Шух çамрăклăх — чечеклĕ çуркунне


Шуçăм кăвакарчĕ тухăçра,

Улăх шăрçаланчĕ сывлăмпа,

Тирексем чи тутлă ыйхăра

Канлĕн тĕлĕреççĕ ушкăнпа.

 

Çăлтăрсем çап-çуттăн тӳпере

Вăй вылярĕç кĕçĕр çĕрĕпе,

Куç хĕсеççĕ, пытанаççĕ пĕрре,

Йăрлатса анаççĕ, ав, тепре.

 

Уйăх çинчи ăрăмçа пике

Уртнă та хитре кĕвентине, —

Тăхтаса тăрайĕ-и текех, —

Шыв ăсма анасшăн çăл патне.

 

Те пике, те çăлтăр çуталса

Анчĕ çутă кӳлĕ хĕррине...

Ах, епле хитре, епле таса

Çăлтăрлă, асамлă каçхине.

 

Пир тĕртетчĕ ĕлĕк асанне,

Кумтаратчĕ ăсине енчен енне

Хĕрлĕ те хура, шур çипсемпе —

Капăрччĕ ун аллинчи кĕпе.

 

Утă та çулатчĕ асанне,

Пуçтаратчĕ улăх асамне.

Сар чечек хупланă çарана

Эпĕ те чупаттăм çарранах.

 

Кăвак куçлă пулнă асанне,

Утмăлтурат панă-ши тĕсне?

Асилсессĕн ун çап-çут сăнне,

Çуркунне тухать ман куç умне.

 

Асанне васканă пек хире,

Кантура васкатăп эп ирех.

Çийĕмре — чечеклĕ сар кĕпе,

Кунĕ çеç кăшт кичемрех, йĕпе.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: