Чулкасри çуркунне


Утă уйăхĕ çитсен

Улăхри сунтал сассийĕ,

Çавасем вăш-ваш каснийĕ,

Утă куписен ташшийĕ

Пĕр кĕвве хитре килсен...

 

Сăвă йĕркисем итлекенсен чун-чĕре хĕлĕхĕсене пыра-пыра сĕртĕнчĕç, вĕсене вăратрĕç пулас, артистсене сумланă пекех тăвăллăн алă çупса сумларĕç вĕш çамрăк сăвăçа. Галина Филипповна вара хĕресне хĕрне ыталаса тытрĕ те чуп туса илчĕ. Унтан ал тӳрчĕпе пит çăмартисене сăтăркаласа хĕрӳллĕ калаçма пуçларĕ:

— Ял-йышăмсем, тăванăмсем, пăхăр-ха, мĕн тери пултаруллă, талантлă ачасем çитĕнеççĕ пирĕн Чулкасра. Нивушлĕ çакăн пек ял çĕр пичĕ çинчен çухалать, Валентин чун-чĕринчен ярса илекен юрăсем кĕвĕлет. Чулкас хĕрĕ, «Сарпи» юрăçи Аля Кириллова, çав юрăсемпе республикăри чăвашсене савăнтарать. Анчах кăна вăтам шкул пĕтернĕ хĕрĕмĕр ял пурнăçне, умри çак чĕрĕ çут çанталăка сăвă йĕркисемпе ӳкерчĕксем тăва-тăва кăтартать. Аллине çава, сенĕк-кĕрепле тытнă çын яла пĕтме парас çук. Манăн та сире çăтма хатĕрленекен путлăхра хăвăртрах çăлăнса тухма пулăшас килет. Кӳршĕри Хурамал чăвашĕсем еплерех çĕкленсе кайнине, икшер хутлă керменсем лартма тытăннине куратăр пулĕ. Вĕсем те пĕтес патнех çитнĕччĕ, хăйсен ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Владимирович пулăшнипе çĕнĕрен çĕкленсе тăчĕç. Манăн та сире пултарнă таран пулăшас килет. Эп Владимир Владимирович пек пуян мар çав. Чиркӳ лартса параймăп, тăрăллă пасар уçаймăп, çĕнĕ клуб çĕклеймĕп. Манăн пĕр тĕллев: çак колхоза, çак хуçалăха унчченхи шая çĕклесси. Эп кунта бухгалтерта ĕçленĕ, экономист пулнă. Кĕлет тулли тырă, карта тулли выльăх, гараж тулли трактор та машии пулнă пирĕн. Çаксем пулсан, ялта ĕçлесе пурăнма халь унчченхинчен темиçе хут çăмăлрах та, лайăхрах та. Халĕ, райкомран килсе, халăха валеçес тыра шăпăрпа шăлса элеватора леçтермеççĕ, фуражлăх тырра тиесе тухмаççĕ. Аслăраххисем ман сăмахсемпе килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Апла пулсан пĕрле, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер. Эп сире пулăшма хатĕр пулнине те ан манăр. Ман сире ăнăçу сунасси çеç юлать. Константин, Валерий, ман машинăра икĕ ещĕк... Çук-çук, эрех мар, тутлă шыв пулмалла. Апат антаракансем патне кăларса лартăр çавсене. Кашниех тутанса пăхтăр чей вырăнне. Ниме ячĕпе хăналани çакă пулĕ манăн.

— Тавтапуçах, Галя аппа! — унтан та кунтан янратрĕç çамрăксем. Ватăраххисем хушшинче «икĕ ещĕк пылак шыв вырăнне пĕр ещĕк сăра тата аванрахчĕ те çав» тени те илтĕнкелерĕ.

Хирте апат анать. Галина Филипповнăна та аш яшки антарса пачĕç.

— Эпир Ленăпа пĕр чашăкранах çиесшенччĕ, — хирĕçлерĕ Галина.

— Апла мар ĕнтĕ. Пĕтнĕ хуçалăх пулсан та хаклă хăна валли пĕр чашăкпа кашăк тупма пултаратпăр-ха, — чĕвĕлтетрĕ апат илсе пынă Татьяна Ларина. — Эсир хирте яшка çисе курман пуль-ха. Çисен шашлăк çинĕ пуль. Шашлăк кăна мар, килте тунă салма яшки те шутсăр тутлă хирте. Мĕншĕн тутлине калам-и?

— Кала-ха.

— Апат уçă вырăнта пысăк хуранпа пиçет. Тĕтĕм шăрши çапать. Çавăнпа тутлă вăл. Клашук инке те çаплах калать, йышлă апат яланах тутлă пиçет тет. Эппин, апачĕ тутлă пултăр терĕ те ĕçсен управляющийĕ пуçне илемлĕн тайрĕ, вучах патнелле утрĕ.

— Чипер хĕр Татьяна Ларина. Калаçма та пĕлет, — ăна ырламасăр чăтаймарĕ Галина. — Такам та юратмалла.

— Юратакансем те пур. Хăй суйлать каччăсене.

— Тĕрĕс тăвать! Хĕр упраçăн питĕ асăрхануллă пулмалла. Йăнăшма юрамасть. Йăнăшрăн иккен, пĕтĕм пурнăç арпашăнса кайма пултарать. Чим-ха, Лена хĕрĕм, сан юрату çинчен сăвă çук-им?

— Ку темăпа пĕр сăвă та çырса курман.

— Юрату çинчен çырман сăвăç çук теççĕ тата. Ма çырман-ха?

— Юратса курман. Маншăн тĕнчере юрату пур-и, çук-и — пурпĕрех. Эп хама канăç паман япала çинчен кăна çырнă. Улăхри çак илеме сăвва мĕнле кĕртмĕн-ха? Кашни паккус, валем те купа, кашни хăва тĕмĕ — хатĕр сăвă йĕрки. Йĕрке çумне йĕрке илсе хур та — сăвă çаврăмĕ хатĕр. Çак йĕркесенче юрату шăрши-марши пур-и? Паян кăна çуралчĕç пуçра. Хут çине те çырса хуман.

— Итлетĕп.

— Эсĕ «ман хĕр юратса пăрăхнă» тесе ан кул вара. Ку сăввăн халь пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук.

 

Асран каяс çук çуллахи кунсем,

Улăхра пĕрле утă çулнисем.

Пыл çăвать,

Пыл çăвать

Сан туту çине,

Ман тута çине

Пыл çăвать...

 

— Ой, Леночка, — курăк çине хăйпе юнашар тăсăлса выртнă хĕрне çинçе пилĕкĕнчен хăрах аллипе те пулин ыталаймасăр чăтаймарĕ амăшĕ.

— Мĕн пулчĕ, анне?

Нимех те мар. Пите ман енне туха.

Турăм.

Чăпăрт! тутарчĕ хĕрарăм хĕрĕн хăйĕн тутипе тĕлме-тĕл тăракан тутинчен.

— Тĕрĕсех: сан туту пыл тутиех калать!

— Санăн та!

— Пирĕн тутасем çине чăнах та пыл çунах эппин. Эс питĕ тĕрĕс асăрханă, Леночка.

Çак вăхăтра Татьяна Ларина амăшĕпе хĕрĕ умне сĕткен тултарнă пысăках мар крушкăсем пырса лартрĕ. Ытахальтен-ши, ыйтанçи пулчĕ:

— Сире яшка тата кирлĕ марччĕ-и?

— Тавтапуç, Танюша! Тăрантăмăр. Ку сĕткенне те ĕçсен тăраймăпăр та ĕнтĕ. Танюша, эсир ман артистсене çитертĕр-и?

— Хампа юнашар лартсах, — пулчĕ хурав.

— Куркасене тăрса ĕçер-ха. Вара пăртак уткаласа çӳрĕпĕр. Калаçăпăр. Тепра тахçан курап-ха сана, — калаçрĕ те калаçрĕ хĕресне амăшĕ.

Малтан вĕсем шыв хĕрне анса аллисене çурĕç, пичĕсене уçăлтарчĕç, вара шăнкăртатса юхакан шыв хĕррипе калаçа-калаçа утрĕç.

— Ыйтма юрать-и? — пынă çĕртен тăпах чарăнчĕ Лена.

— Тархасшăн, хĕрĕм.

— Пирĕн выпускной бăла санпа (сирĕнпе тесе калама ăна тахçанах чарнă) пĕрле пынă арçын ача камччĕ вăл? Хăйĕнчен ыйтма вăтантăм. Унччен курнине астумастăп.

— Пĕчĕкрех чухне курнă эс ăна. Пирĕн ывăл вăл. Шăллу пулать темелле пуль. Кăçал вуннă пĕтерчĕ. Сан пекех ялта пурăнать, ял шкулĕнче вĕренет. Паша ятлă. Павел. Санран пĕр çул кĕçĕнрех.

— Ма хулара пурăнмасть?

— Ялта асламăшĕ пĕччен. Ăна пулăшмалла. Асламăшне хулана чĕнетпĕр килĕшмест. «Эп унта виç кун та пурăнаймастăп», — тет. Хамăрпа пирĕн Катя хĕрĕм пур. Виççĕмĕш класа куçрĕ. Май килнĕ чухне çывăхарах паллаштарăп-ха сире пурсăра та. Эсир тăвансемех-çке. — «Тăвансемех» сăмаха палăртсах каларĕ хĕрарам.

— Шăллăмпа йăмăк пуррине эп халиччен те пĕлмен, — кӳреннĕн илтĕнчĕç Лена сăмахĕсем. — Хамăн вара çав тери чипер шăллăм та, йăмăкăм та пур. Эп вара хама пĕр-пĕччен пĕр ача тесе шутланă.

— Каçар, хĕрĕм, эп сана халичченех пĕчĕк ача вырăнне хунă, çавăнпа та йĕрĕпех каласа пани кирлех мар тесе шутланă. Халĕ пысăклантăн, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленетĕн, ăнланакан пултăн. Эппин хам çинчен те, çемье çинчен те каласа пама юрать. Институт хыççăн эп кунти колхозрах бухгалтер пулса ĕçленине пĕлен-ха. Колхоза уйăрса та пайласа пĕтерсен, çĕнĕ пуçлăхсем мана килĕштерми пулчĕç, «сăмсуна кирлĕ мар çĕре чикетĕн» терĕç. Бухгалтер вăл укçа-тенкĕ енĕпе никам пĕлменнине те пĕлет. Хама кунта малашне пурнăç пулас çукине туйса хулана тухса кайрăм, химзавод бухгалтерине вырнаçрăм, ĕçленĕ хушăрах аспирантура пĕтертĕм, кандидат диссертацине хӳтĕлерĕм. Паян эп хулари чи пысăк заводăн тĕп бухгалтерĕ. Хуларах химипе технологи техникумне пĕтернĕ Тольăпа паллашрăм. Вăл çав заводрах мастерччĕ. Пĕрлешрĕмĕр, тăхар çул пĕрле пурăнатпăр...

— Чим-ха, анне, ăнланмалла мар килсе тухать. Тăхăр çул каярах пĕрлешнĕ, Паша вара...

— Ан васка, Леночка, мана та ан васкат, — тинех унран нимĕн те пытарма çуккине ăнланчĕ хĕрарăм. — Эпĕ Тольăн иккĕмĕш арăмĕ. Паша амăшĕ ывăлĕ икке кайсанах вилнĕ.

— Мĕнле?

— Вăл та Толя пĕтернĕ техникумрах пĕлӳ илнĕ, ун пекех мастерта ĕçленĕ. Урăх цехра. Аппаратчик айăпĕпе хăрушă взрыв пулнă. Аппаратчикпа мастер иккĕшĕ те вилнĕ. Тольăн ирĕксĕрех ывăлне яла хăйĕн амăшĕ патне леçме тивнĕ. Ялтах ӳсрĕ. Сан пекех ял ачи.

— Паша пĕрре те хула ачи пек мар çав. Вăтанчăк. Никампа та хутшăнса калаçма васкамасть. Килкелеççĕ кунта хула ачисем. Пуç тăрне хăпарса кайĕç.

— Эппин, килĕшет сана Паша?

— Килĕшнĕрен мар-ха, лайăх ача пулнăран калатăп.

— Вĕренме те тăрăшса вĕренет. Учительсем ырлаççĕ. Районти олимпиадăсене çулсерен хутшăнать. Математикăпа ăнать унăн. Республика шайĕнче ăмăртса курман-ха. Шухăшĕ пур вара.

— Халь йăлтах ăнланса илтĕм.

— Мĕн ăнланса илтĕн-ха?

— Паша сăнĕпе пĕрре те сан евĕрлĕ маррине.

— Ун вырăнне, хĕрĕм, эсĕ ман пек! — хыттăнах каласа хучĕ те хĕрарăм Ленăна ик аллипех ыталаса илчĕ, шăрăхпа хĕрелсе вĕриленнĕ питĕнчен темиçе хут чуп туса илчĕ. Çав вăхăтрах нихçан та ĕç пирки манман Краснов бригадирăн сасси те янраса кайрĕ:

— Хускалтăмăр, юлташсем!

Кĕшĕл-л! тапранчĕ халăх. Тек бригадирпа председатель ăнлантарса пани кирлĕ пулмарĕ. Лена та, амăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсе, хăйсене кĕтекен паккуссем патнелле утакан хĕрсем хыççăн чупрĕ. Галина Филипповна машини патне пырса тăнă Красновпа Ванюшин патнелле утрĕ. Лешсен калаçмалли пур, ахăр. Пĕрре мар асăрханă Галина: хăйĕн çывăхне пыма пуçласанах Костя аллипе сылтăм хăлхине хыпашлама, сăтăркалама тытăнать. Çуллахи çав тĕттĕм каç ун асне ĕмĕр манăçми кĕрсе юлнă пулас. Хĕрарăм вара çакна курсанах пĕрĕхтерсе кулса ярасран хăйне аран тытса чарать. Хальхинче те çаплах пулчĕ: ытла лĕкĕрти хĕрарăм пек курăнас мар тесе, вăл аллипе çăварне хуплама хăтланчĕ, янах таврашне сăтăркаланçи пулчĕ. Ванюшин ун кăмăлĕ çĕкленӳллĕ пулнине пурпĕрех сисрĕ.

— Пирĕн Галина Филипповна савнăçлă-ха. Хирти яшка килĕшнĕ пулас.

— Тавтапуçах! — ирĕклĕнех кулса хуравларĕ лешĕ. — Ялтан кайнăранпа та паянхи пек тутлă яшка çисе курман.

— Председатель такин яшки пулчĕ ку, — хăлхипе «выляма» чарăнмарĕ бригадир.

— Сан такуна хăçан çийĕпĕр? — шӳт тени хăйĕншĕн ют пулманнине систерчĕ Галина Филипповна.

— Ман такана çулнă чухнех çисе янă.

— Пирĕн атте те правлени членĕччĕ пулас-ха. Калăп: ыран такине кĕтĕве ан ятăр.

— Пулчĕ те! — председателе куçран тинкерчĕ Костя Краснов. — Эпир санпа ыран валли аш тупасси пирки пуç вататпăр. Тавтапуç, Галина Филипповна, аса илтернĕшĕн, аçупа хам та калаçăп, — кăмăлĕ тулнă бригадир хăй сисмесĕрех аллине хăлхи патĕнчен илчĕ.

— Сирĕн мана мĕн те пулин каламалли пур пулас. Вăхăт ирттерсе тăрас мар, — терĕ Галина Филипповна.

— Пур çав, пур, — таçта тем ыратнă чухнехилле авкаланса илчĕ Ванюшин. — Сайралатнă, кăпкалатнă хыççăн кăшман калчи пăхса ытармалла мар ешерме тытăнчĕ. Выçса çитнĕ çĕр апат ыйтать. Каярах юлнă пулин те апатлантарас тетпĕр те çав.

— Паян тумаллине ырана хăварса ан пырăр эсир, вăхăтра тума тăрăшăр, — пулăшма хирĕç пулманнине систерчĕ Галя. — Агроном çук ĕнтĕ сирĕн?

— Эпир хамăр иксĕмĕр те агроном. Мĕнле удобрени мĕн чухлĕ кирлине шутласа хунă, ял хуçалăх управленийĕнчисемпе канашланă.

— Апла тăк, ыранах Мелеусри минераллă удобренисен заводне çитсе счет илсе килĕр, таврăннă май ман пата кĕртсе хăварăр. Эп укçа куçарăп. Тепĕр кунах илсе таврăнма, ĕçе тытăнма пултаратăр.

— Эп мĕн терĕм, Валерий, э? Эп мĕн терĕм? — хăлхи çинчен манса аллисемпе сулкаласа калаçма тытăнчĕ Краснов, — удобрени пулать терĕм-и? Галина Филипповна пулăшать терĕм-и? Халь ку ыйту татăлнă тесе шутлăпăр. Никитин Ваняна паянах каласа хурап: машинине хатĕрлетĕр.

— Ыйту татăлнă пулсан атя, тытăнар эпир те, — терĕ те председатель, хăнапа сывпуллашса, трактор патĕнче хăйне кĕтекен Татьяна Ларина патнелле васкарĕ. Çĕкленӳллĕ кăмăллă бригадир та утăçăсем патнелле сулăнчĕ, утсан-утсан, тем аса илнĕ пек пулса, каялла çаврăнса тăчĕ, Гальăна аллипе сулкаларĕ. Улăх тăрăх курса çӳренĕ артистсем те, таврăнма вăхăт çитнине туйса, сăрталла хăпарчĕç.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Миккалай (2018-08-29 17:37:25):

Повесть геройĕсене ытлашши нумай калаçтарать автор. Литературăра автор сăмахĕсем те пайтах пулмалла пек. Пĕтĕмешле илсен, лайăх повесть.

 

Петров Николай (2018-08-30 09:22:06):

Повеçре хăш-пĕр çĕрсенче вулакан шанмалла мар пулăмсем пур.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: