Анне
Анне килчĕ те чуп турĕ
Ăшшăн çеç манна.
Кулăн çраççине вăл уçрĕ,
Лăпкă–çке чунра.
Аннепе пĕрле чух ырă,
Уçĕ ун чĕри.
Сар хĕвел пекех пит ăшă,
Савăк–çке кулли.
Ун чĕрçи çине эп выртрăм.
Вăл лăпкать манна.
Çепĕç сассипе килентĕм.
Эс, анне, юрла.
Тарăн тĕлĕке эп путрăм…
Ман çумра анне.
Питĕ канлĕ эп çывăртăм
Аннепе пĕрле.
Куçа уçрăм та тĕлĕнтĕм:
Ăшă сĕт пӳртре.
Кукăль шăршипе килентĕм.
Тавтапуç, анне.
Тавтапуç сана, аннеçĕм,
Çумра эс ялан.
Маншăн пулăн эс хĕвелĕм
Çул çутатнăран.
Пĕр сана кăна уçатăп
Вăрттăнлăхсене.
Санра эп юлташ куратăп,
Пулăпăр пĕрле.
Ак кĕçех эпĕ çитĕнетĕп,
Ан хăра, анне.
Яланах сана эп сыхлăп
Вăйлă эп сĕре.
Пулăп эп хастар та паттăр.
Эс мухтан манпа.
Тăван çĕршыва эп сыхлăп
Ямăп эп ята.
Лăпкă çывăр эс, аннеçĕм,
Çывăр,çывăрах.
Эп кунтах,анне, хĕвелĕм,
Эп салтак, чăнах!
Юратап сана чунран эп
Эсĕ пурнăç ман.
Юнашар, эпĕ пĕлетĕп,
Пулăпăр ялан.
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...