Юратнă тус
Манăн чи çывăх тус — кушак. Эпир унпа кашни кунах пĕрле вылятпăр. Вăл юрлама юратать. Эпĕ вăл юрланине итлеме кăмăллатăп. Пĕррехинче инкек сиксе тухрĕ. Çав кун урамра сивĕччĕ, кушака: «Çак сивĕре ан юрла!» - терĕм, итлемерĕ, чунтанах юрларĕ. Юратнă тусăм шăнса пăсăлчĕ: ӳсĕрет, вĕрилентерет. Часрах тухтăр патне чупрăм. Врач итлесе пăхрĕ те, хăй кушака пулăшайманни пирки пĕлтерчĕ.
— Эсĕ анчах ăна пулăшма пултаратăн, — тет тухтăр.
— Мĕнле майпа?
— Санăн ылтăн шăши шыраса тупмалла, вара кушак чĕрĕлет.
— Ăçтан ылтăн шăши тупас-ха?
— Пĕлĕт çине улăхмалла, унта тупăн.
Тепĕр кунне пĕлĕт çине улăхрăм. Шыратăп, шăши курăнмасть. Çул айккинче чул выртать.
— Эс шăшие курман-и?
— Ăна Вилĕмсĕр Кащей илсе кайрĕ.
— Кащей патне мĕнле çитмелле?
— Çак пĕлĕт çине лар, вăл сана тӳрех ун çурчĕ патне илсе çитерет.
Лартăм. Çак самантрах Кащей çуртне çитсе те тăтăм.
— Салам! Эсĕ ылтăн шăшие илсе кайнă, мана тавăрса параймастăн-ши?
— Паратăп, анчах уншăн хăвăн чунна мана парсам.
— Ил эппин.
Кащей ман çине сăнарах пăхса илчĕ те: «Санăн чуну мана кирлĕ мар, каях килне», — терĕ.
Каллех пĕлĕт çине лартăм, киле вĕçсе çитрĕм. Тухтăр ылтăн шăшие кушака çитерчĕ. Кушак чĕрĕлчĕ. Тепĕр кунхине эпир унăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пурте пĕрле юрласа-ташласа савăнтăмăр. Кушака: «Урăх ан чирле, мана пĕччен хăрушă пулчĕ», — терĕм. «Урăх чирлеместĕп», — шантарчĕ кушак.
Чăнах та урăх чирлемерĕ. Халĕ те туслă пурăнатпăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...