Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 18 ҫулти каччӑпа ҫар комиссарӗ пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ. Кун пирки www.sova-center.ru сайтра пӗлтереҫҫӗ.
Каччӑ – Иеговы свидетель тӗнне ӗненет. Ҫавна май вӑл альтернативлӑ майпа ҫар тивӗҫне пурнӑҫласшӑн. Анчах призыв комиссийӗ ҫамрӑкскере ирӗк памасть. Комиссири пӗр ҫын РФ Аслӑ сучӗн йышӑнӑвне аса илтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейре Иеговы свидетельсен управлени центрне йӗркелеме чарнӑ. Ҫавӑнпа каччӑна ку лару-тӑрура тӗн пирки манма ыйтнӑ.
Ҫамрӑкскер патне повестка килнӗ. Унӑн ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫар комиссариатне пымалла. Анчах каччӑ ку йышӑну тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Салтакӑн медальонӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ вун-вун ҫынна шыраса тупма, палласа илме пулӑшнӑ. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ паттӑра, Петр Илугина, тивӗҫлипе пытарнӑ.
1919 ҫулта ҫуралнӑскер 1939 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Ҫамрӑкскер салтака кайиччен ҫемье ҫавӑрса ӗлкӗреймен. Вӑрҫӑра вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл тыткӑна лекнӗ тесе те шухӑшланӑ тӑванӗсем.
Нумаях пулмасть «Отчизна» шырав ушкӑнӗ ӑна шыраса тыпнӑ, капсулӑра упранса юлнӑ хут татӑкӗ унӑн ячӗ-шывне палӑртма май панӑ. Петр Илугинӑн виллин юлашкине Крымра тупнӑ. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче унта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ. Историксем шутланӑ тӑрӑх, унта 300 пине яхӑн совет салтакӗ пуҫ хунӑ. Вӗсен йышӗнче чӑвашсем те пулнӑ. Пӗлтӗр 100 яхӑн салтакпа офицер шӑмми-шаккине тупнӑ. Вӗсенчен 40шӗн ятне палӑртма май килнӗ.
Шупашкарта пӗрремӗш призывниксене ҫара ӑсатнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри нацгвардире ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Паян ҫар комиссариачӗн пуху пунктӗнче, Пирогов урамӗнче, пулас салтаксене тӑванӗсем ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 14 каччӑ пынӑ унта. Вӗсем ҫар тивӗҫне Мускавра, Хусанта пурнӑҫлӗҫ.
Призывниксене ятарлӑ тумсемпе тивӗҫтернӗ. Кашнине электронлӑ картта, сим-картта панӑ. Тӑванӗсем сывпуллашмалли самант ҫитсен куҫҫульне чарайман. Ҫапах кашниех ӑнланнӑ: ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ.
РФ ШӖМӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи салтаксене ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпассипе тивӗҫтермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Шупашкарти ҫар чаҫӗнче салтак тивӗҫне пурнӑҫлакансем те малашне кӑлпасси ҫиме пуҫлӗҫ.
4300 килограмм ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпасси туянмашкӑн 1,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗр килограмм 283 тенке ларать. Кӑлпасси Хусанти виҫӗ чаҫе, Чулхула облаҫӗнчи ултӑ чаҫе тата Шупашкарти чаҫе килӗ.
Пирӗн хулара ҫар службинче тӑракан салтаксене ыттисенчен сахалрах кӑлпасси лекӗ — 50 килограмм (14 пин тенкӗлӗх). Чылай пайӗ Чулхулари чаҫсенчи яшсем валли кайӗ.
Тендера хутшӑнмашкӑн заявленисене нарӑс уйӑхӗн 5-15-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫне 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра кӗрхи призыв тапхӑрӗ пырать. Хальхинче пин ытла каччӑна салтакан ямалла.
Кӑҫалхи призыв унчченхисенчен каллех кӑштах уйрӑлса тӑрать. Сӑмахран, салатка каймалли яш-кӗрӗм ҫарта мӗн чухлӗ пулассине суйлаять. Анчах пурте мар, аслӑ пӗлӳллисем кӑна.
Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейӗн ҫар кафедрисенче студентсене тӗп пӗлӳпе пӗрлех ҫар пӗлӗвӗ те пама тытӑннӑ. Чӑваш Енре ун пек кафедрӑсем ҫук-ха, анчах ют хуласенче ун пеккинче вӗренекенсем ҫӗнӗ программӑна лекееҫҫӗ.
Вӗреннӗ вӑхӑтра вӗсем теори курсне вӗренеҫҫ. Ӑна пӗтерсен квалификации экзаменӗ тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесен вӗсене ятарлӑ званипе саппаса илеҫҫӗ. Енчен экзамен тытаймасан вӗсене пӗтӗмӗшле йӗркепе ҫара илӗҫ. Ӑнӑҫлӑ тытнисем е ҫулталӑклӑха срочник пулса, е ик ҫуллӑха контрактпа кайма пултараҫҫӗ.
Кирек мӗнле вӑрҫӑ та халӑх чӗринче ӳт илеймен суран хӑварать. Вӑрҫӑ вӑрҫах: пӗрисем ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлаҫҫӗ, теприсем, тӑван тӑрӑха сывӑ-чӗрӗ е аманса таврӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫисем кӗрлерӗҫ. Вӗсенче мӗн чухлӗ салтак пурнӑҫӗ татӑлмарӗ-ши? Вӑрҫӑ пирки калаҫма йывӑр, анчах ун пирки манма пирӗн тивӗҫӗм ҫук.
Кӑҫал нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Афганистанран Совет ҫарӗсене тӗппипех илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Унти ҫапӑҫусем интернационалист салтаксен асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Чечня вӑрҫи те чылай ҫамрӑкӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ. Хӑрушӑ ҫак вӑрҫӑсем салтак амӑшӗсен ҫӳҫне вӑхӑтҫӑр шуратнӑ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май республикӑри кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Акӑ Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнче уяв каҫӗ ирттернӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, Афганистан тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ интернационалист салтаксемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Уява Шӑмӑршӑ район администрацийӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, республикӑри интернационалист салтаксен пӗрлӗхӗн районти организацин председателӗ Геннадий Ельцов, Васан, Ярӑслав, Кивӗ Шӑмӑршӑ ялӗсенчи интернационалист салтаксем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халахӗ хутшӑннӑ.
АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.
Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.
Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |