Кушак
— Усраман та ăна, усрамастăп та, — эпир кил хуçипе унăн пӳрчĕ умĕнчи сак çинче ларатпăр.
— Ялта кушаксăр кил çуккă пуль, — тетĕп эпĕ сăмаха шутарса.
— Пĕлместĕп. Хам усрамас, анчах килтен кушак татăлмасть. Эп кĕлете çимелли хурса паратăп. Кушакне усрани-и вăл? Шкелет пек çуреççĕ. Çитермесен, выльăха ячĕшĕн усрас-и? Ман пата килсе йăл илеççĕ кушаксем. Кӳршĕ кушаккисем ман килрен хăпмасăр йĕкехӳре банди пек çӳреççĕ, — вăл çурмалла шуралнă мăйăхне пӳрнипе якатать, хĕвелпе тĕссĕрленнĕ кепкине тĕксе хăпартать, унăн кукшаланнă çамки татах пысăкланать.
— Сăлтавне пĕлеймерĕм-ха, — кăштах пӳлетĕп Африкан пиччене. Итлесе пĕтерме тӳсĕмлĕх çитменнишĕн пăшăрхантăм та...
— Май уйăхĕнче Берлинта амантăм. Вăрçă чарăниччен виçĕ кун малтан. Суранĕ те йывăр пулмарĕ ман: осколкă хул кăкĕнчи аша тăпăлтарса кăларчĕ. Вăрçă вăхăчĕ пулсан, фронтри лазаретрах сыватмалла. Сурана çуса çыхса, Тулăри госпиталех ăсатрĕç мана. Икĕ уйăх пек юсарĕç, сывалтăм. Манăн çулхисем салтак кутамкки çакса çӳреççĕ. Салтака яраççĕ пулĕ, теттĕм. Врачсене тав: "Демобилизировать по состоянию здоровья" тесе хут пачĕç, эсĕ çырнă пек "виççĕмĕш ушкăнри чăлах" эппин.
Эп ун пирки çырнă чухне те шухăшланă-ха: мĕн ушкăнĕ пултăр? Пирĕн ялта чăлахсем çирĕмех капашаççĕ, пĕр çĕре пухсан, ушкăн ĕнтĕ; кăштах укçа параççĕ вĕсене, çыннисен е алли, е ури çук, çĕршыва кирлĕ чух сывах пулнă; юрать вуçех манса кайман, халь вĕсене ыйткалакана пăрахса паракан çăкăр татăкĕ пек кăштах пенси салатаççĕ, кирлĕ чух, кинемей, ĕçне тусан, — тӳпетей.
— Все! — терĕм госпитальтен тухсан. — Икĕ çул фронтра пултăм, икĕ хут юн юхтартăм, пирĕн ялти Сантăр пичче пек каласан, "прощай, армия, здравствуй, моя деревня". Ун чухне ыраш кăвапа таран ӳснĕччĕ, пĕтĕм Европăна утса тухнă хыççăн мĕскĕн чăваш ялне çитрĕм.
Хапха алăкне уçрăм та ман çине йытă кăшт çеç сиксе лармарĕ. — "Кампур! — кăшкăратăп хам. — Эсех-и ку?"
— Эпех, — тенĕ пек лап выртрĕ те, хӳрине пăлтăртаттарма пуçларĕ, унтан нăйкăша-нăйкăша ман атă çинчи тусана çуллать. Каярахпа кайри урисем çине тăрса ыталаса илчĕ. — Кампур! — тетĕп хайхине, — Шкелету çеç юлнă, выçă усраççĕ-им сана? Пурте кĕричченех кутамккана салтса пĕр чĕл çăкăр касса патăм. Выçă йытта пĕр татăк çăкăр! Вăл пур шăршласа пăхмарĕ, çаплипех мана юратать.
Пӳрт умне питĕрмен. Аннене курма миçе çул ĕмĕтленнĕ? Кĕретĕп пӳрте. Мана хирĕç хамăрăн ула кушак Улайкă алăк минтерĕ çине малти урисемпе хăпарса тăнă. Каллех — шкелет. Анне кĕрессе кĕтнĕ пулас та, манран хăранипе шалалла йăлт çеç тапса сикрĕ.
Хывăнам пекки тăватăп хайхи, шинель чĕркевне мăйран вĕçертетĕп, хам пĕр вĕçĕм "Улайка" та "Улайка" тесе чĕнетĕп. Вăл пур, катăрăшнăй, таçта мура кайса пытаннă. (Ман асатте çилленсен "катăршньă" тетчĕ.)
— Какшă так? — мăкăртататăп хам, — Манран ват кушак тăрса юлтăн, прохвостă, халь хуçуна та палламастăн-и? Виçĕ çул хушшинче мантăн-и? — çапла вăрçкаласа кутамккана пушатрăм. Икĕ çăкăр та унта, виçĕ панкă консервланă аш. Тĕтĕмпе вĕтнĕ селедка, тепĕр виçĕ панкă пулă консерви. Эп сывалнă чух салтак укçи те пухăннă. Тата салтак паекĕ: "туянмалли" талон пур. Станцăрах пĕлтĕм, Вăрнарта пама пăрахнă, Канаша кайса илмелле.
Сĕтел çине салтак туприне кăларса хутăм та, тулалла тухса вĕрхĕнтĕм. Анне ăçта?
Анкартине тухса пăхас терĕм. Вăл çĕр улми йăранĕсем ăшĕнче çум çумлать. Ыталашса илтĕмĕр, иксĕмĕр те макăратпăр. Вăрçă хыççăн яла таврăннă чи малтанхи салтак иккен эпĕ. Ай-йуй, аннен шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнă. Шкелет!
Пирĕн кушак эп илсе килнĕ çăкăра урайне сĕтĕрсе аннă, ун çине çип çĕлен пек тăрăнса ларнă, çур çăкăра кăштах çисе яман.
Урапа тапса ывăтрăм хайхине, çăкăра илсе сĕтел çине хутăм. Ялшăн салтак килни — событи! Тем хушăра пӳрте халăх нăках тулса ларнăччĕ. Савнăçĕ, хуйхи-суйхи пирки каламăп. Мана ӳсĕртме нумай кирлĕ пулнă-и? Эп хам та пĕр тумлам сыпмасăр, телей эрехĕпе ӳсĕр таврăннă.
Эрех ăслă çынна авать пулсан, тăрри питĕрĕнсе çитмен çамрăка çавапах çулать.
Темшĕн хамăрăн кушак аса килнĕ мана, пӳртрен тытса тухнă. Халь врачсем ун-пек, кун-пек пулăма психика пăсăлни теççĕ. Çав пуль ĕнтĕ. Манран тăрса юлнă çур çулхи йытă çури виçĕ çултан палласа илчĕ пулсан, эс ватă, кăрчамас, прохвостă, мана палламастăн-и?
Пирĕн ĕни тапаканскерччĕ, анне тăлласах сăватчĕ. Çав тăлла илнĕ те, кушака вите каштинчен çакса хăварнă. "Улайка" макăрнине, малти урипе вĕрене çатăрласа тытнине, хам ăна аялалла тапса антарнине, "Кампур" ӳлесе янине астăватап...
Кăнтăрла тĕлнелле кăна вăрантăм.
— Африкан тăр, — тет мана анне. — Тинех хуйхи-суйхи пĕтрĕ пулĕ. Пирĕн "Улайкăна" тахăш ӳсĕрĕ витене çакса хăварнă... Хĕне кайса хам паян-и, ыран-и, — вилетĕп тесе пурăнтăм. Ман вилĕм кушакпах вĕçлентĕрччĕ те ĕнтĕ. Тавсье, çав çакакан çынна! Çĕр хут тавсье!
Те курнă анне эп кушака çакнине, те курман — пĕлместĕп. Хамăн хура ĕçе мĕн анне виличченех пытарса пурăнтăм, кушак çури те илтермерĕм.
Çавăнтанпах хама та, кушаксене те кураймастăп.
Тен, эпĕ, врачсем каланă пек, психика енчен пăсăлнă çын?
Кам тӳрĕ сăмахне калĕ мана?
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...