Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Хӑшӗ-пӗри Андриян Николаев палӑкне байкер вырӑнне йышӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.09.2014 20:39 | 2116 хут пӑхнӑ
Хулара Андриян Николаев палӑкӗ
Андриян Николаев палӑкӗ

Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ.

Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ.

Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр.

Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ.

Ларӑва хутшӑнакансем урам ячӗсене улӑштарасси тӑкаклӑ пулнине каланӑ. Ара, почта адресӗсене, регистраципе учет даннӑйӗсене улӑштармалла-ҫке-ха.

#Шупашкар, #палӑксем, #урамсем, #ятсем, #ларусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73193
 

Комментари:

Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.26 22:45
Тата Ленин, Дзержинский, Кривов, мичман Павлов, Чапаев урамĕсен ячĕсене те улăштармалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем