Пушмак йĕрĕ
Пĕлĕтлĕ. Ашă. Иĕпхӳ чарăннă. Çырмара шыв тулнă, пăтранчăк. Тĕл-тĕл витĕр исленнĕ çыран ишĕлсе тăрать. Шыв леш енче каюллă улăх. Унта пĕлтĕр манса хăварнă темле япала пур пек.
Паня пăшăрханса пăхса тăрать улăх çине. Хăйĕн унта ним те манса юлманнине шутласа илсен тин чун кăштах канăçать те, тепĕртакран ăна сăлтавсăрах шик çавăрса илет. Ку шик — çав улăх леш енне кайса килейменшĕп пек...
Пĕркун, унта юлашки хут кайсан, пĕр кайăк кашличĕ тăррйнче ларатчĕ. Ут кайăкчĕ-ши вăл?.. Патнерех пырса пăхмаллаччĕ ĕнтĕ... Вара, тен, унăн ут хӳри-çилхинчеи çавăрнă йăвине те курма пулатчĕ-тĕр...
Пĕр тыллапуççи кутĕнче темскер çăлтăр пек çунса выртатчĕ. Тен, мĕнле те пулин хаклă япалаччĕ пулĕ вăл... Темшĕн-çке çав тери чун ыратса килет.
...Çакăнта темле туса пĕтермен ĕç пурччĕ пулас. Паянах тумаллаччĕ пек ăна. Питĕ кирлĕскерччĕ, тумасан —ĕмĕр ӳкĕнмеллескерччĕ.
Çук, ку ахăртнех, тĕлĕкри ĕçчĕ пуль. Мĕншĕн çав териех чун ыратмалла вара уншăн?
«Эпĕ япăх çывăрнă... Тата сăра ĕçрĕм. Сăри карчамаллăскер пулнă ахăр. Мухмăр чухне çапла сăлтавсăрах чуп шикленсе килет... Тепĕр енчен, çанталăк ăмăр...»
Юлашки вăхăтра Паняна тĕлĕкре яланах çак улăх курăнать. Улăхĕнче вара тем пысăкăш завод корпусĕ пур пек, Галя çавăнта ĕçлет пек...
Паня çыран хĕрринчи çеремпе утрĕ.
Ял варринчи кĕпер патĕнче çынсем пухăнса тăнă. Кĕпер хăмисем çук, сăвайĕсем, карлăкĕ юхса кайнă. Каçас текенсем хăрах хăма тăрăх утаççĕ.
Паня шыв хĕрринчен тăкăрлăка пăрăнчĕ, унтан аслă урама тухрĕ.
Мĕн кирлĕччĕ-ши ку урамра ăна?..
А-а... Çак урамра пĕр килте унăн тин çеç туса пĕтернĕ япали пур-çке...
Мĕн ĕç пур ĕнтĕ Панян халь ун çумĕнче? Укçа тӳленĕ... Тата мĕн кирлĕ?
А-а... Вăл таврăннă-çке...
...Паняна пĕр пушă урапа хирĕç пулчĕ. Паня чарăнса тăрсах пăхса ăсатрĕ ăна: хăй тунă хăмăт-йĕнерчĕке палларĕ вăл. Хăмăчен пĕвенĕ çĕтелсе кайнă та, ун ăшĕнчен улăм вĕçкелесе пырать. Кĕççи те пĕтнĕ пулас: ута хăмăт тивертнĕ, çавăнпа хăмăтне ут ăмри çине перĕнсех тăрасран пĕр тĕлтен тупăрчăк хурса сыхнă. Питĕ тирпейсĕр тыткалаççĕ пулас ут хатĕрне.
Паня çул çинчи йĕрсене, пăхса утрĕ.
Сасартăк ăна палланă атă йĕрĕ курăиса кайрĕ. Атă йĕрĕ Гальăсем патĕнчен тухса кӳрше кĕрсе кайнă, унтан каялла таврăннă. Вĕсен тĕлĕнче урапа йĕрĕ пур. Вăл мăн çул çине тухать. Ун çумĕпе крыльцаранах аннă çӳллех мар кĕлеллĕ пушмак йĕрĕ пырать. Çав йĕр çинче пĕр çĕвĕ-пăта палли те çук. Кĕли йĕрĕ тарăнрах путса тирпейлĕ пӳрт ăш-чикне аса илтерет. Икĕ енлĕ урам пекех тăсăлса пырать çав йĕр урапа йĕрĕ çумĕпе. Çак йĕре Паня ĕнер Гальăсем патĕнче те куриăччĕ, пушмакĕ, çемçе ăшлăскер, сĕтпе шоколал, хутăшĕ тĕслĕскер, çенĕк умĕнче ларатчĕ.
Кайнă та-и вара вăл?
Паня хăй сисмесĕрех йĕр тăрăх васкаса ута пуçларĕ, унтан чупмах тытăнчĕ... Иĕр ялтан тухса кĕпер урлах каçать, хыр вăрманĕ еннелле каять. Вăрман хĕррине çитес умĕн вăл патах татăлать: кунта хĕр урапа çине ларнă ĕнтĕ.
Паня аллипе çутта картласа вăрман çумĕпе каякан çул çине куçне вăйратса пăхать.
Кайнă...
Паня шăм-шакĕ лаштăр кайнине туйса çул айккинчи канав хĕррине ларать.
«Кайнă!..»
Ялтан кайнă çул отпуска таврăнсан уйăхĕпех пурăннăччĕ вăл... Виçĕм çул виçĕ эрнене яхăн пурăнчĕ, пĕлтĕр эрне ытларах... Кăçал вара — виçĕ кун та пурăнмарĕ-и?
Мĕн чухлĕ вăхăт иртнине уямасăрах çул хĕрринче
ларчĕ Паня. Вăл ура çине тăнă чухне сайра хутра пĕлĕт айĕнчен тухкаласа пăхма тапратнă хĕвел чылай çӳле хăпарнăччĕ. Урисем ăна çавах пушмак йĕрĕ кайнă еннелле туртрĕç. Анчах халь Паня васкамарĕ, йĕр çине те пăхмарĕ... Унăн пĕчченрех çĕре, чуна уçăлтаракан ирĕкелле утас килчĕ.
Çул ĕнтĕ кушăхнă. Пĕлĕт уçăлса килет. Кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен ăшă çил вĕрет. Сулахайра — хир, сылтамра — улăх.
Ниçта та каймалла мар Панян: урисем çеç чунĕ ăçталла туртнине хирĕçлеме хăймасăр сĕнкĕлтетеççĕ.
Вăрман хĕрринче, хыр айĕнче, çатма çинче пеçернĕ ешĕл сухан кукли шăрши кĕрсе кайрĕ...
Ача чухне çеç, анне пур чух та ача ваиии пур чух, çавăн пек тутлă та ырă пулнă пулĕ — пур çимĕç те...
Паня вăрман çумĕнчен улăха пăрăнчĕ, çыран херрине типĕ вырăна ларчĕ. Кунта — шурăхнă курăк çинче — тирпейлĕ, хăтлă. Хыçра вăрман хӳтлĕхĕ. Аялта шыв шарлать. Шыв тăрăх — хăвалăх.
Çакăнта Галя та ларнах ĕнтĕ... Анчах вăл кунта нихçан та Паня чухлĕ ларман пулĕ, кунти тавралăх кĕввине Паня чухлĕ туйман пулĕ...
Çак тавралăхра — чуна çемçерех кăмăл çавăрса илет... Ку вăл — кунта Паняпа пĕрле килнĕскер. Вăл пĕтĕмпех Панян çунакан ăшĕнчен сарăлнă... Ку вăл — çынсене те сисĕнет пулĕ... Çынни вара вăл мĕнтен килнине те тавсăрса илет пулĕ.
Юласчĕ çакăнта нумайлăха... Вара çакăнта яланах, тĕтре пуснă пек, çав çемçе туйăм тăнă пулĕччĕ. Галя хăçан та пулин отпуска таврăнĕччĕ те — улăха ансан ун чĕрине те Панян черинчи туйăмах хĕсĕнсе кĕнĕ пулĕччĕ Вăл мĕншĕн çапла пулнине те йнланĕччĕ... Ӳлĕм çакăнта кунсерен килсе çӳрĕччĕ... Ялтан та текех каймĕччĕ...
Ларĕччĕ вăл çакăнта, Паня пекех, шыв çине пăхса, шаппăн, юмахри Аленушка шыва путнă пиччĕшне кĕтсе ларнă пек, ларĕччĕ вăл — Паняна кĕтсе...
Паня çакăнта тепĕр çак вăхăтчен, Галя тепре отпуска таврăниччен, çывăрса кайма та хатĕр... Вара вăл таврăнсан кĕрĕччĕ те Паня вĕсем патне — крыльца çинче чарăнĕччĕ, хĕр çĕр улми шуратнине, Паня туса панă атăпа утнине пăхса савăнĕччĕ, унтан, крыльца çинчен анса, пуртăпа сулăмлăн сулса вутă çурĕччĕ.
Унăн аллине лекнĕ атă-пушмак та вара яланах шăратса тунă пек тăпăл-тăпăл, акăш сăмси-мăйĕ пек хӳхĕм тухĕччĕ.
Арина (2023-05-26 11:20:04):
Мама ак çак произведени килешрĕ