Пушмак йĕрĕ


Паня урамалла тухакан крыльца картлашки çинче урине хырчĕ те йĕпе картлашка тăрăх хăпарчĕ, алăк кантрине туртрĕ; шашулкка шалтлатсан шалалла тайлăк алăк хăй йывăрăшĕпех уçăлса кайрĕ.

Паня кантăксăр уçă веранлăна кĕрсе тăчĕ.

Çенĕк алăкĕ уçă. Крыльца алăкĕнчен çенĕк алăкĕ патне çитекен карлăк çине тимĕр чашăк, урайне çав тĕле шур ăшлă симĕс миска тата витре лартнă та вĕсен умĕнче — хăрах аллине çĕр улми, тепĕр аллине çĕçĕ тытнă Галя тăра паратъ!..

Паня хытсах кайрĕ.

Таврăннă та-çке!..

Паня кĕрсен хĕр çаврăнса пăхрĕ, çĕр улмиие те шуратма чарăнчĕ... Куçĕ ун чарăлчĕ, ăшăнчĕ, тути хускалче, кĕлетки хумханса илчĕ.

Хĕр çĕр улмипе çĕççине хучĕ те аллине пăтара çакăнса тăракан саппунпа шăлса Паня енне тăсрĕ. Паня чĕр çер улмипе сивĕннĕ шывра нумай тытса пĕркеленнĕ алла, çĕмĕрлесрен сыхланнă пек, тăрринчен тытса пăхрĕ.

Хĕрĕн кĕлетки кăçал пĕлтĕрхинчен сарлакарах та лутрарах пек. Лутри — урине тапочки тăхăннăран пулас.

Хĕр Паняна хирĕç, кивçеи илнĕ укçана тавăрса панă пек, йăл кулса кăтартрĕ те каллех хăй ĕçне пикенчĕ. Паня хĕртен виçтăват утăм аяккарах кайса тăрса кил картп урлă пахчари йĕпе çĕр улми çеçкисем çинелле пăхать, хушăран хĕр çине те куç вĕлткелесе илет. Паçăр кăшт улшăнарах панă пек курăннă хĕр сăн-пичĕ пăхмассерен пĕлтĕрхи-виçĕм çулхи сăн патнех тавăрăнса пырать. Унăн паçăр алă шăлнă саппунĕ те, пăтаран çакăнса тăраканскер, пĕлтĕрхиех... Хĕр пĕлтĕр чăмăртарахчĕ... Çавăнпа пулĕ пăтари пĕлтĕрхи саппунĕн калакĕ икĕ кăкăр тĕлĕнчен мăкăрăлса тухнă, мăкăрăлнă тĕлтисем ирĕлсе шăтнă.

Хĕр Паня çине питех пăхмасть. Унăн çӳхе кĕпи арки хĕр çутта хирĕç тăнипе аялтан тăхăннă чĕнтĕрлĕ кĕпе аркине витĕр кăтартать.

Пăхсан-пăхсан çак тайăнрах хĕр ӳссе-ӳссе пырса пуринчен те пысăкрах пулса тăрать, кĕлетки те чăмăрланса пĕлтĕрхи-виçĕм çулхи шая ларать.

Хĕр асăрханса хăйне сăнакана хирĕç çаврăнать те çăварне хускатса илет, сывлăшра аллипе темле çаврашкасем ӳкерсе кăтартать. Паня, вăл мĕн каласшăн пулнине ăнланаймасть пулин те, ăнлананçи туса пуçне сулса илет.

Унпа чух — чул катăкĕн те пурнăçра вырăнĕ пур, илемĕ пур... Çут тĕнчен — çут тĕллевĕ пур... Çав тĕнчене сăн кӳрекенни —çак хĕр. Вăл — çав тĕнчен хуçи. Эсĕ унăн тенчинче — хăна.

Паня та хĕре мĕнле те пулин савăнтармалли сăмах каласшăн.

«Эпĕ санăн атă-пушмакна тĕплесе хутăм, эсĕ таврăннине пĕлнĕ пулсан хампа пĕрлех илсе килеттĕм» тесшĕн вал. Паня кăшт тăхтаса тăрать те çапла шут тăвать: «Чим-ха, эпĕ халех чупса кайса килетĕп...» Анчах ним ăнлантармасăрах кайма аван мар ĕнтĕ... Тен, хĕр сисиччеи тухса каяс?..

Хĕр тепĕр еннелле çаврăнсанах Паня алăк патнелле утать, алăк хăлăпне тытсан хыçалтан хĕр чупнине асăрхаса крыльца çинченех пылчăк урлă сикет. Тапочки вĕççĕн тăракан хĕр пылчăк çине пăхкаласа, пит-куçне çилĕллĕн пĕркелесе аллипе пӳртелле катартать, чышкипе юпать.

«Мĕнле çапла пӳрте кĕмесĕрех каятăн?.. Хула кучченеçĕ те пулин тутанса пăхсам... Унсăрăн çилленетĕп сана»,— тет ĕнтĕ вăл.

Паня кăмаллăн йăл кулса илет те сылтăм аллипе шăрăхран питне варкăштарнă пек суллать. «Халех каялла вĕçтерсе çитетĕп»,— тет вăл ăшĕнче, вара çулсăр-мĕнсĕрех пылчăк çийĕн утса каять. Утнă! май хăй ăшĕнче калаçать: «Çапах та чее турăм... Вăл мана ярса тытнă пулсан маи ăна киле пушмак илме кайни çинчен ăнлантарма тиветчĕ... Анлантарасса вара ниепле те алăпах ăнлантарса пĕтереймĕн...»

Чупнă пекех васкать Паня килелле.

Ах, мĕн тери кăмăллăн пăхса илчĕ вăл!.. Епле тархасласа кĕме чĕнчĕ!..

Паня киле çитрĕ те санталине, çăматтине пуçтарса тытрĕ, атти çиие унпа киленсе юлашки хут пăхса илчĕ. Унтан сак çинчен çип çăмхи юлашкине илсе атă кунчи ăшне чикрĕ, атă тĕпĕнче темскер алă тӳртне тирнине сисрĕ. Шӳтернĕ тĕп витĕр кĕрсе чĕрĕлнĕ йывăç шпилькăсем, типмесĕрех лапчăтнăскерсем, хуçăлман-мĕн, хуçланнă çеç, халĕ вара шăкăрах тăрса ларнă.

Паня атă ăшĕ хырмалли кукăр рашпиль илчĕ те пĕр хушă тăрăшсах шпилька вĕçĕсене хырса ларчĕ, хырса пĕтерсен шпилька кĕрпине атă кунчинчен силлесе тăкрĕ. Вара тин виçĕ мăшăр атă-пушмака пĕрле çыхса йăтса хыпалансах килтен тухрĕ.

«Çич сывлăш çавăриччен» тенĕ пек чупса çитрĕ вăл каялла Гальăсем патне. Крыльцарап кĕрсен ăна Галя амăшĕ хирĕç пулчĕ. Паня ăна хăй юсанă атă-пушмака тыттарчĕ те сăн-пичĕпе йалтăр çиçсе хĕрарăм ăна епле йышăннине сăнаса тăчĕ.

Хуçи савăнса каçсах кайни курăнмарĕ, атă-пушмак çыххине тытрĕ те, тем тума васканипе пулас, çавăркаласа пăхмасăрах карлăк çине хучĕ, крыльца çинчи пушă таза çенĕке кĕртсе лартрĕ, Паняна пӳрте кĕме аллиие кăтартрĕ. Паня пуçĕпе хирĕçлесе сулласан ăна хулĕнчен тытма тăчĕ, Паня пӳрте кĕресшĕн мар пулса пăркаланса вĕçерĕнчĕ, ку тӳрккесрех пулса тухрĕ, хĕрарăм тепĕр хут хулран тытса туртма хатĕрленсен атăçă карлăк урлах кил картине сикрĕ. Хĕрарăм кулса ячĕ те юсанă атă-пушмака йăтса пӳртелле утрĕ.

Паня сарай умнелле кайрĕ. Сайхалăхра аллине пуртă лексеи татса хунă вутă сыпписене çурма пикенчĕ: килмессерен вутă çурса парать вăл Галя амăшне.

Вăйлă алăпа сулнă пуртă вирхеисе анать те, лашт! çурăлса каять пукан пек ăвăс каска. Çураканни пер хушă, çак йĕпе-сапара пылчăклă каска варри çапла тăпăрчă пек шап-шурă та таса пулнинчен тĕлĕннĕ пек пăхса тăрать. Каска варри хĕрсе кайнă, пăсланать, пылак шăршă сарать. Панян атă тĕп хĕрри якатнă чух тыткаламалли камтăк пек витĕр курăнакан рантореза кăшт йĕкевпе сĕрсен çакăн пек пылак шăршă тухать вара.

Темĕнле пысăк уяв чухнехи пек туйăнса тăрать чуна. Ыран-виçминех пĕтмест пуль-ха ку уяв: ĕнер-паян таврăннăскер, хĕр килнĕ-килменех каймасть пуль.

Еçлесе иксĕлми вăй тапать Панян. Вăл каска хыççăн каска çурать. Хурăн каски алă айне лексен шухăша кайса тăрать.

Çакăн пуçне шпилька тума татса илмелле мар-и? Пӳрне хулăнăш татас та çӳхен çурас, хĕррине чалăшшăн шунса шĕвĕртес... Типсен тикĕс çурăлать вăл, виç-тăват хăмине харăс тытса çĕççе та6ак туранă пек çеç вылятса тăр... Шпилька тума улмуççи лайăх теççĕ те — ăçтан тупăн ăна? Тата артельсенче заводра тунă шпилька пур теççĕ. Алăпа туса лармаççĕ ĕнтĕ унта. Шпильки те йăларан тухса пырать халĕ: йăлтах тимĕр пăта, çилĕм те нейлон е кап рон çип.

Паня çурăлнă хурăн каски варринчи хаклă йышши махорка пек вакă çĕрĕке шăлса пăрахсах шухăшласт тăчĕ, вара хурăн çуркамне типтерлĕн аяккалла илсе хучĕ: «Инкерен ыйтса пăхас пулĕ тен, парса ярĕ»,— терĕ вăл ăшĕнче.

Çак вăхăтра крыльца çине Галя тухрĕ. Аллине вăл мăшкăлтăк шыв витри йăтнă та пылчăклă кил картине крыльца çинчен ăçтарах пусас тенĕ пек тăрать. Ун уринче Паня хай тунă атта курчĕ те, чĕри пăлхавлăн тăкăлтатма тапратрĕ. Раля мăшкăлтăк шыв витрине пылчăклă кил карти урлă йăтса каçса шăтăка тăкрĕ те каялла крыльца вĕçне тухрĕ. Хăрах аттине сулахай аттин сăмсипе кĕлинчен тапса, теприне крыльца картлашки хĕррине хирсе хыврĕ, ун вырăнне хĕрлĕ тапочки тăхăнса пӳртелле утрĕ.

Тепĕр самантран хĕр каллех тухса аттине тăхăнчĕ те пахчаналла кайрĕ.

— Мĕн чĕриклетет ара сан атту? — ыйтать амăшĕ, крыльца вĕçне тухнăскер.

— Шыв кĕчĕ пуль,— тавăрать хĕр.

Паня куна илтмест. Илтнĕ пулсан çав атă çапла чĕриклеттĕр тесе вăл епле чи лайăх хурăн хуппи суйласа

илсе ăвăспа сĕрни çинчен, ăна епле типтерлĕн купăс чĕлĕхĕ лартнă пек майлаштарса стелька айне хуни çинчен каласа панă пулĕччĕ.

Паня вутă çурса пĕтерсен ерипен крыльца çине утса хăпарчĕ, урама тухмалли алăк умĕнче чарăнса тăчĕ. Амăшĕпе хĕрĕ хăйсем хушшинче тем калаçаççĕ те — вĕсен тутисем вылянкалаççĕ. Хĕрарăм Паняна пӳрте кĕме чĕнсе аллипе кăчăк туртать. Вĕсен пӳртре урай çунă пуль-ха, çак пылчăклă урапа мĕнле кĕрсе тăрас унта... Паня хул-пуççине сиктерсе илет те кил хушшинелле пăхса тăрать. Амăшĕпе хĕрĕ тĕлĕннĕ пек пулаççĕ, вара хĕрарăм кĕсйинчен хут укçа кăларать те Паня енне тăсать, тем ыйтать: «Миçе тенкĕ кирлĕ?»— тет пулас.

Укçа?.. Паня пĕтĕмпе те Галъăшăн çеç мĕн пур ăсталăхне хурса ĕçлерĕ-çке...

Хĕр амăшĕ атăçă миçе тенкĕ ыйтмаллине калама аптраса тăнă пек ăнланса аллинчен хут укçине вăйпах Панян пиншак кĕсйине чиксе яма пикенчĕ. Паня турткаланчĕ, хĕрарăм аллине сире-сире ячĕ, анчах ку çапăçнă майлă та илемсĕр пулса тухрĕ. Паня вара хĕрсе кайсах хăйне пĕр пус укçа та кирлĕ марри çинчен ăнлантарма тытăнчĕ:

«Илместĕп укçа!.. Укçашăн ĕçлерĕм-и эпĕ? Кирлĕ мар! Ахалех пултăр! Парасах тетĕр пулсан çав хурăн сыппине парăр мана — шпилька тума»,— терĕ вăл хăй шучĕпе, анчах та... унăн кăкринчен этем ăнланма çук сасăсем çеç хĕсĕнсе тухрĕç:

— Пы-ы! Пы-а! Ы-ы!.. Пы-пы!

Атăçă хăй умĕнчи хĕр шартах сиксе, çӳçенчĕклĕн хутланса тăнипе тăна кĕчĕ. Паня пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ, питне вĕри юн тапса килчĕ, çакна нимпе пытарма пĕлмесĕр, вăл крыльца карлăкĕ çине ӳкрĕ... Çак вăхăтра хăйĕн пиншак кĕсйине Галя амăшĕ укçа чиксе янине сисрĕ вăл... Паня карлăк çинчен ялт! çĕкленчĕ те алăка ыткăнчĕ, алăкран вирхĕнсе тухса крыльца çинченех çĕре сикрĕ, вара, хыçалтан такам хăваланă пекех, урам тăрăх чупрĕ. Киле чупса çитсен пӳрт енне пăхмасăрах пахчаналла вирхĕнчĕ... Пилĕк çӳллĕш йĕпе мăян çине тирĕнсе анчĕ...

Чун-чĕрине пуçтарăнса тулнă мĕн пур асапне вăл кăкăртан пĕр сасăпа кăларса ывăтма шутларĕ тейĕн.

— Пы-ы-ы! — янраса кайрĕ тискер сасă темиçе пахча урлă, урам урлă...

* * *

Пахчаран вăл çĕрле пулсан тин сӳрĕнке сăн-питпе тухрĕ. Пӳрте кĕме тăчĕ — кĕмерĕ: чун туртмарĕ унта... Ху тунă ĕç йăлтăртатса лармасть пулсан мĕнпе хавхаланас? Çук ĕнтĕ унта халь ирхине çеç куçа та илес килмен вĕр-çĕнĕ, акăш сăмси пек хĕрлĕ сантали, тăпăл-тăпăл атă. Кĕсьере выртать акă, унăн вырăнне алăран алла çӳресе çемçелнĕ хут укçа... Çакăншăн-и вара вăл савăнса та пăлханса, чĕкеç пек çыпăçтарса кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе ларчĕ?

Паня çенĕке кĕрсе бидон тĕпне юлнă сăрана ĕçсе ячĕ те пӳртне питĕрсе аслăк çине çывăрма кайрĕ. Кăшт кăтăш пулсанах ăна ĕнерхи тĕлĕк тыткăнларĕ.

— Ах, епле илемлĕ сан сассу, Паня,— тет ăна хĕр.

— Чăнах-и?—тет Паня, шухăша каять те ку чăн мар, тĕлĕкре иккенне аса йлсе вăйпах куçне уçать, вăранса каять. Вара çĕрĕпех çывăраймасть. Кăвак çутăллах аслăк çинчен анса пахча витĕр' шыв хĕррине утать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Арина (2023-05-26 11:20:04):

Мама ак çак произведени килешрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: