Шупашкар хулинче транспорта маскӑсӑр лартма пӑрахӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус сарӑлса пыни пирки хыпарласах тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни хамӑршӑнах. Апла пулин те ҫавна пур ҫын та ӑнланасшӑн мар. Ирӗксӗрех «ҫӳлтен» хушма тивет. Паянтанпа Шупашкар хулинчи транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма чарас тенӗ. Ку йышӑнӑва хулари оперштабӑн ларӑвӗнче тунӑ. Маскӑсӑр пассажирӑн салонран тухма тивӗ.
Маскӑсӑр ҫӳрекенсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пассажирсене турттаракансен те яваплӑх пирки манмалла мар. Вӗсен штраф тата пысӑк.
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ.
Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче.
Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ сахалланнӑ. Кун пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов калана.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвне ирттернӗ.
Кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн республикӑра ҫул-йӗр инкекӗсен шучӗ 5,1 процент (900 штукран 854 таран) чакнӑ. Инкексенче вилнисен йышӗ пӗлтӗрхи тӑхӑр уйӑхра 90 ҫын вилнӗ, кӑҫалхи кӑрлач—авӑн уйӑхӗсенче — 87. Суранланнисен йышӗ пӗлтӗр 1175 ҫынпа танлашнӑ, кӑҫал – 1109.
Юпа уйӑхен 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.
Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче систерӗҫ. Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару ҫав кун икӗ хутчен: 10 тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ.
Сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл — тӗрӗслев кӑна.
ЧР Культура министерстви ыйтнипе архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова театрсемпе концерт организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Театрта кӑшӑлвирус ересрен хӑранипе зала ҫуррине ҫеҫ тултарма ирӗк панӑ. Куракансен пӗр-пӗринчен пӗр метртан ҫывӑхарах ларма юрамӗ. Пӗр ҫемьери ҫынсем пулсан юнашар ларма чармӗҫ.
«Организацисем ӗҫлеме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма тивӗ», – тенӗ министр.
Суйлав хыҫҫӑн каллех шкулсем инҫет вӗренӳ мелӗ ҫине куҫӗҫ тесе пӑшӑлтатнине нумайӑшӗ илтнӗ пулӗ. Анчах Рособрнадзор ертӳҫи Анзор Музаев ку сӑмаха пустуй, шухӑшласа кӑларнӑскер ҫеҫ тесе хаклать.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви те инҫет вӗренӳ мелӗ ҫине куҫмассине хыпарлать. Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсенче мӗнпур хӑрушсӑрлӑх мерине пӑхӑнаҫҫӗ. Шкула пыракансен ӳт температурине ирсерен виҫеҫҫӗ, алла антисептик сапаҫҫӗ, ачасене тӗрлӗ урока пӗр класран тепӗр класа илсе ҫӳремеҫҫӗ. Шкулсене темиҫе алӑкран кӗрсе тухма май туса панӑ. Ачасем пӗр-пӗринпе ытлашши хутӑшасран кашни класӑн хӑйӗн перемена.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре «Асӑрханӑр – ачасем!» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Профилактика мероприятине ҫак вӑхӑтра ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑсем шкулсем ҫывӑхӗнче правилӑна пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Ачасене турттарнӑ чух йӗркене пӑхӑнмаллине те аса илтерӗҫ.
Акцие йӗркелекенсем ашшӗ-амӑшне те ачасемпе тимлӗрех пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене ҫул ҫинче асӑрханса ҫӳреме вӗрентмелле. Ҫи-пуҫ ҫинче аякранах курӑнакан хӑю пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.