|
Политика
![]() https://max.ru/mintrud_21 видеовӗнчен илне скриншот Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Халӑхпа ҫыхӑнӑва республика ертӳҫи ирхи 11 сехетре тухӗ. «Республика аталанӑвӗ тата пирӗн малашнехи плансем ҫинчен калаҫӑпӑр. Чи кирли – сирӗн ыйтӑвӑрсене хуравлӑп. Сире мӗн пӑшӑрхантарнине сӳтсе явӑпӑр, пӗр ыйту та хуравсӑр юлмӗ», — ҫапла ӗнентерсе каланӑ Элтепер МАХри хӑйӗн каналӗнче. Ыйтусене маларах та парса хума пулать. Вӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ та ӑсатма юрать. Эфир кунӗнче вара трансляци чатӗнче ҫырма май килӗ тата 8 (8352) 565-100 номерпе шӑнкӑравласа ҫыхӑнма май туса парӗҫ. Тӳрӗ эфира Элтеперӗн «Контактри» странцинче тата «Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) пабликра, Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗпе тата ЮТВ телеканалсенче курма, Наци радивовӗпе вара итлеме май килӗ. Текст трансляцийӗпе «Чӑвашинформ» тата «Хыпар» хаҫатсем паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Сергей Артамонов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ пулӗ. Кандидатурӑна парти председателӗ Дмитрий Медведев ырланӑ. Дмитрий Медведев партин Чӑваш Енре ҫынсемпе тӳрремӗн хутшӑнассине малалла тӑсмаллине каланӑ. «Ҫынсемпе халӑх тетелӗсенче кӑна мар, ҫӗр ҫинче те ытларах хутшӑнмалла», — тенӗ Дмитрий Анатольевич. Сергей Артамонов республикӑра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тӗп парти вӑйӗ пулнине каланӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн йышӗнче – 45 пин ҫын, ҫулталӑкра ку кӑтарту лайӑхланнӑ: 4 пин ҫын нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Правительстви иртнӗ ҫул епле ӗҫленипе паллаштарнӑ. Ҫулталӑкри отчетпа Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов тухса калаҫнӑ. Сергей Артамонов хӑйӗн сӑмахне депутатсене ырласа мухтанинчен тата тав тунинчен пуҫланӑ. Сергей Геннадьевич палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, депутатсем республика Правительствин пуҫарӑвӗсене яланах ырласа йышӑннӑ. Унтан вӑл республика Правительстви Раҫҫей Президенчӗ тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пынине палӑртса хӑварнӑ. Министрсен Кабинечӗн Председателӗн докладне итленӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ фракци депутачӗсем тӗрлӗ темӑна пырса тивекен ыйтусем панӑ, вӑл вӗсене хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫлекен Ольга Рассановӑна ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ольга Евгеньевна министерствӑри ҫемҫе пукана пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пушатӗ. Ольга Рассанова министр ҫумӗ пулса ӗҫлеме 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Вӑл ун чухне 51 ҫулта пулнӑ. Министр ҫумӗ пулма тивӗҫ пулнӑ хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ, Мускаври потребкоопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл — экономика наукисен кандидачӗ, доцент. Министр ҫумне лариччен Ольга Рассанова Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче экономика тишкерӗвӗн, стратеги енчен планлас тата прогноз тӑвакан пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Республикинчи ӑста йӑваланӑ ҫӑматӑна Раҫҫей дипломачӗ Мария Захарова питӗ килӗштернӗ. Килӗштернӗ кӑна мар, туяннӑ та. Мускавра халӑх промыслисен «Ладья» куравӗ иртнӗ. Унта Раҫҫей дипломачӗ, Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин официаллӑ представителӗ Мария Захарова та ҫитсе курнӑ. Вӑл чӑваш ӑстисенчен ҫӑматӑ туяннӑ. Мария Владимировнӑна уйрӑмах тӗрленӗ уйӑппа илемлетнӗ ҫӑматӑ килӗшнӗ. «Мана хальхинче чӑваш ҫӑмачӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Мария Захарова «Известия» хаҫат корреспондентне. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна ҫитес хӗл валли туяннӑ. Ҫапах та ҫак кунсенче те сивӗ – тен, халӗ те тӑхӑннӑ ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Алексей Матросов Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫ вырӑнне пушатнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ Муркаш округӗн депутачӗсем пуҫлӑхӑн заявленине тивӗҫтернӗ, ӗҫ вырӑнне пушатнипе килӗшнӗ. Халӗ Алексей Матросов вырӑнӗнче вӑхӑтлӑха унӑн пӗрремӗш ҫумӗ ӗҫлӗ. Вӑл — тирпей-илем кӗртес тата территорисене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Мясников. Алексей Матросов Муркаш тӑрӑхне 2022 ҫултан ертсе пыма тытӑннӑ. 2025 ҫулта ӑна тӑлӑх ачасем валли начар хваттерсем туянса панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Суд ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Муркаш округӗн пуҫлӑхне пуҫиле яваплӑхран хӑтарнӑ. Халӗ вӑл хӑй ирӗкӗпе ӗҫ вырӑнне пушатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Республикин вице-премьерӗ пулнӑ Дмитрий Краснов ӑҫта ӗҫлени паллӑ. Тӳрех аса илтерер: вӑл 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вице-премьер должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑччӗ. Унта вӑл 3 уйӑх ӗҫленӗ. Вице-премьер пулнӑ чухне вӑл промышленноҫ, экономика тата туризм ыйтӑвӗсемпе тӑрӑшнӑ. Унччен вара, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Краснов Донецк Халӑх Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ку хушӑва регион пуҫлӑхӗ Денис Пушилин паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн малашне ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пулӗ. Кун пирки Олег Алексеевич халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ. Ку тивӗҫе Элтепер Наталия Воскресенскаяна шаннӑ. Наталия Валерьевна республикӑра «Кадрсем» наци проектне мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑраканни пулӗ. Палӑртса хӑварар: Наталия Воскресенская 2002 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл ЧПУра хушма пӗлӳ паракан центр пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – экономика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ тата РФ Вӗренӳ министерствин Социоцентрӗн опытлӑ эксперчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енре управленийӗн пуҫлӑхӗ улшӑннӑ. Ку должноҫе вӑхӑтлӑха Татьяна Гермонова пурнӑҫлать. Вӑл 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ. Халӗ вӑл Надежда Луговская кайнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха хӑйӗн ҫине илнӗ. Надежда Луговская кӑҫал 65 ҫул тултарнӑ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл патшалӑх службинчен каймасть, Мускав облаҫне ӗҫлеме куҫать. Вӑл Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗр округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, халӗ йӗрке хуралҫисем хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ-мӗн. «Палӑртни пӗлтерӗшлӗ: должноҫе тата мӗнле хисепе тивӗҫнине пӑхмасӑр саккун умӗнче пурте пӗр тан», — ҫапла ҫырнӑ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл кам пирки сӑмах пынине каламан. Анчах тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем кунта Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пирки сӑмах пынине палӑртнӑ. Ун патӗнче паян ухтарусем иртнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
