
Коронавируса пула пирӗн ҫӗршывра та, Чӑваш Енре те ҫирӗп мерӑсем йышӑнчӗҫ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Коронавирус, малтан шухӑшланӑ пекех, экономикӑн пур отрасльне те пырса ҫапрӗ. Ҫавна тӗпе хурса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ хушма мерӑсем йышӑнасси пирки ӗнер пӗлтерчӗ. Ҫавсен шутӗнче ӗҫсӗрлӗх пособийӗпе ҫыхӑнни те пулчӗ. Ӗҫсӗррисене тӳлекен ҫак пособин чи пысӑк виҫи 8 пин тенкӗччӗ. Малашне ӑна 1,5 хута яхӑн ӳстерӗҫ.
Раҫҫей Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ака уйӑхӗнчен вӑя кӗрӗ.
Ӗҫсӗррисене тӳлекен пособи виҫи 12 пин те 130 тенкӗ (ку вӑл – пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи) пулӗ.
Пенси ҫулне ҫывхаракан ӗҫсӗр ҫынсене тӳлекен виҫе те ҫавӑн чухлех пулӗ. Хальлӗхе унӑн виҫи – 11 пин те 280 тенкӗ.

2018 ҫултанпа Раҫҫейре пӗрремӗш ача ҫуратнӑшӑн пособи пама тытӑннӑ. Анчах ӑна илес тесен ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ виҫерен 1,5 хут ытларах пулмалла мар. РФ Президенчӗ ҫитес ҫултан улшӑнусем пуласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрекен саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пособие ача 3 ҫул тултариччен (унччен 1,6 тултариччен пулнӑ,) тӳлӗҫ. Ҫитес ҫултан ку пособие ытларах ҫемье тивӗҫӗ: тупӑш пурӑнма кирлӗ виҫерен 2 хут ытларах пулмалла мар.
Палӑртмалла: халӗ ку пособие 3628 ачана параҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ҫак пособие тивӗҫекен ҫемьесен йышӗ 7600 ҫитме пултарать.

Чӑваш Енри хыснаран нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра нумай ачаллӑ 12 пин ытла ҫемье пурӑнать. Ку уйӑхра 3814 кунашкал ҫемье пособи илнӗ. Ку тӗллевпе хыснари 40 миллион ытла тенкӗ тӑкакланнӑ.
Правительство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн пособи тӳлемешкӗн 793,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ӑна пур ҫемье те тивӗҫеймест. Кунашкал пособие илес тесен ҫемье тупӑшӗ Чӑваш Енре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен ытларах пулмалла мар.

Раҫҫейре ача пособине ӳстерме палӑртнӑ. Сахал тупӑшлӑ, 1,5-3 ҫулсенчи ачана ӳстерекен ҫемьесене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ таран тӳлеме тытӑнасшӑн. Халӗ хӑш-пӗр ҫемье организацирен уйӑхне 50 тенкӗ илсе тӑрать, анчах ку тӳлеве пурне те памаҫҫӗ.
Ку ыйту пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ «тӳрӗ линире» калаҫнӑ. Ун чухне Владимир Владимирович ку пособие ӳстермелли пирки пӗлтернӗ.
Хальлӗхе саккуна йышӑнман, ӑна сӳтсе яваҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, улшӑну 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ.
2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев.

2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗ ӳсӗ. Раҫҫей правительствин «2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк тата чи пысӑк виҫи пирки» постановленине алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк виҫи 1500 тенкӗпе танлашӗ (халӗ вӑл 850 тенкӗ). Чи пысӑк виҫе вара 8000 тенкӗ пулӗ (халӗ вӑл 4900 тенкӗ).
Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынсем валли пособи пулӗ. Ку пособин чи пӗчӗк виҫи – 1500, чи пысӑк виҫи 11280 тенкӗ пулӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче вӗрентекенсене ӗҫ укҫи тӳлемелли проекта пӑхса тухнӑ. Ҫамрӑк педагогсене пулӑшас тӗллевпе Правительство постановленине улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ.
Ларура ҫулталӑк ӗҫленӗ ҫамрӑк вӗрентекенсене, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнисене, пособи парас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Вӗсене 10 оклад чухлӗ пама йышӑннӑ.
Пособие хӑш уйӑхран памалли пирки тавлашуллӑ самант та сиксе тухнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫе вырнаҫнӑ вӗрентекенсем те пур вӗт. Унашкаллисем республикӑра – 83 ҫын. Ҫавӑнпа, ЧР Вӗренӳ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнӑ ҫамрӑк вӗрентекенсене пособи тӳлеме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: пӗр хутчен паракан пособи 54 пин те 800 тенкӗрен нумайрах пулмӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха?
Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать.

Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ачашӑн каллех пособи тӳлеме пуҫлӗҫ. Ҫак тӳлеве 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ е усрава илнӗ ачашӑн парӗҫ.
Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ачана пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫипе танлашаканскере раштавӑн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗҫ. Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ку виҫе 8916 тенкӗпе танлашать. Пособие ача 3 ҫул тултариччен парӗҫ.
Регионсене виҫҫӗмӗш ачашӑн пособи тӳлемелли укҫана федераци хыснинчен уйӑрса панӑ. Чӑваш Ене 2017 ҫул валли ку тӗллевпе 25 миллион тенкӗ ҫитнӗ.

Чӑваш Енре темиҫе пособи виҫи ӳснӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртне ларӑвӗнче пособисем пирки калаҫнӑ. Чи малтанах ачашӑн уйӑхсерен тӳлекен пособине ӳстерме палӑртнӑ. Малашне унӑн виҫи 324 тенкӗ таран ӳсӗ. Опекунсене тата ачана хӑйсен хӳттине илнӗ ашшӗ-амӑшне вара уйӑхсерен 1524 тенкӗ таран парӗҫ.
Тыл ӗҫченӗсем 1044 тенкӗ илӗҫ, ӗҫ ветеранӗсем – 1100 тенкӗ. Политика репрессийӗсенчен шар курнисене уйӑхсерен 2345 тенкӗ тӳлӗҫ.
Палӑртмалла: чиновниксем пособисен виҫисене 2008 ҫултанпа хӑпартман.
