Ачалăхри Пăла шывĕ


Ачалăхри Пăла шывĕ — вăлта хулли вылявĕ, —

Ыраш пăтри пек савăнăç.

Çу каçипе çарран чупса

Чĕппи-чĕппи пулаттăмăр.

 

Шывран тухман шыв пулли —

Эпир мар-и, атьсемри?

Тăмлăх авăр тĕлĕнчен

Пĕр хăраса пăрнаттăмăр.

 

Ик тилхепе ярсан та ун тĕпне

Çитме çук тенине

Хăлха тăратсах итлеттĕмĕр

Эпир, айван ача-пăча.

 

Хам çитĕнсе çитсессĕн,

Ас тăватăп, пĕр кунне

Мачча Кашта Уликĕ шур кĕпепе, галстукпа

Яла таврăннăччĕ каникула канма.

 

Студент! Ăмсанмалла чипер, —

Васкавлăн çитсе тăчĕ

Пăла шыв умне.

Ял ачи-пăчи шыв сирпĕтсе вылять çу кунĕнче.

 

Ăмăртмалла ишеççĕ

Е пӳ ярса чăмаççĕ.

Пĕр ухмахне курсам эс —

Кустăрма çине выртса тăмлăх авăрĕнче явăнать.

 

Явăнчĕ, çаврăнчĕ те...

Ӳпне ӳпсе çухалчĕ!

Пĕрре пуçĕ курăнчĕ, тепре алли çĕкленчĕ

— Путатăп, путатăп! Çăлăр! Э-э-э!

 

Пурте тухса тарчĕç айккине.

Шур кĕпеллĕ, çӳллĕ студент галстукне

Çеç хывса печĕ —

Чăнкă çыранран

Чупса пырса пуç хĕрлĕ сикрĕ!

 

Ах! Мĕн ку?

Çăлаканăн урисем

Шывран çӳлте тапкаланаççĕ...

Эпир аптрарăмăр хытса кам ăçта тăнă çавăнта.

 

Тăмлăх тĕпĕнчен аран

Тапкаланса тухса,

Темччен пуçне тăмран

Тасатрĕ апăрша.

 

Юхса кайнă кустăрмишĕн

Макăрса тепри

Анаталла чуптарчĕ

Ӳлесе-йĕрсе...

 

Пайтах пулать-çке

Пурнăçра çапла:

Çынна çăлас тесе сикетĕн те

Пуç хĕрлĕн авăра —

Пуçпа пырса тăрăнатăн пылчăка...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: