Сӳнми хĕлхем
— Ăнлантăмăр! — терĕç йĕкĕтсем.
— Апла пулсан, ак сире халатсем, тумланăр та марш! — терĕ юлашкинчен отряд пуçлăхĕ. Григорипе Измаил, хăпăл-хапăл тумланса, кирлĕ хĕçпăшалсене халатсем айне хĕстерсе, чайхана еннелле утрĕç. Чайханара кашни каçах çынсем пухăнса лараççĕ. Чей ĕçеççĕ унта вĕсем, дыня çиеççĕ, икшерĕн-виçшерĕн ларса тем çинчен хуллен пуплеççĕ, халап-юмах яраççĕ. Хыпаланчăк чайханщикĕ чейсем тултарса çӳрет, читлĕхре юрлакан путенисене рис çитерет, кирлĕ çын умне тараватлăн гальян йăтса пырать.
Çакăн пек чайханара час-часах хăйсен искусствине укçасăр-мĕнсĕр кăтартса çӳрекен дрессировщиксене те курма пулать. Вĕсем хĕв тулли çĕлен-калта тултарса çӳреççĕ. Çăв çĕленсене хĕврен кăларса мăйĕсем тавра çавăраççĕ, галстук туса çыхаççĕ, çăвара хыпаççĕ...
Халиччен ун пеккине курма хăнăхман çыншăн çак хăрушă вăйă çине пăхма та тискер.
Вĕсем, «шуйттан кĕперĕ» урлă каçсан, чайхана патне шăши çине сиксе ӳкме хатĕр кушак пек йăпшăнса çитрĕç. Анчах вĕсем кĕçĕр хыпаланчăк чайханщике те курмарĕç, путене юрлани те илтĕнмерĕ, унта çĕленсене илештерекен асамçă тавращĕ те пулмарĕ. Вĕсен чунĕсем сӳлетсе кайрĕç. Чайханара акă басмачсем лараççĕ. Вĕсем çирĕм çынран га ытларах пулĕ. Умĕсенче йĕтем пысăкăш елпешке хуран çинче вĕри плов пăсланса ларать, ăна вĕсем ним кашăксăр-мĕнсĕрех ывăç тулли çавăра-çавăра çăвар тулли явса лараççĕ. Çавсенчен пĕр чалăшран та инçе мар юпă çумне туртса çыхнă çамрăк çын ăсапланать. Ан кăшкăрайтăр тесе пулас, ун çăварĕ урлă алсатулĕ пысăкăш мамăк хурса чалмана çыхнă, пĕтĕм ӳт-пĕвĕнчен чĕрĕ юн юхать. Ун умĕнчех пĕр клеще ураллă, лутрарах кăна йĕрĕнчĕк басмач кускаласа çӳрет. Вăл çарамаслантарнă çамрăк ӳтне кинжалпа чĕркелет те юнланнă кинжалне çăвар урлă çыхнă чалма çине шăлать. Хăлхи патне çитекен хăрăк шăллă çăварне сарса ярса пăнтăхнă сассипе лĕхлетсе кулать.
— Якши большевик? Яман большевик!1 — тет вăл çамрăка мăшкăлласа.
Çак этемĕн пăхма çук тискер ĕçне курсан, Григорипе Измаил ни кая, ни мала утма пултараймарĕç.
— Йăгăрăп йит Юванга2, — терĕ Измаил Григорие тутарла. Вăл Иван Лебедь патне кайма хушрĕ ăна. Григорий кĕтсе тăмасăр тӳрех хушнă çĕре вĕçтерчĕ. Çав вăхăтра Измаил, пĕр сывлăш кăлармасăр лутра чул хӳмĕ çумне лăпчăнса ларса, хăй умне икĕ граната кăларса хучĕ...
III
Григорий çав тери васкаса чупрĕ. Вăл, епле те пулсан хăвăртрах çитсе, хăй куçĕпе хăй курнă тискер ĕç çинчен отряд пуçлăхне каласа парасшăн пулчĕ. Паçăр Измаилпа каçнă «шуйттан кĕперĕ» умне çитсе тăчĕ.
— Ну, инçе юлмарĕ! — терĕ те хăй ăшĕнче, кĕпер çине чупса кĕрсе кайрĕ. Анчах виççĕ те ярса пусаймарĕ вăл: чиксĕр чăнкă çыран хушшине, чулсем çинчен сиксе юхакан çырма тĕпне вăтăр метр çӳллĕшĕнчен йывăр чул пăрахнă пек сирпĕнчĕ...
Шăпах çак самант хушшинче штаб умне çĕр саплăклă халат тăхăннă ватă таджик хашăлтатса çитрĕ. Ун çӳхе савăл пек шурă сухалĕ хăй тĕллĕн чĕтресе тăрать, тем каласшăн вăл, калаймасть.
— Большой начальник давай сюда, — терĕ вăл, — отряд начальник давай.
— Я — большой начальник, что Вам угодно? — терĕ тухма ĕлкĕрнĕ Иван Лебедь. Леш йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те:
— Мулла «шайттан мост» ломал... хороший человек умирал... Чайхана басмач взял. О, йӳде яман басмач взял, — терĕ.
Çак сăмахсене илтсен, отряд пуçлăхĕ ĕç ырра маррине час ăнланса илчĕ. Вăл хăйпе пĕрле виçĕ çын ертсе ватă таджик хыççăн васкавлăн утрĕ. Кĕпер патне çитсен чăнах та тĕлĕнсе кайрĕç: кĕперĕн пĕр хăми те çук, унта çăтăр-çатăрсем сарса саманпа çех витсе хунă пулнă.
Мĕн тумалла? Ăçта Григорипе Измаил? Ăçта пĕр хăма татăкĕ тупăн çак ту айĕнчи кишлакра, çитменне тата çакăн пек хура çĕр варринче? Ак, шăпах çак шухăш çинех сӳтнĕ кĕпер умĕнче тăракансен еннелле тепĕр мĕлке упаленсе пыни курăнчĕ. Пĕр доброволец ăна, ватă таджик чарса ĕлкĕреймен пулсан, чутах штык çине тиретчĕ. Вăл унăн карчăкех пулнă-мĕн. Паçăр штаба чупас умĕн старикки каласа хăварнине халĕ кĕпер патне икĕ тăрăх кив кавир йăтса килнĕ вăл. Сарлакăшĕ виç-тăват метр çеç пулсан та, тĕпсĕр тарăн çыран урлă каçма ку хатĕр питĕ лайăх пулчĕ. Çак кавирсене кĕпер каштисем çине хурса çыхсан, пĕр самант хушшинче кĕпер пулса тăчĕ.
...Басмачсен курбашĕ3 юпа çумĕнчи çынна асаплантарнине курса тăранчĕ пулас, вăл ăна чайханаран инçе мар ларакан урюк йывăçĕнчен çакса хума хушрĕ. Вырăнти чĕлхене пит лайăх пĕлекен Измаил, çаксене веçех хăй куçĕпе хăй курса, хăй илтсе тăчĕ. Анчах мĕн тăвĕ-ха вăл пĕччен? Григорий пулсан — тарамччĕ тата, вăл та çук. Ма çитеймерĕç-ши вĕсем?
Пуçри шухăшсем пĕрин хыççăн тепри çиçĕм пек çиçсе иртеççĕ. Ак, юпа çумĕнчи çамрăка вĕçертсе икĕ басмачĕ ăна çакма илсе кайма пăрăнчĕç. Измаил тек чăтса тăраймарĕ. Вăл ыттисен умне арăслан пек тухса тăрса пĕтĕм сăрт-тусене чĕтретмелле сасăпа:
— Парăнăр, сволăчсем! — тесе хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Çавăнтах уяр аçа çапнă пек, темле хăрушă сасăсем умлăн-хыçлăн икĕ хут кĕрслетрĕç те, чайхана тăпри-мĕнĕпе çĕкленсе сирпĕнчĕ. Пĕр басмачĕ те сывă юлман! Пĕр кĕтмен çĕртен хăватлăн «урра!» кăшкăрнă сасăсем. янраса кайрăç. Ним тума аптранă Измаил лайăхрах пăхса илчĕ те хăй умĕнче Иван Лебедьпе виçĕ юлташĕ тăнине курчĕ. Юпа çумĕнчи çамрăка çакма илсе каякан икĕ басмачĕ аллисене çăклесе тăраççĕ.
— Чăтаймарăм, Иван абзи, пĕр один сам ӳзĕм решил. — Çав тери хĕпĕртенипе чăвашла, тутарла тата вырăсла хутăш персе ячĕ вăл.
— Молодец! — ырларĕ отряд пуçлăхĕ.
— Рехмет! — терĕ Измаил.
Вĕсен калаçса тăма вăхăт çук халĕ, часрах Григорие тупмалла. Çав вăхăтра «шуйттан кĕперĕнчен» аяларах темле сасă йынăшни илтĕнчĕ. Кам-ши вăл тата? Çĕрте выртакан икĕ басмачпа çамрăк патне пĕр çын хăварса, Иван Лебедьпе ыттисем сас илтĕнекен çĕре йăпшăнчĕç. Çыран хĕрне çитсен пĕр айлăмрах вырăнта вĕсем хайхи ватă таджик такампа упаленнине палласа илчĕç. «Гриша вĕт ку? Григорий» — терĕ Иван Лебедь хĕпĕртесе. Ăна леш ватă таджик, çӳхе савăл пек шур сухаллăскер, çак çыран хĕрринче ĕмĕрне ирттернĕскер, маларах çитсе тытма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Анчах, Григорий-и ку? Ытла та çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ-çке вăл? Алли-урисем те лĕчĕрех кайнă, çамкинчен те таса вĕри юн сăрхăнать. Лебедь ун ал тымарне тытса пăхсан:
— Шанчăк сахал çав, — терĕ.
Çакăн хыççăн виç-тăват кун иртсен çеç Григорий больницăра вăранса кайнă. Вăл палатăн тепĕр кĕтесĕнче хăй пекех бинтласа пĕтернĕ çамрăк çын выртнине асăрханă. Çав çамрăк çын Григорий сӳтнĕ кĕпер айне кайнă каç юпа çумĕнче басмачсем асăплантарнă комсомолец Хамет Тураев пулнă.
Епле вилĕмрен хăтăлса юлнă-ха çав каçхине Григорипе Хамет? Вилĕм çитмесĕр чун тухмасть, теççĕ ваттисем, тĕрĕс каланă. Шăпах Григорий кĕпер айне анса каяс умĕн унта чайханана кайма тухнă ватă таджик çитсе тăнă пулнă. Вăл Григорийĕн юлашки сассине илтсенех мĕн пулнине витĕрех чухласа илнĕ. Унччен кăшт çех маларах вăл çав кĕпер патĕнче кишлакри муллапа пĕр палламан çын тем айкашса тăнине кăшт асăрхаса илнĕ пулнă-мĕн. Вара чайханара «ют хăнасем» пуррине те часах уйласа илнĕ, хăвăртрах отряда чупса çитнĕ. Усал куçĕ саккăр сăвать, теççĕ. Леш мулла кишлакри тепĕр комсомолеца, Хамет Тураева, басмачсен аллине ултавпа тытса панă хыççăн часах «шуйттан кĕперне» сӳтсе ывăтма васканă. Çав кĕпер урлă «шайттан арпасĕ»4 каçма пултарнине те пит лайăх пĕлнĕ вĕсем.
Григорипе Хамет та телейлĕ пулнă ĕнтĕ. Мĕн калас пур çав Григорий çинчен? Эп ăна хамран лайăх пĕлетĕп, мĕн ачаран пĕрле ӳснĕ унпала.
— Çураласса Кĕркури вилĕ çуралнă, анчах эпи-карчăк ăна мунча чӳречи витĕр ют кипке çине пăрахнă пулнă, çавăнпа çех чĕрĕлсе юлнă,— тесе кулатчĕç ялта.
Пулса иртнĕ хăрушă ĕçсем çинчен пĕр уçă кăмăллă сестра каласа парсан, Григорий вăйсăррăн кулса илнĕ те:
— Маттур Измаил! Эпĕ, айванла, кĕпер айĕсем тăрăх çӳретĕп. Тĕнче кулли вĕт, намăсла вилĕм, — тенĕ шӳт тăвас кăмăлпа.
Анчах шӳт тума ун вăйĕ пулман.
IV
Пĕлет-ши Надежда çак истори çинчен? Пĕлет-ши вăл Григорий вăтăр метр çӳллĕшĕнчен пуçпа тирĕнсе аннине? Пĕлет-ши вăл хăйĕн чи хаклă тусĕ хăватлă тытăçура пулнипе çав палатăна çитсе выртнине? Пĕлет-ши вăл палатăри Григорий уншăн юлашки чун хавалĕпе тарăн шухăша кайса тăнсăр пулса ӳкнине? Пĕлмест пулĕ çав. Пĕлсенех, кăвакарчăн пулса вĕçсе çитнĕ пулĕччĕ вăл çак больницăна? Алăкран кĕме май пулмасан чӳрече хашакĕ çине вĕçсе пырса ларĕччĕ, уçă форточкăран кĕрсе, ним пĕлми выртакан тусĕн пуçĕ вĕçне пырĕччĕ те йĕрĕччĕ. Темле юмахри вĕçен кайăк пек тинĕссем урлă вĕçсе кайса пĕр самант хушшинче çынна сыватмалли эмел шывне сыпса килнĕ пулĕччĕ. Эх, юрату! Мĕскер кăна тутармасть-ши вăл çак ытарма çук илемлĕ тĕнчере!..
...Надежда пурçăн арлакан фабрикăра ĕçлет, анчах юлашки кунсенче ĕç ăнмарĕ ун. Йĕки те тăпăлать, çиппи те чăлханать, станок та вăхăтсăр чарăнать. Надеждăн ĕçĕ çакăн пек ăнса пыманнине хăй çумĕнчен пĕр станок урлă ĕçлекен пĕр мăнтăр хусах арăм та асăрхарĕ. Вăл çак фабрикăра темиçе çул хушши ĕçленипе пур çамрăксене те лайăх палласа çитнĕ. Çавăнпа вăл Надеждăна та пит аван пĕлет. Ăна епле те пулсан Григорий çинчен суя хыпар сарса хăй шăллĕ енне çавăрасшăн пулнă вăл. Леш пĕр пĕчĕк пуштă уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çав хĕрарăм, элек-селек сарма юратаканскер, Надежда Гришаран çырусем илменнишĕн çав тери хĕпĕртенĕ.
— И-и, — арçынсем пурте пĕрех вĕсем. Паян пур та ыран çук! Маннă вăл сана, эс ан хуйхăр, тупăн-ха тепре,— тесе йăкăртатнă.
Анчах вăл епле кăна сивĕтме тăрăшсан та, Надежда пуçĕнчен Григорий тухман. Çав мăнтăр шапа хăйĕн хура вĕтĕ кăтра çӳçлĕ, пĕр пуса тислĕк çинчен шăлпа çыртса илекен хыткукаршăн, такана пек хырăмне тата йĕп сăмсине каçăртса, качака таки евĕрлĕ тĕк-тек сиксе çӳрекен йĕрĕнчĕк шăллĕшĕн юрланине Надежда пит лайăх пĕлсе тăнă.
Ир такăнсан — каçчен тенĕ пек, йĕпе çине сапа пĕрин хыççăн тепĕри тухсах пырать. Пулас инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Çавăн пекех Надеждăн та йĕпе çине сапа пулсах пычĕ. Çапла пĕрре фабрикăран таврăннă вăхăтра пĕр сăран сумкăллă çамрăк почтальон Надеждăна телеграмма тыттарчĕ. Çав телеграмма Григорирен пулĕ тесе Надежда хĕвел пек çутăлса кайрĕ. Вăл чутах çамрăк почтальона чуптуса илетчĕ.
Анчах сӳтсе пăхсан:
«Надя пожалей родную мать тчк она при смерти тчк просит тебя срочно выехать», тесе çырнине вуларĕ. Вăл вара хăйне вĕçсĕр тинĕс варринчи ура пусмалăх утрав çинче пĕр-пĕччен тăрса юлнă пек туйрĕ.|
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...