Политика
![]() Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне 62 ҫулти Виктор Шметкова отставкӑна янӑ. Ӑна урӑх ӗҫе куҫарнӑ. Малашне вӑл РФ ШӖМӗн Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнчи транспорт управленине ертсе пырӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Виктор Шметков пирӗн республикӑри ШӖМе 2019 ҫултанпа ертсе пынӑ Унччен вӑл ШӖМӗн Волгоград облаҫӗнчи управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Шметков умӗн пирӗн республикӑра Сергей Неяскин шалти ӗҫсен министрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперне Олег Николаева Узбекистанра чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ. Карши университетӗнчи студентсем аякри хӑнасем валли чӑваш юррине шӑрантарнӑ. Тӗлпулура ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси пирки калаҫнӑ. Уйрӑмах вӗренӗве тимлӗх уйӑрнӑ. Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре Узбекистанри 150 яхӑн студент ӑс пухать. Малашне ҫамрӑксемпе улшӑнма, квотӑсем хатӗрлеме палӑртнӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ ҫӗвӗ фабрикине, газохими заводне тата «Uzbekistan GTL» завода ҫитсе курнӑ. Икӗ ен пирӗн технологисем вӗсен производствине мӗнле ҫӗнетме пултарнине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Депутатсем Сергей Артамонова Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулма суйланӑ. Паян Патшалӑх Канашӗн 34-мӗш сессийӗ иртнӗ. Сергей Артаманов кандидатурине 38 депутат суйланӑ, иккӗн хирӗҫ пулнӑ. Аса илтерер: Республика правительствине Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ку дожноҫе 8 ҫул Иван Моторин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Максим Семенов хӑйӗн дожноҫӗнче малалла ӗҫлӗ. Ӑна депутатсем отставкӑна ярайман – сасӑ ҫитмен. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хӑш-пӗр депутачӗ ӑна отставкӑна яма ыйтнӑ-мӗн. Паян пуху иртнӗ, унта журналистсене кӗртмен. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пухура пулнӑ 18 депутатран 14-шӗ Семенова отставкӑна ярассишӗн сапланӑ. (Пӗтӗмпе – 25 депутат). Ку 56 процентпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев строительство министрне хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Владимир Максимов йышӑннӑ. Вӑл - 40 ҫулта, 4 ача ашшӗ. 2007 ҫултанпа Вӑрмар районӗн администрацийӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Строительство министерствине куҫнӑ. Кайран министр ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултанпа – пӗрремӗш ҫум. Кӑҫал кӑрлачранпа министр тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Аса илтерер: унччен министр пулнӑ Михаил Коледана Элтепер шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Владимир Максимов пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Журналистсем ӑна хӑйне те, видеоҫыхӑну урлӑ та ыйту пама пултараҫҫӗ. Пресс-конференци 11 сехетре пуҫланать. Эфира Чӑваш наци телевиденийӗпе, Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Чувашская Республика» ушкӑнра, «Республика 21» телеграм-каналта курма пулать. Ҫавӑн пекех Тӑван радиопа, Наци радиовӗпе итлеме май пур. Олег Николаев ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин канашлусенчен пӗринче кӑмӑл-туйӑмне ирӗке янӑ. Канашлура тискер кайӑка тытмалли сунар вӑхӑтне уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пуху чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешмелли станцире иртнӗ. Тӳре-шара усал сӑмахпа перкелешме тытӑнса кайнӑ, ҫапӑҫма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Усал сӑмах шайӗнчи тавлашу ҫапӑҫӑва куҫнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ видео тӑрӑх хакласан, чи малтан алӑ ҫӗклекенни округ пуҫлӑхӗ пулнӑ. Пӑтӑрмаха пакунлисем хак парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() t.me/government_chuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере пирӗн республикӑн правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Денис Шишкина шаннӑ. Дениса Алексеевича ку пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паянтан Владимир Гладнев Мари Эл сывлӑх сылавӗн министрӗн должноҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ку должноҫре 2,5 ҫул ӗҫленӗ. Мари Элти министр патшалӑх службинче ӗҫлесе пенси ӳсӗмне ҫитнӗ май хӑйӗн ирӗкӗпе пушӑн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Владимир Гладнева ку вырӑна лартасси пирки Мари Республикин Пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев хушу алӑ пуснӑ. Тӗрӗслев срокӗ – ҫул ҫул. Палӑртмалла: Владимир Гладнев 1979 ҫулта ҫуралнӑ, Йошкар-Олари медицина колледжӗнче вӗреннӗ, унтан – Питӗрти И.И.Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнче. Кайран Йошкар-Олари 4-мӗш поликлиникӑра, Росздравнадзорӑн регионти управленийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |