Чӑваш Ен хыснинче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнекен шӑпӑрлансене шкулта тӳлевсӗр ҫитерме укҫа тупӑннӑ. Сӑмах май, унччен ку укҫана муниципалитет уйӑрнӑ.
Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрах, республикӑра ку категорие кӗрекен 11800 ача шутланать. Вӗсене хула е район хыснинчи укҫапа тӳлевсӗр ҫитермелле, анчах пур чухне те укҫа ҫитмест-мӗн.
Нумаях пулмасть республика тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн 455 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Шӑпах ку укҫа ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн кайӗ. Ҫапах район-хула хыснисем те ку тӗллевпе укҫа уйӑрӗҫ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук.
Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн.
Паян ирхине 7 сехетре Красноармейски районӗнчи Карайра шыв башни йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каламалла: ӑна пӗлтӗр ҫеҫ республика хыснинчи укҫапа лартнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ башньӑна лайӑх ҫирӗплетмен, япӑх ҫанталӑкра ӗҫленӗ. Подрядчик ҫӗнӗ башня туяннӑ вӑхӑтра ял ҫыннисем шывсӑр ан ларччӑр тесе вӑхӑтлӑха киввине вырнаҫтарӗҫ. Подрядчик ҫӗнӗ башня саккас панӑ ӗнтӗ, ӑна гаранти срокӗпе тӳлевсӗрех лартса парӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 99 башньӑна юсама укҫа уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енре пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Ку проектпа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.
Пушарта ҫуннӑ ҫемьене кашни ҫын пуҫне 10-шар пин тенкӗ парасшӑн. Енчен те хуралтӑ таврашӗ (мунча, гараж, сарай тата ытти) ҫунса кайсан кӑшт сахалрах укҫа парӗҫ. Ун чухне пулӑшу 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Республика хыснинче ҫынсене кунашкал пулӑшу пама укҫа пӑхса хунӑ ӗнтӗ.
Аса илтерер: Канашри Разин урамӗнчи ҫуртра пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшнӑ. Ун чухне ҫуртӑн тӑрри ҫуннӑ.
Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет.
Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн.
Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле.
Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Енре килсӗр чӗрчунсене тытма, вӗсене пӑхма хыснаран 6 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Шупашкарта – 332, Канашра – 136, Ҫӗмӗрлере – 38, Тӑвай районӗнче – 9, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 8, Канаш районӗнче 32 чӗрчуна тытнӑ.
Пӗр чӗрчуна тытмашкӑн 6093,7 тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал хыснаран уйӑракан укҫа виҫине пысӑклатма палӑртнӑ, 8,9 миллион тенке ҫитересшӗн.
Килсӗр чӗрчунсене курсан вырӑнти администрацие кайса заявка ҫырмалла. Вӗсем вара чӗрчунсене тытакан организаципе килӗшӳ тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть, пушӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫапкланчӑк йытӑ хӗрарӑма тапӑнса уринчен вӑйлах ҫыртса илнӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӑватӑ регион федераци хыснинчен укҫа илӗ. Унпа ялсене атлантарӗҫ. Хушӑва РФ премьерӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫак йышра Чӑваш Ен те пур. Раҫҫейре ялсене аталантарма 2,47 млрд тенӗ уйӑрӗҫ. Вӗсене 22 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫапа ялсенче шкулсем, ача пахчисем, спорткомплекссем, бассейнсем тата ытти тӑвӗҫ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 7 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлӗҫ. Кунсӑр пуҫне 1,16 млрд тенкӗ ял ипотекине субсидилеме уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енри ялсене аталантарма 14 млн та 105 пин те 400 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуссем парасси пирки йышӑну тунӑ. Шупашкара 2020 ҫулта туса кӑларнӑ 8 троллейбус лекнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара вара 2 транспорт панӑ.
Шупашкара панӑ 8 троллейбус пӗтӗмпе 125 миллион ытла тенке кайса ларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗ ҫавнашкалах 2 транспорт 31 миллион ытла тенкӗ тӑрать.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе Ӗпхӳре туса кӑларнӑ 68 пулмалла. Савутра кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине пула ку ӗҫе вӑхӑтра тӑвайманнине сайтра хыпарланӑччӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен троллейбус паркне ҫӗнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенке тивӗҫнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пушар депоне хута янӑ. Вӗр ҫӗнӗскере нумаях пулмасть уҫнӑ.
Депо Пӑчӑрлӑ Пашьел ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вырӑнти пуҫарулӑх проекчӗпе килӗшуллӗн хута янӑ. Проект 1 млн та 490 пин те 600 тенке кайса ларнӑ. Халӑхран 76900 тенкӗ пухнӑ, республика хыснинчен – 1 млн та 205 пин те 300 тенкӗ, вырӑнти хыснаран 224 пин тенкӗ ҫурӑ уйӑрнӑ.
Депона кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов ытти ял тӑрӑхӗнче те пушар депоне уҫма палӑртнине каланӑ. Вӑл проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑ ял ҫыннисене тав тунӑ.
Чӑваш Енри икӗ МИХа республика хыснинчен 2021 ҫулта субсиди парӗҫ. Кун пек пек йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин бюджетӗнчен субсиди илекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен республика реестрӗ ҫинчен» йышӑнура икӗ МИХа асӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ, тепри — «Советская Чувашия» акционер обществи.
«Грани» хаҫата 2 миллион та 25 пин тенкӗ парӗҫ, «Советская Чувашия» хаҫата — 5 миллион та 287,8 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |