Выла шывĕ хĕрринче,
Çӳллĕ çеç тăвайккинче
Ват йăмраллă ял ларать,
Аякранах курăнать.
Ĕç пырать ялан ăнса
Маттур чăваш ялĕнче,
Сар хĕвелпе тан тăрса
Ĕçленĕрен мĕн каçчен.
Самăр выльăх улăхра
Ырă курать çăвĕпе.
Ача-пăча урамра
Кĕшĕлтетет кунĕпе.
Чăваш ялĕ — пĕр тĕнче!
Пурнăç вĕрет авалтан,
Хастар чăваш чунĕнче
Çутă ĕмĕт пулнăран.
* * *
Çутă уйăх тӳпере
Выла хумне кĕмĕллет.
Ял хĕрринчи пĕр пӳртре
Ача сасси илтĕнет.
Павăлпала Матĕрне
Çемье çавăрнă савса,
Икĕ ывăлпа хĕрне
Пурнăç панă юратса.
Нинук хĕрĕ сăпкара,
Пĕчĕк çеç-ха, уйăхра.
Икĕ ывăл-шăпăрлан
Çитрĕç лăпланса аран.
Акă хучĕ Матĕрне
Сарлака кутник çине
Ачашласа, чуп туса
Çывăрма ачисене.
Асли ывăннă. Паллах,
Кайрĕ çывăрса часах.
Çывăрмасть çаплах Ваçук,
Темшĕн унăн ыйхă çук.
Ваçук ыйтрĕ ашшĕнчен,
Чăр-чăр пăхса куçĕнчен:
- Халап пар-ха каласа,
Тин эп кайăп çывăрса.
Павăл ăшшăн йăл кулса
Ларчĕ патнерех шуса.
Пуçран шăлчĕ ывăлне,
Кĕç пуçларĕ сăмахне:
— Савнă Элĕк çĕрĕнче,
Аслă вăрман хӳттинче
Таса çăлкуç çуралать,
Сивĕ, тăрă шыв тапать.
Юхать шывĕ малалла,
Кукăр-макăр варалла.
Кайăк юррине тăнлать,
Шăнкрав пек шăнкăртатать.
Вăй илет вăл çулсерен
Çумăртан, юр ирĕлсен.
Хумĕ сикет çӳлерех,
Шавĕ каять инçерех.
Уйрăмах çурхи çула
Вăл тухать ула-ула.
Çакăнтан, ачам, тăнла,
Пулнă ячĕ ун — Выла.
Çуркунне Выла улать,
Çу çитсессĕн — лăпланать,
Шăкăр-макăр ачана
Сулхăнĕпе астарать.
Итле, ачам, малалла,
Сăмах пулĕ ак çапла.
Аçу мĕн каланине
Питĕ лайăх эс тăнла.
Çутă хумсем айĕнче,
Тарăн авăр тĕпĕнче
Ватă Шыври пурăнать,
Хăш чух куçа курăнать.
Аслаçу калатчĕ сан,
Шыврине тарăхтарсан,
Ялан çакна пĕлмелле,
Хуйхă- инкек кĕтмелле.
Шыври хытă ахăрать,
Ишнĕ чух шыва туртать.
Çиллине шăнăçтарма
Кĕпер-каçă аркатать.
Çапах, ачам, ан хăра!
Ырă вăй та пур унра.
Ырă хăват пулнăран,
Пурнăç вĕрет таврара.
Йывăç-курăкĕ ӳсет,
Выльăх-чĕрлĕх те ĕрчет.
Пушă килтĕн-им паян
Пиччӳпеле пулăран?
Çывăр, ним те ан шутла.
Хăвăн ырă пулмалла:
Ырă пулни — пулăшать,
Ырă хăвна таврăнать.
Выла юхать малалла,
Сан вара çывăрмалла.
Унăн шăнкăр сассипе
Ирпе ирех тăмалла.
* * *
Вăл вĕçлерĕ халапне,
Пăхрĕ ывăлĕ çине.
Ыйха путнă-мĕн Ваçук.
Ашшĕн вара ыйхă çук.
Темĕн кăшлать чĕрене
Сиссе ырă маррине.
Кивĕ пиншак пĕркенсе
Утрĕ вăл Выла хĕрне.
Çапла ларчĕ темĕнччен
Асилсе иртнисене,
Ирхи шуçăм киличчен
Вăл итлерĕ хум шавне.
Ах, çапах та ахаль мар
Пăлханать иккен чĕре.
Ирпе çитрĕ вут-хыпар:
Вăрçă тухнă тĕнчере…
* * *
Ак ăсатрĕç Павăла
Юнлă çапăçу хирне.
— Таврăнсамччĕ каялла, —
Шăппăн йĕрет Матĕрне.
— Аркатсамччĕ хăвăртрах
Эсĕ урнă ешкере.
Ан хăвар пире хăрах
Çакă çутă тĕнчере!
Атте-анне пилĕпе
Иккĕн чĕртрĕмĕр вучах.
Çĕнтерӳ хыпарĕпе
Таврăнсамччĕ хăвăртрах !
Çупăрларĕ мăшăрне
Павăл кăкăрĕ çумне,
Ак, çĕклерĕ харăсах
Икĕ пĕчĕк ывăлне.
Ачашларĕ пăлханса
Уйăхри ачаш хĕрне.
Утрĕ чунне хытарса,
Кайрĕ вăрçă авăрне.
…Çулăмпа çунать тĕнче,
Вилĕм çавипе çулать.
Павăл Днепр патĕнче
Пĕр хыпарсăр çухалать…
* * *
Тарăн авăр тĕпĕнче,
Хăйĕн хăтлă йăвинче,
Ватă Шыври пурăнать,
Мăнуксемпе савăнать.
Ĕлĕк пулнă вăл усал,
Тапса тăнă ун вăй-хал.
Халь хумханнă шыва май
Шыври курăк пек сухал.
Ун маттур ывăлĕсем
Халь хумхатнă Вылана,
Пĕчĕк шухă мăнуксем
Килнĕ-кайнă хăнана.
Чи юратнă мăнукне,
Çав, Шыванкка ятлине,
Шыври савнă чĕререн,
Хăйне асилтернĕрен.
Витĕр кăвак тĕслĕскер,
Янкăр сенкер куçлăскер,
Пĕр самант та лăпланса
Лара-тăра пĕлменскер.
Шыври шăлать сухалне,
Тек тинкерет аякка.
Ват аслашшĕн сăмахне
Йăлтах итлет Шыванкка:
— Нихăçан та тăр шыва
Хура хумпа ан пăтрат,
Кирлĕ-кирлĕ мар чухне
Çынна пустуй ан хăрат.
Эпир пурте çĕр çинче
Хамăр ĕçе тăватпăр,
Çак ĕмĕрсен юххинче
Харкашмасăр пурнатпăр.
* * *
Шыванкка пĕр кунхине
Пычĕ те Шыври патне,
Тĕлĕнсе те пăлханса
Çапла пачĕ ыйтăвне:
— Выла шывĕ — тăрă шыв,
Тетĕн эсĕ яланах.
Халĕ вара мĕншĕн-ши
Кунсерен тăварлăрах?
Тимлĕ пăхрĕ те Шыври
Куçĕнчен кулмасăрах,
Васкамасăр тăсрĕ-и
Сăмахне вăл çапларах:
— Çĕр çинче хуçаланать
Йывăр хуйхă тватă çул,
Çĕр çынни нушаланать,
Чарăнми ӳкет куççуль.
Çĕр çине тăварлă юн
Кунĕн-çĕрĕн сăрхăнать,
Ватă-вĕтĕ кашни кун
Ĕçре тарпа касăлать.
Аннă, авă, шыв хĕрне
Çамрăк арăм Матĕрне.
Ача кĕпи çунă май
Вăл чараймасть куççульне.
Çавăнпа та, Шыванкка,
Ан пулсам, эс, айванкка,
Вылана та ан пăлхат,
Çын ачине ан хăрат.
Унсăрах хуйхи нумай
Мĕскĕн тăлăх-туратсен.
Шыв айĕнче ларнă май
Эс те хĕрхенме пĕлсем.
— Асаттеçĕм, асамла!
Чар çав Вăрçă-усала!
Пĕлсе тăтăр пур тĕнче
Асатте вăйли çинчен!
— Апла тума майĕ çук.
Ман асам усса каймасть:
Çынпа çын хирĕçнĕ чух
Шыврин кĕме юрамасть…
* * *
Ир пулать те каç пулать,
Çаплах вăрçă алхасать.
Кашни çемье, кашни çын
Юнлă вăрçа ылханать.
Усал хыпар, ах, пĕрмай,
Хура утне утланать,
Хура çил пек вĕçнĕ май,
Кашни киле шак! шаккать.
Тутăрпа çын куриччен
Куçне шăлать Матĕрне,
Павăл çухални çинчен
Вăл шарламасть çынсене.
Çавăтса ачисене
Колхоз уйне уттарать,
Çынпа пайлать нушине,
Хуйха ĕçре пусарать.
Упрас тесе çемйине
Ырми-канми тăрăшать,
Алри çăкăр чĕллине
Ачисене тыттарать.
Ваçукпалла пиччĕшне
Ĕçĕ лекет ытларах.
Вăй хураççĕ уй-хирте
Аслисемпе пĕр танах.
Пĕчĕк йăмăкĕ Нинук
Амăшĕнчен уйрăлмасть,
Хырăм выçсан та тăрук,
Шăпăрт ларать, макăрмасть.
Алри тырă пучахне
Шăппăн-шăппăн шĕкĕлчет,
Мăшăр тĕксĕм куçĕпе
Мăн çын пекех тинкерет.
* * *
Шарт хуçса хĕл урине
Пуш уйăхĕ вĕçленет.
Хĕл каçа çын тӳснине
Турă çеç йăлтах пĕлет.
Вутти-шанки пĕтнĕрен
Нумай тӳснĕ сиввине,
Улăмран явса вĕрен
Чыхнă çулăм хырăмне.
Пулнă-пулман кăварпа
Апат майлать Матĕрне,
Кăшт лĕпленнĕ кăмака
Нумай тытмасть ăшшине.
Ачисене пуçĕнчен
Шăлса илет майĕпен:
— Кĕçех тăпрас çумĕнче
Тухĕ сертепе вĕлтрен.
Тулта хĕвел йăл кулать,
Шурă хĕле макăртать.
Халĕ ĕнтĕ кашни çын
Çут ĕмĕтпе пурăнать.
Тӳсăр кăштах, ачамсем,
Тата кăштах чăтмалла.
Аслă Çĕнтерӳ çитсен
Аçу килĕ каялла.
Виçĕ пĕчĕк пĕртăван
Пуш яшкана сыпаççĕ,
Ыр сăмаха шаннăран
Куçсем вут пек çунаççĕ.
* * *
Хĕвел тăвать хăй ĕçне,
Шурă юра шăратать,
Çырмасенче, варсенче
Шыв сиккисем ăсталать.
Шыв чупать анаталла.
Вăл шавласа аннăран,
Пăр айĕнчи çут Выла
Тин вăранчĕ ыйхăран.
Çурхи шывпала тулса
Хаш! сывларĕ пĕр кана,
Сивĕ пăра аркатса
Кĕрлеттерчĕ таврана.
Ача-пăча васкаса
Чупрĕ çыран хĕррине,
Ватти тăрать сăнаса
Юхан шыв тасалнине.
Тарăн авăр тĕпĕнчен
Шыври йăлтах асăрхать,
Çурхи шыв лăпланиччен
Инкек пуласран сыхлать.
* * *
Выла шывĕ пăтранать,
Айăн-çийĕн çавăрать,
Вут сыппи, çӳп-çап, турат
Юхнă май илсе анать.
Килте вутă çуккине
Аса илчĕ те Ваçук,
Чупса кайрĕ кил енне,
Хăваласа çитме çук.
Кĕçех пиччĕшпе пĕрле
Илчĕç пĕрер турчăка:
— Выла шывĕ, ан кĕрле,
Ан хĕрхен вутта-шанка!
Турчăкапа çаклатса
Туртрĕç шанкă-турата,
Çыран хĕрне майлашса
Купаларĕç, тупата.
Йĕп-йĕпе çăпатисем,
Йăлтах пылчăк ăшĕнче.
Шăнса кӳтнĕ пӳрнисем,
Çапах кулă питсенче:
— Ăшăтатпăр Нинука
Тата ырă аннене.
Тинех паян кăмака
Пире парĕ ăшшине.
Ак, çаклатрĕç тăвансем
Пысăк вутă сыппине.
Ах, сисмерĕç чунĕсем
Инкек çумра пулнине.
Те вăй-халĕ çитменрен,
Те ури йĕпеннĕрен,
Ваçук ӳкрĕ сулăнса,
Сив хум илчĕ хупласа.
Пиччĕш тăсрĕ турчăка
Тытас тесе Ваçука,
Анчах сив шыв пăтранать,
Ачана тухма чарать.
Хайхи вутă сыппинчен
Кăшт çакланчĕ-ха Ваçук,
Анчах кӳтнĕ аллинче
Тытăнмашкăн вăйĕ çук.
Çыран тăрăх çыннисем
Пулăшмашкăн чупаççĕ,
Анчах пурпĕр, мĕскĕнсем,
Ытла кая юлаççĕ.
Выла шывĕ ахăрать,
Çурхи вăйпа тулхăрать.
Пиччĕш пулчĕ йĕрейми,
Ваçук пулчĕ курăнми…
* * *
Шыванкка шыв тĕпĕнче
Çутă чулсемпе вылять.
Анчах мĕн ку? Ак тĕнче!
Çын ачи анса выртать!
— Асатте, килсем часрах! —
Чĕнчĕ мăнук Шыврине.
Лешĕ çитрĕ самантрах
Вĕлкĕштерсе сухалне.
Вăл çĕклерĕ хытанка
Ăнран кайнă ачана:
— Пулăш мана, Шыванкка,
Илсе тухма çырана!
Анчах çурхи Вылана
Çĕнтермешкĕн çăмăл мар.
Çăлас тесе ачана,
Нумай тăкма лекрĕ тар.
Çурхи шывĕ пăтранать,
Сĕлкĕшĕ ишме чарать,
Шыврипеле мăнукне
Самаях чăрмантарать.
Сивĕ хумпа кĕрешсе
Пăрăнсан шыв кукăрне,
Илсе тухрĕç шыврисем
Ачана çыран хĕрне.
Анчах Ваçук сывламасть,
Пурнăç палли курăнмасть.
Хĕвел çеç пăхать хĕртсе,
Çак ачана хĕрхенсе.
…Аякра чуна çурса
Амăш сасси илтĕнет.
Чун-чĕререн татăлса
Мĕскĕн Матĕрне йĕрет…
* * *
Шыври нумай пурăнать,
Нумай пĕлет те курать.
Çак ачана хĕрхенсе
Паян Шыври асамлать:
— Выла шывĕ ĕмĕртен
Ырлăх панă таврана.
Салтак ачине хĕрхен,
Пурнăç тавăрсам ăна.
Хуйхă-суйхă çĕр çинче
Юхса кайтăр шывпала,
Ваçук пек таса чунсен
Малалла пурăнмалла.
Эй, çĕр çинчи хăватсем!
Таса шыври Ырăсем!
Пĕрлештерĕр вăйсене,
Тавăрăр ача чунне!
Васкаса сухал вĕçне
Шыври илчĕ те татса,
Ачанне питне-куçне
Йăлтах ячĕ сăтăрса.
Унтан çупрĕ çичĕ хут
Симĕсленнĕ аллипе.
Кăштахран вара Ваçук
Уçрĕ ерипен куçне.
Тăрса ларчĕ тĕлĕнсе,
Пăхрĕ вăл йĕри-тавра:
Тĕлĕнтермĕш этемсем
Иккĕн тан тăраç умра.
Кĕлеткисем кăн-кăвак,
Аршăнтан кăшт çӳллĕрех.
Пĕри ватă курăнать,
Тепри, авă, ача çех.
Ватти тăсрĕ сăмахне,
Вăл каларĕ çапларах:
— Выла шывĕ çуркунне
Туллирех те кăрарах.
Инкеке курмашкăн çук
Çурхи сĕлкĕшлĕ шывра.
Ахаль мар паян, Ваçук,
Эп тăратăп сан умра.
Эп те лекрĕм инкеке
Шывсем-çулсем каялла.
Мана çăлчĕ ун чухне
Сан аслаçу — Михала.
Ун чухне шыври çынсем
Тухса курман çĕр çине.
Эп, пĕчĕкскер, ĕненсем.
Лекрĕм-кайрăм витрене.
Кайрĕç-ячĕç хурана
Ял хĕрринчи мунчана.
Хуран хĕрри пĕçертет,
Пĕтĕм вăй пĕтсе килет.
— Пĕтрĕм! — терĕм те, анчах
Эп çĕклентĕм тăруках.
Сан пек пĕчĕк шăпăрлан
Йăтрĕ-илчĕ хурантан.
Çав ача, сан аслаçу,
Ячĕ Вылана кайса.
Вăт çапла вара, Ваçук,
Юлтăм эпĕ çăлăнса.
Чылайччен вара анне
Вĕри лекнĕ пĕвĕме
Асамларĕ, сыватрĕ,
Ура çине тăратрĕ.
Паян юлтăн çăлăнса
Эс те вилĕм аллинчен.
Апла ыррăн, савăнса
Пурăн çакă çĕр çинче.
Вăрçă вучĕ те кĕçех
Сӳнĕ, кайĕ саланса.
Йăлтах пулĕ йĕркеллех,
Пурăн пире асăнса.
Кĕç асамлă çак çынсем
Шыв еннелле уттарчĕç,
Выла хумĕпе пĕрле
Ак, пĕрлешсе çухалчĕç…
* * *
Юхать Выла кĕрлесе.
Ваçук тăна кĕчĕ,
Амăш сассине илтсе
Ура çине тăчĕ.
Чупрĕ амăшĕ патне,
Куçĕсем çиçеççĕ.
Ӳкрĕ унăн ытамне:
— Ах, анне! Аннеçĕм!
Çупăрласа ывăлне
Куçне шăлчĕ Матĕрне,
Пуçне тайрĕ шыв енне,
Турĕ тав шыврисене…
* * *
Вăхăт иртрĕ унтанпа.
Кашни кун каçалапа
Шыв патне Ваçук чупать,
Юлташне курма васкать.
Шыванккапа иккĕшне
Шыв сапса уйăрма çук.
Хăйне ырă тунине
Нихăçан манмасть Ваçук.
Шыванкка та хаваспах
Хăйĕн тусне пулăшать,
Ваçук атма лартсанах
Шултра пулă хăвалать.
Ейӳ кайнă улăхра
Ăмăртмалла чупнипе,
Каçпа, çутă уйăхла,
Ача килет йĕп-йĕпе.
Шăрăх кунра кунĕпе
Иккĕш ишеç пулă пек,
Ярăнаççĕ киленсе
Выла шывĕн хумĕпе.
Вăхăт шăвать майĕпен.
Вăрçă шавĕ пĕтнĕрен,
Ӳссе çитĕнчĕ Ваçук.
Ашшĕ çеç паян та çук…
* * *
Çӳллĕ çыран хĕрринче
Каччă ларма юратать.
Ирхи шуçăм киличчен
Выла юррине тăнлать.
Тепĕр чух хавасланса
Хăй пуçлать кĕвĕлеме.
Сасси уçă та таса,
Пурте килĕр итлеме!
— Савнă Элĕк çĕрĕнче,
Аслă вăрман хӳттинче,
Таса çăлкуç çуралать,
Выла шывĕ пуçланать.
Юхать шывĕ малалла,
Кукăр-макăр варалла.
Шурă хăйăр тĕпĕнче,
Шывĕ — таса кĕленче.
Çулсерен, Выла, шавла,
Пурнăç кайĕ малалла.
Хуйхă-суйхă яланах
Юхса кайтăр пăрпала!
Ялăм çыранта ларать,
Аякранах курăнать.
Çĕнĕ кун пуçланнă чух
Çĕнĕ ĕмĕт çуралать!