Элӗк районӗн ЗАГСӗ юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ ачасен йышӗ ӳснӗ тесе пӗлтерет. Пурӗ 31 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗпе танлаштарсан 16 ача ытларах пулать. ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх кун пек нумай ача ҫураласси 2000 ҫултанпа пулман, тет. 31 ачаран 20 арҫын ачапа 11 хӗрача. 11 ачи ҫӗмьере пӗрремӗш ача пулнӑ, вуниккӗшӗ иккӗмӗш, ҫиччӗшӗ — виҫҫӗмӗш, пӗри вара — тӑваттӑмӗш. Ачисене ытларах Романпа Карина ятсене хунӑ. Сайра тӗл пулакан ятсем шутне Ноннӑпа Ариадна кӗреҫҫӗ. Шел те Нарсписем ҫуралма пӑрахнӑ иккен Чӑвашра. Ют ҫӗршыв ачисем ытларах ҫуралаҫҫӗ тейӗн.
31 ача ҫуралнӑ пулсан та пӗтӗмшӗшле халӑх йышӗ ӳсмен — 34 ҫын ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ — 14 арҫынпа 20 хӗрарӑм. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗпе танлаштарсан ку 4 сахалрах ӗнтӗ. Уйӑх хушшинче 11 ҫемье чӑмӑртаннӑ, иккӗшӗ саланнӑ. Пӗлтӗрхи уйӑхра вара 6 чӑмӑртаннӑ пулнӑ та виҫҫӗшӗ арканнӑ.