
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «Хусан–Чулхула–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен виҫӗ электричкӑн расписанийӗ улшӑнӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр рейс хутшӑнӗ.
5501-мӗш номерпе ҫула тухакан «Шупашкар–Канаш» электропуйӑс 7:18 сехетре (хальхинчен 6 минут каярах) ҫула тухса Канаша 9:48 сехете ҫитӗ.
6351-мӗш номерлӗ «Хусан–Канаш» пуйӑс 4:00 сехетре (7 минут иртерех) хускалӗ, Канаша 6:43 сехете ҫитӗ (7 минут иртерех).
6194-мӗш номерлӗ «Ҫӗмӗрле–Канаш» пуйӑс 20:00 сехетре (48 минут каярах) ҫула тухса 21:31 сехете (48 минут каярах) Канаша ҫитӗ.
Хусанпа Чулхула хушшинче тепӗр электропуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл унтан 05:10 сехетре тухӗ те Чулхулана 11:30 сехете ҫитӗ. Чулхуларан Хусана 16:08 сехетре тухса кайӗ, вырӑна 22:28 сехетре ҫитӗ. Асӑннӑ электропуйӑс юнкунсӑр пуҫне кашни кунах ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 6 сехет те 20 минут иртӗ.
Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ икӗ хулана ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӗрле хускалса ирпе ҫитеҫҫӗ. Хусантан Чулхулана ҫитме 8 сехет те 37 минут иртет, Чулхуларан Хусана кайма — 9 сехет те 17 минут.

Ҫу уйӑхӗнчи уявсенче Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пирӗн пата килекен пуйӑссен шучӗ нумайланӗ.
Шупашкартан хушма пуйӑссем ҫу уйӑхӗн 2, 3, 7, 8, 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗҫ, Мускавран хушма рейс ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Сӑмахран, 228/227-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12:55 сехетре хускалӗ, Мускава тепӗр кунхине 03:20 сехетре ҫитӗ. Вӑлах Шупашкартан Мускава ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 22:45 сехетре хускалӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫу уйӑхӗн 13:10 сехетре пулӗ. Расписание хушма рейссем те кӗртнӗ. Вӗсемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулсен сайтӗнче паллашма пулать.

Малашне пуйӑҫра медицина маски тӑхӑнмасан та юрать. Ку инҫе ҫула каякан пуйӑссене пырса тивет. Кун пирки Раҫҫей чукун ҫулӗ пӗлтерет.
Малашне проводниксем пассажирсен ӳт температурине виҫмӗҫ. Ҫавӑн пекех вакун-бисторсенче, вакун-ресторансенче социаллӑ дистанцие пӑхӑнмалла мар.
Ҫапах хальлӗхе унчченхи пекех пуйӑса дезинфекцилӗҫ. Уйрӑмах – алӑксене, алӑк хӑлӑпӗсене, порученьсене.
Сӑмах май, Мускавра нумаях пулмасть маска режимне пӑрахӑҫланӑ.

Ака уйӑхӗнченпе Раҫҫей чукунҫулӗн виҫӗ пуйӑсӗ икӗ хутлӑ пулӗ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗре каяканни икӗ хутли ҫине куҫӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йошкар-Олана ҫитекенни те ҫаплах ҫӳреме тытӑнӗ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче "Чӑваш Ен" пуйӑс та икӗ хутлӑ пулӗ. Ун йышӗнче хальхи йышши икӗ хутлӑ, купеллӗ вакунсем пулӗҫ. Ҫапла мапа Раҫҫей чукунҫулӗ пуйӑсри вырӑнсене 30 процент нумайлатма, билет хакне йӳнетме пултарнӑ.
Пуйӑс ҫав расписанипех ҫӳрӗ. Хакӗ вара пӗчӗкрех. Купене илес тӗк 1738 тенкӗ пама тивӗ. Халӗ ку билет 3320 тенкӗ тӑрать. Плацкартпа каяс тӑк халӗ 2273 тенкӗ тӳлемелле.

Пуйӑсра аялти вырӑнта ларса пыма билет туяннӑ пассажирсене ҫӳлтисене вырӑн пама хушакан йӗрке йышӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ йӗрке проектне РФ Транспорт министерстви хатӗрленӗ. Унта сӑмах пуйӑсри купере аялта ларса пыракансен ҫӳлти вырӑна билет илнисене апат ҫимелли сӗтелпе усӑ курма ирӗк парасси ҫинчен пырать.
Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнса пӗтерсен, пуйӑсра аялти рете йышӑннисен ҫӳлти ретрисене апат сӗтелӗпе усӑ курма кунне виҫӗ хутчен вырӑн памалла. Ирпе, кӑнтӑрла тата каҫпа. Ирпе тата каҫпа — 30-шар минут таран, кӑнтӑрла — 1 сехет таран.
Сӑмах май каласан, ҫӳлти вырӑнсенче билет хакӗ кӑштах йӳнӗрех.

Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне пуйӑспа ҫыхӑнтарасшӑн. Ҫапла пӗлтерет Ҫӗмӗрле администрацийӗ.
Хальлӗхе ку ыйтӑва «Содружество» АО пӑхса тухать. Чукун ҫул маршрутне «Сергач – Ҫӗмӗрле – Канаш» ҫулпа хывасшӑн. Ҫавна май Ҫӗмӗрле ҫыннисене ыйтӑма хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче ирттерекен ыйтӑмра вӗсемшӗн мӗнле график меллӗ пулнине палӑртмалла.
Сӑмах май, унччен ҫак маршуртпа ҫӳрекен пуйӑс пулнӑ. Анчах ӑна 2013 ҫулта хупса лартнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи 133/134-мӗш номерлӗ «Хусан–Питӗр» пуйӑс расписанине улӑштарма йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пуйӑс тӑватӑ кунта пӗрре хутлама тытӑнӗ. Авӑн уйӑхӗнче, тӗслӗхрен, 9, 13, 17, 21, 25-мӗшӗсенче ҫула тухӗ, каялла килме — авӑн уйӑхӗн 10, 14, 18, 22, 26-мӗшӗсенче.
«Шупашкар – Питӗр» прицеп вакунӗсене те сайра ҫӳретӗҫ. Вӗсем 8 кунта пӗрре ҫеҫ пулӗҫ. ҫак уйӑха илсен, Питӗре Шупашкартан авӑн уйӑхӗн 13, 21, 29-мӗшӗсенче пуйӑспа кайма май килӗ, унтан каялла килме: авӑн уйӑхӗн 10, 18, 26-мӗшӗсенче.

Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем 053/054-мӗш номерлӗ «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) фирма пуйӑсне икӗ хутлӑ вакунсенчен йӗркелесшӗн. Кун пирки хальлӗхе официаллӑ пӗлтермен-ха, анчха ун пек сӑмах-юмах тухнӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 071/072-мӗш номерлӗ «Чебоксары-Москва» (чӑв. Шупашкар-Мускав) пуйӑс икӗ хутлӑ вакунсем ҫине куҫрӗ.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхсемпе танлаштарсан кӑҫалхи ҫур ҫулта икӗ хутлӑ вакунсем 1,5 хут нумайрах пассажира турттарнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ.

Электропуйӑс Канаша чип-чиперех ҫитсе чарӑннӑ. Тепӗр кун ирхине пӑхаҫҫӗ – вакуна такам ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫӗрле вандал пуйӑса ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Анчах пуйӑс – альбом мар вӗт. Ӳкерчӗксене пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав ҫамрӑка часах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуйӑс ҫине ӳкернӗ каччӑ 26 ҫулта, Мускавра пурӑнать. Ҫав кун вӑл Канашра пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре вӑл никам та ҫук чухне аэрозоль баллонсемпе усӑ курса вакун ҫине ӳкернӗ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Куншӑн 3 уйӑхлӑха арестлеме те пултараҫҫӗ.
