Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Карачарский (1935-2021) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ.
Юбилей тӗлне Чӑваш кӗнеке издательствинче «Глаза моей России. Художник Николай Карачарсков» кӗнеке-альбом кун ҫути курна. Ӑна «Чӑваш Енӗн палла ҫыннисем» ярӑмпа пичетленӗ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенни – Сергей Журавлев.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи «Ял ӗҫченӗ» хаҫӑт 90 ҫул тултарнӑ.
Пӗрремӗш номере А. Каховский яваплӑ редактор ала пуснӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат эрнере виҫӗ хутчен, икшер полосапа, тухса тӑнӑ. Кӑларӑмӑн теп тӗллевӗ — коллективизацие хӑвӑртлатасси. Хаҫат ҫавна май «Большевикла колхозшӑн» ятпа пичетленнӗ.
Унтан «Сталин ялавӗ» те, «Ленинец» та пулнӑ. 1966 ҫулта вӑл «Ял ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.
Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Етӗрне округӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче пурӑнакан Валентина Васильевна Константиновна 100 ҫул тултарнӑ.
Унӑн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттерме тивнӗ. Вӑл Сӑр хӳтӗлев чиккине те чавнӑ.
Валентин Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра мӑшӑрӗпе ӗҫленӗ. Вӗсем 3 ача ҫуратса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун кинемей ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.
Валентина Васильевнӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Куславкка округӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Валентина Чемышева паян 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчӗ вӑл токарь станокӗ умӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Иваново олаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кӑштахран Валентина тӑван ялне таврӑннӑ.
1947 ҫулта хӗр хӑйсен ялӗнчи Алексей Чемышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳсиернӗ. Халӗ кинемей 13 мӑнукпа, 22 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать
Пурнӑҫӑн пысӑк пайнӗ вӑл ял хуҫалӑхне халалланӑ, выльӑх пӑхнӑ. Пенсие тухсан та ӗҫлеме пӑрахман вӑл.
Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл.
7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.
Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.
Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ.
1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ.
Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.
Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.
Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.
Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.
Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.
Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ культура ӗҫченӗ Петр Клементьев 70 ҫул тултарнӑ.
Пукане театрӗн ӳнерӗпе вӑл ача чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1971 ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1973 ҫулта пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 48 ҫул ӗҫленӗ вӑхӑтра 100 ытла постановкӑри 130 роле калӑпланӑ.
Петр Клементьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ. | ||
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |