Выла шывĕ хĕрринче


Лара-тăра пĕлменскер.

 

Шыври шăлать сухалне,

Тек тинкерет аякка.

Ват аслашшĕн сăмахне

Йăлтах итлет Шыванкка:

 

— Нихăçан та тăр шыва

Хура хумпа ан пăтрат,

Кирлĕ-кирлĕ мар чухне

Çынна пустуй ан хăрат.

 

Эпир пурте çĕр çинче

Хамăр ĕçе тăватпăр,

Çак ĕмĕрсен юххинче

Харкашмасăр пурнатпăр.

 

* * *

Шыванкка пĕр кунхине

Пычĕ те Шыври патне,

Тĕлĕнсе те пăлханса

Çапла пачĕ ыйтăвне:

 

— Выла шывĕ — тăрă шыв,

Тетĕн эсĕ яланах.

Халĕ вара мĕншĕн-ши

Кунсерен тăварлăрах?

 

Тимлĕ пăхрĕ те Шыври

Куçĕнчен кулмасăрах,

Васкамасăр тăсрĕ-и

Сăмахне вăл çапларах:

 

— Çĕр çинче хуçаланать

Йывăр хуйхă тватă çул,

Çĕр çынни нушаланать,

Чарăнми ӳкет куççуль.

 

Çĕр çине тăварлă юн

Кунĕн-çĕрĕн сăрхăнать,

Ватă-вĕтĕ кашни кун

Ĕçре тарпа касăлать.

 

Аннă, авă, шыв хĕрне

Çамрăк арăм Матĕрне.

Ача кĕпи çунă май

Вăл чараймасть куççульне.

 

Çавăнпа та, Шыванкка,

Ан пулсам, эс, айванкка,

Вылана та ан пăлхат,

Çын ачине ан хăрат.

 

Унсăрах хуйхи нумай

Мĕскĕн тăлăх-туратсен.

Шыв айĕнче ларнă май

Эс те хĕрхенме пĕлсем.

 

— Асаттеçĕм, асамла!

Чар çав Вăрçă-усала!

Пĕлсе тăтăр пур тĕнче

Асатте вăйли çинчен!

 

— Апла тума майĕ çук.

Ман асам усса каймасть:

Çынпа çын хирĕçнĕ чух

Шыврин кĕме юрамасть…

 

* * *

Ир пулать те каç пулать,

Çаплах вăрçă алхасать.

Кашни çемье, кашни çын

Юнлă вăрçа ылханать.

 

Усал хыпар, ах, пĕрмай,

Хура утне утланать,

Хура çил пек вĕçнĕ май,

Кашни киле шак! шаккать.

 

Тутăрпа çын куриччен

Куçне шăлать Матĕрне,

Павăл çухални çинчен

Вăл шарламасть çынсене.

 

Çавăтса ачисене

Колхоз уйне уттарать,

Çынпа пайлать нушине,

Хуйха ĕçре пусарать.

 

Упрас тесе çемйине

Ырми-канми тăрăшать,

Алри çăкăр чĕллине

Ачисене тыттарать.

 

Ваçукпалла пиччĕшне

Ĕçĕ лекет ытларах.

Вăй хураççĕ уй-хирте

Аслисемпе пĕр танах.

 

Пĕчĕк йăмăкĕ Нинук

Амăшĕнчен уйрăлмасть,

Хырăм выçсан та тăрук,

Шăпăрт ларать, макăрмасть.

 

Алри тырă пучахне

Шăппăн-шăппăн шĕкĕлчет,

Мăшăр тĕксĕм куçĕпе

Мăн çын пекех тинкерет.

 

* * *

Шарт хуçса хĕл урине

Пуш уйăхĕ вĕçленет.

Хĕл каçа çын тӳснине

Турă çеç йăлтах пĕлет.

 

Вутти-шанки пĕтнĕрен

Нумай тӳснĕ сиввине,

Улăмран явса вĕрен

Чыхнă çулăм хырăмне.

 

Пулнă-пулман кăварпа

Апат майлать Матĕрне,

Кăшт лĕпленнĕ кăмака

Нумай тытмасть ăшшине.

 

Ачисене пуçĕнчен

Шăлса илет майĕпен:

— Кĕçех тăпрас çумĕнче

Тухĕ сертепе вĕлтрен.

 

Тулта хĕвел йăл кулать,

Шурă хĕле макăртать.

Халĕ ĕнтĕ кашни çын

Çут ĕмĕтпе пурăнать.

 

Тӳсăр кăштах, ачамсем,

Тата кăштах чăтмалла.

Аслă Çĕнтерӳ çитсен

Аçу килĕ каялла.

 

Виçĕ пĕчĕк пĕртăван

Пуш яшкана сыпаççĕ,

Ыр сăмаха шаннăран

Куçсем вут пек çунаççĕ.

 

* * *

Хĕвел тăвать хăй ĕçне,

Шурă юра шăратать,

Çырмасенче, варсенче

Шыв сиккисем ăсталать.

 

Шыв чупать анаталла.

Вăл шавласа аннăран,

Пăр айĕнчи çут Выла

Тин вăранчĕ ыйхăран.

 

Çурхи шывпала тулса

Хаш! сывларĕ пĕр кана,

Сивĕ пăра аркатса

Кĕрлеттерчĕ таврана.

 

Ача-пăча васкаса

Чупрĕ çыран хĕррине,

Ватти тăрать сăнаса

Юхан шыв тасалнине.

 

Тарăн авăр тĕпĕнчен

Шыври йăлтах асăрхать,

Çурхи шыв лăпланиччен

Инкек пуласран сыхлать.

 

* * *

Выла шывĕ пăтранать,

Айăн-çийĕн çавăрать,

Вут сыппи, çӳп-çап, турат

Юхнă май илсе анать.

 

Килте вутă çуккине

Аса илчĕ те Ваçук,

Чупса кайрĕ кил енне,

Хăваласа çитме çук.

 

Кĕçех пиччĕшпе пĕрле

Илчĕç пĕрер турчăка:

— Выла шывĕ, ан кĕрле,

Ан хĕрхен вутта-шанка!

 

Турчăкапа çаклатса

Туртрĕç шанкă-турата,

Çыран хĕрне майлашса

Купаларĕç, тупата.

 

Йĕп-йĕпе çăпатисем,

Йăлтах пылчăк ăшĕнче.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Светлана Никитина (2011-11-28 11:31:54):

Хайлавăр питĕ килĕшрĕ.Çăмăллăн вуланать.Ăнăçусем Сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2011-11-30 23:01:24):

Любовь Аркадьевна чăн-чăн поэт. Талантлă поэтесса. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2011-12-03 19:45:25):

Любовь Аркадьевнăна конкурсра çĕнтернĕ ятпа чунтан саламлатăп, çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем çырма сывлăх сунатăп!

 

Людмила Андреева (2011-12-05 11:56:14):

Маттур, Любовь Аркадьевна! сире конкурсра вырăн йышăннă ятпа чунтан-чĕререн саламлатăп.Хамăр ентешсем ăмăртура çĕнтерсен хам çĕнтернĕ пекех савăнатăп. Малалла та çавăн пек çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулмалла пултăр!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: