Памирпа Казбек
Хĕвел тухнă кăна-ха. Çан-çурăма уçăлтарса çӳçентерекен сывлăш пур-çук ыйха тӳрех уçса ярать. Сывлăм пуснă курăк çийĕпе Мишша колхоз ферминчен Памир ăйăра çавăтса килет. Тап-тап-тап-тап, —таплаттарса, вĕсем, улăхран анса кил умне çитрĕç, Мишша Памира ридван турти хушшине тăратрĕ те кӳлме пуçларĕ. Лавçă хăмăтне илсе, урипе тапса чĕнне хытă çыхрĕ, ăйăр мăйĕ урлă пĕкĕ ывăтса, туртисене йăлмакларĕ, унтан чăлпĕр çумне ик енчен тилхепе çекĕлĕсене çаклатрĕ те лаша çурăмĕ урлă ывăтрĕ.
Памир таканлă урисемпе кукалеме пуçларĕ. Ку ĕнтĕ «Ăçта эсир паян пурте?» тенине пĕлтерчĕ. Касри хĕрсем пĕрин хыççăн тепри чупса çитрĕç. Сенĕкĕсене ридван кĕтессине ывăтрĕç те шур тутăрĕсене мăй урлах çавăрса çыхма пикенчĕç, каллĕ-маллĕ чупкаласа, кĕпе аркисене вăркăштарчĕç. Памирĕ те Памир та, Мишши вара,.. картинка çинчи улăп тейĕн. Хĕрсем ун куçĕнчен çеç пăхса тăраççĕ.
— Кайрăмăр! — терĕ Мишша, ридван çине сиксе хăпарчĕ. — Паян Чĕнтĕрек хирĕнче улăм пуçтаратпăр. Улăм урине вара анкарти çывăхне тумалла.
Хĕрсем ридван хĕррине çерçисем пек ларса тухрĕç. Памир янравлăн кĕçенсе ячĕ. Ун сассине илтсе, ытти касра пуçтарăннă лавсем те хускалчĕç. Утсем тулхăрса сас пачĕç.
Чĕнтĕрек хирĕ чĕнтĕревлĕ, кукăр-макăр çырма-çатрапа чĕнтĕрленсе çаврăннă. Варринче — Ахрат шырланĕ.
Памир çине нумай тиеме пулать. Иккĕн-виççĕн аялтан сенĕкпе улăм чикĕмĕ парса тăраççĕ. Мишша çӳлте ридван кĕтессисене лаштăр кăна чикĕм хурса сарса калăплать, кайран вара лава пĕр тикĕс вакун пек таптаса-якатса хăпартать. Пурин те ун пек илемлĕ пулаймасть. Хăшĕ-пĕри çĕтĕк çĕлĕк пек купалать те йĕтем çине çитичченех тăкăнса-ишĕлсе пырать.
Памир — ăслă ут. Лав тиенĕ чухне хускалса лавçăна ӳкермест, «Но! Ут!» тесен çеç хуллен лава тапратса малалла утать. Акă, лава тиесе пĕтерчĕç. Хĕрсем юлашки çĕклемĕсене чĕвен тăрсаçӳлеллеывăтрĕçте хăйсемлав хыçĕнчен сенĕкĕсемпе чике-чике çӳле, Мишша çумне хăпарса ларчĕç. Кăлтăр-кăлтăр кулса, шӳтлесе, Мишша аллинчен тилхепине илесшĕн пулчĕç, Памира хăваласшăн, тек-текех шăхăрасшăн хăтланкаласа, йетем çине çитрĕç.
Улăм ури сарлака та вăрăм. Çирĕм хĕрарăм тăрăшаççĕ кунта. Хĕлле çил лăскаса ан пăрахтăр, кĕркунне çумăр ан виттĕр тесе, улăм урине чи ăста хĕрарăмсем купалаççĕ. Мишша ридвана тăрук хирсе илчĕ — хĕрупраçĕ-улăмĕ йăлтах улăм ури ăшне йăванчĕç. Хăй айккине сикрĕ те лешсем епле тапкалашнине-çуйхашнине кулса пăхса тăчĕ.
Апат вăхăчĕ. Утсене тăварса ячĕç, канччĕр, симĕс курăк çиччĕр. Паян вĕсем хушшинче çамрăк хăла кĕсре пур. Пĕрремĕш хут кӳлнĕ-ха ăна. Çинçе урисемпе чипер хĕр пек тăррăн-тăррăн пускаласа çӳрет, тек-текех кĕçенет, хӳрине тăратса, ыттисем тавра чупкаласа çӳрет. Айван, çамрăк çав-ха, выляс килет ĕнтĕ унăн та. Чĕкеç тесе ят пачĕç ăна бригада ачисем.
Памир Чĕкеç патне çывхарчĕ, хӳрипе çапкаласа илчĕ, шăршласа пăхрĕ. Памир — шурă ăйăр, çăмарта пек çап-çаврака. Кăмăл екки кайсан, урине кукалесе, пуçне ухса ташласа çеç тăрать. Чĕкеç умĕнче халь хăй екккине палăртасшăн. Лешĕ те, ăна кура, çапла тума пуçларĕ. Акă, вĕсем пĕр-пĕрне сĕртĕне-сĕртĕне çаврăнма пуçларĕç. Çаврăнаççĕ-çаврăнаççĕ те, кĕçенсе илеççĕ, пĕр-пĕрне мăйран сĕртĕнсе ачашлаççĕ.
Унччен те пулмарĕ, тап-таса тӳперен уяр аçа çат! çатлатрĕ.
Сасартăк, хаяррăн та йыхравлăн янраса, аякран Казбек ăйăр вĕçтерсе çитрĕ, тӳрех вĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Казбек — йăлттам хура ут. Çивĕччĕн тăратнă хăлхисем, шăнăрлă урисем, чикĕнсе пăхакан куçĕсем вăл каскăн иккенне палăртаççĕ. Хура ăйăр тӳрех шурă ут çулне пӳлчĕ. Иккĕшĕ пуçне сулла-сулла шăмарчĕç, урисемпе çĕр кукалеме пуçларĕç. Сасартăк Памирпа Казбек хаяррăн тулхăрса илчĕç те чĕвен тăчĕç, пĕр-пĕрне урисемпе тапма пуçларĕç. Икĕ ут çамрăк Чĕкеçшĕн урса кайса çапăçма пуçларĕç.
Кăнтăр апатне ларнă çынсен куçĕ умне чуна шăнтакан ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Çынсем çăварне хыпнă апачĕ çинчен те манса кайрĕç... Теме систерекен асамлă хăват тухса тăчĕ вĕсен куçĕ умне. Акă, Казбек Памира сылтăм урипе пуçранах тапрĕ. Шурă ут тайăлса-тайăлса кайрĕ те чалтах ура çине сиксе тăчĕ, Казбека çурăмран çыртса илчĕ, юн кăларчĕ. Урса кайнă Казбек Памира икĕ уран сиксе тапрĕ. Памир та çапла турĕ. __
Айван Чĕкеç вĕсем тавра ихеркелесе-чупкаласа çӳрерĕ. Ĕнтĕ ытти утсем те тулхăрма пуçларĕç. Çапăçу хаярлансах пычĕ. Тем самантра çăва енчен асар-писер кăвак пĕлĕт йăтăнса анчĕ. Чалтах! çиçĕм çиçрĕ, тăват юплĕн тӳпене хĕмлентерсе, Ахрат çырмине тăрăнчĕ.
Икĕ ут аслатипе тан хаяррăн кĕçенсе ячĕç.
— Аставăр-ха! — кăшкăрса ячĕ Мишша амăшĕ.
Пĕртăван Мишшапа Толя, патвар та çӳллĕ яшсем, харăс сиксе тăчĕç. Мĕн вăхăтра-тĕр, çапăçакан утсем патне сиске ӳкрĕç те чĕлпĕрĕсенчен ярса илсе, çĕрелле пусса антарчĕç.
— Кӳлĕр, кӳлĕр вĕсене!
Памирпа Казбека хăвăртрах кӳлсе лартрĕç. Ытти утсене те турта хушшине тăратрĕç. Кашнийĕ хăй ридванĕ çине чупса пырса ларчĕ.
— Яла анмалла! Çумăр тăкса яриччен яла çитсе ӳкмелле! Йĕри-тавра кăн-кăвак. Тем, ырра мар ку паян! — шавларĕç хĕрарăмсем.
Шăв-шавран хăранă Чĕкеç хӳрине тăратрĕ те Ахрат çырми еннелле сиккипе вĕçтерчĕ. Кăвак пĕлĕтрен вĕри çĕлен пек вут пăркаланса-авкаланса тухрĕ, Ахрат çырмине тепре çапрĕ. Казбекпа Памир, хăйсене кӳлнине пăхмасăрах, Чĕкеç хыççăн сиккипе ĕрĕхтерчĕç! Хăрушă самант çитрĕ. Никам чараясла çук ĕрĕхсе кайнă икĕ урхамах, ридванĕ-мĕнĕпех ăмăртмалла шырланалла шалтăртаттарса анса кайрĕç. Мишшапа Толя, тилхеписене чавса урлă явса тытса, Памирпа Казбека чарма хăтланчĕç. Анаталла епле чараян? Чикеленсе пĕтесси кăна юлать.
— Сикĕр! Сикĕр ридван çинчен! — кăшкăрчĕ Мишша хĕрсене. Тольăн урапи çинчисем паçăрах тăкăнса юлчĕç.
— Малтан сенĕкĕрсене ывăтăр! Атту чикĕнсе пĕтетпĕр! — кăшкăрчĕ каллех Мишша. Хăранă хĕрсем, ридван тĕпĕнче чĕтресе лараççĕ пулин те, Мишшаран куç илмеççĕ. Епле чăн-чăн паттăр вăл çак самантра, епле улăлла илемлĕ. — Унпа пĕрле вилме те шел мар...
— Кама калаççĕ! Сикĕр!!!
Хĕрсем сенĕкĕсене ывăтрĕç, хыççăн хăйсем те ридван хыçĕнчен сиксе юлчĕç.
Ахран шырланне чикеленсе кайиччен патвар каччăсем ăйăрсене иккĕн ик еннелле çавăрса яма пултарчĕçех. Ĕрĕхнĕскерсем, пĕрехмай хартлатаççĕ, тулхăраççĕ, çăварĕсенчен кăпăк тумлать.
Тӳперен аранах çумăр тăкса ячĕ. Утсем те кăштах лăплана пуçларĕç. Çапса çумăр çунине пăхмасăрах пĕртăван паттăрсем Казбекпа Памира чĕлпĕртен çавăтса яла таврăнчĕç.
Аçа çапса ӳкернĕ çамрăк хăла лаша Ахрат çырминче выртса юлчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...