Хĕллехи вăрманта


Шурă тумтир тăхăнса

Вăрман лăпкă çывăрать.

Юр пĕрчийĕ ташласа

Çӳл тӳпере çаврăнать.

 

Юхать шывĕ пăрланса,

Тутлă тĕлĕксем курать.

Пĕчĕк мулкач хăраса

Йывăç айĕнче ларать.

 

Хĕл Мучийĕ шăхăрса

Çил тăмана хускатать.

Выçă кашкăр уласа

Чĕрчунсене хăратать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Мария (2011-03-10 18:04:38):

Ку сăвă вара ман чуна уйрăмах пырса тиврĕ, кăмăла çĕклерĕ.Вăрмана паянах çитес килет!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2011-03-10 19:33:21):

Сăвă мана килĕшрĕ: чĕлхи илемлĕ, содержани пуян. Маттур, Сергей!!! Ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля (2011-03-23 13:39:49):

Ку сăвăра мана çак йĕркесем килĕшрĕç:Хĕл Мучийĕ шăхăрса

Çил тăмана хускатать.

Выçă кашкăр уласа

Чĕрчунсене хăратать.

 

Тата çак сăвва вуласа ачалăха аса илтем:анне алсыш çихныне, çăматăпа çӳренине...

 

Сергей, эс питĕ маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: