Ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев строительство министрне хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Владимир Максимов йышӑннӑ.
Вӑл - 40 ҫулта, 4 ача ашшӗ. 2007 ҫултанпа Вӑрмар районӗн администрацийӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Строительство министерствине куҫнӑ. Кайран министр ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултанпа – пӗрремӗш ҫум. Кӑҫал кӑрлачранпа министр тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: унччен министр пулнӑ Михаил Коледана Элтепер шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.
Владимир Максимов пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Agabazar // 2111.27.2868
2025.04.13 18:03 | |
![]() |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт) |