме йывăр ĕçсем акă ĕнтĕ миçемĕш хут паянхи пекех яр уççăн ун куçĕ умне шуса тухрĕç.

* * *

Саша вăтам шкул хыççăн механизаторсен шкулне пĕтерсе тухса кӳршĕ районти пĕр колхоза тракториста вырнаçнăччĕ те — çураки пĕтнĕ хыççăн пĕр-ик эрне канас тесе тăван яла таврăнчĕ.

Çулталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ... Тĕнче илеме кĕрсе çитет. Çĕмĕртсем шап-шурă, пур чечек те çеçке çурнă, курăк-çулçă сарăлса çитнĕ... Кунпа пĕрлех — çамрăклăх... Çамрăклăх тан тапать кăкăртан, сăн-питрен, чунтан! Чĕре те темĕнле хумхануллă япала кĕтсе пăлхануллăн тапать. Пурнăçăн çав тапхăрĕнче куç тĕлне пулнă пур япала та ĕмĕр манми аса кĕрсе юлать. Çак тапхăрта тĕлпулнă çын ĕмĕрлĕхех сан кун-çулна кĕрет. Çак тапхăрта тĕлпулнă хĕр вара... Çамрăк, хитре хĕр... Ăна калама сăмах та çитмест... Ун чухне Саша вунтăххăртаччĕ.

Вăл яла таврăннăччĕ те пирус илме тесе-и лавккана кĕчĕ. Лавкка сентри хыçĕнче, Саша телейне-и, хурлăхне-и, юмахри пек илемлĕ хĕр тăра парать.

Вунтăххăрти йĕкĕт чĕри кăртах турĕ. Мĕнпур кĕлеткери юн вĕресе кайрĕ. Юн тымарĕсем тăрăх юн мар, вут-хĕм, çулăм чупать тейĕн.

Çамрăк вăхăт! Чун-чĕре ăн-пуçа та итлемест.

Кун пек хĕре Саша нихăçан та ку таврашра курман. Тата вăл çак ял шăплăхенче, тата тĕнче илеме кĕнĕ вăхăтра, кунсăр пуçне чĕре юрату шыранă тапхăрта — ĕмĕт

çути, юмах, тĕлĕк, — йăлтах, йăлтах!

Хăй те начарах мар иккенне туйса тăракан Саша хĕре сăмах хушма питех именмест. «Юратас» тени вăл, тепĕр тесен, çынна хăвăнпа тан шутлани-тĕр. Хĕрача та хăйне асла хумасть, вăл та ĕнтĕ Сашăна хăйпе танах шутлать пулĕ.

— Эп сире пĕрре те курман ку таврара, — тет Саша. — Ăçтан эсир? Хăçантанпа ĕçлетĕр?

Хĕр калать.Вăл кӳршĕ ялтан-мĕн. Кунта çур çула яхăн ĕçлет иккен. Хăй Нина ятлă.

Саша та калать.

Кунтах çуралнă, кунтах вĕреннĕ. Кăçал механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă та ĕçлет, халь кăшт канасшăн.

— Шел, — тет Саша. — Ман часах каймалла çав, эпĕ урăх районта ĕçлетĕп.

— Эпĕ те часах каятăп, — тет хĕр. — Акă ревизи хыççăн татăлатăп та — каятăп. Коопераци техникумне кĕресшĕн. Халĕ эпĕ 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн коопераци енĕпе ним пĕлмесĕрех кунта пуçа килсе чикрĕм. Практика пултăр терĕм.

— Сирĕн пек сăн-пит пулсан коопераци таврашне мар, театра çеç каймалла, — тет Саша.

— Эсĕ капла ман сăн-пите çырла татмах яратăн, — тет хĕр.— Эсĕ ху ку енĕпе манран юравлăрах та пулĕ.

Хĕр шӳтлеменни сисĕнет. Кунашкал хĕрсен вĕсен кирек хăçан та ытарлăхĕ çук, юптарасси те, вăлтасси те. Кун пек çынсем яланах тӳрĕ çеç калаççе. Ку темĕнле хăйне евĕр тасалăх. Вĕсем пур япалана та мĕнле пур çапла йышăнаççĕ, çынна та хăйсем пекех тӳрĕ, таса тесе шутлаççĕ, шанаççĕ, çын хуйхине ăнланма пĕлеççĕ.

Унăн кĕлеткинче те, вăл хăйне тыткаланинче те нимĕнле кăлтăк тупаймăн. Утти-тăрри, калаçни-кулни — йăлтах сăпайлăх, ĕлккенлĕх, кĕрнек, сывлăх, тӳрĕлĕх... Çакăн пек илемлĕхе ăна çутçанталăк йывăр пурнăçра нумай чăтса, нумай курса пăсăлмасăр юлма, Вĕсем çине пăхсан пурăнас килме, йывăрлăха çăмăл туйма тунă-тăр. Вĕсем хăйсен чысне тивмен йывăрлăха пурне те тӳсме пултарассăн туйăнать.

Вăл нихăçан та пули-пулми калаçмасть, вăййа тухсан та ни ытлашши юрланине, ни виçесĕр савăннине кураймăн. Хăй качча тухас çук çынна вăл çывăха ямасть. Вăл санпа ăшшăн калаçнă пирки «ку мана юратать-ха» тесе улталанма питĕ çăмăл. Калаçасса кирек кампа та ăшă, лайăх, çыпăçтарса калаçать. Саша та малтанхи пĕр-ик калаçуран çаплах шутларĕ: ку хĕр мана тиркемест-ха терĕ. Çапла шутласа Саша унпа шӳт тукалама, çывăхрах пулма пăхрĕ, пĕррехииче тата ăсатса яма пулчĕ, анчах çаксем хĕр кăмăлне кайманни сисĕнсех тăчĕ, хĕр сиввĕн хирĕçлемерĕ пулин те, кун пек çыннăн талайне, кăмăл килттине чухлакан çын вăл сана хисепленипе те сăпайлăхĕпе çеç ăшшăн хирĕçленине туйса илнĕ пулĕччĕ.

Пĕрремĕш хут тĕл пулсан хĕр çăмăллăнах Саша енне çавăрмалла пек туйăнчĕ, иккĕмĕш хутĕнче — çук, йывăртарах çаврăнассăн, виççĕмĕшĕнче — тата ытларах. Юлашкинчен вара — пачах çаврăнмассăн, нихăан çывхартмассăн çеç... Çапла, Нина, хăй кăмăллăн калаçнине пăхмасăрах, Сашăран кунран-кун аяккарах та аяккарах кайса пычĕ.

Сашăн юратăвĕ вара, пачах урăхла, çĕнĕ уйăх пек кунран-кун ӳссе, тулса пычĕ... Вăл ыйхине çухатрĕ. Юрăри пек — кĕске çĕрте çиччĕ вăранчĕ. Калаçасса Нина çав-çавах сăпай, тӳрĕ, кăмăллă калаçрĕ. Çапла пĕр эрне иртрĕ. Саша йăлтах аптрарĕ. Юлашкинчен вăл çапла шутларĕ: «Куратăп та — тӳрех чуна уçса паратăп... Вăхăт ман хĕсĕк. Хăй килĕшсен тытатăп та — авланатăп...»

Саша лавккана пырса кĕрсен Нина кăмăлне нимĕн чухлĕ те улăштармарĕ кăна мар, вăл питĕ хуйхăллăччĕ те — Сашăна лавккана кĕртесшĕн те пулмарĕ. Лавкка алăкне вăл шалтан çаклатнăччĕ, хăй тавар суйлатчĕ. «Йăпăртлăха çеç» уçрĕ вăл.

— Нина! — терĕ хĕрӳллĕн Саша. — Ман сана пĕр сăмах каламалла, Нина...

— Кай-ха, Саша, пуçа тем сăмахпа ан пăтрат, — тӳрех татса хучĕ ăна хĕр. — Ман ăш вăркать, тупата. Темскер усал пулать пуль, паян ревизи пуçланать. Ырă мара ăш сисет. Халь кай, Саша. Тархасшăн... Эп кăшт хам шутласа пăхасшăн. Çак лавккаран никам та ку таранччен тĕрмесĕр хăтăлман тет.

Кун пек вăхăтра Сашăн калас сăмахĕ, чăн та, хĕре кӳрентерни çеç пулнă пулĕччĕ. Вăл хăйĕн калас сăмахне калаймасăрах тухса кайрĕ. Çав каçхине хĕр урама та тухмарĕ, тепĕр кунне те тухмарĕ, лавкка кунĕпех хупăнса тăчĕ, унта ревизи комиссийĕ ĕçленĕ. Икĕ кун хупăнса тăнă лавкка виççĕмĕш кунне пачах питĕрĕнчĕ. Ку кунхине ревизи канцелярине куçрĕ пулас. Çак вăхăтра Нина ниçта та пĕрре курăнмарĕ.

Тăваттăмĕш кунне... Çак кун ĕнтĕ вăл... Тăваттăмĕш кун... Сашăн пĕтĕм пурнăçне хуçса хураканни!

Çак кун Саша ял çумĕнчи вăрмана уçăлма тухрĕ... Чим-ха, ку куна йĕркипех, йăлтах аса илмелле, пĕтĕмпех.

Ирхине пайăррăнах аса илмелли нимех те пулманччĕ.

Саша ирхине тăчĕ, çăвăнчĕ... Ашшĕ ĕçе кайрĕ.

Хĕвел хĕрелсе сарăлнăччĕ. Пахчара и-у-ук! и-и-у-ук! тесе сар кайăк юрлатчĕ, курăк çинче — куккук куçĕ сапса тухнă пек — мерчен сывлăмччĕ. Пĕлĕт тӳпин хăрах енчен пĕлĕт кашталанса тăсăлатчĕ. Пахча хыçĕнчи улăх тăрăх тĕтре татăкĕсем уçăлма тухнă пекех çӳретчĕç. Сывлăшра çĕмĕрт, панулми, чие çеçкин шăршисем пăтранса кайнă та, çав тутлă сывлăш, ăша сипетлĕ сим пек юхса кĕрсе, ӳсĕртсе яратчĕ.

Саша çутçанталăкпа кăна мар, чĕрене малтанхи хут пырса кĕнĕ çамрăк юратупа, чĕрен чи малтанхи вĕри юн сипечĕпе ӳсĕрччĕ. Пĕтĕм тĕнче темĕнле юмахри пек туйăнса пыратчĕ. Тин çурăлнă вăрман улми çеçкисем аякран пăхсан юмахри пĕчĕк пӳнеслӳ пуканесем, шурă, кĕрен сараппанлăскерсем, туратсем çине ларса чуччу ярăнса тăраççĕ пек туйăнатчĕ. Пĕтĕм çĕр тăрăх, курăнми электрохумсем евĕр, тĕнче илемĕ куçса çӳрет пек. Урасем тăрăх, сĕткен пек, сан ӳте, сăн-пите çамрăклăхпа киленекен çĕр кăмăлĕ куçать... Тĕнче илемĕ, юрри, илтĕнми кĕвви сан чунна кĕрет.

Саша ачаш çулçăсем сĕртĕннипе киленсе вăрман ăшшĕн утать. Тĕнче илемĕпе пĕрлех темĕнле çитмен кăмăл эрлĕкĕ чуна йĕрсе ярас килмелле пăчăртаса илет.

— Нина, Нинуçăм, — пăшăлтатать Саша. — Эсĕ маншăн мар, камшăн та пулин урăххишĕн çуралнă-ши çĕр çине?.. Эс, эс!.. Урăх никам та мар! Эс кирлĕ мана!.. Эсĕ — йăлтах, йăлтах: пурнăç та, ĕмĕт те, хĕвел те...

Сасартăк... Сасартăк умран, пĕр çич-сакăр утăмран, йывăçсем хушшипе шурă платье вĕлтлетсе çухалать. Сашăна вăл Нина пекех туйăнса каять.

Саша çулçăсем айĕн йывăç вуллисем хушшипе пĕшкĕнсе пăхать: чăнах та, çын чупать... Саша хăй сисмесĕрех ун хыççăн ыткăнать. Ăçта каять хĕр? Ăçта васкать? Тен, савнийĕпе тĕлпулма?

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: