Сӳнми хĕлхем
Ывăлăма — Лĕвăна
I
X. ятлă больницăри N-лĕ палатăна икĕ çамрăка илсе кĕчĕç. Вĕсене пĕтĕмпех шап-шурă бинтсемпе чĕркесе пĕтернĕрен кам иккенне палласа илме те йывăр. Палатăра ним сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Хутран-ситрен бинтланă çамрăксем вăрăммăн йынăшса илни çеç ку пӳлĕмре такам пуррине пĕлтерет. Вара, те вĕсен сассине пула, тен унсăрах-и, алăк ерипен уçăлать те, унта шап-шурă лĕпĕш пек тумланнă кăмăллă сестрасем кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем, шăппăн темскер пăшăлтатса илсе, епле кĕнĕ çаплах тухса каяççĕ. Бинтланă çамрăксен ури вĕçне, тимĕр кровать çумне, пĕринне — Григорий Архипов, тепĕринне Хамет Тураев тесе çырса хунă. Вĕсем кунта виççĕмĕш кун выртаççĕ ĕнтĕ.
Пĕрре çапла Григорий хăйне çав тери çăмăллăн туйса илчĕ. Калăн, унăн нимĕн те ыратмасть; калăн, вал ахаль çех канса выртать. Хăш чухне сывмар çыннăн кирек камăн та çавăн пек вăхăтсем пулса иртеççĕ. Те самайлана пуçланипе вара, те урăх сăлтавпа, ун çинчен Пайраш тухтăр тĕплĕн каласа парĕ, эпĕ урăххи çинчен каласшăн. Шăпах çакăн пек самантра Григорий пуçне темле шухăшсем пырса тулчĕç. Вал хăйĕн вăхăтлăха уйрăлса юлнă çамрăк арăмĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл юрату тени, вилес умĕн те канăç памасть çынна. Мĕн юлашки сывлăш тухса кайичченех асра, юлашки сывлăш тухсан — пĕтрĕ вара. Ун чух сана нимле юрату та кирлĕ мар. Тĕнче кăна илемне çухатмасть. Çавах ялкăшать хăвел; уйăх та садра пытаннă хĕрпе качча çулçăсем витер сăнать, шăпчăк та çавах юрлать. Юрату та ĕмĕр сӳнмест...
— Çук, ăмĕрне те манас çук, — терĕ вăл хуллен, — ĕмĕрне те манас çук эп асран кайми каçсене. Епле манас-ха вĕсене? Эпĕ çав вăхăтчен никама та юратса курманччĕ. Тен, хама та никам савман пулĕ унччен? Ăна пĕр самант хушши курмасан та ăшăм-чикĕме вут хыпса илетчĕ; чĕрем вуник чуллă арман çавăрма пултаракан мотор пек ĕçлеме тытăнатчĕ.
Григорий хăйĕн çамрăк арăмне, Надеждăна, çав тери юратнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕр шит те уйрăлман, мăшăрлă кăвакарчăн пек пурăннă. Çавăнпа халь те ун шухăшĕсемпе асаилĕвĕсем пуçа шăнăçми тулса вĕçе-вĕçĕн иртрĕç...
— Ларсан — ларассăм килместчĕ, — терĕ вăл малалла хăй ăшĕнче, — выртсан — выртассăм килместчĕ, тăрсан — тăрассăм килместчĕ; Эх, тусăм! Ма эс çав тери тыткăна илтĕн-ши мана? Эс тинĕс тĕпĕнче пулсан — эп пулă пулса тинĕс тĕпне чăммалла, эс пĕлĕтсем хушшинче пулсан — эп ăмăрткайăк пулса çӳлти тӳпене вĕçсе ӳкмелле. Сана юмахри пек хăватлă çавраçил килсе çичĕ тинес леш енне çĕклесе кайсан — эпĕ çил çунатлă урхамах пулса сан патна вĕçсе ӳкмелле; хаяр арăслан пек çапăçса сана тăшман аллинчен туртса илмелле. Эх тусăм! тĕнчере те урăх çук-ши санни пак тăп-тăпăлкка тулли кăкăрсем? Сар ука пек кăтра çивĕтсем? Çинçе те хура йăрăм куçхаршиллĕ кăвакарчăн куçĕ пек куçсем? Эсĕ утса пынине курсан, маншăн улăхри çавра кӳлĕ варринче шурă акăш чăмса çӳренĕ пек туйăнăть. Лăпкă тӳлек каçри шур çеçкеллĕ шăпчăк сассине илтсен — эпĕ сан сассуна аса илетĕп. Ăçта юлчĕç-ши виноград сачĕсем? Çавăнта иксĕмĕр савăнса çӳренĕ чухне эсĕ мана чи лайăх пиçсе çитнĕ çырлисене татса параттăн; «ах, епле тутлă-çке вĕсем, Гриша, çи-ха, ак çакна» тееттĕн. Вара эпĕ сан çине пăхса илеттăмччĕ те: эсĕ мана çав çырларан та пин хут илемлĕ туиăнаттăнччĕ. Тата ăçта юлчĕç-ши çав Сыр-Дарья шывĕ хĕрринче иксĕмĕр çӳренĕ асран кайми каçсем? Сыр-Дарья шывĕ хăйне хăй калаçса юхса выртатчĕ. Çав шыв хăрринчен эпир пĕлĕте кармашакан тусем урлă, çурçĕр еннелле пăхса тăраттăмăрччĕ. Пирĕн хаваслă шухăшсем çӳллĕ тусем урлă каçса таçти инçете вĕçетчĕç. Эпĕ аслă Атăла аса илеттĕм. Сана Атăл çинчен каласа параттăм. Юмахри пек Жигули «хапхи» витĕр пĕрле тухма ĕмĕтленеттĕм. Эсĕ мана Азов тинĕс хĕррине чĕнеттĕн: эпĕ унта шыва кĕрсе ӳснĕ, тееттĕн. Халь ăçта-ши çав телейлĕ каçсем? Кураймарăм пуль çав Украина уй-хирне. Кĕреймерĕм пуль çав чие сад айне. Лараймарăм пуль çав Тарас ларнă Днепр шывĕ хĕррине!.. Нивушлĕ çак пӳлĕмрех юлăп-ши? Тен, тухсан та тусен айĕнчи масар çинчех пулăп-шим? Эх, Надежда! Вара эсĕ тăлăх кăвакарчăн чĕппи пек пĕччен юлăн-шим? Анчах тупайăн-ши эс мана? Çук, Надежда, нихçан та, нихçан та тупас çук!..
Çапла хытă шутласа выртнипе пулас, Григарийĕн температури каллех çĕкленчĕ. Вăл урмăшса калаçма тытăнчĕ.
— Çук! Эп кĕпер айĕнче вилме суккăр этем мар! — терĕ вăл. — Эпĕ акăлчан йыттисене1 вĕлерме килнĕ! Эй, Степан Шаумян! Саншăн тавăрма килнĕ эпĕ, илтетне ман сассăма! 26 комиссаршăн çапăçар! Ав, юпа çумĕнче вĕсем... Ан чарăр мана, Измаил! Ман çиллĕм шалча янахлă акăлчан пуçне çапса салаттăр, пĕтĕм тискер тусене çавăрса хутăр! Вăл динамитран та, пирокселинран та вăйлăрах! 26 комиссаршăн... Степан Шауминшăн! Мала!.. Мала, юлташсем! Ав, юпа çумĕнче вĕсем! Эй, часрах Измаил!.. Сик, «шуйттан кĕперĕ» урлă!
Вăл, юлашки вăйĕпе çĕкленсе, сĕтел çинче чечексемпе ларакан шур кĕленче кăкшăма пĕтĕм вăйĕпе алăк еннелле тытса вăркăнтарчĕ... Унтан вырăн çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те тек хускалмарĕ.
— Сильный бред, — терĕ чупса кĕме ĕлкĕрнĕ врач хуллен.
— Да, — терĕ ун çумĕнчи сестра та шăппăн. Григорий епле ӳкнĕ, çавăн пекех тăнсăр пулса кайрĕ. Ăна врач темскер шăршлаттарчĕ пулас, вăл вăрăммăн йăнăшса илчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртрĕ.
II
Надежда çав каç çĕрĕпе куç хупаймарĕ. Вăтам Азири шăрăх та пăчă каç ун çăмăл ыйхине таçтах вĕçтерсе кайрĕ. Унти пăчă каçсенче йĕпетнĕ çивиттипе витĕнсе выртаççĕ. Надежда та сивĕ арыкран йĕпетсе кĕрсе витĕнсе пăхрĕ, анчах çук, пулăшмарĕ ăна, пĕтĕмпех вĕçнĕ ун ыйхи. Те чĕре теме сисет темелле, те йывăр шухăш пусать-и, хăш чухне кирек камăн та çавăн пек пулать. Çĕрĕпе çывăраймасăр тарăхан вара. Надеждăна иккĕшĕ те пусса илнĕ. Чĕре туйăмĕ те, йывăр шухăш та. Эх, ăçта çӳрет-ши мăнтарăн Кĕркурийĕ? Аса илет-ши вăл Надеждăна? Ытла хăвăрт иртрĕç вĕсен телейлĕ кунĕ-çĕрĕсем... виноград сачĕсем... Лăпкăн юхса выртакан Сыр-Дарья шывĕ хĕрринчи лăпкă тӳлек каçсем?..
Чанах та, пĕр-пĕринпе ĕмĕрлĕхе тесе пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем нумаях савăнса пурăнма ĕлкĕреймерĕç. 1930 çулхине пĕтĕм Вăтам Азири тусен хушшине вут хыпса илнĕччĕ. Англи хĕçпăшалĕпе хĕçпăшалланнă Ибрагам-Бек хăйĕн темиçе пинлĕ бандипе ют патшалăхран Совет çĕршывне каçнăччĕ. Вĕсем колхозсене салатса, колхозниксемпе совет работникĕсене вĕлерсе, кооперативсене çаратса çӳретчĕç. Цуян колхозсен шутсăр йышлă выльăх-чĕрлĕхĕсене чикĕ леш енне хуса кайма пикенетчĕç. Анчак Ибрагим-Бек нумаях ашкăнаймарĕ. Çав вăхăтра пĕтĕм Вăтам Азири рабочисемпе колхозниксем ура çине тăрса, çав тискер бандăна часах аркатса тăкрĕç, юлашкинчен Ибрагим-Бекне те уншăн кĕлтуса çӳрекен мулла таврашĕсемпех тытса çапса пăрахнăччĕ. Шăпах çак вăхăтра ĕнтĕ çав хăрушă хыпар Григорий ĕçлекен строительствăна та çитрĕ. Пĕрре, шăпах кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче, пĕтĕм строительствăри рабочисен пысăк митингĕ уçăлчĕ.
— Юлташсем! — терĕ вырăнти парти секретарĕ Лебедь Иван. — Вăтам Азири шур ылтăн — шур мамăк пĕтĕм тĕнчипе палăрса тăрать. Халĕ, — терĕ вал малалла, — темиçе çĕр пин гектар çине çав шур ылтăна акас вăхăт çитрĕ. Анчах... пĕтĕм мамăк уйĕсемпе вĕсене шăваракан шывсем басмачсен2 аллинче... вĕсем ту хушшинчен тухакан пысăк арыксене чарса лартнă, кишлаксене çаратса, çынсене вĕлерсе çӳреççĕ... тен, пирĕн строительствăна çитме пултарĕç... Хăшпĕрисем çак хыпара илтсен строительствăри ĕçе те пăрахса тарчĕç, намăс виттĕр вĕсене! — терĕ.
Ăна каласа пĕтерме те памарĕç.
Митингри рабочисем Ибрагам-Бек бандине хирĕç халех отряд пуçтарса тусем хушшине тухса кайма ыйтрĕç.
— Çырăр мана! — чи малтан кăшкăрчĕ пĕр тутар ачи, Григорий тусĕ Измаил.
— Çырăр мана!
— Мана та... — кĕрлерĕç çамрăксен сассисем. Списокра Измаил хыççăн Григорий ячĕ пулчĕ.
— Ну эс, Гриша, çамрăк арăма пăрахсах пыран иккен?..
— Арăмĕ тупĕ-çке!.. Кунта сахал юлаççĕ-им?..
— Тĕнче — йĕм пĕççи мар вĕт! — шӳт турĕç çамрăксем. Çакăн пек шӳт тунăшăн Григорий пĕрре те çилленмерĕ. Мĕншĕн тесен Григорий юлташĕсем арлă-арăмлă пурăннă чух пĕрне-пĕри пĕтĕм чĕререн юратни çумне çĕршыва юратнине хушсан, çав тери хăватлă патриотизм пулса тăнине питĕ лайăх ăнланнă вĕсем. Григорипе Надежда пĕрлешни чăнах та виç-тăватă кунран ытла пулман, анчах мĕн тăвас тен: халиччен пур енчен те маттурсен шутĕнче тăнăскер, çакăн пек ответлă ĕçрен пăрăнса юлсан, такам та: Григорий арăмĕ хыçне выртса юлнă теме хăйнă пулĕччĕ. Вĕсен отрячĕ X. хулинчен ытла инçех мар, пĕр Аучи-Калачи ятлă кишлака çитсе вырнаçрĕ. Тĕттĕм те хăрушă кĕтес. Вăл пĕтĕмĕшпех икĕ пысăк ту хушшинче ларать. Калăр, кам Вăтам Азири таскер тусем хушшинче пулман? Кам çӳресе курман пĕлĕте кармашакан тусем хушшинче? Унта шăши йĕрĕ пек сукмак тăрăх пынă чухне, пĕр еннелле çӳлелле пăхсан, пуçри çĕлĕк хывăнса ӳкмелле. Тепĕр еннелле, аялялла пăхсан, пĕтĕм чун сӳлетсе каять. Таçтан, çĕр тĕпĕнчен, ту айĕнчи шыв кĕрлени çеç илтĕнет. Кăшт çех асăрханмасăр утса каяс пулсан та, тĕпне çитичченех чун юлмалла мар. Çавăн пек тискер тусем хушшинче икĕ тĕпсĕр çырана пĕрлештерекен пĕчĕк кĕперсем пулаççĕ. Çав кĕперсене кунтан кайнă çынсем, европеецсем, «шуйттан кĕперĕсем», теççĕ. Аучи-Калачире те çакăн пек пĕр «шуйттан кĕперĕ» пурччĕ. Григорий хăйĕн ĕмĕрĕнче те ун пек хăрушă кĕпер урлă каçса курман. Тата çак кишлака та кĕçĕр çеç çитнĕ-ха вăл. Вĕсем çакăнта килсе тапăнакан басмачсен хаяр ушкăнне ним хĕрхенӳсĕр çапса салатма, вĕсен йĕрĕнчĕк шăршлă ӳтне-тирне хура кĕл туса каялла, чикĕ леш еннелле, вĕçтерсе яма хатĕр. Ан пултăр пирĕн таса çĕр çинче хура юнлă тăшманăн сăмсана тавăракан шăрши!
Тусем хушшинчи каçсем яланах тĕттĕм те хăрушă пулаççĕ. Кĕçĕр акă, те халиччен çак вырăна килсе курманран, каç çав тери тискер те кичемлĕн туйăнать. Пĕчĕкçеççĕ отрядăн штабĕ — шкулта. Шкул хыçĕнченех çӳллĕ тусем пуçланса каяççĕ. Çӳлтен, ту тăрринчен, пĕр пысăк чул кустарса антарас пулсан, пĕчĕк чăх чĕппине лаша пусса вĕлернĕ пекех лапчăтса хурассăн туйăнать. Шкул умĕнче, çирĕм хăлаçран инçе мар тĕпсĕр тарăн çырма. Çав çырма тăрăх басмачсем шуса килес пулсан, вĕсем штаб умнех тухса тăмалла.
Отряд пуçлăхĕ Иван Лебедь Григорипе Измаила хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Акă мĕн, йĕкĕтсем, — терĕ вăл, — эпир кунта çитсе кĕнине пурте курман-ха. Эсир вырăнти чĕлхене лайăх тĕшмĕртетĕр, çавăнпа сире хушмалли пур: эсир халех çырман леш енчи чайханана кайса ăçта вăл-ку илтĕннине тĕпчесе пĕлмелле. Апла-капла пулсан, пĕри часрах кунта çитме тăрăшăр. Ăнлантăр-и?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...