Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 35babushkinskij.gosuslugi.ru сайтри сӑн Ултавҫӑсенчен хӳтӗленмелли ҫӗнӗ мел шухӑшласа тупнӑ. Android телефонпа усӑ куракансем сӑнпа ҫирӗплетсен кӑна укҫа куҫарнине, тӳленине тата ытти операцие пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Кӗҫех ку функци чылай операци тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫламалла. Ку ултавҫӑсем харпӑр кабинетпа усӑ курассинчен сыхлӗ. Ку функципе усӑ курас тесен банк уйрӑмне ҫитсе е «Госуслуги» сарӑм урлӑ Пӗрлехи биометри тытӑмне биометрие памалла. Ултавҫӑсенчен хӳтӗлекен ӑслӑ платформа хӑех операцие биометрипе ҫирӗплетме ыйтать. Тӗслӗхрен, пысӑк укҫа куҫарнӑ чухне. ӑна нимӗнле дип-фейк та, сӑн ӳкерчӗк те улталаймасть. Малашне кредит илнӗ тата банк карттипе операци тунӑ чухне те биометрипе ҫирӗплетмелле тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ru.freepik.com сайтри сӑн Пушӑн 15-мӗшӗнче «Конфетка» шоуна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Денис Волков хутшӑннӑ. Вӑл тинех ӗмӗтне, сцена ҫине тухассине, пурнӑҫланӑ. Малтан Денис, икӗ ача ашшӗ, шоферта тата дальнобойщикре ӗҫленӗ. Ӳсӗмне кура ӑна актера вӗренме илесшӗнех пулман. Ҫапах халӗ вӑл театрта тата кинора ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Шоура Денис 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ юрӑпа паллаштарнӑ. Композицие Гарик Мартиросян, Марина Кравец, Клава Кока, Тимур Родригез тата Ваня Дмитриенко хакланӑ. Юлашкинчен ку юрра «Иванушки International» ушкӑна юрлаттарнӑ. Ҫапах финалта ҫӗнтерме Денис кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра иртнӗ «Пыл хурчӗ тата ҫын» конгресра чӑваш пылне тивӗҫлипе хакланӑ. Леонид Кудряшовӑн пылӗ 35 ҫӗршывран илсе килнӗ пылсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн тути ҫемҫе, паха. Ку жюрие чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Леонид ӑна Етӗрне округӗнчи Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче туса илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Санкт-Петербургра «Тӗп район миссисӗ» конкурс пуҫланнӑ. Унта пӗтӗмпе 12 хӗрарӑм хутшӑнать. Ҫак йышран виҫҫӗшӗ — чӑваш: Татьяна Байбарина, Анастасия Букина тата Ирина Кондакова. Вӗсем ыттисемпе пӗрле коронӑшӑн кӗрешӗҫ. Чиперккесем тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурсҫӑсем ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне Анастасия Степанова (сӑн ӳкерчӗкре хӗрлӗ хӑю ҫакнӑ пике) йӗркеленӗ. Вӑл – чӑваш, илем конкурсӗсене хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Красноярск крайӗнче хӗрарӑм икерчӗ нумай ҫисе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унта Ҫӑварни пулнӑ май икерчӗ ҫиекенсен конкурсӗ иртнӗ. Хӗрарӑм ҫӑварне икерчӗ чикнӗ те чикнӗ, хӑй чӑмламан та. Ҫӗнтерес умӗн темиҫе минут маларах вӑл сывлайми пулса ларнӑ. Тухтӑрсем хӗрарӑма ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах икерчӗ апат ҫулне пӳлсе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗнче строительство таварӗн хакӗ ӳсӗ. Строительствӑн хӑй хаклӑхӗнче самай вырӑн йышӑнакан тавар 15-20 процент хакланма пултарӗ. Кун пирки «Вектор Проект» архитектурӑпа проект компанийӗн генеральнӑй директорӗ Антон Баксараев пӗлтернӗ. Эксперт шухӑшланӑ тӑрӑх, пуринчен ытла бетон, пӳрт тата ытти хуралтӑ витмелли хатӗр, кирпич, бетонтан туса кӑларна блок, минерал ватин мачӗ, шӑвӑҫ, тимӗр пӑрӑх, щебень, хӑйӑр, кабель, арматура хакланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри студентсем те Хура тинӗсри мазута пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Хура тинӗс хӗррине тӗрӗслесе мазутлӑ вырӑнсене тупса тасатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак инкекре шар курнӑ кайӑксене, чӗрчунсене пулӑшаҫҫӗ. Ку кӑна мар, вӗсем шар курнисен ӑшӑнмалли тата апатланмалли пунктсенчи ӗҫе те хутшӑнаҫҫӗ Пӗр сӑмахпа, вӗсем – паттӑрсем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Регнум" ИА архивӗнчи сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 80 пин тенкӗ парӗҫ. Ҫак укҫанах вӑрҫӑ участникӗсем, сусӑрӗсем, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем, нимӗҫсем ярса илнӗ Сталинградра тата Севастопольте пурӑннисем, концлагере лекнӗ ачасем тивӗҫӗҫ. Тыл ӗҫченӗсене тата 18 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн концлагере лекнисене 55 пин тенкӗ парӗҫ. Укҫана илес тесен нимӗнле заявлени те ҫырмалла мар. Тӳлеве Ҫӗнтерӳ кунӗччен куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ыран, тунтикун, ирхине пӗтӗм Раҫҫейӗпе магнит тӑвӑлӗ хуҫаланма тытӑнӗ. Кун пирки ӑсчахсем асӑрхаттараҫҫӗ. Ку Хӗвел ҫинчи питӗ пысӑк шӑтӑка пула пулать. Магнит тӑвӑлӗ эрне тӑршшӗпех хуҫаланӗ. Асӑрханӑр: ҫакна пула ҫынсем хӑйсене япӑх туйма пултараҫҫӗ.____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |