
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр.
Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ.
Республикӑн ЗАГС ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑл-хӗрне мӗн ят панине тишкерсе тухнӑ. 2012–2013 ҫулсенче сайра пулин те, анчха чӑваш ячӗсем те пуррине асӑрханӑ. Вӗсем: Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Саламби. Ҫапла, кашниех хӗрарӑм ячӗсем.
Ытти ята илсен хальхи вӑхӑтра авалхи вырӑс тата Библири ятсене хурас йӑла час-час тӗл пулать иккен. Авалхи вырӑс ячӗсем терӗмӗр-ха. Анчах чӑн вырӑсла Ваҫҫӑсемпе Петьӑсем паян манӑҫса пыраҫҫӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вара шӑпах ҫав ятсене нумай суйланӑ.
Хӗрарӑм ячӗсенчен паян ыттисенчен сайра тӗл пулакан Аида, Властилина, Гера, Дельфина, Добромира, Доминика, Женевьева, Ива, Иоланта, Мадонна, Максим, Миляуша, Павла, Хадиджа, Чулпан, Саида, Ярославна йышшисене суйлакнасем те пур-мӗн. Чиркӳри ятсенче е классикӑлла хайлавсенче кӑна тӗл пулаканнисене: арҫын ачасенчен — Гордей, Глеб, Матвей, Савелий, Арсений, Демьян, Прохор, Захар, Елисей, Савва, хӗрачасенчен — Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара текеннисене суйлакансем йышлӑ иккен.
Элӗк районӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пилӗк Макҫӑмпа пилӗк Тари ҫуралнӑ. Тӗрӗссипе вӗсене ашшӗ-амӑшӗ чӑвашла ҫакӑн пек ачашласси иккӗленӳллӗ. Ӗлӗкхи ятсем таврӑнаҫҫӗ-ха, анчах Максим тата Даша тенипе...
Асӑннӑ районта кӑҫал 107 пепке кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 56-шӗ — хӗрачасем. Ҫавсенчен пиллӗккӗшне Даша тесе чӗнме тытӑннӑ, арҫын ачасен хушшинче вара — пилӗк Максим. Дмитрийсемпе Павелсем, Ксенийӑсемпе Анастасийӑсем тӑватшар, Кирилл, Артемий, Арсений тата Марийӑпа Анна — виҫшер.
Элӗк районӗн ЗАГСӗ юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ ачасен йышӗ ӳснӗ тесе пӗлтерет. Пурӗ 31 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗпе танлаштарсан 16 ача ытларах пулать. ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх кун пек нумай ача ҫураласси 2000 ҫултанпа пулман, тет. 31 ачаран 20 арҫын ачапа 11 хӗрача. 11 ачи ҫӗмьере пӗрремӗш ача пулнӑ, вуниккӗшӗ иккӗмӗш, ҫиччӗшӗ — виҫҫӗмӗш, пӗри вара — тӑваттӑмӗш. Ачисене ытларах Романпа Карина ятсене хунӑ. Сайра тӗл пулакан ятсем шутне Ноннӑпа Ариадна кӗреҫҫӗ. Шел те Нарсписем ҫуралма пӑрахнӑ иккен Чӑвашра. Ют ҫӗршыв ачисем ытларах ҫуралаҫҫӗ тейӗн.
31 ача ҫуралнӑ пулсан та пӗтӗмшӗшле халӑх йышӗ ӳсмен — 34 ҫын ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ — 14 арҫынпа 20 хӗрарӑм. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗпе танлаштарсан ку 4 сахалрах ӗнтӗ. Уйӑх хушшинче 11 ҫемье чӑмӑртаннӑ, иккӗшӗ саланнӑ. Пӗлтӗрхи уйӑхра вара 6 чӑмӑртаннӑ пулнӑ та виҫҫӗшӗ арканнӑ.
