«Пăлхавлă» поэт
1972 çул. «Чăваш Ен» ресторантан Валентин Урташ тухать. Хăй самаях хума ĕлкĕрнĕ. Чух-чух çеç пускаласа, кăштах ларса канас, туртса ярас шутла чарăнури сак патнелле утать. Тахăш вăхăтра — сисмен те — ăна икĕ милиционер хулран çатăрласа тытать:
— Ăçта васкатăн, гражданин юлташ? Пирĕн пата мар-и?
— Эп сирĕн юлташăр пулман та, пулмастăп та! — чăрсăррăн тавăрать поэт вĕçерĕнме тăрса. — Ярăр, хăпăр ман çумран!
Кĕçех, раципе чĕнсе илнĕ хыççăн, вĕсем патне «хура çăхан» пырса чарăнать. Йĕрке хуралçисем сăвăçа машина ăшне тĕксе кĕртеççĕ. Алăка тул енчен питĕрсе иличчен маларах Валентин Андреевич тахăш вăхăтра пухăнма ĕлкĕрнĕ çынсем еннелле çаврăнать те:
— Эй, хура халăх! — тет хыттăн кăшкăрса. — Чăваш шăпчăкне тытса каяççĕ! Пулăшăр, хăтарăр!
Анчах нихăшĕ те пĕр утăм тумасть ун еннелле, нихăшĕ те хута кĕрсе çур сăмах шарламасть. Мĕн тĕлĕнмелли! Пирĕн яланах çапла — хăнăхнă укçасăр концерт курма.
Акă илсе çитереççĕ «пăлхавлă» Урташа урăлтаркăча.
— Кам эсĕ? Ăçта пурăнатăн? — ыйтаççĕ сăвăçран. — Мĕн ячĕпе çакнашкалах персе лартрăн?
— Эпĕ — Урташ! Илтнĕ-и? Мĕн те пулин калать-и ку хушамат сире? Персе лартасси вара... Хам укçапа, хам тар тăкса тунипе ĕçнĕ! Сирĕнтен, хыт кукăрсенчен, кивçен илмен.
— Но-но, ытлашши ан кĕмсĕртет. Унсăрăн наччас çăварăнтан çăра çакатлăр! — тет пĕчĕк сĕтел хушшинче çырса ларакан сержант. — Тепĕр хут ыйтатăп: хушаматупа яту мĕнле?
— Каларăм вĕт-ха, Урташ терĕм.
— Пире сан темле мăшкăлтăк яту мар, чăн-чăнни кирлĕ!
— Чăн-чăнни? — тарăхса каять Валентин Андреевич. — Сиртен хăшĕ те пулин «Шупашкар урамĕ» юрра илтнĕ-и?
— Ну, илтнĕ пултăр. Вара мĕн?
— Эп — унăн авторĕ, сăмахĕсене çыраканни. Кĕвви — Саша Сергеевăн, манăн çывăх юлташăн.
— Интереснă, — пуçне сулкалать чăркăш сержант тăруках «çемçелсе». — Ма малтанах çапла каламарăн? Эпир те литературăпа искусство мĕнне кăштах чухлатпăр, Урташ юлташ. Мĕнле, килĕре машинăпа леçсе хăвармалла мар-и?
— Кунта «леçнĕшĕн» те тавах, каялла хам урапа каятăп. Халиччен — Турра шĕкĕр! — сирĕнтен пулăшу ыйтманччĕ-ха.
— Каçар уш, ытлашши ан кӳрен: йăнăшасси-тăвасси пирĕн те пулкалать, эпир те чĕр çынсемех.
— Каçаратăп, — йывăррăн хашлатать сумлă поэт, — лере кайсан...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...