Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеÇул хыççăн çулАтте пилĕУтартаАсаттесемЫлханлă хура çĕмĕртПирĕн çулталăк

Асран тухмастăн эс, Штанаш!


Умра — кив ял, пураллă шкул.

Чунрах-ха вăл, ялан асра,

Пире вăл пачĕ чиксĕр мул…

Пулса курам-ха çав касра.

Çул уçрăн эсĕ, Штанаш,

Çунат та патăн, вăштăрах,

Ир-каç чупатпăр вăш та ваш.

Çулсем ак вĕçрĕç шăкăрах.

Шутлатăп эп, пĕлмес миçен

Çак йăваран инçе вĕçейнĕ?

Ун пилĕпе ӳссе, çиçсе

Миçе ăру-никам виçеймĕ?

 

Умра кив ял, вĕреннĕ шкул.

Чунрах-ха вăл, ялан асра —

Мĕн-ма тесессĕн пачĕ мул…

Тепре пуласчĕ çав касра.

 

* * *

Мăн çут çинче кив шкул вырнаçнă.

Сăн -пичĕпе чуна туртать.

Вăхăт чуппи, манпа калаçнăн,

Историе яри уçать,

Класа учителĕмĕр кĕчĕ.

Тум-çумĕ тап-таса, хитре.

Садри улма пекех ун пичĕ,

Вылять йăл кулă çав питре.

«Сывах-и, тусăмсем-атьсемĕр,

Епле чупатăр?... Лайăх-и?

Пуçланчĕ сирĕншĕн çĕн ĕмĕр. —

Сире сунатăп чи пахи.

Сирĕн умра халь уçă алăк —

Юмах тĕнчи инçе чĕнет,

Унта çитмешкĕн йывăр, паллă,

Çитсессĕн ыр çăтмах кĕтет.

Малалла

«Пăлхавлă» поэт


1972 çул. «Чăваш Ен» ресторантан Валентин Урташ тухать. Хăй самаях хума ĕлкĕрнĕ. Чух-чух çеç пускаласа, кăштах ларса канас, туртса ярас шутла чарăнури сак патнелле утать. Тахăш вăхăтра — сисмен те — ăна икĕ милиционер хулран çатăрласа тытать:

— Ăçта васкатăн, гражданин юлташ? Пирĕн пата мар-и?

— Эп сирĕн юлташăр пулман та, пулмастăп та! — чăрсăррăн тавăрать поэт вĕçерĕнме тăрса. — Ярăр, хăпăр ман çумран!

Кĕçех, раципе чĕнсе илнĕ хыççăн, вĕсем патне «хура çăхан» пырса чарăнать. Йĕрке хуралçисем сăвăçа машина ăшне тĕксе кĕртеççĕ. Алăка тул енчен питĕрсе иличчен маларах Валентин Андреевич тахăш вăхăтра пухăнма ĕлкĕрнĕ çынсем еннелле çаврăнать те:

— Эй, хура халăх! — тет хыттăн кăшкăрса. — Чăваш шăпчăкне тытса каяççĕ! Пулăшăр, хăтарăр!

Анчах нихăшĕ те пĕр утăм тумасть ун еннелле, нихăшĕ те хута кĕрсе çур сăмах шарламасть. Мĕн тĕлĕнмелли! Пирĕн яланах çапла — хăнăхнă укçасăр концерт курма.

Акă илсе çитереççĕ «пăлхавлă» Урташа урăлтаркăча.

— Кам эсĕ? Ăçта пурăнатăн? — ыйтаççĕ сăвăçран. — Мĕн ячĕпе çакнашкалах персе лартрăн?

— Эпĕ — Урташ! Илтнĕ-и? Мĕн те пулин калать-и ку хушамат сире? Персе лартасси вара... Хам укçапа, хам тар тăкса тунипе ĕçнĕ! Сирĕнтен, хыт кукăрсенчен, кивçен илмен.

Малалла

Ешĕл хурăн


Таса уйра, тӳремре,

Çул хĕрринчи çеремре

Ешĕл хурăн çитĕнет.

Çил лăскаман вăхăтра,

Сивĕ тивмен самантра

Тăп ларса вăл киленет.

Шерепеллĕ туратсем,

Вĕтĕ, кăтра çулçисем

Çиçеççĕ ун йăлкăшса,

Çурхи ырлăхлă куна,

Хăй ларакан таврана

Тăраç илемлĕх парса.

Тĕрлĕ вĕçен кайăка

Ларса канма, вăй пухма

Хăй çинех вăл илĕртет.

Кайăк, ăна тав туса,

Савăк юрă юрласа,

Çут сывлăша вирхĕнет.

Çавна курса, савнăçпа,

Эпĕ хам та юрлама

Хурăн айне вырнаçап:

Куççуль тăкнă куçсене

Ĕмĕрлĕхех типĕтсе

Хавас юрă шăратап.

Ешĕл вăрман


Ешĕл вăрман шăп тăрать,

Пĕр сасă та илтĕнмест.

Хĕвел лайăх хĕртсе пăхать,

Кун иртни те сисĕнмест.

Ешĕл вăрман хушшипеле

Тĕрлĕ çеçке лăк ӳсет.

Çак вăрманта çӳренĕ чух

Манăн чунăм хĕпĕртет.

Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ çеçке

Тĕрлĕ тĕслĕ курăнать.

Çеçкесенчен ырă шăрăш

Пĕтĕм çĕре сарăлать.

Вăрман хушши уçланкăра

Хĕрлĕ, сарă çеçкесем.

Çеçке çинчен çеçке çине

Вĕçсе çӳреç пыл хуртсем.

Пит илемлĕ, савăнăçлă

Çулла ешĕл вăрманта.

Вăрман хушшипеле ӳсет

Ешĕл курăк явăнса.

Иккĕленӳ ан пултăр


Юлташ ирех шăнкăравларĕ. Кулленхи пурнăç ыйтăвĕсем яланах кăсаклантараççĕ ăна. Халĕ мĕнле сăптавпа-ши?

— Паянхи хаçата вуларăн-и? — ыйтать вăл манран сывлăх-мĕн сунмасăрах. — Пултарулăх çыннисене хисеплĕ ятсем пани çинчен пĕлтернине куртăн-и?

— Вуларăм, куртăм, — тетĕп çакна. — Виçĕ çынна харăсах сумлă ятсем пани ырă пулăм. Анчах мана çакă тĕлĕнтерчĕ: виççĕшĕнчен иккĕшĕ çинчен пĕр сăмах та çырса кăтартман. Виççĕмĕшĕ пирки вара хаçатра вырăн шеллемен, вăл халичченхи мĕнле ĕçĕсемпе тава тивĕçе тухнине анлăн каласа панă. Ăна иккĕшĕнчен çапла мĕншĕн уйăрнине ăнланмарăм.

— Ăнланмалла марри кунта нимĕн те çук, — тет мана юлташăм. — Халăх вăл тем тĕрлĕ те шухăшлама пултарать. Хаçатра асăнманнисене ахалех пурте пĕлеççĕ тенĕ ĕнтĕ. Теприн пултарулăхĕ пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе ун çинчен çырнă та. Журналистсен профессиллĕ чеелĕхĕ кăна ку.

Ăçта пăхан — утать чăваш...


Ăçта пăхан — утать чăваш...

Пит йывăр кутамкки,

Салхуллă сăнĕ, хăй йăваш,

Тарпа çиçет çамки.

 

Мĕн чул чăваш çак çуркунне

Тапраннă Лешене.

Каяç вĕсем çуракине,

Кайран — тырпул çине.

 

Чулхула вырăс çĕрĕнче

Шыраççĕ ĕç хĕрсе.

Тăван Çĕршыв, Чăваш енче

Çукрах пулас ĕçсем.

 

Чăваш çĕршывĕ — Чăвашьен,

Асаттесен тăпри.

Итле: кунта килен-çӳрен

Вăл Чăвашьен тупри.

 

ака уйăхĕ, 1996

Картара тăрăть ĕне...


Картара тăрăть ĕне,

Сăнчăрланă ун мăйне.

Умĕнче апат купи,

Пăрăх тăрăх шыв юппи.

 

Пурте пур: чăмла, ĕç, çи,

Кун пек чух мĕскер выççи?

Апат тăрăх сĕтна пар,

Çакăн пек сан пархатар.

Хăрушă йăнăш


Куславккари «Ялав» хаçат редакторĕнче эпĕ 1986 çулта ĕçлеме пуçларăм. Паллă ĕнтĕ, вăл вăхăт — перестройка тени амаланса вăй илнĕ тапхăр. КПССăн Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕн Михаил Сергеевич Горбачевăн ячĕ кашнин чĕлхи вĕçĕнчеччĕ ун чухне. Хаçатра та, радиопа телевиденире те кĕрлесе тăратчĕ вăл. Пирĕн хаçат та, паллах, аякра тăман, перестройкăпа унăн лидерĕ çинчен çырсах тăнă.

Чиперехчĕ, анчах пĕррехинче пăтăрмах сиксе тухрĕ. Хаçатăн малтанхи статйинче Горбачев вырăнне «Гробачев» тесе лаплаттарса хунă. Ах, тамаша! Йăнăшнă тейĕпĕр, пулать ун пекки, анчах та мĕнле сăмахра йăнăшса мĕнле сăмах çырса хунă: гроб — ачев! «Гроб» тени мĕн тени? Вилĕм тени. Эппин, эпир перестройкăна питĕ хăвăрт, вăхăтсăр çĕр ăшне чиксе хума шутламан-и вара? Лекет «çӳлтисенчен»! Пуçа касаççĕ...

Çапла ăшталаннă вăхăтра мана хамран аслă юлташсем, редакцире ĕмĕрне ĕмĕрленĕскерсем, ăслă шухăш пачĕç (чăн та, мĕн тери хаклă иккен вăл опыт тени!): пӳрне вĕçне типографи краскине илмелле те хаçатри йăнăш вырăна вараласа тухмалла. Ăнсăртран станок çапла çапнă тетчĕр...

Çапла турăмăр та — коллективпа, сĕтелсем хушшине вырнаçса лартăмăр. Эх! вараларăмăр тăван хаçата! Тиражĕ пысăкчĕ — ултă пин экземпляр ытла. Ĕçе пĕтертĕмĕр те малалла мĕн пулассине кĕтме пуçларăмăр. Вăхăт иртрĕ — сас-хура пулмарĕ.

Малалла

Кĕртмех тивет тип мунча


Ши-ши!

Çилех ӳлет-ши вара?

Вите стени хушăкĕнчен,

Çӳçентерсе мĕнпур енчен

Сив çил вĕрет-ши вара?

Вĕретех çав, вĕрет çав,

Стени шăтăк-çурăк ав.

 

Пат-пат!

Мĕскер-ха патлатать?

Пирĕн ĕне ферминче,

Йĕпе-сапа кунсенче

Чăнах çумăр-ши анать?

Анатех çав, пат тумлать,

Çийĕ шăтăк — çав хуплать.

 

Чĕрик-чарик!

Чĕриклетет, çухăрать,

Лумпа хирсен уçăлать,

Виççĕн тĕксен хупăнать.

Алăках-ши ку вара?

Алăках çав, алăках —

Шалта тислĕкĕ лăках.

 

Вăш-ваш!

Вĕлтрен милĕк вăшлатать,

Мунча чулĕ чашлатать.

Çирĕп тытас милĕкне,

Хĕрхенес мар ăшшине.

Ӳрĕк-сӳрĕк пуçлăха

Кĕртмех тивет тип мунча.

Иртсе пырать ырхан кун-çул...


Иртсе пырать ырхан кун-çул,

Чĕре ман çук — ăшра ман чул.

Çук тăнăм ăнланма çукка...

Çук пурнăç — халăхри хушка!

 

Хăçан пĕтет ку самана?

Хăçан пур çитĕ Амана?

Тăрантарма ачасене

Лăплантарма чун ыйтнине.

 

Çук халь тӳлеклĕх халăхра —

Пăхсан куратăн "Кашкăра".

Шăл хăйраса, куçпе çиçсе

Этем пăхать этем çине.

■ Страницăсем: 1... 680 681 682 683 684 685 686 687 688 ... 796

Шухăшсем