Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунТантăшсемЙышăнман сăмахсемАтте пилĕЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеСана ҫырма сӑмах ҫитетСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Юрă çурални


Эс тупнă теççĕ тĕлĕнтермĕш юрă

(Ăна пĕлмен çын çук та таврара).

Хир чечекне çут кăмăлпа чуптурăн,

юрларăн юрруна та пĕр çавра.

Савăнăçна туятăп эп, тăванăм, —

юрру вĕçсе саланĕ хир-вăрманăн.

 

Эс утрăн вăрманти сукмаксемпе,

Вуншар шыв урлă ӳркенмесĕр каçрăн.

Çухатрăн канăçна çав чечекпе —

эс хĕвелпе, çилпе, вутпа калаçрăн.

Вăл пычĕ сан патна, темрен хыт кулчĕ:

Вылятпăр-и тесе мана ал сулчĕ.

 

Вăл утнă чух, эп куртăм чĕмсĕр уйăх —

Именчĕкскер — кăвак юманлăхра

кашни çулçа хăю тытма хăюлăх

çитернине: çак ырă вăхăтра

сирень садне эп питĕ шăппăн кĕтĕм —

чӳхенчĕ кăн-кăвак чернил пек тĕтĕм.

 

Ун сăн-питне ирхи хĕвел пек, теççĕ —

нумайăш куç хываççĕ ял хĕрне.

Ун сассинче ирхи çилсем кĕрлеççĕ,

чĕнеççĕ кайăксем те пĕр-пĕрне —

сĕм вăрманта шывсем шăнкăртатаççĕ,

çап-çамрăк йăмрасем пăшăлтатаççĕ.

 

Эх, çирĕмри пуçтах ăссен тĕнчи,

мĕскершĕн-ши вылянчăк, тĕркĕшӳллĕ?

Малалла

Çунатсăр Çилçунат


Пьесăра вылякансем:

Павăл

Матюк — унăн арăмĕ

Уля — кӳршĕ хĕрĕ

Мăтя — Улян ашшĕ

Марче — Улян амăшĕ

НКВД ĕçченĕсем:

Жеребцов

Пиманов

1-мĕш милиционер

2-мĕш милиционер

Михалкка, Элюç, Энтепе ял çыннисем.

Ĕçсем 1920-30-мĕш çулсенче пулса иртеççĕ. Таврара Шакур атаман алхасать. Мухаметжанов следователь Шакур атаман шайккине арестлес енĕпе тăрăшса ĕçлет. Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел тăрăхĕсенче милиционерсем Шакур çыннисене йĕрлеççĕ. Энтепе ялĕнче пурăнакан Вăрă Павăлăн та пурнăçĕ япăхланать.

 

1-мĕш курăну

Пӳлĕм. Сĕтел, икĕ пукан. Сулахайра кровать. Хăй чикки çунать. Пӳлĕмре Уляпа Матюк алă ĕç тăваççĕ. Улах юрри юрлаççĕ.

Йăранĕ-йăранĕ ешĕл сухан —

Илемлĕ-çке ешĕл вăхăтра.

Тантăш, эс те çамрăк, эп те çамрăк,

Илемлĕ-çке çамрăк вăхăтра.

Иртсе кайрĕ улах сăри,

Малалла

Салампи юрри


Çӳл тӳпере çăлтăр вылять,

Сан куçу пек йăлтăртатса.

Чул хушшипе тăр шыв юхать,

Сан куллу пек шăнкăртатса.

 

Сывлăм ӳкет садсем çине,

Кĕмĕл сапса тăван çĕре.

Ăçта-ши эс çак каçхине?

Сана кĕтсе çунать чĕрем.

 

Пĕччен ытла кичем мана,

Сансăр мĕнле çĕр ирттерес?

Мĕн пулчĕ-ши, тусăм, сана?

Ăçта-ши эс? Кампа-ши эс?

 

Шуçăм çути çӳл тупере —

Пуриншĕн те килет ыр кун;

Сӳнми çунать хĕрӳ чĕрем,

Саншăн çунать ман çамрăк чун.

Тĕксĕмччĕ, салхуччĕ...


Такăртаттарса чӳречене,

Пĕлĕтсем тăкатчĕç шерпетне,

Тĕксĕмччĕ, салхуччĕ

çут çанталăк...

Кĕç çуталчĕ, йăлтăрчĕ

тавралăх!

Çуркунне пек,

йăл кулчĕ тĕнче!

Эсĕ-мĕн утан

çул леш енче.

Çĕн хуçасем сад пахчине пăсаççĕ...


Çĕн хуçасем сад пахчине пăсаççĕ

(Кив хуçасем чĕртсе хăварнине.)

Пуртăпала улмуççине касаççĕ,

Лумпа хайăрттараç тункатине.

 

Пăтăртатать те татăлать тымар.

Е хамăн шăнăрсем çапла палтлатрĕç?

Çынсем, çăлсамăр! Ахлататъ сад мар -

Ман чĕрене кăклаç, тăпăлтараççĕ

Тымарĕ-мĕнĕпе.

Хал çук чăтма!

Пирĕн ял


Эпĕ Татмăш ялĕнче пурăнатăп. Ялĕ калама çук илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çывăхрах вăрман. Çынсем унта час-часах çырла-кăмпа татма çӳреççĕ. Ял вĕçĕнчех пысăк пĕве. Çуллахи вăхăтра ун хĕрринчен ача-пăча татăлма та пĕлмест. Шăрăх вăхăтра кунĕпех шывра шампăлтатаççĕ, пушă вăхăтра пулла çӳреççĕ. Ял йĕри-тавра тĕрлĕрен улăх-çаран, çырма-çатра.

Татмăш ялĕнче манăн асанне те çуралса ӳснĕ. Вăл Клава ятлă. Асанне халĕ утмăл çултан иртнĕ. Вăл ватă пулин те пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Кунĕпех килте ĕçлесе çӳрет. Асанне пĕчченех пурăнать пулин те тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать. Пахчара тĕрлĕ çимĕç ӳстерет. Эпĕ ун патне час-часах кайса çӳретĕп, вăй çитнĕ таран ăна пулăшма тăрăшатăп.

Акă паян та асаннен сурăх кĕтĕвĕ пăхма каймалла. Эпĕ те унпа пĕрле ир-ирех тăрса кĕтĕве ялтан хăваласа тухрăм. Çанталăк ирех ăшă. Хĕвел те паян ирех хĕртсе пăхать. Çил çукпа пĕрех. Хушăран çеç кассăн-кассăн ăшă çил вĕрсе иртет. Сурăхсем симĕс курăка кăмăлласах çиеççĕ.

— Паян çанталăк шăрăх пулать пулас. Ирех пăчă, — тет асанне. — Кăнтăрлахи шăрăхра сурăхсем те çӳресшĕнех мар, сулхăна пухăнса тăраççĕ. Халĕ Хурама уйнелле каяр-ха. Унта курăк çӳллĕ, сурăхсем те лайăх çӳреççĕ. Кăнтăрла çитсен вара йывăçсен сулхăнне ларăпăр.

Малалла

Юхăм


Юхатчĕ юханшыв.

Çырав хĕрне пыраттăм,

вăл мар,

эп хам та юхнăн

туйăнатчĕ,

йĕри-тавра

тĕнче кулатчĕ,

тем калатчĕ.

Пин-пин шевле пулса,

Çӳл тӳпери пĕр хĕвелех,

шыв чуппипе

вылятчĕ...

Тенче

хăй йĕркипе-ши

улталанă?!

Эп — улталаннă,

эп тăнă вырăнтах çав,

çавăнтах...

Шăвать те пурнăç —

аса килет-çке пĕтĕмпех:

тен, пурнăç çеç шăвать

каллех, тен, эп тăрап

ĕлĕкхиллех?!

Çук-çук,

утăтăп,

эртелпех...

Ури çине ĕне пусман тетĕр пуль...


Ури çине ĕне пусман тетĕр пуль,

Шухă пуçне шур сăн çапман тетĕр пуль.

 

Ĕне пуснă урапах тăн-тăн утса тухатăп,

Ир шуралнă пуçăма сарă сăрпа сăрлатăп.

 

Тăшман курсан — пăрăнтăр,

Тăван курсан — савăнтăр.

Айван чух шутлаттăмччĕ...


Айван чух шутлаттăмччĕ:

Çунат пур-тăк — вĕçмеллех,

Çуната вĕт çавăнпа сараççĕ.

 

Айван чух шутлаттăмччĕ:

Ура пур-тăк — утмаллах,

Ахальтен мĕн-ма ура параççĕ.

 

Халь ĕнтĕ ыйтмастăп,

Халь хамах чухлатăп:

Манăн та пуç пур та —

Пурпĕр йăнăшатăп...

Сар хурăн


Штанаш ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Анкартиш хыçĕнченех вăрман пуçланать. Путек хăртнинче мĕн ĕлĕкрен сурăхсен кĕтĕвĕ çӳрет, ана-çаран юртан кăшт тасалсассăнах сурăхсемпе путексене анкартиш хыçне кăларса яраççĕ. (Ĕлĕк путексене вăрмана кĕртсе янă, лешсем çав вырăнти йывăçсене çисе янă. Çавăнтанпа ку вырăна Путек хăртни тесе калаççĕ). Путек хăртни, Улмуççи варĕ, Мăкшă, Пакан, Мишка çырми, Ăртикка варĕ, Çирĕклĕ шур, Матля çаранĕ, Сар хурăн... Кашни çырман, кашни варăн хăйĕн ячĕ пур. Хăшĕсем çын ячĕпе, теприсем формине кура, виççĕмĕшсем кунти ӳсен-тăрана кура хăйсен ятне тивĕçнĕ.

Пирĕн тăрăхра варсем питĕ нумай. Кашни вар хăйне май хитре. Пуринчен те хитри — Сар хурăн. Мĕншĕн çак ят панă-ши пĕчĕк çеç вăрмана? Мĕншĕн тесен ытти йывăçсемпе танлаштарсассăн ку вăрманта шурă хурăнсем ытларах ӳсеççĕ. Кĕркунне вăрман ылтăн тум тăхăнать, сап-сарă çулçăсене кура çапла ят туяннă вăрман.

Сар хурăн варĕ Штанашран Элĕк районĕнчи Тури Выл ялне тăсăлакан çул çинче вырнаçнă.

Сар хурăн варĕ çав тери илемлĕ, çав тери хитре. Юнашар пĕве. Кунта шыва кĕме те пулать. Выльăхсем те çуллахи шăрăхра пĕвене васкаса анаççĕ, хăваламасăр та пĕверен тухмаççĕ. Пĕвере тĕрлĕ пулă ишет, ирĕн-каçăн ачасем вăлта йăтса кӳлле пулă тытма каяççĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 585 586 587 588 589 590 591 592 593 ... 796

Шухăшсем