Людмила Сачкова Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Пике» журналта, Чăвашрадиора вăй хунă.
Вăл — «Чĕкеçĕм, чĕкеç» (1996), «Ытарайми куçсем» (2000), «Шăпăрлан» (2003) кĕнекесен авторĕ. Унăн пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан» (1998) спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату турри» (2000), «Эсĕ кайрăн та...» (2002), «Çухалнă хур кайăк çулĕ» (2004) спектакльсем сцена çине кăларнă.
Л.Сачкова — 2003 çулхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки çав çултах Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.
Вăл — Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ. РФ журналистсен союзĕн Хисел грамотине, ЧР культура министерствин Хисеп грамотине тата икĕ хутчен Дипломне илме тивĕçлĕ пулнă.
Шухăшсем
Аркати Казанов хăй сăввине питĕ те ăст...
Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун...
Лайăх сăвă çырнă санăн асатте, Саша!
Очень красивая сказка...
Мĕнех вара, чанах! Хирĕç нимĕн те "шарл...
Эпир те шкул вăхăтĕнче вереннĕччĕ çак сă...
Кĕске те лайăх...
Чăвашсен чи хăватлă сăвви...
Тăван чĕлхене мухтани пур енчен те лай...
Каçарăр, тархасшăн...