Пушмак йĕрĕ
Мĕн чухлĕ ура курман-ши Паня хăй атă-пушмак ĕçне пикеннĕренпе — вунă çултан пуçласа çирĕм пилĕк çула çитиччен? Курнă кăна-и? Урлă та пирлĕ шитлесе, калăппа виçсе, хыпаласа пăхнă, вĕсене юрăхлă пушмак çĕленĕ. Гальăнни пек чипер ура курман вара вăл. Хĕр, çулла шурă чăлха çинчен çутă хĕрлĕ сантали тăхăнатчĕ те ярăнса утă çулатчĕ. Карăнса пăхакан икĕ акăш мăйне аса илтеретчĕ çав мăшăр ура...
Паня ик вĕçлĕ çипĕн вĕçĕсене çăвара хыпса атпăрипе сантали тĕпне типтерлĕн шăтарать, сысна шăрчĕсене хире-хирĕç тирсе илсе пĕр çип вĕçне пĕр алли çине, тепĕр вĕçне тепĕр алли çине явалать, сăранĕ татăласран асăрханса ик еннелле харăс туртать.
Хăнăхнă алăра ĕç вылять кăна. Атпăрипе тирнĕ чух атăçăн тути сунаслас умĕнхи пек уçăлать, хускалкалать. Çипне туртса хытарнă чух сăранĕ мар, унăн ӳчĕ çапла касăлать тейĕн — пичĕ пĕркеленет, шăлĕ шатăртатса илет, çĕвĕ майлашса выртсан çав сăн-питех çуталса каять.
Паня кăнтăрлаччен сантали тĕпне çĕлесе те пĕтерчĕ. Вара калăп хыçне çапнă пăтине кăларчĕ те кĕлине тавăрчĕ, калăп пуçĕнчен тĕртсе туртсан нӳрĕ сантали шăнкăлт çеç таврăнса ларчĕ, халĕ вăл, сулахай ура калăпĕпе çĕленĕскер, сылтăм ура валли пулса тăчĕ.
Паня сылтăм ура калăп тĕпне сăран стелька çапса ун çине тавăрнă санталие тăхăнтарса лартрĕ. Сантали тĕпĕ, чăн та, лайăх çыпăçнă: нихăш тĕлте те çиппе çĕленĕ пĕр паллă та çук.
Паня сантали тĕпне нăколюшкăпа шăтарса хĕрринчен пĕр рет шпилька çапса тухрĕ.
«Ман пек йывăç шпилькăпа тĕп çапакан халĕ пĕр атăçă та çук пулĕ,— шухăшларĕ вăл.— Хулара йăлтах тимĕр пăтапа çапаççĕ. Çакăн пек аркансах кайнă пушмак таврашне вĕсем юсама та илмеççĕ... Кӳршĕ ялти Йăван та ав калăп çине туртмаллах арканнă атă-пушмака йышăнмасть, кăшт хăйпăнса кайнисене çеç çапса парать. Арканса кайнă япалапа пыракансене пурне те ман пата ăсатать... Йăлтах çĕнĕ тавартан атă-пушмак çĕлес пулсан ырлăх кăна-ха вăл. Анчах халь, магазинта çĕнни те йӳнни тăп-тулли чух, атăçă патне киввисене çеç йăтса килеççĕ... Галя та алăпа тунă атă-пушмака çĕр улми-мĕн кăларнă чух тăхăнкалĕ-и...»
Шухăшĕ çапларах чупнă май Панян, те çанталакĕ çумăрлă пулнипе, шăм-шакĕ йывăрланса килет те, ăна ыйхă пусать, вара Паня тӳшек çине тăсăлса выртать.
Ирхине вăрансан «шӳтерме пăрахнă сăран ытлашши исленсе каймарĕ-ши» текен шухăш ура çине тăратать ăна.
Хăй çапла миçе куп килтен тухмасăр ĕçлеиине те шутламан вăл, алла тытнă ĕçе пĕтернĕ хыççăн тин унта-кунта тухкаласа кĕнĕ.
Паня карăнкаласа илсе ыйхăран уçăлать те лаххан патне пырать. Лаххан тĕпĕнче çеç пулнă шыва типĕ атă-пушмак йăлтах ĕçсе яыă.
Паня атти-сăранне лаххантан кăларса ваклама пикенет. Атă хыçĕ, атă тĕпĕ, атă пичĕ касать. Исленсех кайнă сăранĕсем тăсăлаççĕ, чĕр какай пек лăчăрт та лăчăрт касăлаççĕ.
Паня кун хыççăн икĕ татăк хурăн хуппи суйласа касать. Вĕсене ăвăспа сăтăрса якатать те пĕр-пĕрин çине| хурса сăтăрса пăхать, икĕ хурăн хуппи сăтăрăнса нăтăр-нăтăр! текен сасă кăларать. Паня вĕсене тепĕр хут ăвăспа сĕрет те каллех сăтăрса пăхать, хальхинче çерçи чĕвĕлтетнĕ пек сасă илтĕнет.
Каçпа Паняна кӳршĕ хĕрарăмĕ тахçан хăй юсаттарнă атă-пушмакшăн пер теикĕ укçа та литр çурă кĕрекен бидонпа сăра килсе пачĕ. Паня пĕр курка сăра ĕçсенех шăм-шакĕ çăмăлланса, чунĕ сăлтавсăрах хавасланса кайнă пек туйрĕ, вара туса пĕтернĕ санталипе тĕпленĕ çăматти çинчен аран-аран ытарса куçне илчĕ те хăйĕн улăм тӳшекĕ çине тăсăлса выртрĕ. Телейлĕн çывăрса кайрĕ.
Ун куçĕ умне хăйсен пахчи хыçĕнчи улăх тухса тăчĕ.
Пахча хыçĕнче юханшыв. Леш енче каюллă улăх. Тыллапуççисем çеç, çулăнмасăр юлнăскерсем, шурăхнă курăкпа вăшăлтатса лараççĕ. Кунта Панян çав тери кирлĕ япала манса юлнă пек туйăнать...
Акă Паня мĕн пур сасăпа улăха, вăрмана янратса юрласа ярать. Пĕтĕм тӳпе — тем пысăкăш чан тейĕпĕр... Мĕн пур тавралăх çав чан айĕнче тейĕпĕр... Чанне çӳлтен çапсан чан айĕнче нумайччен янраса тăракан сасă пулать... Çар, сасă пек илтĕнсе тăрать таврара Паня сасси...
Ах, ытла хитре юрлатăн-çке эсĕ, Паня, — тет ăна хĕр. Ку Галя иккен. Вăл отпуска таврăннă та-мĕн. Акă хал улăх тăрăх Паняна хирĕç килет.
— Таврăнатăн-им-ха эс? — тĕмсĕлсе ыйтать Паня. — Эпĕ пушмакна та юсаса пĕтерейменччĕ...
— Çук-ха, — тет Галя. — Хăвах пĕлетĕн-çке, яла эпĕ çулсерен çĕр улми кăларас умĕн таврăнатăп.
— Мĕн тери кĕтрĕм эп сана, — тет Паня. — Кĕтсе илейместĕпех пуль тесеттĕм. Шутла-ха, каллех çулталăк иртрĕ... Çав тери йывăр çав — çулталăкран çулталăка пĕр кĕтнипе çеç пурăнма...
— Пан-ня! — тет хĕр. — Эсĕ халь илтетĕн те-им-ха?
— Илтетĕп, Галя, — тет Паня. — Анчах сан сассуна çеç илтетеп, ыттисене çав-çавах илтместĕп çав.
— Ай, Паня... Уçă-çке сан сассу питĕ. Эпĕ сан сассуна илтес тесех çулсерен киле таврăнатăп.
— Эсĕ калатăн пулсан чăнах пуль çав ку... Эй, Галя... Эс килсенех эпĕ сирĕн пата пыратăп... Пыратăп! Пы-р... Пы-ы... Ы-ы...
Паня хăй тискеррĕн ы-ы-ы! тесе кăшкăрнине туйса вăранса кайрĕ те пĕр хушă куçне чарса пăрахса çутăлса килекен тул çутинче маччаналла пăхса выртрĕ. Вăй-хал лăштăр кайрĕ. Кăмăла салху пусрĕ. Чуна ăнланмалла мар шик çавăрса илчĕ.
Паня тăрса ларчĕ те телейлĕ тĕлĕкпе чăнлăх хушшин-чи хирĕçĕве асĕнчен сирме хăтланчĕ. Чунĕ ыратнăçем ыратма тапратрĕ. Кусене йăлтах манас шутпа атăçă вара аллине ĕç тытрĕ. Вăл такам хистесе тăнă чухнехи пекех хыпаланса атă тĕпне çапса пĕтерчĕ, атă ăшне лаппа чиксе, тĕпĕнчен мăлатукпа çапса шпилька вĕçĕсене лапчăтрĕ, атă тĕп хĕррине касса тикĕслерĕ, ăна якатма вар пĕтнине аса илчĕ те васкасах вучах чĕртрĕ.
Малтан вăл пĕчĕк чашăк пек савăтпа çуне вĕретме лартрĕ. Çăвĕ ларчĕ-ларчĕ — вĕриленни-мĕнĕ ирĕлнисĕр пуçне паллă пулмарĕ. Атăçă вара çăвĕ пиçнипе пиçменнине пĕлме ун ăшне хур тĕкĕ чиксе пăхрĕ: çăтăр-р-р! тесе ирĕлсе кайрĕ хур шăмми вĕçĕнчи тĕк. Паня вара çу ăшне чĕр сăмала татăкĕ, пĕр-ик мăйăр пек татăк ăвăс, хура сăрă тултарчĕ тата кăштах резина тураса ячĕ. Кĕçех атă-пушмак тĕп хĕррине сĕрмелли вар техĕмлĕ апат пек çатăртатса, кăвăрчă пек тутлă шăршă кăларса вĕреме тытăнчĕ.
Атă тĕп хĕррине якатсан Паня хăй ĕçне ытараймасăр атти çине пĕрре сылтăм енчен, тепре сулахай енчен, унтан аяккарах кайса тăрса пăхрĕ.
Куçа та илес килмест лайăх пулнă япаларан! Тăвасчĕ те ĕçе — ун çине çапла йăлăхиччен пăхса-киленсе çеç ларасчĕ... Çав ачашласа тунă япалапа çын пылчăк çине пусассине аса илсен чĕре хĕсĕнсе килет. Ана хуçи илсе кайсан пӳрт пушанса юлнă пек, чунран тем татăлса ӳкнĕ пек...
Ĕнтĕ халь, çĕтĕлсе-арканса пĕтнĕ ăпăр-тапăртан çакăн пек ытарайми япала туса хунă хыççăн, хамăнах йăтса кайса леçмелле-и ăна?..
Унăн чунĕ халĕ те-ха тĕлĕкре хускалнă кăмăлĕ-туйă-мĕнчен хăтăлаймарĕ. Чĕре çемçен пăчăртана-пăчăртана илчĕ. Паня вара фуфайкине тăхăнчĕ те килтен тухрĕ.
Вăрăма кайнă йĕпхӳ халĕ те пĕрĕхсе тăрать. Çапах та ăшă, тӳлек. Çул хура, пылчăклă.
Паня виçĕ çухрăм таранах тăсăлакан урам тăрăх пасар еннелле утрĕ. Ял вĕçне тухсан пушар каланчи патĕнчен пăрăнса пасар лавккисем умĕн иртрĕ. Пасарĕнче çынсем çукпа пĕрех. Пĕр хĕр ача хура çырла, тепĕр хĕрарăм килте пĕçернĕ кукăль-пӳремеч сутать, куркапа виçсе сăра сутакан пур.
Паня пасар урамне пăхса çаврăнчĕ те пĕчĕк лавккана кĕчĕ. Кĕсйинчен вак укçа кăларса шутламасăрах сентре çине хучĕ, аллипе ăна-кăна тукаласа кăтартрĕ. Сутаканни, çамрăк хĕрарăм, шурă халат тăхăннăскер, сентре çине ĕçсĕр аптранă та шăрăхпа ĕнтĕркеыĕ пекреххĕн таянса вак укçана шĕвĕр пӳрнипе сиркелерĕ, пиччĕн енне çавăрчĕ, темиçе пус шутласа илчĕ те пăхăр укçисене каялла Паня умне шутарчĕ, вара сентре çинчен ӳркенчĕклĕн тăрса Паняна пĕр пачка махорка, икĕ курупка шăрпăк тата икçĕр грамм печени виçсе пачĕ.
Паня лавккаран тухса ут хатĕрĕсем сутнă çĕртен иртрĕ, сăмала, сысна шăрчĕ, атă пăти тупаймăп-и тесе пăхкаларĕ.
Ун чĕринче кăнтăр варринче кăшт çывăрса илнĕ хыççăн пулакан тĕлĕклĕ-мĕнлĕ, кăшт юмахлă туйăм хускалчĕ.
Атăçă пасартан тухса ял çумĕпе сăрт çийĕн утать. Сулахай енче, лапамалла анакан ял, сылтăм енче уй, ферма. Ферма умĕнче курăклă çерем. Ку тĕлтен ялалла йăмраллă униче пăрăнать. Йăмрисем — йăвă, лапсака, ватă. Вĕсем урама хупласах хунă, тăрри витĕр тӳпе те курăнмасть, аялта нӳрем, тĕттĕм. Кунта пӳртри пек хăтлă, хăйне евĕр чуыа ырă, ăшă туйăнса тăрать. Тахçан вăл тăван килех пулнă та — ăс-пуçшăн манăçнă, чун туйăмĕшĕн çеç манăçайман пек.
Йĕпхӳллĕ çумăр чарăнасшăн: куçа курăнман йăсĕ çеç куç хупанкине уçă çил пекреххĕн нӳрĕ сулхăнпа çапăнать, пит тавраш ăна та сисмест.
Паня уничепе анаталла анать те, çерем çине пăхса утнă май ун асне вĕренленĕ ут, пилĕк çӳллĕш ухлĕмлĕ, ут-кăшкарлă улăх, сăртламри шăркана ларнă сĕлĕпе ыраш уйĕ, ачалăх кунесем килсе тухаççĕ. Иртнĕ пурнăçран ăна темшĕн курăк шăршисем ытларах аса килеççĕ. Çав кашни шăршă хыçĕнчех вара пĕр-пĕр аса илӳ тăрать. Ытларах ачалăхри тутлă асаилӳсем... Çук, пĕрре те кичем мар çав улăх тăрăхах çĕрмĕш хут, икçĕрмĕш хут утса тухма. Килмессерен çĕнĕ шăршă туятăн, кунсерен улшăнса пырать çав пĕр шăршах... Çав шăршăсем сан пурнăçунта
пулса иртнĕ улшăнăва, сан чĕрӳнти туйăма хисепе хурса çуралнă тейĕн. Кайран вара çав шăршă хăех сан пурнăçунти улшăнăва, çавăн чухнехи туйăма аса кӳрет.
Паня утакан хăрах енлĕ урамăн çурт чӳречисем сирень, чăх çырли, патша чечекĕ хыçĕнче курăнмаççĕ те. Йĕпенсе хуралнă çурт стенисем тĕттĕм мĕлке ăшĕнчи пек курăнаççĕ.
Чун темшĕн пăлханать çак урампа утнă чух...
Çакăнта таçта кĕркеленĕ кил пур. Мĕнех тумалла-ши унта кĕрсе? Ах... Çак вăхăтра вăл таврăнмалла-çке...
Сăрлă виç чӳречеллĕ çурт патнелле çывхарнăçемĕн Паня кунта ман ним тума та кĕмелле мар-ха тесе юриех сăрт çинелле пăхса утать, урисем çапах итлесшĕн пулмасăр ериперех илĕнсе пусăнаççĕ.
Çуртăн çумăрпа хуралнă вырăсла хапхи тăрринче те тем çывăххи пур. Вĕсен лаçĕнче вут хутман чухне те тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ пек туйăнса тăрать. Кунта анне пур пек.
Ун амăшĕ хăш-пĕр. чух кĕтмен япаларах та пур пек туйăнать: çумăр çунă чух — пĕр-пĕр хӳтлĕх айĕнче, хырăм выçсан — ялĕпех тутлă апат шăрши саракан мăрьеллĕ кăмака умĕнче... Вăрманта е улăхра чухне — сасартăк пĕр-пĕр халиччен асăрхаман вырăнта — е пĕчĕк вар хушшинче, е шыв кукринче — вăл пур пек туйăнса каять. Чуна кĕтмен çĕртен темле ыраттаракан савăнăç хĕсĕнсе кĕрет те, Паня аннене аса илтерекенĕ сак вырăн пуль тесе утма чарăнать. Куçне кăшт хупса амăш ачашлăхне парăнать, вăрахчен ларать çавăнта... Анчах никам та килмест... Аçтан килтĕр ĕнтĕ вăл — темиçе çул каяллах вилсе Паняна киле пĕччен тăратса хăварнăскер? Çав вырăнĕ çеç— амăшĕ тахçан çĕр çинче пурăннине аса илтернипе — самантлăх хитреленсе кайнă-мĕн...
Арина (2023-05-26 11:20:04):
Мама ак çак произведени килешрĕ