Хĕлле
Акă хĕл те çитрĕ,
Шурă юр çăвать.
Çӳлти çут хĕвелĕ
Ăшшăн ыталать.
Кунĕ ăшă, çутă,
Лăпкă çил вĕрет.
Шурă сăнлă пĕлĕт
Хăвăрт çеç вĕçет.
Пăрĕ хулăн çырмара,
Ачасем ярнаççĕ.
Савăнса та йăл кулса
Юлташсем выляççĕ.
Кунĕ лайăх, мĕн калăн,
Лăпкă, ăшă вăл паян.
Шурă мамăкĕ вĕçет
Манăн пит çине ӳкет.
Настя (2011-03-12 14:59:47):
Питĕ хитре сăвă.Мана вăл килĕшрĕ.
Оксана (2011-03-20 20:51:15):
Катя,мана санăн сăвву килĕшрĕ, малалла та çакăн пек хитре сăвăсем çыр.