
Республикӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми парассипе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑракан ҫав укҫана илме 11 ходатайство тӑратнӑ.
Уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫине, Раҫҫейри Писательсен союзӗн членне Денис Гордеева пама йышӑннӑ.
Денис Гордеев 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ял пурнӑҫне аван сӑнарлакан унӑн илемлӗ чӗлхине Василий Шукшин, Виктор Астафьев вырӑс ҫыравҫисен прозипе пӗр шая лартаҫҫӗ. Чӑваш ҫыравҫин кӗнекисем республикӑн Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекесем» темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ май 8-16 ҫулсенчи ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшасси пирки каланӑ. Ҫак ӳсӗмри шӑпӑрлансемшӗн те пособи парӗҫ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем ҫеҫ илейӗҫ.
Ку ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫланма тытӑнӗ. Заявленисене вара ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнӗҫ. Ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ пама пулать. Пособи парассине ырласан тӳрех икӗ уйӑхшӑн укҫа килӗ.
Пособин ҫуррине пама йышӑнсан вӑл 526,5 тенкӗпе танлашӗ. Тупӑша кура 75%-не ырласан – 7824,75 тенкӗпе. Пособин 100 проценчӗ – 10433 тенкӗ.

Социаллӑ тӳлев фончӗ ачана пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Хӗрарӑм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченпе ачана пӑхассипе отпускра пулнӑ. Соцтӳлев фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ӑна уйӑхсерен 10 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Анчах утӑ уйӑхӗнче тӳлев килмен.
Акӑ мӗн пулнӑ иккен: утӑ уйӑхӗнче ашшӗ «больничнӑй» 5 кун илнӗ те ачапа ларнӑ. Ҫавна пула амӑшне утӑ уйӑхӗнче ача пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗслесен фонд тӳлеве куҫарса панӑ. Айӑплисене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ: выговор панӑ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин ачаллӑ ҫемьесене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене укҫан пулӑшасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Аса илтерер: Владимир Путин ку категорие кӗрекен ҫынсене укҫа парасси пирки Федераци Канашне янӑ ҫырура каланӑччӗ. Хушупа килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа тулли мар ҫемьере ҫитӗнекен 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи парӗҫ. Ку ачана уйӑхра пурӑнма кирлӗ чухлӗ виҫен ҫуррипе танлашать. Раҫҫейре вӑтамран – 5600 тенкӗ.
Пепке кӗтекен хӗрарӑмсене, шута 12 эрнеччен тӑракансене, уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ виҫен ҫуррине тӳлеме тытӑнӗҫ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен 7 ҫул тултарман ачапа больничнӑй илнӗшӗн ӗҫ укҫине 100 проценчӗпех тӳлӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 20 ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе 3 пин тенкӗ пособи илсе тӑрать. Анчах ку виҫе 1994 ҫултанпа ӳсмен.
Чӑвашинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Культура министерствин Общество канашӑн председателӗ Виктор Бондарев ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне пособие ӳстерес ыйтупа тухнӑ. Олег Алексеевич ку шухӑша ырланӑ.
«Эсир сӑмах хускатнӑ ҫынсем Чӑваш Ен культурине пысӑк тӳпе хывнӑ. Ку пособи виҫине пирӗн ЧР Культура министерствипе пӗрле пӑхса тухмалла», - тенӗ Элтепер.
Пособи виҫи мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ.

Пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачашӑн уйӑхсерен паракан пособие илес тесен справкӑсене ҫӗнетме тивмӗ. Вӗсем 2021 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен автомат мелӗпе тӑсӑлӗҫ. Ҫакна РФ Патшалӑх Думи паян йышӑннӑ.
Аса илтерер: пӗрремӗш ачашӑн 9541 тенкӗ федераци хыснинчен параҫҫӗ. Анчах вӑтам тупӑш пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен пысӑкрах пулмалла мар. Иккӗмӗш ачашӑн вара амашӗн капиталӗнчен тӳлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен справкӑсене ҫӗнетмелле пулман. Юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вара пособие тӑсас тесен заявлени пама тивнӗ.

Ҫитес ҫултан Чӑваш Енри 5 ачарана е ытларах воспитани паракан ҫемьесен пособине ӳстерӗҫ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ларура ЧР ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫултан кунашкал ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парасси 22 процент ӳсӗ. Ку пособие 5,2 пин ача тивӗҫӗ.
Хальхипе танлаштарсан, 18 ҫул тултарман 5 е унран ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем ҫулталӑкра 15360 тенкӗ ытларах илӗҫ. Вӑтамран пӗр уйӑхра ку 1300 тенкӗпе танлашать. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 3,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе пособи илсе пурӑннӑ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 83 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫак 55 ҫулти хӗрарӑм ӗҫсӗррисен йышне тӑнӑ. Паллах, куншӑн ӑна уйӑхсерен пособи панӑ. Янтӑ укҫа унӑн енчӗкне кӗнӗ.
Анчах ҫак хӗрарӑм пӗлтӗр ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче Улатӑрти пӗр коммерци организацийӗнче килӗшӳпе ӗҫленӗ.
Организацире вӑл шалу илсе тӑнӑ. Анчах кун пирки ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтермен. Ҫапла майпа вӑл пособие саккуна пӑсса илсе тӑнӑ.

Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать.
Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта.

Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑракан хӗрарӑм саккуна пӑсса пособи илсе тӑнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – 27 ҫулти хӗрарӑм.
Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӑл центра ӗҫ шыраса килнӗ, шута тӑнӑ. Ун чухне вӑл усламҫӑ пулманнине, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнине каланӑ, ӗҫ тупсан кун пирки пӗлтерессине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ. Тепӗр уйӑхранах хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫнӑ, анчах кун пирки центра хыпарламан. Пособие вара илсе тӑнӑ.
Ку – саккуна пӑсни. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтерсен суд пӑхса тухӗ, приговор вулӗ.
