Иван Федотович Козлов 1887 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ ЧР Вăрнар районĕнчи) Мăн Явăшра çуралнă. 1901 çулта ялти пуçламăш, ун хыççăн Хапăсри икĕ класлă шкулсенче вĕренет. 1910 çулта Кемерово çывăхне куçса каять, ялти шкулта ĕçлет. 1912 çулта каллех тăван ялне таврăнать. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, 1918-1929 çулсенче суту-илӳ кооперативĕнче, кредит обществинче ĕçленĕ. Томск облаçне куçса кайнă хыççăн хутпĕлменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хурать, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен курсра, университетра вĕренет, пенсие тухичченех учительте ĕçлет.
Чăваш наука тĕпчев институчĕн архивĕнче И.Козлов 1910 çулта çырса хăварнă чылай хулăн алçыру упранать. Унта пĕтĕмпе тăхăр сăвă, икĕ очерк тата «Ив. Овсинский вĕрентнĕ çĕнĕ йĕркепе ака-суха тăвасси çинчен» ятлă вырăсларан куçарнă брошюра тексчĕ. Хăйĕн сăввисемпе очеркĕсенче автор ытларах халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен çырать.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...