«Россия-1» телеканалпа «Ну-ка, все вместе» юрӑ-кӗвӗ кӑларӑмӗ пырать. Нумаях пулмасть пиллӗкмӗш сезон пуҫланнӑ.
Ку кӑларӑмра суйланӑ 8 ҫын паллӑ ҫынсен юррисене шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ҫӗр-ҫӗр эксперт хаклать. Пиллӗкмӗш сезонра вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Танина Лодоре те пулӗ. Вӑл - Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Кайран Раҫҫей сцена ӳнерӗн патшалӑх институтне пӗтернӗ. Халӗ Танина Питӗрте пурӑнать. Хӑш чухне ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет.
Танина юрӑ-кӗвӗре Бразили стильне кӑмӑллать. Анчах вӑл хӑй чӑваш пулнине пытармасть, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлет.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Станислав Мишин Раҫҫейӗн общество телевиденийӗ (ОТР) «Страна поэтов» (чӑв. Поэтсен ҫӗршывӗ) проекта хутшӑннӑ.
Проекта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем вырӑс поэчӗсен сӑввисене вуланӑ. Уйрӑмах илемлӗ вуланисене телекуравра кӑтартнӑ. Станислав Мишин Владимир Высоцкин «У неё всё своё» сӑввине вуланӑ. Программа эфира авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухнӑ.
2017 ҫултанпа Шупашкарти Мускав ҫыран хӗррине илемлетме, хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Кӑҫал вара ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫак илемлӗ вырӑна Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Мускав ҫыран хӗррине хӑтлӑлатнӑ кӑна мар, вӑл халӗ пӗчӗк тата вӑтам усламсене илӗртекен вырӑн та пулса тӑнӑ. Унта уҫӑлса ҫӳреме, велосипедпа тата самокатпа ярӑнма, шашлӑк ӑшалама, кафере ларма та пулать. Пӗтӗмпе 6 ҫухрӑм тӑршшӗ территорие хӑтлӑх кӗртнӗ.
Паян НТВ телеканалпа Чӑваш Енри Даниэль пирки сюжет кӑтартнӑ. Арҫын ачана пулӑшу кирлӗ.
Ҫулталӑк каялла ача 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Темиҫе эрне вӑл комӑра выртнӑ. Кайран тӑна кӗнӗ. Анчах ҫӳллӗшӗнчен ӳкни ахаль иртмен - Даниэлӗн куҫӗ суккӑрланса пырать. Ҫавӑнпа ӑна пӗр тӑхтамасӑр имплант лартмалла. Кун валли вара 2 миллион тенкӗ кирлӗ. Операцие Хусанта тума хатӗр. Амӑшӗн вара ун чухлӗ укҫа ҫук, вӑл 5 ачана пӗчченех ура ҫине тӑратать. Инкек хыҫҫӑн упӑшки ҫемьерен тухса кайнӑ.
Пӗрремӗш каналта «Ҫын тата саккун» кӑларӑмра Шупашкарти арҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна тусӗ пӗр эрнере миллион ӗҫлесе илме пултарассипе илӗртнӗ.
Ҫапла арҫын финанс пирамидине лекнӗ. Анчах малтан 180 пин тенкӗ тӑракан алла ҫыхмалли сехет туянмалла-мӗн. Каччӑ ӑна туяннӑ. Анчах тупӑш ӗҫе ытти ҫынна явӑҫтарсан кӑна пулать тенӗ. Ҫапла каччӑ амӑшӗн укҫине вӑйпах илсе ҫав ӗҫе хывнӑ, процентсем илнӗ. Ҫын илсе кил те тупӑш ту - ҫапла каласах тӑнӑ ӑна. «Пӗтӗм тӑван, ҫывӑх ҫын ӗҫе явӑҫсан эпӗ тупӑш илме пӑрахрӑм», - каласа кӑтартнӑ каччӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ унӑн «ӗҫӗ».
Чӑваш Енри Маунтинбайк центрӗ пекки ҫӗршывра те тек ҫук. Кун пирки республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Йӑлӑмра вара кайтсерфинг бази ӗҫлет. Унта кайтсерфинг енӗпе Раҫҫейӗн виҫӗ хут чемпионӗ Антон Минаев тренировкӑсем ирттерет иккен.
«Матч ТВ» федераци каналӗн «Что по спорту?» программин ертӳҫисем Алекс Смольянинов тата Артем Чупин пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ спортӑн ҫуллахи енӗсемпе паллашнӑ, пляж волейболне вылянӑ, самокатпа тата гидрофойлпа ярӑннӑ, флайборд ҫине тӑнӑ.
Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе, чаплӑ купӑспа таврӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Хула ачисене тӑван ӳнере юратса хисеплеме вӗрентекен хастар та пултаруллӑ чӑваша, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне чун-чӗререн саламлатпӑр!» — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Пултаруллӑ культура ӗҫченӗнчен Марина Карягина интервью илнӗ. Ҫав телекӑларӑм эфира тунтикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 30 минутра тухӗ. Передачӑна «Россия 1» канала кӑтартӗ.
Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.
Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ. 2018 ҫулта вара чӑваш чӗлхи валли сасӑсем пухма пуҫларӗҫ. Кун пирки ун чухне ятарлӑ хыпар та эпир вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа 5 ҫул иртрӗ. Пӗр енчен илсен чӑваш ҫыннисем тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ теме пулать. Мӗнпурӗ 28 сехетлӗх тӗрлӗ пуплевӗшсене сасӑпа ҫырса пачӗҫ. 112 ҫын хутшӑннӑ. Чи нумай ҫырнӑ ҫын, Kandrat ятлӑскер, 4 пин пуплевӗш сасӑланӑ. Pike тата Ilya Nyagin — кӑшт сахалрах, 2-3 пиншер. Эпӗ мӗнпурӗ ҫырнӑ сасӑ тӑрӑх тӑваттӑмӗш пыратӑп. Пурӗ 1 531 пуплевӗш ҫырнӑ.
Mozilla Common Voice проектӑн тӗп ҫитменлӗхӗ — халӑх ытлашшиех хутшӑнас теменни.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Самое время» передачӑна Канаш арҫыннине хӑнана чӗннӗ. Екатерина Стриженева телеертӳҫӗ Сергей Ефимовран интервью илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Канаш ҫыннин сӑввипе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, Александр Маршал юрӑ ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |