Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» клубра Ольга Васильеван (Фёдорован) «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, калав-повесть ҫырма Ольга Васильева Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухне пуҫланӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» ятпа пичетленсе тухнӑ. Каярах унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.
«Варкӑш» клуб ларӑвӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Анатолий Хмыт чӑваш ҫыравҫи ЧР Наци библиотекинче «Турай» ҫӗнӗ романа презентацилерӗ.
Унта ӗҫтешсем, ентешсем, критиксем, филологсем, Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ пӗр полкри ҫынсем, хӗсметри юлташӗсем, журналистсем, библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ.
Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Чӑваш радио (ЧГТРК) тӗп редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫӑсен правленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш кӗнеки издательствин редакторӗсем Галина Антонова, Владимир Степанов, Хусанти паллӑ чӑваш журналисчӗ Константин Малышев, Шупашкарти 18-мӗш шкулӑн малтанхи директорӗ Александр Григорьев; ЧР Обществӑллӑ палатӑн членӗ, ЧНК президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, тата ыттисем пулчӗҫ.
Пухӑннисем ҫӗнӗ романа, А. Хмытӑн пултарулӑхне ҫӳтсе яврӗҫ, ӑна ырӑ сунса сӑмах каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Автор хӑнасене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ, лару хыҫҫӑн хӑнасене, чейпе сӑйларӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, ларура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент палӑртнӑ тӑрӑх, «Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем ҫинчен пӗр евӗрлӗрех ҫырнӑ».
«Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗҫ-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть», — тесе хакланӑ, сӑмахран, Людмила Сачкова прозаик.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Александр Пӑрттан пӗлтӗр пичетленсе тухнӑ «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине тишкерӗҫ.
Александр Степанов (Пӑртта) — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ. Вӑл — драма хайлавӗсен авторӗ те. Унӑн ӗҫӗсемпе чӑваш театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ.
Александр Степанов 1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унӑн ашшӗ сӑвӑсемпе юптарусем хайланӑ, вӗсене район хаҫатӗнче «Пӑртта Иванӗ» хушма ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑй Пӑртта йӑхӗнчен пулнине пӗлсен Александр Степанов та ҫав псевдонимпа усӑ курма пуҫланӑ.
Чӑваш кӗнекине юратакан, Чӑваш наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клуба ҫӳрекен хастарсем паян Николай Ларионов ҫыравҫӑн «Анне пилӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Аса илтерер: «Анне пилӗ» кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал ҫулла пичетленсе тухнӑччӗ.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Создание сценического танцевального костюма» кӗнекене пахалама пуҫтарӑннӑ.
Унӑн авторӗ — халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ, Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова.
Пособи сцена ҫине тухмалли ҫипуҫ епле йӗркеленнипе паллаштарать. Кӗнекене культура вӗрентӗвӗн заведенийӗсен преподавателӗсем, хореографи коллективӗсене ертсе пыракансем, студентсем валли тесе хатӗрленӗ.
Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ Антон Салмин.
Хӑтлава монографи авторӗ, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Аслӑ Петӗр ячӗпе хисепленсе тӑракан Антропологипе этнографи музейӗн (Кунсткамерӑн) аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин олнайн-мелпе хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем тата автономи ертӳҫи, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов та кӗнекене инҫет ҫыхӑну мелӗпе хӑтланӑ.
Антон Салмина ӑслӑлӑх тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл чӑвашсен тата чӑвашсен кӳршисемпе ҫыхӑннӑ халӑхсен этнологийӗпе тата историйӗпе ҫыхӑннӑ 270 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра — 20 монографин.
Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Память сильнее времени» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӗнекене XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенчи патшалӑх тата политика ӗҫченне, ВПК (б) Чӑваш обкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ, Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Яков Андреева (1888-1975) халалланӑ.
Кӑларӑм авторӗсем — маларах асӑннӑ аслӑ шкулти гуманитари тата социаллӑ экономика дисциплинисен кафедринче ӗҫлекен аслӑ преподаватель, ӑсчахсен канашӗн секретарӗ, кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Егорова тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Истоки» историпе генеалоги клубӗн пайташӗ, милици подполковникӗ, Афганистанпа Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ Сергей Егоров.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Художник Станислав Юхтар» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Мероприятие пухӑннӑ художниксем, писательсем, искусствоведсем, педагогсем, кӗнеке кӑларакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Станислав Юхтарӑн пултарулӑхне тата унӑн культурӑпа ӳнерти пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ.
Сумлӑ кӑларӑма художникӑн мӑшӑрӗ, этнограф, педагог, художник Елена Енькка хатӗрленӗ. Ӑстан ҫемье альбомӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе нумай усӑ курнӑ. Елена Енькка кӗнеке кӑларассипе 5 ҫул ӗҫленӗ.
Станислав Юхтар нумай кӗнекене илемлетме пулӑшнӑ. Ҫав шутра Иосиф Трерӑн «Хӗрӗх Чалӑш Хӗрлӗ Ту» сӑвӑсен пуххине те. Вӑл кӑларӑм 2021 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ ятпа ӑстана чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай; Марина Карягина поэт, прозаик, драматург; Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Владимир Степанов, Миша Григорян, Николай Енилин художниксем тата ыттисем саламланӑ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Татары и чуваши – ветви одного древа» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑрӑх кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене пухса хатӗрлеме Ш. Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ хутшӑннӑ.
Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче 11 сехетре иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |