
Паян Шупашкара пилостӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑнни пирки эпир унччен хыпарласа ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Аса илтерер: хулари темиҫе ҫурт сиенленнӗ.
Хусанкай урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 20-мӗш шкулта пулӑшу паракан пункт уҫнӑ.
Унта пухӑннисемпе республика парламенчӗн ертӳҫи Леонид Черкесов тӗл пулнӑ. Шар курнӑ ҫуртсене республика шучӗпе юсама шантарнӑ, эвакуациленисен ытти ыйтӑвне хуравланӑ.
«Сиенленнӗ хваттерсене республика хысни шучӗпе юсӑпӑр. Ӗҫе пуҫӑннӑ та ӗнтӗ», - тенӗ Леонид Черкесов.

Элӗк районӗнчи Ураскилтри пӗр кушак урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑ Республикӑн ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Кушак чирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн вырӑнта карантин тесе республика Элтеперӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Хушу ӑна пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.

Шупашкар районӗнче уйӑх ҫурӑ каялла ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ.
41 ҫулти Александр Леонидович Томский килтен юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Лада Приора» машинӑпа тухса кайнӑ. Явӑш арҫынни хӑй ӑҫта ҫул тытнине килтисене пӗлтермен.
Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
Хӑй сӑрӑ курткӑпа, сӑрӑ джинс шӑлаварпа пулнӑ.

Паян ирхине пирӗн республикӑна каллех беспилотниксем тапӑннӑ. Ҫавна пула хулари пурӑнмалли ҫуртсем те сиенленнӗ. Шар курнисем те пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ мӗнпур служба инкек вырӑнӗнче ӗҫлет.
Ирхине хулари тӗп урамсемпе машинӑсене ҫӳреме чарнине ҫынсем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ.
Хусанкай урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри шкулта ҫынсене пулӑшмалли пункт уҫнӑ.

Муркаш районӗнче пурӑнакан икӗ ача амӑшӗ ултавҫӑсене ӗненсе хваттер сутса янӑ. Ӑна сутсан алла кӗнӗ 5 миллион ытла тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ун патне посылка килнӗ тесе шӑнкӑравланӑ, СМС-ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ. Унтан хайхи патне патшалӑх пулӑшӑвӗнчи уйрӑм пӳлӗме такам кӗни пирки ҫыру килнӗ. Ҫавна шанса хӗрарӑм унта кӑтартнӑ «хӗрӳ» телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Унпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Росфинмониторинг ӗҫченӗсем текен ҫынсем калаҫнӑ.
Вӑл вӗсем каланине итлесе хваттер сутса янӑ. Ку вӑл суя килӗшӳ пулӗ тесе ӗнентернӗ хӗрарӑма хайхисем.
Кайран хӗрарӑм хваттер укҫине, 5 миллион ытла тенкӗ, ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Ултавҫӑсене тата ӗненетчӗ пулӗ те — аппӑшӗ тӑна кӗртнӗ.

Чӑваш Енри М-7 ҫул ҫинче 40 килограмм наркотик тиенӗ машинӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Муркаш районӗнче Пушкӑртстан номерӗллӗ «Инфинити» машинӑна чарнӑ. Унта икӗ арҫын ларса пынӑ.
Вырӑна наркополицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем те пырса ҫитнӗ. Машинӑра 40 килограмм ытла мефедрон тата гашиш пулнӑ. Ӑна арҫынсем Ленинград облаҫӗнчен Пушкӑртстана илсе ҫитерме тӑнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче урама вак чул сарма йышӑннӑ. Ун валли ял халӑхӗнчен пурӗ 135 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе 1,6 миллион тенке ларнӑ.
Урам вӗҫӗнче пурӑнакан пӗр кил хуҫи укҫа пама килӗшмен, ҫавна кура вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса вак чула ҫав ҫын килӗ патне ҫитиччен сарса пама килӗшмен.
Прокуратура ҫавна кура тӳре-шара ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ҫав лаптӑка хысна шучӗпе вак чул сармалла пулнӑ тесе палӑртнӑ.

Етӗрне округӗнче Сӑр юханшывӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Ҫак арҫын Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Вӑл раштавӑн 2-мӗшӗнче пулла кайнӑ – кимӗ илсе Етӗрне еннелле ҫул тытнӑ. Анчах кайран ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ӑна ҫав кунах шырама пуҫланӑ, ҫӗрӗпе шыранӑ. Полицейскисем ҫыран хӗрринче унӑн машинине, япалисене тата ҫаврӑнса ӳкнӗ резин кимме тупнӑ. Водолазсем ҫав вырӑнта шыранӑ та унӑн виллине тупнӑ.

Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын ӳсӗрле руль умне ларма юратнӑшӑн машинӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Вӑл темиҫе хутчен те ӳсӗр пуҫпа машинӑпа ҫула тухнӑ. 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна ҫавӑншӑн пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫнӗ пуҫпа ҫула тухнӑ. «Ниссан Альмера» автомашинӑна йӗрке хуралҫисем Ишлей патӗнче чарнӑ, водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеме килӗшмен.
64 ҫулти арҫынна халӗ суд 6 уйӑх ӗҫлеттерсе юсантарма, тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне машинӑна патшалӑх валли конфискациленӗ.

Улатӑр хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ — архитектура, хула строительствин, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ 2022 ҫулхи пуш тата авӑн уйӑхӗсенче уйрӑм усламҫӑран 115 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.
Суд тӳре-шарана 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ, унсӑр пуҫне унӑн 2,8 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле.
