Аннене çамрăклатрăм
Манăн асамçă пулса аннене çамрăклатас килсе кайрĕ. Мĕнле çамрăклатас-ши? Ларатăп çапла шутласа. Хам та сисмен, каç пулса ларнă. Пăх та кур, пĕлĕт çинче пĕр çăлтăр та çук. Ăçта тарса çухалнă-ши?
Эп ăна-кăна шутласа тăнă хушăра ман пата çăлтăрсем хушшинчен çутă уйăх анчĕ та манпа калаçма пуçларĕ. Малтанах хăраса кайрăм.
— Ан хăра, — тет вăл мана. — Çăлтăрсем хуралнă, вĕсене тасатма пулăш-ха.
Килĕшрĕм. Вăл мана хăй çине лартрĕ те, пĕлĕт çине вĕçсе кайрăмăр.
Çитсенех ĕçе пуçăнтăмăр. Чылай тăрмашни сая каймарĕ — çăлтăрсем çутатма тытăнчĕç. Уйăх та кулса ячĕ, мана тав сăмахĕ каларĕ. Вăл мана хăйĕн пĕр чулне катса пачĕ. Тепĕр чулпа пĕрле (вăл Хура тинĕс тĕпĕнче выртать тет) иккĕшĕ темĕнле асамлăх та тума пултараççĕ иккен.
Уйăх мана Хура тинĕс çине антарчĕ, эпĕ тӳрех тинĕсе кĕрсе ӳкрĕм. Пĕр чăрмавсăрах ишме тытăнтăм. Шывĕ асамлă-мĕн, çавăнпа унти сывлăш та çĕр çинчи пекех.
Унччен те пулмарĕ — ман умра пĕчĕк лаша тăрать. Вăл мана хăйĕн амăшĕ тинĕс çурăкĕсенче хĕсĕнсе ларни, унтан тухайманни çинчен пĕлтерчĕ, пулăшу ыйтрĕ. Эпĕ, паллах, килĕшрĕм, ун амăшне туртса кăлартăм. Пĕчĕк лаша тав сăмахĕ вырăнне мана тинĕс патши патне илсе кайрĕ.
Тинĕс патши мана курсан кулсах ячĕ: «Ташласа кăтарт, юрласа пар, вара эсĕ ыйтнине йăлтах пурнăçлатăп», — терĕ.
Эпĕ хаваспах юрласа ташларăм. Çакă патшана килĕшрĕ, вăл мана тепĕр чул парнелерĕ. Икĕ чула пĕрле шаккарăм та хама вăй-хăват кĕнине туях кайрăм. Тӳрех киле çитсе тăтăм. Аннеçĕм мана курсан хĕпĕртесех кайрĕ. Эпĕ ăна хампа мĕн пулса иртнине пурне те каласа патăм. Эпĕ сăмахăма вĕçлерĕм çеç — анне çамрăкланса та кайрĕ. Яштакаскер, хитрескер, ылтăн сарă çӳçлĕскер, илемлĕ кулăллăскер.
Халĕ те пирĕн анне хитре. Аннеçĕм, яланах илемлĕ те телейлĕ, çирĕп сывлăхлă пул.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...